Алп-Илитвер
Çакăн пек ятпа сана пĕлеççĕ
Авалхи эрмен кĕнекинчен.
Улăп-елтĕпер тени вăл теççĕ
Хамăр чĕлхепе калас тесен.
Урăххи те, ахăр, пулнă пулĕ —
Пĕчĕккĕ чухне пилленĕ ят.
Сăвартан килет чăваш кун-çулĕ,
Тĕрлĕ юн хушса çунатланать.
Кăнтăрти чикке чипер сыхлатăн:
Тапăнса килсессĕн Капкасран
Эс хăйсен пуçне çапса салатăн,
Сехĕрленĕç эсĕ таптасран.
Эй, Хасар çĕршывĕн харсăр арĕ,
Сăварсен мухтавлă ертӳçи,
Аслă хан сана савса хакларĕ,
Эсĕ уншăн — чун-чĕре уççи.
Эсĕ уншăн — шанчăклă тĕп кӳршĕ,
Сутмăн ĕмĕрхи тăванлăха.
Сан кӳршӳ халь — елтĕпер кĕрӳшĕ,
Эс унпа туятăн танлăха.
Аслă хан сана чунтан ĕненĕ —
Сан ăсна хурать ялан асла.
Çĕршыври çĕршыв пек Сăвар енĕ
Пултăр тет нихçан арканмасла.
Халь те шарламарĕ урлă-пирлĕ
Эсĕ чăрсăр шухăшпа хĕрсен.
Эс каларăн: «Пулĕччĕ пит вирлĕ —
Хамăр та Христус тĕнне кĕрсен.
Кур-ха, çакă мĕн тери çĕклерĕ
Сапаланчăк Висантти çĕрне!
Эрментен кунта чĕнсе килер-и
Çак ĕçе ăста пĕленскере?..».
Хуравлать кăк хан çакна илтсессĕн:
«Халăх ан салантăр ирĕке.
Çирĕп чăмăр пек пулас тесессĕн —
Кирлĕ çав пĕр Турă, пĕр йĕрке.
Ĕнтĕ арканать Купрат Пăлхарĕ,
Уншăн çурăлса тухать чĕре.
Çĕнтерме пире камах пултарĕ —
Виç тăван тăрсассăн пĕр çĕре...».
Ак хайхи пуçланчĕ арăш-пирĕш,
Эрменсем çитсен тĕне кĕртме.
Кăкăра çапса янрашрĕç хирĕç,
Тытăнчĕç сăмахĕпе хĕртме.
Апăс та, тухатмăш та вĕрӳçĕ —
Пурте çирĕп тăчĕç пĕр кавар:
«Кирлĕ мар пире эрмен Христусĕ,
Пирĕн аслă Туррăмăр — Кăвар.
Ах, епле эсир касма хăятăр
Аттесем пуç çапнă йывăçа?
Ма суя çулпа ертсе каятăр,
Аркататăр хамăр пурнăçа?
Кăлармастпăр çĕн йăла таврашĕ,
Пăрахмастпăр кивĕ йăлана.
Пăрахсассăн пирĕн ăс арпашĕ.
Ахăрашĕ ахăр самана...».
Тиврĕ санăн çураçу тупмашкăн:
«Юмана касса шар кăтартсан
Йышăнмăпăр çĕн йĕрке тумашкăн,
Йышăнăпăр — Турă хăтарсан.
Çывхарать Христусăн çич çĕр çулĕ,
Ун сăмахĕ кайрĕ аякка —
Çичĕ çĕршыва та çитрĕ пулĕ,
Танлăха хурать вăл пысăка.
Тĕнчери тĕнрен тăрса юлаймăр,
Пĕрлешеççĕ эрменсем, румсем.
Пĕрлешсех-çке пурнаймастпăр хамăр,
Уйăрăлчĕç хăш-пĕр ăрусем.
Тытăр, чарăр — çитейсен вăй-халăр,
Ним те пулмĕ уншăн пурсăра.
Çитмесессĕн — тĕнчерен çухалăр,
Тивĕ кастармашкăн пуçăра...».
Юмана пуççапрĕç, турĕç кĕлĕ,
Хытă тархасларĕç ăстасем.
Шанчĕç тĕллĕ пуласса ĕç-хĕлĕ,
Вăрттăн-карттăн хывреç пăсташсем.
Пуртăпа касса эс йăвантартăн
Меречен хулин киреметне.
Эрмене хĕрес унран тутартăн,
Лартрăр хăвăн керменӳ патне.
Халăх аптраса чĕнмерĕ ним те,
Калăн кайрĕ ун чĕлхи çĕтсе.
Хăвăра инкек-синкек тивмин те —
Пурпĕр кĕтрĕ хурлăх çитессе.
Ху каланă пек вара пуçларăн
Апăс-юмăçсен пуçне касма.
Пăхрĕç хĕресӳ çине хаяррăн,
Тытăнчĕç инçе çĕре куçма.
Тӳрĕ килмĕ ахăр сыпăнмашкăн
Хуçăлса аманнă тутарсен.
Кирлĕ марччĕ пулĕ юн тăкмашкăн,
Хистемешкĕн кирлĕ марччĕ тен?
Çăмăл мар пуль çав патша ĕç-пуçĕ
Пурнăçу шăвать вут хушшинче.
Ыр тăвас тесех, тен, вăл çул уçĕ —
Çын çӳремĕ юнлă çул çинче.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...