Шурӑмпуҫ кайӑкӗ
Пĕррехинче Августина килне кăштах хĕрĕнкĕ таврăнчĕ. Володя çакна хăй ӳсĕр пирки тавçăрса илейместчĕ те пулĕ.
— Кинĕм, санран эрех шăрши кĕмест-и? — ыйтрĕ Лисук аппа сассине хăпартмасăр.
Августина хĕрелсе кайрĕ, хăранипе мăшăрĕнчен куçĕсене тартрĕ.
— Эпир паян Кулинен çуралнă кунне паллă турăмăр, пĕр черкке аншарли ĕçнĕччĕ çав, — терĕ йĕрсе ярас пек.
— Анне, мĕн тĕлĕнмелли пур унта, ара, Августина ӳсĕр мар, пĕр черкке çеç тутанса пăхнă Кулинене сума суса. Пĕчĕк ача мар вĕт вăл, хăй анне пулнă ĕнтĕ, — мăшăрĕ хутне кĕрсе калаçрĕ Володя.
— Çук, ывăлăм, эпĕ нимĕн те каламастăп. Чĕре çеç аван мара сиссе ыратать, — терĕ Лисук аппа.
Тата виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Кольцовсен халĕ икĕ ача. Хĕрача çуралчĕ, Зоя тесе чĕнеççĕ хĕр пĕрчине. Володя çав тĕлтех ĕçлет-ха, ĕçме пăрахман. Августина аншарли юхтарма та вĕренсе çитрĕ ачапа ларнă вăхăтра. Ял пурнăçĕнче унсăр пурăнма май çук, кашни утăмрах кирлĕ. Кирлине кирлĕ те çав...
5.
Владимир Кольцов ялта клуб заведующийĕ пулса ĕçлет. Августина каллех хăйĕн ĕçне куçрĕ. Зоя та аталанчĕ ĕнтĕ, çичче кайрĕ. Иван та самаях ӳссе кайрĕ юлашки вăхăтра. Ашшĕ пек çӳллĕ, илемлĕ пулмалли çамрăк. Вăл тăваттăмĕш класра вĕренет. Часах вĕренӳ çулĕ вĕçленмелле, юлашки чĕрĕк пырать.
Çуркунне питĕ вăраха тăсăлчĕ. Пуш уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те, çырмари пăр вырăнтан тапранман-ха, шывĕ сахалтарах пулмалла. Кăнтăрла аванах ăшăтать, каçхине, çĕнĕрен сивĕтсе шыв кӳлленчĕкĕсене шăнтса хурать. Шкул ачисем ывăнса çитнĕ, çуркуннехи каникула кĕтеççĕ. Мĕн тăвăн, çут çанталăкпа хуçаланма май çук, хăйеннех тăвать вăл.
Тата пĕр эрнерен çуркунне хăй çитнине аванах систерчĕ. Хура кураксем, шăнкăрчсем вĕçсе килчĕç. Çырмана шыв тулчĕ. Çирĕккассисем Мункуна хатĕрленеççĕ. Кăçал вăл иргерех килет, "Çăварни ашне сахалтарах çинĕ" теççĕ-и Турра ĕненекенсем. Ачасен кĕтнĕ вăхăчĕ çитрĕ. Паянтан вĕсем çуркуннехи канура: çырмара хутран тунă карапсем юхтараççĕ, шăнкăрч вĕллисем тăваççĕ, пăр каясса сыхлаççĕ...
— Августина, паян Çырмакассинчи кумсем хăнана чĕнчĕç. Каçхи сăвăм хыççăн тирпейленсе клуба пыр. Çавăнтан тӳрех унта кайăпăр, — терĕ Владимир ирхи апат вăхăтĕнче хăйĕн мăшăрне.
— Сĕре йĕпе-сапа, çук, пĕрре те çӳрес килмест. Каймалла-тăк, кайăпăр эппин... — мăшăрĕн кăмăлне хăварасран хăраса каларĕ Августина.
Хăнана вĕсем пĕрле пырса кĕчĕç.
Володя ӳсĕрĕлме ĕлкĕрейменччĕ-ха. Кăштах ĕçсе-çисен вăл кино пĕтнĕ çĕре клуба тухса утрĕ, çынсене ăсатса ярса клуб алăкне питĕрсе илмелле. Мăшăрне вăл кумĕсем патĕнчех кĕтсе тăма хушрĕ.
