Браконьер
Сунарçă эп. Браконьерсем
Манран хăраççĕ. Çаратаççĕ
Вăрмансене çак ирсĕрсем,
Чĕрчунсене персе тытаççĕ.
Вĕсен тĕллевĕ — аш-какай,
Мулкач тытса çини — моралĕ.
Çакна пулах пуль эп пĕрмай
Путсĕрсемпе вăрçатăп халĕ.
Пĕррехинче çапла, хĕлле,
Каç пуличчен тăман уларĕ.
Тĕттĕмленсен вара — çĕрле
Чӳречерен такам шаккарĕ.
Тухсассăн куртăм: ку — Йăван,
Юратнă арăмăн пĕр шăллĕ.
Машинпалан Йăван: «Аван!
Уç хапхуна, йысна, пит шăнтăм...»
Çынсем килсессĕн хăнана
Чун-чĕререн эп савăнатăп.
«Часрах кĕр! — терĕм Йăвана, —
Мĕнле çулпа? Епле пурнатăн?»
«Пурнатăп лайăх. «Москвича»
Малтан шала кĕртесчĕ. Тытрăм
Паян эп виçĕ мулкача!
Иртен вара, йысна, пит выçрăм».
Чăнах, куратăп — салонра
Выртать пăшалĕ ун хăяккăн.
Тар çуннă шăршă аякран
Çапать. Выртать мулкачĕ акă
Куç умĕнчех. Вăт ку ача!
Чĕрчун тытма ăста-мĕн! Кулă
Питрен çухалчĕ: мулкача
Шеллемесен этем, мĕн пулĕ?
«Кхе-кхе! Кĕрер çурта, Йăван!»
Кĕрсен, тӳрех унран эп ыйтрăм:
«Кала, тархасшăн, эс, айван,
Мулкачсене паян ма тытрăн?»
«Çитмест, — каларĕ вăл, — какай,
Çавна пула, йысна, çӳретĕп
Ухутана халь эп пĕрмай.
Ик кĕпçерен кĕрслеттеретĕп!
Паян та, акă, уй-хире
«Москвич» çинех ларса вĕçтертĕм.
Пĕр мулкачне вара ирех
Салонранах персе ӳкертĕм!
Сар тилĕ тарчĕ чăтлăха:
Юр тарăн пулчĕ — тытаймарăм.
Тип-тикĕс вырăнта, ха-ха!
Ик мулкачне алран ямарăм!»
Çапла мухтанчĕ браконьер.
Пит тарăхтарчĕ ун сăмахĕ.
Каларăм: «Пуснăччĕ ĕнер
Эп вăкăра. Ун ашĕ — акă,
Сĕтел çинче. Астив, тутан!
Ĕрчет, эс,шăллăм, выльăх-чĕрлĕх
Хăв килĕнтех. Вара ялан
Турилккере аш пулĕ тĕрлĕ.
Какай тени кирлех пулсан,
Пур картара ман сакăр сурăх.
Ил эс пĕрне. Пăшал çакса
Çӳремелле мар санăн урăх».
Çапла вĕрентрĕм Йăвана...
Унтанпалан ик-виç çул иртрĕ.
Халь çӳремест вăл вăрмана
Ухутана. Ман ĕмĕт çитрĕ!
Туссем, каласшăн эп çакна:
Выç кашкăр евĕр пулас марччĕ!
Çӳрер пăшалсăр вăрмана,
Ĕрчетĕр кайăкĕ, мулкачĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...