Кăтраха
Кăтраха çăлĕ патĕнче икĕ пысăк хурăн лараççĕ: вĕсене «Учук хурăнĕ» теççĕ. Вĕсен пĕр çулçине татсан та çынна инкек пулать теççĕ ваттисем.
Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, VII т., 203 с.
Эс кам таврашĕ, Кăтраха?
Кавказ енчен ку тăрăха
Эшкерӳпе куçса килсе
Эс канăç тупнă-ши вилсе?
Хай Аспарух Дунай çине
Кайса тĕпленнĕ ун чухне.
Шырарăн пулĕ ырлăха,
Нумай-тăр лекрĕн шырлăха.
Çапах упраннă сан йăху,
Йăхупала — мăнаçлăху:
Сăваплă çак киремете
Çын тивмĕ те, пĕтермĕ те.
Пĕтересех тесен сана —
Тытса хутлатăн эс ăна.
Пĕртен-пĕр шалкăмлă çулçу
Типсессĕн те — çухалас çук:
Ӳссе хăпарĕ хунаву,
Юхма пăрахмĕ сан шыву.
Ытах кусем те манăçсан —
Ытти çĕрте хăват пур сан.
Самар кукри таврашĕнчех —
Малтан вырнаçнă çĕрсенчех
Çынна пуçтарнă чул кĕлет,
Вăл хытăрах тытма пĕлет.
Çак хурăнташ Чул кĕлетке
Тахçантанпах тытать йĕрке:
Ун яланхи ыр тусĕсем —
Тавралăхри чӳк пуçĕсем.
Унта тĕпленнĕ йăх — аскул,
Унпа, тăван, тăванлă пул:
Пăлхар çĕрне вăрă-хурах
Килсе тустарнă вăхăтра
Вăл алă панă тăванла.
Ăна ан манăр айванла.
Хам пиллеме пĕлеймесен
Ман пилĕме унран илен...
Çак сĕмленӳ кайрантарах
Тӳрре тухайрĕ-ши вара?
Якку Иванĕ сив чирпе,
Вилмех çитсессĕн пĕр ирпе
Аскулăн çĕрĕ хăтарать,
Мухтавлă ĕç тупса параты
«Ма çук чăвашăн кĕнеки?
Çырсамччĕ эсĕ ун пекки!..».
Çак сĕмленӳллĕ сăмахра
Хай Кăтраха кĕтни пурах.
Шухăшсем
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...