Августина, кăштах хĕрĕнкĕленнĕ хыççăн, Володьăна кĕтсе тăмарĕ, киле иртерех çитес тесе клуба тухса утрĕ. Аванах утмалла, çухрăм ытла та пулĕ. Е тата пăр тапранĕ, çереме шыв илĕ. Ун чухне кумĕсем патĕнчех çĕр выртмалла пулĕ.
Хĕрарăм урама тухрĕ те клубалла çул тытрĕ. Нумаях каяймарĕ вăл, ăна çамрăксен ушкăнĕ хăваласа çитрĕ — киноран таврăнаççĕ пулмалла. Мĕн çинчен-тĕр сĕре хытă калаçаççĕ, тăрсан-тăрсан урама чĕтреттермелле кулса яраççĕ.
— Ырă каç пултăр, Августина! — терĕ вĕсенчен пĕри. — Мĕн пĕчченех çӳретĕн, хăрамастăн та-и? Эпир ăсатса яма та пултаратпăр.
Калаçнă, ахăлтатса кулнă тăрăх Августина çамрăксем ӳсĕр пулнине тавçăрса илчĕ. Пĕр сăмах чĕнмесĕр вĕсенчен иртсе каясшăн пулчĕ.
— Çук, чиперкке, эсĕ пирĕн ыйту çине хуравламарăн-ха. Мĕн, япăх каччăсем-и вара эпир? — пырса ыталаса илчĕ пĕри.
Августина ăна тĕртсе ячĕ. Хăйсемпе хĕрарăм калаçманни çамрăксен кăмăлне каймарĕ.
— Эсĕ çапла-и-ха? — терĕ чи малтан калаçу пуçарса яраканĕ. — Тытăр ăна!
Çамрăксем Августинăн аллисене хыçалалла пĕтĕрсе хучĕç. Çырма çумĕнче ларакан мунча еннелле сĕтĕрсе кайрĕç. Августина кăшкăрма пуçларĕ. Çавăнтах ирсĕрсенчен пĕри пуçĕнчен мĕнпе-тĕр çапрĕ...
Кăштах тăна кĕрсен Августина хăйпе мĕн пулса иртнине ăнланса илчĕ. Мунча пăлтăрĕн сивĕ урайĕнче çаппа-çарамас выртать вăл. Ун çинче çамрăксенчен пĕри хăйĕн ĕçне тăвать. Хĕрарăм пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ.
— Кăшкăр, хытăрах кăшкăр, пурпĕр никам та илтес çук!
Августина хăй çинче выртакан çамрăкăн питне-куçне чăрмалама тытăнчĕ. Лешĕ ăна пысăк чăмăрĕпе тăнлавĕнчен чышрĕ... Анранах каймарĕ-ха хĕрарăм...
— Чарăнмастăн пулсан çурхи пăрпа лартса ярăпăр. Виçĕ çын кăна юлчĕ сана тутанса пăхманни, — сĕлекине сирпĕтсе шăл витĕр сăрхăнтарчĕ сăмахĕсене йĕксĕк.
— Тархасшăн, ан вĕлерĕр, ачасене тăлăха тăратса ан хăварăр...
Малалла мĕн пулса иртнине Августина астумасть. Тул çутăласпа
çеç тăна кĕчĕ вăл. "Турăçăм! Мĕнле намăс! Володя умне мĕнле куçпа курăнас? Ачасен ятне те, хамăн чыса та çурхи шывпа юхтарса ятăм вĕт..." — такмакласа йĕчĕ вăл.
Володя кумĕсем патĕнчен мăшăрĕ ăна кĕтсе илеймесĕрех тухса кайни пирки пĕлсен çул çине пĕр стакан эрех ĕçсе ячĕ те килнелле çул тытрĕ. Самаях ӳсĕрĕлсе кайнă арçын килне çитсен те арăмне шыраса тăмарĕ, кравать çине салтăнмасăрах тăсăлса выртрĕ те самантрах çывăрса кайрĕ.
Августина çуркаланса пĕтнĕ кĕпи-тумтирне тăхăнчĕ те тул çутăличчен çитесчĕ, çынсен куçĕ умне курăнас марччĕ тесе ял хĕррипе килнелле чупрĕ. Шăм-шакĕсем чăтма çук ыратаççĕ пулин те утса мар, чупсах çитрĕ вăл килне. Çуркаланса, юнпа вараланса пĕтнĕ тумне каланккăна чиксе хучĕ, чĕртсе ячĕ, шыв ăшăтса çăвăнчĕ. Ĕç тумĕ тăхăнчĕ те фермăна тухса утрĕ. Мĕн темелле пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсене? Ара, пĕтĕм пит-куçĕ кăн-кăвак-çке унăн. Володьăна мĕнле ăнлантармалла?
