Господин
Юрласа пырать урампа утмăл пилĕкри отставкăри подполковник: «Утатпăр утмăла-а-а, çитетпĕр çитмĕле-е-е», — янăрашать вăл. Ара, юрламасăр епле чăтăн. Пенси укçине каллех ӳстерчĕç. Арçын сулахай кăкăрне шап-шап шаккаса илчĕ. Кунта, курткăн шалти кĕсйинче, мĕн чул укçа! Ăшăтать вăл чун-чĕрене, лăпкать. — Пурăнасчĕ-ха, туссем, пурăнасчĕ, таврари хĕрарăма юратасчĕ, — ĕнĕрлет арçын. — Эх! Кунĕ мĕнле паян! — сасăпах савăнать Кирилл Николаевич. — Эх, чун юрла-ать, ман чĕре юрла-ать, ватлăхăмра йăпанмалăх юрату шыра-ать.
Çанталăк та Кирилл Николаевичпа пĕрле савăнать пулас. Ирхине сулхăнрахчĕ. Тĕтре карса илнĕччĕ тавралăха. Халь ав епле ешерет тавралăх! Хĕвел йăл-йăл кулать. Çулăн икĕ енĕпе ӳсекен хурăн çулçисем шĕпĕлтетеççĕ. Пĕрисем калашле: «Кивçен ил те ĕç», — теççĕ пулас.
Кирилл Николаевичăн мĕн тума кивçене каяс? Ун яланах укçа пур. Вăл çак çула çитсе ĕç укçине те, пенси укçине те арăмне парса курман. Мĕн те пулин туянмалла пулсан арăмĕ, йăпăлти кушак хуçи куçĕнчен апат ыйтса илнĕ пек, тилмĕрсе пăхать. Çак вăхăтра Кирилл Николаевич хăйне чăн-чăн пурнăç хуçи пекех туять. Ак паян та çаплах пулчĕ.
— Кириле, ман аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм те кивелчĕ. Тухтăр патне тăхăнса кайма намăс Çĕннине илме укçа параймăн-ши кăштах, — терĕ арăмĕ.
— Ара, эс нумай пулмасть кăна пенси илтĕн вĕт. Ма кĕпе-йĕм туянмарăн?
— Эх, Кириле! Ман пилĕк пин пенсие ăçта чикмелле-ши? Коммуналлă тăкаксемшĕн, телефоншăн тӳлеме çурри каять, булка-çăкăр валли — кунне алă тенкĕ. Сĕтшĕн эрнене çĕр çирĕм тенкĕ тӳлетĕп. Эс укçа шутлама пĕлетĕн те, анчах хăвăн кĕсйӳрине кăна шутлатăн çав. Апатне те тутлине кăна çиесшĕн.
— Юрĕ, ан лăрка. Ме сана пилĕк çĕр тенкĕ, — тăсса пачĕ вăл арăмне пĕр хут укçа. Алли чĕтрет хăйĕн.
— Иртрĕ ĕмĕр, — шăппăн каларĕ арăмĕ. Çак господин куçĕнчен пăхсах ватăлтăм. — Вăл кухньăра тăрмашма пуçларĕ.
Итлемерĕм аннене,
Анне усал сунас çук.
Халь йĕретĕп куççульпех,
Чавса çывăх — çыртма çук, —
шăппăн юрларĕ ватă хĕрарăм вĕри куççульне çăтса.
Тĕрĕс те. Ывăлпа хĕр çуратнисĕр пуçне нимĕн аваннине те курмарĕ вăл пурнăçра упăшкинчен. Сывă-и ун ачисем, выçă-и, тутă-и — нихăçан та интересленмен Кирилл Николаевич. Кашни пуса тилмĕрсе ыйтмалла унран. Юрать ачисем ăна хывмарĕç, ырă кăмăллă, ĕçчен, çивĕч ăс-тăнлă çитĕнчĕç.
Укçине хăй пĕлнĕ пек тăкаклать арçын. Паян та самай укçа пĕтерчĕ вăл, анчах та çемйи валли мар.
Перекет кассинче: тухса инçех те каяйманччĕ арçын, акăш пек ярăнса, йăл-йăл елпĕрсе, ик аллине çунат пек сарса хирĕç утакан Аленăна курчĕ. Вăл Кирилл Николаевич перекет кассинчен тухасса сыхласа тăнă ахăртне. Çак вăтăр пиллĕкри хĕрарăм ниçта та йĕркеллĕ ĕçлеймест. Вĕсем амăшĕпе иккĕн юмахри пек, пурлăх йăтăнса анасса кĕтсе пурăнаççĕ. Илемĕ пур вара Аленăн. Çавăнпа ус-курса пурăнать те. Аслă çул çине те тухкалать теççĕ...
— Ну çар çыннисене юрататăп та вара. Подполковниксене пушшех те, — пырса ыталарĕ вăл хайхискере. — Эсир, Кирилл Николаевич пĕртте ватăлмастăр. Яланах каччă пек...
Сар çу пекех ирĕлет вара арçын çак çепĕç сăмахсене илтсен.
Паянхи «ырлăха» аса илсе йăл-йăл кулкалать Кирилл Николаевич. Хăй арăмĕ çине çиллес куçпа пăха-пăха илет.
«Çак тункатаран çепĕçлĕх кĕтсе илеймĕн, ялан ăмăр пĕлĕт пек ун сăн-пичĕ», - тарăхса шухăшларĕ вăл.
— Мĕн, апат пиçнĕ-и унта санăн?!
— Пиçнĕ, пиçнĕ. Сĕтел хатĕрлес-и?
— Мĕн пĕçернĕ?! — кăсăкланчĕ арçын.
— Кăмпапа çĕр улми ăшаларам. Эс юратă пек, — ăшталанчĕ арăмĕ.
— Хăв çисе пăхрăн-и?
— Çинĕ, çинĕ.
— Мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ унтанпа.
— Икĕ сехет те иртрĕ пуль.
— Апла пулсан вилместĕп. Хатĕрле.
«Эп вилсен те хуйхă мар паллах уншăн», — кулянса шухăшларĕ хĕрарăм. Вăл упăшкин сăмахĕсене аса илчĕ.
«Трамвай-автобус çине мана нихăçан та çынсен арçыннисем пек малтан лартмастăн», — кӳренсе каланăччĕ вăл пĕррехинче упăшкине.
Çакна илтсен Кирилл Николаевич икĕ пĕççине çапа-çапа ахăлтатрĕ. «Пĕлетĕн-и пĕр-пĕр çĕре хĕрарăма малтан кĕртесси ăçтан пуçланнине? Вăл ĕлĕкрен, çынсем пещерăсенче пурăннă вăхăтранах, килет. Ун чух арçынсем пĕр-пĕр тискер чĕр чун хăйсене туртса çурасран хăраса хĕрарăма пещерăна малтан кĕртсе янă. Ман халь мĕнрен хăрамалла? Трамвай-автобусра мана никам та туртса çурас çук. Ха-ха-ха!» — лахлатса кулчĕ арçын.
Арăмĕ сĕтел майларĕ те кухня алăкне шăппăн хупрĕ. Юратмасть упăшки апат вăхăтĕнче кухньăра çын пуррине. Рехетлентĕрех пĕччен. Чаплаттартăрах сысна аçи пек икĕ пит çăмартине силлентерсе.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...