Ырă чунлă чиперкке
Манăн асанне пур. Вăл Кĕтерне ятлă. Пушă вăхăт тупăнсанах эпир унпа яланах шăкăл-шăкăл калаçса ларатпăр. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл тем тĕрлĕ юмах та, тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те, тем тĕрлĕ халап та пĕлет. Çывăхри вăрман çинчен, улăх-çаран çинчен, шыв-шур çинчен нумай каласа кăтартнă вăл мана. Хальхинче вара сăмах-юмах кӳлĕ çинчен пулчĕ.
Асанне çуралса ӳснĕ ялтан инçех мар пĕр çавра кӳлĕ пулнă. Çав кӳлĕ çинчен халăх хушшинче темĕнле халап та çӳренĕ. Асанне илтнĕ тăрăх, çав кӳллĕн шăп варринче пĕчĕк утрав пулнă. Ун çинче сăмахпа каласа пама май çук тĕлĕнмелле хитре чечек ӳснĕ. Çав чечек çинче хĕп-хĕрлĕ виçĕ çырла илĕртсе ларнă. Анчах та пĕр çырлине те никам та татса илме хăяйман.
Пĕррехинче пĕр чухăн старик хăйĕн йывăр хуйхине пусарас тесе нимĕн тума аптранипе кимĕ çине ларнă та утрав çинелле çул тытнă. Çак ырă кăмăллă мучие ялта пурте хисепе хунă, хăй те çынсене нумай пулăшнă. Анчах та хăйĕн инкек сиксе тухсан пĕр çын та пулăшма пултарайман, мĕнле пулăшмаллине пĕлмен. Мĕншĕн тесен унăн пĕртен-пĕр юратнă мăнукне тухтăрсем те, ялти карчăк-сиплевçĕсем те сыватайман. Чирĕ вара кашни кунах амаланнă, чипер хĕр ача начарланнăçемĕн начарланса пынă. Нинукăн ашшĕпе амăшĕ те чире пулах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çавăнпа та Унтри мучи мăнукне çухатасран хăрать, ăна епле те пулсан сыватасшăн çунать. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, пĕртен-пĕр савăнăçĕ унăн вăл.
Акă Унтри мучи кимми утрав патне çитсе чарăннă. Старик кимĕ çинчен аннă та хăй сисмесĕрех чечек умне пырса чĕркуçленсе ларнă. Куçĕсенчен куççулĕ шапăртатнă. «Эй, Турă! Çăлсам манăн Нинука, сыватсам пепкеçĕме! Вилме ан парах ăна, Çӳлти Турă! Ыйтатăп, тархаслатăп, йăлăнатăп! Пулăшсам Нинукăма!» — тенĕ вăл куççуль витĕр. Мучин хурлăхлă куççулĕ чечек çине ӳкнĕ те — çепĕç те илемлĕ кĕвĕ янăраса кайнă. Старик ура çине сиксе тăнă та чечек çине тĕлĕнсе пăхнă. Чечек çинче виçĕ хĕрлĕ çырла! Куçа шартараççĕ, асамлăн курăнаççĕ. «Эпĕ ăсран тайăлтăм-ши?» — тесе мучи пит-куçне шывпа çуса илме шутлать. Шыв çинелле пĕшкĕнет те — ун çине хăйĕн сăнĕ мар, чипер пике сăнĕ пăхать иккен. «Ман чечек çинче виçĕ çырла пур, санăн вĕсене илмелле те шыва кĕрсе ман тымар çине хурса ямалла. Вĕсем мана вăй параççĕ. Эпĕ ыйтнине тусассăн сана «сывлăх шерпечĕ» паратăп. Çулĕ çăмăл мар. Ăнăçу пултăр!» — тет çак чиперкке сăнĕ.
Унтри мучи шикленкелесе шыва кĕрсе кайнă. Утнă-утнă вăл шыв тĕпĕнче часрах тымар патне çитес тесе. Çулĕ чăнах та çăмăл мар иккен: тумхахлă, хăрушă… Çырласене чиперех асăрханкаласа йăтса пынă-ха вăл. Ак тамаша! Пĕр çырли ӳкет те çурăлса каять. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь. Куляннипе мучин алли-ури чĕтреме тытăннă. Инкек çине синкек тенĕ пек, ăнсăртран мучи такăннă та тепĕр çырли аллинчен тухса ӳкнĕ. Шыранă-шыранă ват çын — тупайман. Пĕртен-пĕр çăлăнăç — алăри юлашки çырла! Сылтăм ал лаппи çинчи çырлана ӳкерес марччĕ тесе Унтри мучи малалла тăнкăлтатнă. Чечек тымарĕ патне çитесси темиçе утăм çеç юлнă. Сасартăк таçтан хăяматран шыв çĕленĕ шуса тухнă та алă çинчи çырлана хыпса çăтса янă. Пĕтрĕ пуç! Юлашки шанчăк та сӳнчĕ. Старик аран-аран юлашки вăй-халпа тымар патне çитсе ӳкнĕ. Чунĕ кӳтсе килнипе тымара ыталаса илнĕ те ӳлесе макăрса янă.
Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-ши? Унтри мучи пуçне çĕклесе пăхнă та — тымар çинче пĕр пĕчĕк кĕленче савăтпа «сывлăх шерпетне» курах кайнă. «Нинук! Мăнукăм! Чире çĕнтеретпĕр! Кĕт мана! Эпĕ час…» — савăннипе кăшкăрсах янă мучи. Вăл тымара чуп туса илнĕ те çĕре çити пуç тайнă. Унтан кĕленче савăта çирĕппĕн чăмăртаса тытса хăй килнĕ çулпа каялла уттарнă.
Шыв тĕпĕнчен илсе килнĕ асамлă шĕвеке пĕр эрне ĕçнĕ хыççăн Нинук сывалнă, малтанхи пекех аслашшĕпе чĕвĕл-чĕвĕл калаçма, выляма-кулма пуçланă. Унтри мучи мăнукĕ çине пăхса савăнса çеç пурăннă. Урăх мĕн кирлĕ ватă çынна.
Анчах та Унтри мучие ĕмĕр тăршшĕпех пĕр ыйту канăç паман: «Хĕрлĕ çырласене тымар çине хураймарăм. Анчах та чиперкке чечек мана «сывлăх шерпетне» парса ячĕ. Мĕншĕн?»
Асанне халапĕ мана тарăн шухăша ячĕ. Унтри мучие хумхантарнă ыйту манăн пуçра вун-вун хурав çуратрĕ. Хăшĕ тĕрĕс-ши?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...