Вăрман юрри
(Ватă чăваш калавĕ)
Эпĕ ĕнтĕ ватă çын. Вуниккĕмĕш çул пенсире пурăнатăп. Çураласса хам Атăл ку енчех çуралнă-ха, анчах, калас пулать, ĕмĕре Атăл леш енче ирттернĕ. Йăлăм вăрманĕнче. Хырлăхра. Вăл-ку юрĕ-ха. Ун пирки кайран. Акă, ватăлмалăх кунăмра каллех ку енне каçмаллачĕ. Турра шĕкĕр ĕнтĕ, карчăкăмпа иксĕмĕре хулара хваттер пачĕç. Ăшă. Çутă. Таса. Пурнăç аван. Юрласа кăна пурăн!..
Апли апла та, тунсăхăм паян кун та канăç памасть. Кăкăра тек-текех киле-киле хĕсет. Вăрман кайăкĕ вăрманаллах пăхать тенĕ пек, чунăм леш еннеллех туртăнать. Аптранипе вара Атăл хĕррине тухатăп та сехечĕ-сехечĕпе тăратăп. Йăлăмалла тĕмсĕлсе пăхатăп. Тепĕр чух тӳсейместĕп, — трамвай текенни çине ларса, ярăнтара паратăп леш еннелле. Каллех хам ĕмĕр тăршшĕ утна сукмаксемпе утса çӳретĕп. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Каç пулать. Киле тĕттĕмле тин таврăнатăп.
Ялта пире Шаршан йăхĕ тенĕ. Хама, авă, Шаршан Тимуш Павăлĕ тесе чĕнеççĕ. Павел Тимофеевич Шаршанов. Паспортăм та, пенси кĕнеки те çав ятпа.
Атăл леш енчи Акăшкӳл вăрман хуçалăхĕнче эпĕ хĕрĕх çул ĕçлерĕм. Вăрçăра тăватă çул çӳренине пĕрле шутласан, пурĕ шăпах хĕрĕх тăватă çул пухăнать. Вăт сире Шаршан Павăлĕ! Чăн та, эпĕ пĕр-пĕр пысăк пуçлăхра ларман, хуралçă кăна пулнă. Вăрман хуралçи. Лесник, эппин.
Пирĕн хурал пӳрчĕ питĕ меллĕ вырăнтаччĕ. Чăвашпа Мари çĕршывĕсен чиккинче. Икĕ патшалăх чиккинчи пекех, эпир хамăрăн хурал пӳртне кордон теттĕмĕр. Карчăкпа иккĕн унтах пурăнаттăмăр. Хамăра кура, кăшт пĕчĕк хуçалăх та пурччĕ. Ĕне, пилĕк-ултă сурăх, сысна, шурă сайккасем... Леш кроликсем, ара. Иккĕнех те пурăнман эпир карчăкпа. Вăрçăчченхи пуслăх — тăватă хĕр пулнă пирĕн. Вĕсем тахçанах качча кайнă, хăйсен килйышĕсемпе пурăнаççĕ, вунçичĕ мăнук çитĕнтереççĕ.
Хам вăрçа кайсан, Акăшкӳл вăрманне хураллама карчăкăм юлчĕ. Вăл Хветура ятлă. Ун чухне самаях паттăрччĕ-ха. Упаран та, кашкăртан та хăрамастчĕ. Çынсем тесен, вăрçă вăхăтĕнче ытла алхасниех сисĕнмен. Пĕр япала çеç пăшăрхантарнă ман Хветурана. Кун пирки те каласа хăварам.
Патшалăх вăрçăчченех-ха Йăлăм вăрманĕнче пăшисем ĕрчетме тытăннăччĕ. Аванах йыша кайнăччĕ ĕнтĕ. Анчах вăрçă вăхăтĕнче кашкăрсем питĕ хунаса ĕрчерĕç. Ара, сунарçăсем юлман-ха та.
Пурте фронтра. Иртĕхнĕ тукмак хӳресем тăр-кăнтăрлах турта-турта çурнă иккен пăшисене. Ман Хветура, темле паттăр пулсан та, пĕччен сыхласа ĕлкĕреймен. Пĕр-пĕр уçланкăра вăрман улăпĕн шăмми-шаккине курсан, ларсах макăраттăм, тет. Ара, макăрмасăр! Пирĕн асаттесем пăшие мĕн авалтанпах турă ĕни тесе шутланă. Турă ĕни... Ун пирки эпĕ сире лайăхрах каласа парăп-ха.
Вăрçăран таврăнсан, каллех хамăн малтанхи поста йышăнтăм. Карчăкăм отставкăна тухрĕ. Ытла карчăках та марччĕ-ха вăл. Кил-çуртра чиперех таплаттарса çӳретчĕ. Çапла, ара.