Çапла шухăшласа пырса фермăна çитнине те сисмерĕ, ирхи сăвăма кăштах кая юлчĕ пулин те.
— Тантăшăм, мĕн пулчĕ сана? — терĕ пуринчен малтан асăрханă Кулине. Хĕрарăмсем Августина тавра пуçтарăнчĕç.
— Ара, кăштах нумайрах çывăрнă пулас çĕркаç. Ĕнене урисене тăлламасăрах сума лартăм. Тапса ячĕ те, витеренех тухса сирпĕнтĕм, хапха юпи çумне пырса тăрăнтăм тата, — тесе суйрĕ Августина.
Килне таврăнсан Володьăна та çаплах суйрĕ. Мăшăрĕ ăна çĕркаç киле мĕнле çитни çинчен те ыйтса пĕлмерĕ, мухмăр тӳрлетме пĕр черкке ярса пама çеç ыйтрĕ. Нумайччен çӳрерĕ Августина кăн-кăвак пит-куçпа. Суранĕсем те нумайччен канăç памарĕç хĕрарăма. Апла пулин те вăл тухтăрсем патне каймарĕ.
Мункун каç пулса иртнĕ хăрушă ĕç ял çинче сарăлчех. Ирĕксĕрлесе мăшкăллакан çамрăксемех Августина çинчен темĕн те калаçса çӳрерĕç, ăна "çăмăл ăслă хĕрарăм" тесе ят ячĕç.
Володя та илтрĕ çак хыпара, анчах ĕненесшĕн пулмарĕ, мăшăрне шанса пурăнчĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ, çул хыççăн çул улшăнчĕ, Кольцовсен çемье тĕрекĕ, чысĕ арканса, вараланса пычĕ. Пĕрре татăлнă çип темиçе хутчен сыпсан та çав тĕлтенех татăлать. Пурнăçра та çавăн пекех...
6.
Тата вунă çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Çак вăхăт хушшинче Елена Ильинична вилсе кайрĕ. Володьăпа Августина мĕнле пулсан та ăна пытарма кайса килчĕçех. Иван, вĕсен аслă ачи, авланчĕ, хулара пурăнаççĕ. Зоя та çитĕннĕ, паян-ыран качча каймалла, амăшĕ пекех питĕ илемлĕ хĕрупраç.
Августина виççĕмĕш ачине те çуратрĕ, хĕрача, Полина ятлă. Вăл ялти шкулта вĕренет-ха. Кольцовсем иккĕшĕ те ĕçсĕр пурăнаççĕ: Владимира ĕçнипе клуб заведующийĕ ĕçĕнчен тахçанах кăларнă ĕнтĕ, Августинăна та колхоз председателĕпе вăрманта çаппа-çарамас выртнине курсан мăшăрĕ урăх ĕçе ямарĕ.
Ял халăхĕ Кольцовсем çинчен калаçса ывăнчĕ пулмалла. Августина çирĕккасисемшĕн кăна мар, таврари ял халăхĕшĕн те "чĕрĕ легенда" пулса юлчĕ. Августина никамран вăтанмасть, никамран хăрамасть... Пичĕ-куçĕ çеç улшăнмасть питĕ илемлĕ хĕрарăмăн. Ăна курсан çитмĕл çулхи старикĕн те (Турă каçартăр) юн пусăмĕ хăпарса каять.
Хуçалăха аванах тытса пыраççĕ-ха Кольцовсем: ĕни те, сысни те, хур-кăвакалĕ те çителĕклех. Августина ытларах ĕçлет ĕнтĕ. Мăшăрĕ пек, ӳсĕрĕлсе эрни-эрнипе кравать çинче йăваланса выртмасть.
Шурăмпуç кайăкне Турă сывлăхне тата чăтăмлăхне панă çав! Мухмăр мĕн иккенне те пĕлмест, кăткă пек, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет Августина: выльăх-чĕрлĕхне хĕл каçарма пĕр-пĕччен тенĕ пек апатне хатĕрлет, килне-çуртне тирпейлесе тăрать, ачисемпе мăшăрне те пурнăç йĕркинчен тухса ӳкме памасть...
Паян та акă Августина те виçĕ, те тăватă хутчен çăмăл урапапа лăк тулли тиесе курăк Çулса килчĕ, пӳрт умне типĕтме сарса хучĕ. Зоя хăйĕн йăмăкĕпе хулана, тетĕшсем патне, хăнана кайрĕ. Виçĕ-тăватă кунсăр килмеççĕ пулмалла.
