Икĕ ĕмерти икĕ пурнăç
1868
Атăл шывĕ ытла таса мар-ши?
Тен, куççуль вăл? Раççей ку йĕрет.
Бурлаксем сĕтĕреççĕ мăн баржа,
Çĕр çынни суха пуç сĕтĕрет.
Хура пӳрчĕ пек хурлă чăвашшăн
Шкул уçман. Чухламасть вăл хутла.
Çĕрӳ çук пулсан турт кайса баржа,
Вăю çук пулсан тупăк чутла.
* * *
Инçетре аякра ватă Чĕмпĕр.
Каччă тухрĕ Кăнна Кушкинчен.
Иван Яккăльч пыма ăна чĕннĕ
Вĕрентесшĕн-мĕн хăй шутĕнчен.
Пурнăç алăкĕнчен кĕрекеншĕн
Çитмĕл çичĕ е çиччĕ – çавах.
Хавхаланчĕ, васкарĕ Рекеев,
Чи пуян, чи телейлĕ чăваш.
Кив сăхман. Çăпата. Çӳхе çĕлĕк.
Пир кĕпе. Шур хутаç. Шăлавар.
Çул çинче тĕл пулсан ăçтан пĕлĕ, –
Чи хакли ун пачах çаксем мар.
Унпала тăван халăх шăпийĕ,
Чăвашсен чăн малашĕ унпа.
Çав çулпа утса тухĕç çĕр пинĕн.
Анчах халь… Халĕ йывăр утма.
Утма мар, пурăнма та пит йывăр.
Ыранхи кун çиме çăкăр çук.
… Ма таса-ши ытла Атăл шывĕ?
Вăл шыв мар пуль, чăвашăн куççуль…
1968
Атăл çийĕ çиçет ылтăн путнăн.
Тен, вăл тинĕс пекех анлăран?
Кăшкăртса саламлать шурă «Спутник»
Уй-хирте сухалан трактора.
Улт кĕтеслĕ пӳртре йăлтăр çутă.
Çĕн чăваш кĕнеке-мĕн вулать.
ĕçлеме, вĕренме кăмăл пур тăк
Йыхăрать сана ял та хула.
Шупашкарăн тарсан лăпкă каçĕ,
Ал парсассăн ирхи хĕвеле
Студентсем вĕренмешкĕн васкаççĕ
Çĕн университет еннелле.
Кашниех халь Рекеев Лĕксантăр,
Вĕренме ăнтăлаççĕ паян.
Иван Яккăльч хăй вилнĕ пулсан та
Унăн тăхăмĕсем халь пуян.
Чăвашран пур профессор, ученăй,
Агроном, журналист, космонавт.
ăс пухма Аслă Çыннăмăр чĕннĕ,
Маяк пек халь те пирĕн умрах.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...