«Пурăнаймасть никам та икĕ ĕмĕр...»
Пурăнаймасть никам та икĕ ĕмĕр,
Чĕрĕлĕхĕн пĕртен пĕр ĕмĕр çеç,
Ни хурçă тăсаймасть ăна, ни тимĕр —
Хĕртсе шăварттараймăн тимĕрçе.
Ик ĕмĕрлĕ тăваймĕ ырă пӳлĕх,
Хама валли ик ĕмĕр ыйтиччен
Кĕске кунах тăвам-ха илĕртӳллĕ
Шухăшсемпе ĕçсен ытамĕнче.
Данилова А.П. (2012-02-02 17:35:11):
Мана пурнăç пурăнма вĕрентсе çырнă сăвăсем килĕшеççĕ.Виталий Станьял çырни пушшех те...
Галина Зотова (2016-09-15 20:22:23):
Çапла,пурăнаймасть никам та икĕ ĕмĕр. Турă панă кунçула кашни этемĕн чыслăн пурăнса ирттермелле те...
Талпиçен (2016-09-19 22:30:48):
Тупнă сăвă! Халь Станьяла укçа çапма вĕрентекен сăвăсем çырма хушас пать!