Каç пуласпа Кольцовсем патне кĕтмен хăнасем пырса çитрĕç: виçĕ çамрăк арçын. Вĕсем кил хуçипе мĕн тĕттĕм пуличченех калаçса ларчĕç, ăна хăйсем илсе пынă çутă эрехпе хăналарĕç. Августина вăл вăхăтра выльăхсемпе аппаланчĕ, яшка пĕçерчĕ. Килти ĕçсене пĕтерсе пӳрте кĕчĕ те хăнасене вĕри апат антарса пачĕ.
— Володя ăçта кайрĕ тата, апат çимелпе-çке? — терĕ вăл кăштăртатса.
— Августина, лар-ха пирĕнпе кăштах канса, Володя ашшĕсем патне кайса килетĕп терĕ, — калаçăва пуçарса ячĕ кăтра пуçли.
Августина турткаланса тăмарĕ, сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Черкке хыççăн черкке пушанчĕ. Володя килне таврăнмарĕ. Виçĕ кун хушши пурăнаççĕ хăнасем Кольцовсем патĕнче, виçĕ кун хушши "симĕс çĕленпе" шĕвеççĕ. Володя пырсан ăна хул хушшине пĕр тулли кĕленче хĕстереççĕ те "уçăлма" кăларса яраççĕ е пачах та кĕртмеççĕ, шалтан питĕрĕнсе илсе Августинăпа исленеççĕ.
Август пуçламăшĕ. Кӳршĕ-аршă çурчĕсем курăнмалла мар çăп-çăра тĕтреллĕ ир.
Володя тăваттăмĕш кун, тул çутăлнă-çутăлманах (урăрах пулнă пулмалла) алăкне çĕмĕрсех кĕчĕ пӳрте. Йĕри-тавра пăхкаларĕ — пӳртре никам та çук. Тĕпелти чаршава уçса ячĕ те... Вырăн çинче юн ăшне путнă çаппа-çарамас Августина выртать. Нимĕн тăва пĕлмесĕр унăн аллине ярса тытрĕ. Çук, вилмен-ха, юн тымарĕсем тата чĕри тапни те паллă. Çиелтен урайĕнче йăваланса выртакан хуп-хура та юнпа вараланнă простыньпе витрĕ, ялти тухтăр патне тухса чупрĕ.
Район пульницинех ăсатрĕ Августинăна, анчах та мĕскĕн хĕрарăм тăна кĕреймесĕрех вилсе кайрĕ.
Августина вилнĕ хыпар пĕтĕм таврана сарăлчĕ. Мĕнле майпа вилсе кайнине те пĕлмерĕç ял çыннисем. Володя нимĕн те астумастăп тесе пĕлмĕше печĕ, вĕсем патĕнче виçĕ кун хушши палламан арçынсем хăна пулнине никама та пĕлтермерĕ. Вилене çуса тасатма Володя тăванĕсем пуçтарăнчĕç, пĕр касăри, пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсем пулăшрĕç. Ĕмĕрхи йăла-йĕрке тăрăх чăвашсем вилене кăнтăрла иртсен пытараççĕ. Çуса тумлантарнă Августина хĕп-хĕрлĕ пусмапа витнĕ йывăç тупăкра халь-халь вĕçсе çĕкленес пирĕшти пек выртать. Калăн, нумай пулмасть кăна çывăрса кайнă, чĕрĕ чухнехинчен те илемлĕрех курăнать. Тăлăх шурăмпуç кайăкне шеллесе турăш умне, тупăк йĕри-тавра çутса лартнă çуртасем те куççуль юхтарса йĕнĕн туйăнать. Куççуль тенĕрен, никамах та йĕрекен пулмарĕ виле çинче ачисемсĕр тата пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсемсĕр пуçне. Вĕсем те аван мар тенĕ евĕр кăна куçĕсене явлăк вĕçĕпе шăлкаларĕç.
— Тупăка илсе тухма вăхăт, — пĕлтерчĕ Лисук аппа. — Володя, ăçта эсĕ?
Иван ашшĕне шырама пăлтăра тухса кайрĕ, тупаймарĕ. Урамра кĕпĕрленсе тăракан çынсем те курман вăл урама тухнине. Иван пахчана чупса тухрĕ, унта та çук. Ĕне хупакан карта алăкне уçса ячĕ те аран-аран тухакан сассипе: "Атте!" — теме çеç пултарчĕ.
