Петĕр Çимунчпа асамçă çăлтăр
Ытарайми илемлĕ вырǎнта вырнаçнă Çĕнкас ятлă чăваш ялĕ. Ял йĕри-тавра вăрман кашласа ларать. Çĕнкасăн кăнтăр енче вара, вăрманпа ял хушшинче — тăп-тарă шывлă тарăн кӳлĕ.Унта ял çыннисем пулă тытса ыр кураççĕ…
Вăрманлă, тулăх шыв-шурлă, çырма-çатраллă ку тавралăх. Ялта капмар çуртсем çӳлелле кармашса лараççĕ. Сыннисем çут çанталăк илемĕпе киленеççĕ, пурнăçри мĕнпур ырлăха туйса тăраççĕ… Пурнăç малаллах пырать, сиккипех чупать. Пĕр çын — тепĕр çынпа, пĕр ăру тепĕр ăрупа улшăнать.
Анчах сулнăкĕ те пур çав пурнăçăн. Çав сулнăкран пăрăнмасăр, такăнмасăр иртесси — кашни çын тивĕçĕ. Мал ĕмĕтли, чунпа çирĕппи çеç пурнăç çулĕпе патваррăн утать. Уншăн кашни чăрмав — этемлĕх вăйĕн тĕрĕслевĕ.
Çак ялти Петĕр Çимунч чун-чĕрипе çирĕп, малашлăха курса, ăнтăлса пурăнакан çын. Аттелĕх вăрçинче паттăррăн çапăçса çĕршер тăшмана леш тĕнчене ăсатнă. Çĕрлехи çапăçусенче те пĕр шикленмесĕр шав малалла талпăннă.
Пĕррехинче, пĕр юхан шыв хĕрринчи çуллахи ăшă каç, хăрушла çапăçу пулса иртрĕ. Татти-сыпписĕр пулемет шатăртатать, ăçта кирлĕ унта бомбăсем çурăлаççĕ. Петĕр Çимунч та пĕр тăхтаса тăмасăр тăшмансем çине граната хыççăн граната ывăтать. Часах тăшмансем Петерĕн «хĕрӳ кучченеçĕнчен» тăранса çитеççĕ те каялла чакаççĕ. Петĕр те хаш! сывласа ярать, юхан шыв хĕрне пырса тăрса:
— Эх! Мăнтарăн юхан шывĕ! Мĕн тери хăватлă эсĕ!? Сан хăвату тăшмана сирсе яма пулăшрĕ. Тавтапуç сана.
Сарăлса юхакан юхан шыв çăлтăрлă хура кăвак тӳпене улăхнă уйăх çутинче йăл та йăл çиçет, вĕтĕ-вĕтĕ хумсем пĕрре хĕрлĕн-саррăн, тепре кăваккăн-симĕссĕн тĕлкĕшсе илеççĕ. Ку илеме уйăх хăй те ытараймасть пулас — шыв тĕпне пуç хĕрлĕн чăмнă та ылтăн пулă пекех ярăнса сӳрет. Юхан шыв варрипе уйăх çулĕ выртать, йăлтартата-йăлтăртата инçете-инçете йыхăрать Куç хĕссе вылякан çăлтăрсенчен юхан шыв еннелле çав тери çинçе пайăркасем пурçăн çип пек тăсăлаççĕ.
Шыв тĕпĕнче ылтăн уйăх ярăнать. Ытла та илемлĕ вăл! Илемлĕ те асамлă.
«Уйăх çутиллĕ шыв çинче сăн-питĕме курасчĕ», — çыран хĕрринерех куçса Шăлавар вĕçне чĕркуççи таран тавăрчĕ те Петĕр сип-симĕс курǎк çине чĕр куçленсе шывалла ӳпĕнчĕ. Унта хура мĕлке ӳкрĕ. Шыв чĕтреннĕ май çав мĕлке тĕссĕрленчĕ, хитрее марланчĕ.
Петĕр Çимунч пуçне каçăртса тӳпери уйăх çине тинкерчĕ. Уйăх та ăна тинкерсе пăхрĕ, хăрушлăх çывăххи çинчен асăрхаттарчĕ. Сасартăк нимĕçсен сассисем илтĕне пуçларĕç, çывхарсах çитрĕç. «Ăçта тарас? Мĕнле хăтăлас?» — пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕçсе иртрĕ. Унччен те пулмарĕ уйăх Петĕр Çимунча хăй ытамне илчĕ. Çăлтăрсен хулине илсе кайрĕ. Çăлтăрсем Петĕр Çимунча хаваспах кĕтсе илчĕç. Çĕр çинчен килнĕ хăнана питĕ лайăх пăхрĕç. Çăлтăрĕсем вара тĕрлĕрен: тăсăкли, çавраки; хĕрли, сарри, кĕренни… Мĕн кăна çук-ши кунта? Тĕлĕнмелли те тем чухлех. Асамçă Çăлтăрĕ вара Петĕр Çимунча çав тери кăмăлларĕ, хăйĕн асамлă патаккине парнелерĕ, Çĕр çине те хăех ăсатса ячĕ.
