Асамçă кӳлĕ
Ирхине уçă кантăкран кĕрекен хĕвел шевли питрен ачашласа илнинчен вăранса кайрăм. Килте шăп. Урамран хур-кăвакал сассисем илтĕнеççĕ. Часах килти алăк чĕриклетсе уçăлчĕ. Кукамай кĕчĕ пулас. Вăл кухньăра темĕскер шăнкăр-шăнкăр тутарчĕ те вăр-вăр каялла тухса кайрĕ.
Эпĕ кукамай патне çуллахи каникул вăхăтне ирттерме килнĕ ĕнтĕ. Çапах та кунта уçă сывлăш-çке, илемлĕ тавралăх. Йĕри-тавра симĕс улăх-çаран сарăлса выртать, аякрах та мар — ешĕл вăрман, вăрман хĕрринче вара çутă кĕленче евĕр тăп-тăрă юхан шыв юхса выртать. Кунти ял çыннисем ăна темшĕн Асамçă кӳлли теççĕ. Мĕншĕн-ха çавăн пек калаççĕ ăна? Кукамайран йăлтах ыйтса пĕлĕп-ха тесе шутласа выртрăм.
Вырăн çинчен вăр-вар тăрса тăхăнтăм та картишне тухса кайрăм. Тулта ирхи сывлăш, хапха кĕтессинче ларакан чечексем çине ӳкнĕ сывлăш шăрçа пек йăлтăртатни таçтанах курăнать. Çавăнтах эпĕ кукамая сăнарăм. Вăл чăх-чĕпсен картинче темĕн кăштăртатать. Эпĕ тухнине сисмере пулас, пуçне ман енне пăрчĕ те йăвашшăн кулса илчĕ:
— Мăнукăм, кӳлĕрен витрепе шыв ăсса кил-ха, — терĕ.
Эпĕ карта алăкĕ патĕнче тăракан тимĕр витресене илтĕм те тухса кайрăм.
Ялти Аслă урам тăрăх тринкки-тринкки сиккелесе, витресене шанкăртаттарса йăл кулса пыратăп. Тӳпери сарă хĕвел те ман çине хавассăн пăхса тăнă пек туйăнать. Акă ман ума сип-симĕс кавире тĕрлĕ тĕслĕ чечексем сапса илемлетнĕ ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Эпĕ улăха питĕ хăвăрт çитрĕм иккен. Инçех те мар ĕне кĕтĕвĕ çӳрет. Выльăхсене сыхлакан Хĕветĕр xăйĕн чăпăрккипе тусанлă çĕре çапать те сасси ялах илтĕнет.
Часах сарлака, шăп выртакан кӳлĕ хĕррине çитрĕм. Пушмаксене хыврăм та çыран хĕррине кĕрсе лартăм. Кӳлě илемлĕхĕ ман чуна тыткăнларĕ. Шăп çав вăхăтра ĕненмелле мар тĕлĕнтĕрмĕш пулса иртрĕ. Эпĕ халиччен пурăнса та кун пеккине курманччĕ-ха. Ара, юмахра кăна курма пулать тейĕн.
Кӳлĕ темшĕн хумханма пуçларĕ. Çак вăхăтра хĕвел çути те таçта кĕрсе пытанчĕ. Аякран хумсем ярăнса килеççĕ те ман урасене çат! çапаççĕ. Чăннипех те ыраттарать. Чăтайманнипе сиксе тăтăм ĕнтĕ.анчах хумсем тата та мана хирĕç çĕкленчĕç, аллисене тăсса мана хăйсем патнелле сĕтĕреççĕ пек. Çак вăхăтра эпĕ чăм шыва ӳкрĕм, сиксе чĕтретĕп. Хăвăртрах айкkинелле пăрăнса тăтăм. Юхан шыв çапах та ниçта кайса кĕрейми хумханать, арçури пек çухăрать. Эпĕ пĕр хускалмасăр пăхса тăратăп. Анчах нумая тăсăлмарĕ ку мыскара. Кӳлĕ майĕпен шăплана пуçларĕ. Хĕвел те таçтан сиксе тухрĕ, таврана йалт çутатса ячĕ. Кӳлĕ те малтанхи пек шăпланса ларчĕ. Манăн витресем те пушă ĕнтĕ. Халĕ кӳлĕ патне пыма та хăратăп. Нумай шутласа тăмарăм — килелле чуптартăм. Çул хĕрринче ларакан Хĕветĕр те ман çине тĕлĕнсе пăхса юлчĕ. Çак тĕлĕнтермĕш пулăма манăн кукамая каласа кăтартас килчĕ.
Кил карти алăкне уçса кĕтĕм те тӳрех кукамая шырарăм. Хам ывăннипе ассăн сывлатăп. Кукамай мана хирĕç пӳртрен тухрĕ:
— Ара, мăнукăм, мĕн пулчĕ? Мĕншĕн пăшăрханатăн çак? — терĕ.
— Кукамай, эпĕ сана кӳлĕ хĕрринче тĕлĕнмелле мыскара курнине каласа парасшăн. Эсĕ ĕненмессе те пултаратăн…
Кукамая мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрăм. Анчах унăн тыткаларăшĕ мана тĕлĕнтерсех ячĕ. Вĕл шăппăн çеç эпĕ каланине итлесе ларать. Юлашкинчен ман çине хăйĕн ăшă куçĕпе пăхса илчĕ:
— Мăнукăм, эсĕ тавçăрса ил-ха, ахальтен юхан шыва Асамçă тесе каламан-и вара? — терĕ.
— Кукамай, эпĕ те санран çакăн çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ, — терĕм.
— Итле эппин, унăн асамлăхĕ çинчен каласа кăтартам, — терĕ вăл.
— Ĕлĕк — авалах çак Асамçă кӳлĕ вырăнĕнче пĕр пуян пуп пурăннă тет. Унăн ывăлĕсем те, хĕрĕсем те пулман тет. Пĕр-пĕччен пуянлăхпа ыр курса пурăннă вăл. Унăн ылтăнран хакли нимĕн те пулман. Килĕ-çурчĕ те унăн йăлтах ылтăнран пулнă теççĕ халăхра. Çак пуп Турpа ĕненмен иккен. Темĕнле ăнлантарсан та вăл çĕр çинче Турă çук тенĕ. Çак сăмахсене çӳлти Турă илтнĕ. Вăл хăйне те, унăн пĕтĕм пуянлăхне те шывпа хупласа хунă теççĕ. Çакăн хыççăн кӳлĕ пĕрре пĕтĕм таврана сарă çутăпа çутатса илнĕ тет.
Ытти ватă каланă тăрăх, çак пуп шыв айĕнчех пурăнать имĕш. Вăл унтан тухма тăрăшать теççĕ, çавăнпа та кӳлĕ çакăн пек алхасса та, хумханса та илет имĕш. Асамлă вăйĕ вара нихăçан та пĕтмест унăн, — тесе вĕçлерĕ кукамай.
Мĕн чухлĕ тĕлентермĕш пирĕн пурнăçра. Манăн та ытти çĕнĕ вырăнсене кайса курас ĕмĕт çуралчĕ. «Тĕпчемелли манăн питĕ нумай», — терĕм эпĕ хама-хам. Апла пулсан паянах çул çӳреве тухатăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...