Мĕн? Пĕрмай вăрманта пурăнма кичем тетĕр-им? Çу-ук, эсир апла вăрман мĕн иккенне пĕлместĕр! Вăрман!.. Вăрман вăл — чунлă япала. Вăрман хĕлле — çур тăлăп, çулла — çĕр çинчи çăтмах. Унăн чунне туйма пĕлмелле. Шухăшне тăнламалла. Çапла, шухăшлать вăл сĕм вăрман, юрлать, калаçать, кашлать, пăшăлтатать. Унăн чĕлхине ăнлансан, эсĕ — чи телейлĕ çын. Вăл сана тем те каласа кăтартать.
Тăвăл тухсан, эпĕ унăн шавĕнче авалхи паттăрсен сассине илтетĕп. Ан калăр, пулнă авал ун пек паттăрсем! Марисен Акпарс пулнă, чăвашсен — Улăп. Кăçал çулла Акпарсне Шупашкартах кăтартрĕç. Театрта. Мари артисчĕсем килнĕччĕ... Ку юрĕ-ха. Ку — сĕм-авалхи. Кайрантарах тата!.. Кун çинчен те Йăлăм вăрманĕ нумай юрласа кăтартать. Чăваш, мари халăхĕсем Разинпа пĕрле, Пугачевпа пĕрле пусмăрçăсене хирĕç пуртă та хĕç, сенĕк те çава çĕкленĕ.
Ха, вăрманта кичем иккен?! Çу-ук, тăвансем! Вăрман вăл — пĕр вĕçĕм юрă. Унăн вăрттăн сукмакĕсемпе çӳретĕн-çӳретĕн те — тĕлĕнмелле ӳсентăран, тĕлĕнмелле чĕр-чун куратăн. Ку — кăнтăрла. Каçхине вара... Çук, каçхине те мана кичем пулман. Нихăçан та!
Пытармастăп, эпĕ хут таврашне питех çулăхайман. Ялти прихут шкулĕнче çеç вĕреннĕ. Анчах кĕнеке вулама юрататăп.
Каç пулсассăн, хăйă çутаттăм та вара, сĕтел хушшине ларса, кĕнеке уçаттăм. Сасăпа вулаттăм, карчăк та хăлхине тăратсах тăнлатчĕ. Пӳртре унăн йĕки вĕтĕртетни çеç илтĕнетчĕ.
Кĕнекесене ăçта тупнă тетĕр-и? Çывăхри мари ялĕнчи шкултан кайса илеттĕм. Шупашкара каçсан, кунти аслă библиотекăна кĕрсе тухма та ӳркенместĕм. Карчăкпа иккĕн вуласа тухнă кĕнекесем пурте пуçа кĕрсе юлас пулсан, иксĕмĕр те тахçанах прохвессăр пулмалла. Ах, ăспуç шăтăк ала пек çав, мĕн вулани питĕ сахал тытăнса юлать.
Эсир, акă — юлташлăх, туслăх, тетĕр. Тĕрĕс, тепĕр чухне инçетри тус çывăхри тăванран та аванрах пулать. Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр тени те тĕрĕс сăмах.
Пирĕн кӳршĕ акă — мари халăхĕ. Эпир пĕр-пĕринпе нихăçан та хирĕçмен, ĕмĕр-ĕмĕр килĕштерсе пурăннă. Эсир «Арçури» юмаха шкултах вуланă-ха. Ăна кам сăвăласа çырнине те пĕлетĕр — Михал Федăрч Федоров. Вăл пĕр хушă Царевококшайск хулинче пурăннă, виçĕ класлă шкулта вĕрентнĕ, уесри шкул инспектăрĕ те пулнă. Вăт çавăн чухнех Михал Федăрч мари ачисем валли Ошурга ялĕнче шкул уçса панă. Мари халăхĕ ăкă паян кун та ырăпа асăнать.
Ун чухнехи Царевококшайск... Пылчăк ăшне путнă хула пулнă çав. Ячĕ те, авă, кулăшла илтĕнет — Царевококшайск... Кукша патша тенĕ пекрех. Халĕ вăл урăх ятлă — Йошкар-Ола. Хĕрлĕ хула тени пулать ку. Унта темиçе хут та çитсе куртăм ĕнтĕ — маттур ӳсет.
Мĕн каласси, туслăх тени пурнăçра куçа курăнми хĕлĕхпе сыпăнса пырать çав. Эпир, акă, марисен «Кĕсле юррине» чунтан киленсе шăрантаратпăр. «Кăлттин-кăлттин кĕсле тус, кăлт-кăлт сикеç пӳрнисем»... Марисем вара пирĕн «Кай, кай Ивана» юрра кăмăлласа пăрахнă... Илтетĕп, радиопа та час-часах юрлаççĕ. Спектакльне телевизорпа кăтартаççĕ.
