Çуралнă кун
Иртенпех йăшкарĕ те йăшкарĕ чĕре. Хушшăн-хушшăн йĕппе чикнĕ пек ыратрĕ, вăхăт-вăхăтпа тем усала е ырра кĕтнĕн ирĕкелле туртăнакан кайăк пек тапăлтатрĕ. Çук, çывăрасси пулмĕ текех. Çутă çутса ячĕ çамрăк хĕрарăм. Тăрас-ши, тăрас мар-ши, тенĕн ыррăн карăнса илчĕ, чĕнтĕрлĕ сорочка айĕнче карăнтарса тăракан кăкăрĕсене ачашшăн сĕртĕнчĕ. Тутисем сисмен-туман çĕртенех йăл-л-л! кулса илчĕç. «Парса хăвар эс вĕсене, пурăнаймастăп вĕсемсĕр, мĕн тери илемлĕ, мĕн тери тутлă вĕсем санăн...» — тени аса килчĕ-тĕр. Асаилӳ тыткăнĕнчен хăтăлас тенĕн, лăстăр-р силлерĕ Алиса вăрăм çӳçне. Вăш-ваш диван çинчен сиксе тăчĕ, магнитофон пускăчне пусса лартрĕ.
Пĕччен кашкăр, эс хăратăн çут кунран,
Пĕччен кашкăр, мĕншĕн ним те шарламастăн... —
янăраса кайрĕ пӳлĕмре кĕвĕ. Кĕвĕ майăн илемлĕ пӳ-сине ун-кун хуçкаларĕ çамрăк хĕрарăм, пит-куçне аллисемпе çăтти-çатти çупкаларĕ, юлашкинчен ваннăна чăмрĕ. «Пăхăпăр унта, мĕнле кашкăр вăл, пурĕпĕр манăн пулать вăл...» — шухăшларĕ хăй.
Çуралнă кун пулчĕ Алисăн ĕнер. Шефĕ — Николай Спиридонович: «Ресторана кайăпăр, ĕмĕр асăнса пурăнмалăх савăнăпăр», — терĕ. Укçа нумай-ха унăн, тăкаклантăр. Арăмĕ, ав, патша майри пек тăхăнса-сăрланса çӳрет. Алиса ларакан йышăну пӳлĕмне кĕрет те вара саркаланса: «Ман Миккуль пек лайăх упăшка лектĕрччĕ сана»,— тет, юрланăн калаçаканскер. «Ийя çав, Николай Спиридонович пек арçынсем сахал паян. Мĕн тери тимлĕ, ачаш вăл сирĕн,— килĕшет унпа Алиса та. -Пирĕн шефа çитекенни çуках».
Чăнах та, хăш-хăш енĕпе Николай Спиридоновича çитекенни çуках. Арăмĕ умĕнче ун-кун кускаласа, тапăртатса кăна тăрать, «Марь Петровна, урусем ывăнчĕç пул, пушмакна хывам-ха, уруна массаж тăвам», «Марь Петровнан ăшĕ хыпрĕ пуль, чей илсе кĕр-ха, Алиса...». Хирĕçлемест Алиса, тăрăшать, шеф арăмĕ паракан парнесене те хаваспах йышăнать. Паракантан ил... тесе ахальтен каланă-и-мĕн? Пурăнса пăх-ха секретарь укçипе, наччасрах урусене тăсса хурăн. Шефпа урлă пулма юрамасть. Ĕç укçине катса юлма та, хушса пама та ирĕк пур унăн. «Манран иртмесен мул айне тăвăп», — тенĕччĕ вăл Алисăна ĕçе илнĕ чухнех хĕрĕн тăп-тăп кĕлетки çинее çуллă куçĕсемпе пăхса. Пурнăç-тути масине ăнланакан хĕр-упраç та аптраса тăмарĕ: «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç ĕнтĕ», — тесе печĕ-хучĕ.