Кунта вăрçă çаплах пырать-ха. Пĕррех сулса ярать Петĕр Çимунч хăйĕн асамлă патаккине — тăшмансен мĕнпур техники тĕппипе арканать, тепре сулса ярать те — нимĕçсем куçран çухалаççĕ. Çапла Петĕр Çимунч Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать. Паттăрлăх кăтартса тăван килне таврăнать вăл, анчах шел, юлташĕсем вăрçă хирĕнчех выртса юлаççĕ. Унтах — ялти тăванĕсем те…
Çĕнкас… Аттелĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк. Шурă-сенкер тĕслĕскер çинче пилĕк юплĕ хĕрлĕ çăлтăр çунать, таврана кăвар сапса çунать… Палăкпа юнашар — пысăк хĕрлĕ ялав. Çук, хăмачран мар вăл, çынсен алли шăвăçран ăсталанă ăна. Хĕрӳ хĕвел те тĕсне яраймĕ унăнне, сивĕ çумăр та ислетеймĕ, хаяр çил те çурса тăкаймĕ ăна.
Петĕр Çимунч ватă ĕнтĕ. Апла пулин те çак палăк патне пырса вăрçă хирне пуçĕсене хурса хăварнă ялти тăванĕсем умĕнче каçару ыйтать-çке вăл. Вĕсен ячĕсене вуласа пĕрре мар куççулĕ тăкнă вăл. Пĕрре мар вăрçă хирĕнчи хаяр çапăçусене аса илсе куççульпе макăрнă.
Хальхинче те вăл çак палăк патне кĕрсе тухмасăр чăтаймарĕ.
Кĕрен астрăсем, çеçке çурма ĕлкĕреймен георгинсем картаран та çӳллĕрех — палăк чечексемпе тата хитререх.
Никам та иртмĕ сăваплă вырăнта чарăнмасăр, асатте-аттесен палăкĕ патĕнче пуç таймасăр. Чарăнатăн… Турăçăм! Мĕн ку? Кĕрен астра мар йăлкăшать чечен сăнĕпе — хулăн йĕпсемлĕ пиçен хăлаçланать пĕвĕпе, георгин мар чӳхенет çил варкăшĕпе — ун пекех вăрăм, тĕксĕм çулçăсемлĕ вĕлтĕрен хыпашлать пурнăç çутине суккăр куçĕпе… Çăткăн тăшман пек сырса илнĕ вĕсем палăка…
Петĕр Çимунчăн чĕри чикет, пиçен йĕппи чикнĕ пек. Çан-çурăмĕ сăрлатать вĕлтĕрен ăшаланă пек. Палăк тавра тытнă картан хăш-пĕр юпи тухса ӳкнĕ, карта хăмисем те тухса ӳксе ăçта кирлĕ унта йăванса выртаççĕ. Хаяр çапăçури аманнă-вилнĕ салтак пек выртнă. Вилес салтакăнни пек ват çыннăн сывлăшĕ капланса пӳлĕнчĕ.
Çапăçу хирĕнче пĕччен юлнă салтак пек юлашки шанăçпа çӳлелле пăхать, палăк çинчи сăмахсене вулать: «Никама та манман, нимĕн те манăçман». Ăшĕнче кăвар тĕлкĕшнĕ пек хĕрӳленеççĕ сăмахсем: «Никама та манман, нимĕн те манăçман!..». «Манăçман-ман-ман!..» — тăруках тăна кĕрсе, мĕнпур тарăхăва сирсе ярса палăк умне пĕшкĕнет. Тăшмана вут-çулăмпа «ташлаттаракан» паттăр пек кирлĕ-кирлĕ мар курăка çумласа тăкать, пĕçертнине туймасăрах вĕсене тымарĕ-мĕнĕпех кăкла-кăкла аяккалла ывăтать.
Петĕр Çимунчăн куçĕнчен вĕри куççуль шапăртатса тăкăнать, Тăван çĕршĕн пуçне хуракан салтакăн юлашки юн тумламĕ пек тăкăнать…Тăкăнать… Тăкăнать… Тăкăнать…
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...