Мĕнпурне каласа пĕтереймĕн. Эпĕ леш «турă ĕни» пирки каласшăн-ха тата. Пăши пирки, ара...
Вăрçă хыççăн пирĕн килйышра çĕнĕ пуслăх пуçланчĕ. Анчах, темшĕн-çке, ăнăçлах мар. Малтанхи пуслăхра хĕрсемччĕ. Кунта икĕ ывăл пулчĕ. Ах, анчах! Малтан çуралнă ывăлĕ çулталăк та пурăнаймарĕ. Иккĕмĕш те хĕне кайрĕ. Тухтăрсем «шурă юн чирĕ» терĕç. Мĕн амакран? Чăн та, амăшĕ, манăн Хветура ĕнтĕ, вăрçă вăхăтĕнче сивле чирне тӳссе ирттернĕ-ха. Хама та çырса пĕлтермен. Пĕчченех асапланнă. Çавăн инкекĕ ывăлăма та пырса тивнĕ пулас.
Кун çинчен калама та кирлĕ мар-ха. Тахçанах иртнĕ япала. Ывăлăм халĕ сып-сывă çын, Кĕçтук ара, Костя. Константин Павлович Шаршанов. Май килсен паллаштарăп-ха.
Туссем, мари туссем, чăн-чăн туссем пулăшрĕç ăна сыватма!
Кĕркунне малтанхи юр çусан е çуркунне юр çӳхелсе юлсан, мари херарăмĕсем шурлăх тăрăхĕнчи мăк çине кĕтмел çырли татма тухаççĕ. Ушкăнĕ-ушкăнĕпех.
Кĕтмел çырли пухакансем хушшинче эпĕ пĕр мари хĕрарăмне асăрхарăм. Кĕркунне те, çуркунне те вăл пирĕн патри мăк çине пĕчĕкçĕ хĕрачипе пыратчĕ. Пĕр пилĕк-ултă çултискерпе.
Шухăшлатăп: «Амăшĕ хĕрхенмест-шим ку хĕрачана?» — тетĕп. Хĕрачи чипе-е-ерскер! Куçĕ — икĕ шыв тумламĕ. Кăн-кăвак тумламсем. Уяр çанталăк чухнехи-сенкер кӳлĕ шывĕ, ара. Хĕрачан пуçне çыхнă çăм тутăрĕ айĕнчен йĕтен пек сарă çӳçĕ курăнса тăрать. Пĕррехинче тӳсеймерĕм:
— Хĕрĕм, эсĕ мĕн ятлă? — тесе ыйтрăм.
— Марийка, — илтĕнсе кайрĕ çинçе те уçă сасă.
— Эсĕ марийка иккенне пĕлетĕп-ха, яту мĕнле? — тетĕп каллех.
— Марийка, — тет вăл малтанхи майлах. Амăшĕ кулать.
— Мария, Марье, — тӳрлетет вăл хĕрне. — Килте хамăр Марийка тесе чĕнетпĕр те...
Çавăнтан паллашса кайрăмăр. Амăшĕ Матрена ятлă иккен. Пирĕнни пек каласан — Матĕрне. Хăйсен ялĕнче ăна Матракокка тесе чĕнеççĕ-мĕн. Кокка тени марилле инке тени пулать.
Ку хĕрачи, Марийка ара, ман ывăлпа пĕр çултиех пулчĕ. Вăл чип-чипер сывă. Ман Кĕçтук вара... Теплерен эпĕ ывăлăм асапĕ çинчен те каласа кăтартрăм.
Йывăррăн ахлатса илчĕ Матракокка.
— Питĕ шел ачана, — терĕ. — Тухтăрсем те пулăшаймаççĕ иккен. Мĕн тăвăпăр-ши?..
Унтан вăл хăйĕн хуйхи-суйхине каласа кăтартрĕ. Вăрçăран йывăр аманса таврăннĕ упăшки унăн пилĕк-ултă çул хушши питĕ асапланнă-мĕн. Тухтăрсем госпитальрен çаплипех киле ăсатнă. «Сипленес шанăç çук» тенĕ пулас.
— Сыватрăм упăшкана, — хаваслансах пĕлтерет Матракокка. — Пăши сĕчĕпе сиплерĕм. Хам та ĕненместĕп... Халь чиперех çӳрет. Паллаштарăп-ха.
Эпĕ тĕлĕннипе вырăнтах мишавай юпи пек хытса тăтăм. «Ак сана турă ĕни!..»
Кунта вара эпĕ тĕлĕнмелле сăмах-юмах илтрĕм. Нихçан илтменнине. Пĕррехинче, çуркунне ара, Матра-кокка кĕтмел çырли татма тухать те уçланкă хĕрринче пăши пăрушĕ чĕтресе выртнине курах каять. Ун-кун пăхкалать Матра-кокка — пăру амăшĕ ниçта та курăнмасть. Е кашкăрсем туртса çурнă, е пĕр-пĕр вăрман вăр-хурахĕ — браконьер...