О-хо-хо-о-о, унтанпа çăкăрĕ те, тăварĕ те çителĕклех пулчĕ. Алиса та акă чăн-чăн секретарь пулса-пиçсе çитрĕ. Клиентсен кăмăлне алăк уçăлнă-уçăлман пĕле пуçларĕ. «Николай Спиридонович пушă мар, кĕтĕр кăштах, кĕрсе пăхам-ха»,— тет те, йăпăштах тăвать шеф кабинетне, йăпăр-япăр хăпарса ларать лешĕн чĕркуççийĕсем çине, чăпăрт! чуптуса илет пит çăмартийĕнчен. Хуçана çакă кăна кирлĕ те. Йăтса илет те чиперук-секретарьне, хыçалти алăкран кĕрсе çухалать... Кăштахран вара Алиса кабинетран ĕçлĕн утса тухать, аллинчи хучĕсене сĕтелĕ çине хурать, 5-10 минутран черетлĕ клиента шефĕ патне кĕме ирĕк парать.
Эх-х-х, пачах урăх пурнăх çинчен ĕмĕтленетчĕ хĕр çамрăкрах чух. Хăйĕн умне юмахри пек каччă чĕркуçленсе ларасса кĕтетчĕ. Халĕ акă ватсупнă чури пулса пурăнма тивет. Вăй-хăвачĕ пулсан юрĕччĕ те, çук вĕт. Алисăнах айăплама пйхать-ха тата: «Эс мана илĕртме пĕлместĕн», — тет. Тăмса-ай, хăй çине пăхасчĕ малтан. Сăнĕ-пичĕ юлман вĕт: шыçмак кĕлетке, хырăмĕ усăнса аннă... Илĕртмелле тата ăна. Укçи, машини пулман пулсан, тахçаннах алă сулмалла та...
Ĕнер вара çиçĕм хыççăн аслати кĕрлесе кайнăнах туйăнчĕ. Шефĕ, ытларах шантарма юратать пулин те (Алиса валли хаклĕ тиртен çĕлетнĕ кĕрĕке виççĕмĕш çул туянать ĕнтĕ), юратнă секретарĕн çуралнă кунне паллă тума чăннипех те ресторана илсе кайрĕ. Никамах та çук пулин те, ытлашши куçсем курасран пулинех, тĕттĕмрех вырăнти сĕтеле суйласа илчĕ. Илемлĕ кĕвĕ янăранă майăн ĕçрĕç, çирĕç, савăнчĕç. Николай Спиридонович кăмăлĕ виçене ларчĕ пулас та, Алисăна унтан-кунтан тыткалама-ачашлама хăтланчĕ, кăкăрĕнчен хыттăнах чĕпĕтсе илчĕ. Тарăхнипе хăй хĕрелсе кайнине туйрĕ çамрăк хĕрарăм. Ыратакан кăкăрне аллипе сĕртĕнче сăтăрма пуçланăччĕ кăна, хăй çине такам тинкернине туйса пуçне вăштăрах пăрчĕ. Аякри сĕтел хушшинчен ун çине çамрăкрах арçын тимлесе пăхнине курчĕ. Хăйне асăрханине сиссен, ачашшăн, хĕрхеннĕн кулса илчĕ вăл. Пушшех тарăхрĕ Алиса хăйĕн шефне. Ара, ĕçре пур-çук хăвачĕпе нушалантарни çитмест, культурăллă вырăнта аллисене ирĕке ярать, çынсем умĕнче намăс кăтартать. Ытти чух хăйсен хутшăнăвĕ пирки никам та ан пĕлтĕрччĕ, арăмне ан çитертĕрччĕ тесе хăраса-чĕтресе тăрать. Халĕ, ав, чаракĕ йӳç шĕвекпе юхса кайрĕ пулас та, ресторантах шухăш кĕрсе кайрĕ иккен. Кăмăлĕ пăсăлчĕ Алисăн. Сăмахсене аран-аран çавăрттаракан, пурпĕр чарăнми пакăлтатакан хуçи калаçăвĕ пуçне кĕмерĕ тек. Сасартăк хăйне, хăйĕн ăнман пурнăçне хĕрхеннипе çакăнтах, ларнă çĕртех çухалас килчĕ унăн. Хытрĕ те ларчĕ чул кĕлетке пек...