Картишĕнче тăракан арçынсем Иван сас панă тĕлелле чупрĕç. Картара... нумаях пулмасть чунĕ тухса кайнă Владимир вилли çакăнса тăрать. Кӳршĕ арçынни ăçтан-тăр çĕçĕ тупса пăява касса ячĕ, виле çĕр çине персе анчĕ...
Сĕре шăрăх кунсем тăраççĕ пулин те, Августинăна тепĕр икĕ кунран кăна мăшăрĕпе çума-çумăн пытарчĕç. Масарçине пĕтĕм ял халăхĕ пухăннă тейĕн. Вилтăприсене майласа пĕтерсен Иван пухăннă халăха кăштах тăхтаса тăма ыйтрĕ. Кĕсйинчен конверт кăларчĕ те: "Пире пытарнă хыççăн кăна вулама ыйтатăп", — тесе çырнине вуласа пачĕ. Аллисем чĕтреççĕ хăйĕн, куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхать. Кăштах лăпланнă пек пулсан (лăпланнă тенĕ сăмах та вырăнсăр çак самантра) ашшĕ çакăнса вилес умĕн çырса хăварнă çырăва вулама тытăнчĕ.
"Юратнă атте-анне, Иван, Зоя, Полина! Хисеплĕ ял халăхĕ! Турă каçарма пултарайман çылăхсене каçарттарас туйăмпа хам çине алă хуратăп.
Пĕлетĕп эпĕ, леш тĕнчере те маншăн каçару пулмĕ. Августинăна, пирĕшти пектаса чун-чĕреллĕ шурăмпуç кайăкне эрехле сутса ĕçрĕм. Эрех ĕçме те хамах вĕрентрĕм, унăн чысне те хамах вараларăм, таптарăм. Çук, çак çутă тĕнчере чĕррисемпе юнашар утса çӳреме вăй-халăм çитмест. Çук, мана юратнă мăшăрăмпа юнашар пытарни те тивĕçсĕр. Эпĕ Августина чĕрни хушшинчи тасамарлăх тĕшне те тăмастăп. Унăн çылăхсăр чунĕ сирте упранать, ачамсем. Тархасшăн, ан манăр хăвăра чун панă пирĕштие. Таса чунлă пулма тăрăшăр, çемье тĕрекĕшĕн, арçынпа хĕрарăм хушшинчи таса юратушăн кĕрешĕр. Мана манса кайсан та çылăх пулмĕ, аннĕре кăна манса ан кайăр. Вăл сирĕншĕн — пурнăç çăлтăрĕ пулса тăтăр. Ман айăпсене пула пуçтарăннă унăн çылăхĕсене пурне те хам çине илетĕп. Тĕрĕс, эпĕ те вăхăтĕнче çынлăхран тухнă этем пулман. Манăн пурнăç та, валакран шыв юхнă пекех, шăнкăртатса юхатчĕ. Мĕнле телейлĕ çынсемччĕ эпир Августинăпа! Çук вĕт, "симĕс çĕлен" манăн чĕрене ала пекех шăтарчĕ, таса юна ĕçрĕ. Унпа кĕрешме кăмăл çирĕплĕхĕ çитмерĕ çав. Хама кăна мар, Августина пурнăçне те тĕп турăм. Чуна уçса каланă юлашки сăмахсене ăшăрсене хывăр, каçарма вăй-хал çитерейсен — каçарăр. Сыв пулăр, ачамсем! Сыв пулăр, атге-анне! Усалпа ан асăн, ял халăхĕ! Владимир".
Çапла, çут тĕнчене пурăнма килнĕ шурăмпуç кайăкĕ, август уйăхĕнчи шап-шурă тĕтреллĕ ир леш тĕнчене ăсанчĕ. Çылăхсăр чуна ытла та пысăк çылăхлă çутă тĕнчере вырăн тупăнмарĕ. Вăл, читлĕхрен ирĕке тухнă кайăк, çылăхлă пурнăç çулăмĕпех çунса вилчĕ. Тен, унăн вырăнĕ çăтмах пахчинчех пулмалла-тăр. Турă çырнă пек. Çапла пултăрччĕ.
Пилĕк минута яхăн масар çине пуçтарăннă ял халăхĕ хускалмасăр хытса тăчĕ. Ватти-вĕтти, арçынни-хĕрарăмĕ тарăн шухăша путрĕ. Тĕксĕм пĕлĕтсем хушшинчен хăтăлса тухса асамлă хĕвел пайăркисем йĕри-таврана сасартăк илемлетсе ячĕç, пурнăç малалла тăсăлнине систерчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...