Пăши пăрушне Матра-кокка килне çĕклесе каять. Мĕнле йăтса çитернĕ-тĕр — калама та хĕн. Килти ĕнин сĕтне çитерсе ӳстерет вăрман пăрушне. Лешĕ тына пăру пулнă иккен. Çитĕнсен ăна ăçта усрамалла-ха? Паллă ĕнтĕ, хăйĕн тăван килнех — вăрманах тавăрмалла. Анчах çитĕннĕ пăши Матра-коккан ăшă витине те, ырă шăршă саракан утă капанне те манаймасть.
Вăт епле мыскара. Ама пăшин пăрулама та вăхăт çитет. Малтанхи пăру. Анчах пĕр ир Матра-кокка анкарти хыçне тухать те утă капанĕ патĕнче мĕскĕннĕн ĕнĕрлесе тăракан пăшие курах каять. В,ар-хырăмĕ пуш-пушах хăйĕн — пăрушши çук. Кашкăрсем туртса çурнă-тăр çав... Вăт çавăнтан пуçланать те ĕнтĕ «турă ĕнине» сăвасси.
Матра-кокка пăши сĕчĕ сиплĕ тенине тахçанах, ача чухнех илтнĕ-мĕн. Çавăнтан вăл упăшкине сиплесе сыватать.
Паллашрăм эпĕ упăшкипе. Пĕррехинче вăл кĕтмел çырли пухма хăй те пынăччĕ. Арăмĕпе хĕрачине пулăшма, ара. Хушамачĕ унăн Канаков. Александр Яковлевич Канаков. Сăмахланă май, ыйтрăм:
— Ку кĕтмел çырлине эсир сутма пухатăр-и? — терĕм.
— Сутма ара, — терĕ Александр Яковлевич. — Анчах эпир Шупашкара каçса çӳрейместпĕр. Хамăр ялтах вырнаçтаратпăр. Витамин завочĕ валли. Ятарласа уйăрнă çын ĕçлет. Шăлан çырли, кĕтмел çырли пухать. Волжск хулине ăсататпăр. Витамин заводне...
Пăши сĕчĕ... Матра-кокка пирĕн пата пăши сĕтне кун сиктерсе илсе пыра пуçларĕ. Нумаях мар-ха, икшер-виçшер стакан тенĕ пеккĕн. Анчах чăннипех тĕлĕнмелле япала пулса тухрĕ. Ывăлăм чип-чипер сывалса ура çине тăчĕ. Вăтам шкулта чип-чипер вĕренчĕ. Унтан Хусана кайрĕ. Химипе технологи институтне вĕренсе пĕтерчĕ. Халĕ инженер.
Каласан та ĕненмĕр: Волжск хулинчи витамин заводĕнче ĕçлет. Инженер-технолог.
Тепрехинче вара хам куçа хам та ĕненмерĕм. Ывăлăм отпуска килчĕ. Пĕччен мар, арăмĕпе те ачипе. Ман мăнукăмпа, ара. Пăхатăп хайхи: Марийка! Манăн кинĕм — Марийка! Тахçан Атăл леш енче кĕтмел çырли татнă кăн-кăвак куçлă хĕрача...
Савăннипе куççулĕм шăпăрах тапса тухрĕ. Мăнукăма ыталаса илтĕм те çӳле-çӳле çĕклерĕм:
— Акă ăçта вăл кĕтмел çырли! Акă ăçта вăл пăши пăрушши! — терĕм.
Туршăн та, кун пеккине юмахра та курма çук! Анчах хамăрăн чăн-чăн пурнăçра курма пулать.
Ĕненместĕр пулсан, Волжск хулине кайса пăхăр. Ывăлăм — инженер, кинĕм — тухтăр. Вăл та Хусанта вĕреннĕ. Медицина институтĕнче. Хусан — Йошкар-Ола — Шупашкар... Авалхи туслăх çулĕ.
Кинĕм тухтăр пулнă май, çапах та ыйтмасăр чăтаймарăм.
— Пăши сĕтĕнче сипли, усăлли, чи кирли мĕн вара унта? — терĕм.
— Тĕрлĕрен минерал тăварĕ, витаминсем, — ăнлантарса пачĕ кин. — Пăши вăрманта тем тĕрлĕ курăк та тутанса пăхать, нимĕнле эмелре те çук сиплĕ япаласем пухать.
Тĕрĕс. Минерал тăварĕсем те, витаминĕсем те питĕ тĕрĕс. Çапах та чи тĕрĕсси — туслăх. Туслăх вăйĕ мĕнпур витаминран та сиплĕрех.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...