Тăна çухатнă пек тĕлĕрӳрен ăна тĕлĕнмелле кăмăллă сасă туртса кăларчĕ: «Сирĕн хĕре ташлама чĕнме юрать-и?». Астумасть, мĕн хуравларĕ шефĕ, ирĕк пачĕ е çук, — ют арçын аллисем хăй патнелле туртăннине асăрхарĕ. Çитĕ сана, вăран, тенĕн çав арçын унăн пилĕкĕнчен çирĕппĕн тытсан кăна тăна кĕнĕ пек пулчĕ хĕр.
— Питĕ илемлĕ эсир, палламан пике...
— Ан вăтантарăр ĕнтĕ... — хăйса сăмах хушрĕ Алиса. Арçын куçĕнчен пăхма хăюлăх çитерчĕ-çитерчех хăй. Симĕс куçсем... Амăшĕ те Алисăна час-часах: «Симĕс куç — кушак куç. Санăн та кушак куçĕсем», — тесе йĕкĕлтетчĕ. Анчах мĕн çыхăнăвĕ пур пулĕ кушакпа, ав, епле хитре куçсем: пысăк, куç харшийĕсем вăрăм, хуп-хура... Чăнах, тĕпсĕр кӳлле аса илтереççĕ. Епле пăхать-ха тата, йĕкĕлтесе-кулса мар, ăнланса, шеллесе...
Хĕрелсе кайрĕ Алиса, Николай Спиридонович ларакан еннелле вĕлт! пăхса илчĕ. Çук та тейĕн уншăн Алиса, черкке хыççăн черкке йăвантарать, мурилешшĕ. Çав ӳсĕр арçынпа çĕр каçмаллине аса илсен, йĕрĕнсе кайрĕ хĕр. Ют арçын аллисем вара, Алисăна ăнланнăнах, ăна вальс кĕввипе хаваслăрах пулма, хăй çинчен аса илме тата хăвăртрах çаврăнма хистенĕн, хытăрах пăчăртарĕç.
— Мĕн ятлă эсĕ, пике?
— Али-и-иса, — чĕтренсе, таçта шалтан тухрĕ сасă.
— Алиса... Мĕн тери хитре ят. Эпĕ вара Дмитрий. Митя. Алиса, кам вăл санăн? — ыйтрĕ вăл пуçне сĕлтсе кăтартса. — Тус та мар пек, мăшăр тесен пушшех те...
— Пуçлăх. Çуралнă кун тата паян манăн. Çавăнпа кунта эпир...
— Саламлатăп, пикеçĕм! Итле-ха, вĕçтертĕмĕр кунтан. Эсĕ кирлĕ мар халĕ ăна. Ирчченех вăранаймĕ тен. Такси чĕнсе параççĕ, тĕрĕс-тĕкелех çитĕ килне. Кайрăмăр ман пата, пĕчченех пурăнатăп, ан шиклен, авланма ĕлкĕреймен-ха. Çуралнă куна иккĕн паллă тăвăпăр. Кайрăмăр, Алиса!
Чĕнмерĕ хĕр. Каччăн мăшăр куçĕнчен ыйтуллăн тинкерчĕ. Çук, усал шухăшлă пек туйăнмарĕç вĕсем. Тепĕр тесен, мĕн çухатмалли пур унăн? Йăлăхтарчĕ кунашкал пурнăç. Тен, Митя пулăшĕ урăх пурнăç пуçлама? Вăратмарĕ вăл тĕлĕрсе ларакан шефне, пукан айккине çакса янă сумккине илчĕ те Митя хыççăн урамалла утрĕ.
