Ильяс
Иран патшинчен тĕрлĕ халăх пайтах
Асап курнă тет, аптăранă йăлтах.
Çитмен ăна мул та хитре хăрхăм-хĕр,
Хĕсет хасара тăранми хырăмскер.
Ярать унталла вăл тӳрккессĕн хыпар:
«Ытла ан каппай, хырçă-марçă эс пар!
Унран пăрăнсан — сан мăю пăрăнать,
Ман сăнă, ас ту, кăкăра тăрăнать...».
Илтет те Ильяс çичĕ ют юнавне
Юнать хăйсене, кукленмест çын умне:
«Илеймĕр пиртен хырçă-марçă хырса.
Юрать хам сиртен эп хырмарăм пырса».
Çакна пĕлсенех хай Куштасп тулхăрать,
Вăрçа тапранма хăй çарне йыхăрать.
Ик паттăр малтан çапăçать сăнăпа.
Ильяс ыткăнать вĕлерме Куштаспа,
Анчах та сăнни лекеймест тăшмана.
Леш чикрĕ хăйне, леш тĕп турĕ ăна.
Мухтавлă хасар йăвансан та çĕре,
Ун ячĕ çĕрмен, пурăнать тĕнчере...
Çапла пĕлтерет «Патшасен кĕнеки».
Пулнах-тăр чăнах пурнăçра ун пекки.
Патшасен йышĕнче тупма çук Ильясне,
Çапах йывăр мар ăнкарма тупсăмне.
Куратпăр эпир асатте-асанне
Иран мăшкăлне чăтнине-тӳснине.
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...