Самантра тенĕ пек илсе çитерчĕ вĕсене такси халиччен палламан-туман каччă пурăнакан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи каччă пурăнакан пилĕк хутлă çурт умне. Хваттерĕ икĕ пӳлĕмлĕ. Тирпейлĕ. Куç хупса иличчен тенĕ пек сĕтел çине хатĕрлерĕ Митя. Ресторантан илсе килнĕ шампань эрех пăкки маччана çапăнчĕ, кăпăкланса тăракан эрех чĕрене ыррăн кăтăкларĕ. Сăнать, пăхать ун çине Митя, тем ыйтасшăн е каласшăн та пек. Фотоальбом пăхса ним сисмĕше персе ларакан Алиса юлашкинчен чăтаймарĕ, çунса каяс пек пĕçерекен питне каччă кăкăрĕ çине хучĕ.
— Алиса, манăн пулатăн-и?
Çук, кăкăрĕ çине хунă алăсене сирме вăй-хăват çитереймерĕ,хăй ăшĕнчи капланса килнĕ вĕри юрату-ырату капланăвне парăнса, каччăн тутисем патнелле туртăнчĕ.
— Алиса, ĕненсем, улталамастăп, эсĕ манăн пĕрремĕш хĕрарăм пултăн. Тавтапуç сана... — те чăннипех, те Алисăна лайăх тăвас тесе ячĕшĕн кăна пăшăлтатрĕ Митя хăлхаран. — Юл ман патăмра. Мĕн тери лайăх санпа...
— Митя, Митя-я-я. Мĕн калаçатăн? Хĕр мар вĕт эпĕ. Санран аслăрах та тата. Йĕри-тавра, ав, мĕн чухлĕ чипер хĕрупраç. Ыранах ӳкĕнĕн акă. Мана та питĕ килĕшрĕ санпа пулни. Мĕнлерех ачаш эсĕ тата. Анчах эпĕ пĕрремĕш пулни ниме те пĕлтермест вĕт-ха.Чылай тĕл пулăн ман пеккисене каярах та. Турă çырни те алăк умнех килĕ. Пурпĕрех тав сана самантлăх юрату туйăмĕ парнелеме пултарнăшăн та...
— Килĕшместĕп, Алиса. Ку пирĕн пĕрремĕш каç кăна пулчĕ. Тата та тата савăнтарăпăр акă пĕр-пĕрне эпир. Вĕçертместĕп ĕнтĕ тек сана хамран. Ох-х-х, мĕн тери илемлĕ, мĕн тери тутлă санăн кăкăрусем...
Тата та тата илтес килчĕ Алисăн çак асамлă сăмахсене. Анчах пурнăç тути-масине тутанса курнăскерĕн чăннипех те çапла пулма пултарасса шанас килмерĕ.
«Эх, Алиса, мĕн тери çав териех сапаланса пурăнмалла пулчĕ-ха санăн? Укçапа пуянлăх тесе çакăн пек шурлăха путмаллах-и-ха вара? Тен, чăннипех те Митя манăн Турă çырни?» — хăйпе хăй калаçрĕ пурнăç авăрĕнче çаврăнса-пĕтĕрĕнсе кайнă çамрăк чун ĕçе пуçтарăннă май. Мĕн пытармалли пур ĕнтĕ, килĕшрĕ ăна Митя. Алисăра çынлăх тенине курма пултарни кăмăла кайрĕ. Çук, укçа кирлĕ те, унра кăна мар çав телей тени. Ĕмĕрĕпе анчăк хăйне апат пăрахса парасса кĕтсе ларнă пек пулни те тĕрĕс мар паллах. Эппин, çĕнĕлле пурăнса пăхмалла. Анчах чăннипех те тĕл пуласшăн-и-ха унпа Митя? Юрăри пĕччен кашкăр шăпи кĕтмĕ-и Алисăна? Çук, каймаллах вăл ĕçрен. Сĕтел çине шурă хутпа ручка кăларса хучĕ те Алиса тарăннăн сывласа илчĕ, çемçе пукан çине ларасшăнччĕ кăна, алăк шăнкăравĕ янăраса кайрĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...