Çурçĕр хыççăнхи çулçӳрев
— Акă, пирĕн те персе çитрĕ, — тесе тӳрленсе тăчĕ. — Эс, хĕрĕм, карçинккусене тăп-тулли ан тултар, лартса хăвар, атту пилĕкне тапрататăн ак.
Вара вăл ăшă тутăрне юсаса çыхрĕ те хăйсен ушкăнĕ патнелле утрĕ. Аптра юлчĕ Соня. Те ĕненмелле халь хăй хăлхипе мĕн илтнине, те лачлаттарса сурсан лайăх.
* * *
Иртнĕ каç кăшт тăванлатрĕ-ши вĕсене — каллех пиллĕкĕн пухăнчĕç пĕр тĕле. Хальхинче «хĕрлĕ кĕтесре» мар, коридорта çеç. Соня хайхи хĕрарăм çинчен каласа пама тесе Иринăна тытса чарчĕ те, таçтан муртан Эрбина пырса тухрĕ. Тем самантран Петьăпа Саша çыпçăнчĕç ушкăна. Пиллĕкĕшĕнчен Ирина çеç урăх факультетран, пулас историк вăл. Ыттисем — филологсем. Пĕр тапхăр çăвар карсах итлерĕç Соньăн калавне. «Ну тăк, ну», — текелерĕç хушăран. Юлашкинчен Эрбина аллине лаш сулчĕ те:
— Ну, София, тĕлĕнтеретĕн тĕк тĕлĕнтеретĕн вара. Темле тăхлачă сана халап ярса кăтартнă та, эсĕ ĕненсе лартнă. Во парать пулас учительница! — тесе хучĕ.
Кăмăлсăррăн пăхса илчĕ ун çине Ирина.
— Çапах та, Эрбина, шутласан темĕн пур вĕт кунта, — терĕ кăштахран. — Ялан алла сулнипе кăна та мар ĕнтĕ.
— Ман та ĕненсех пĕтерес килмест-ха кăна, — тутине пăркаларĕ Ларионов. — Ĕнер чӳречерен такам та пырса шаккама пултарнă. Студентсене кунта вырнаçтарнине ялта пурте пĕлеççĕ-çке-ха.
— Вĕсен хушшинче чипер пикесем нумай иккенне те пĕлеççĕ... — хушса хучĕ куларах Саша. — Çавăнпа та пăлхав çĕклеме сăлтав çук тесе каласшăн эпĕ. Пит çине тăратăр пулсан паян ятарлă сыхлав каçĕ ирттерме те пултаратпăр. Ну, мĕнле пек; Анчах хавшак чĕреллисем çемçе вырăн çинчех паппа тусан аван пулмалла. Килĕшрĕмĕр-и?
Вĕсем планерка хыççăн «хĕрлĕ кĕтесре» тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
Кĕтнĕ чух вăхăт ытла та тимĕр шапалла шăвать-çке. Планерка хыççăн çур çĕр çитессе кĕтсе малтанах шӳт-анекдот каласа йăпанчĕ пилĕк студент, кайран юрă ĕнĕрлем пек тукаларĕç, анчах хăйсем кунта мĕн сăлтавпа пуçтарăннине аса илмессерен шăплана-шăплана ларчĕç. Юлашкинчен сехет йĕпписем шунине тăнласа халтан кайрĕç. «Мĕн туса ларатăр эсир кунта; Отбой тахçанах пулнă», — тесе Николай Максимович преподаватель темиçе хут та кĕрсе пăхрĕ вĕсем патне. Лешсем юриех ĕçлĕ курăнма тăрăшрĕç — хаçат кăларатпăр тесе тек-текех ручка-кăранташпа аппаланчĕç. Кайран çур çĕр çитесси çур сехете яхăн юлсан çывăрма выртрĕ пулас Шахов — урăх кĕмерĕ пӳлĕме.
Кашнийĕн чĕри васкаса тапрĕ ахăр. Пĕри пĕр сăмах чĕнмесĕр харпăр хăй шухăшĕпе сĕмленчĕ пулин те ăс-тăн клеткисем вĕсем кунта мĕн тума пухăннине аса илтерсех тăчĕç ĕнтĕ. Хаваслă калаçăвăн йĕрри-палли те юлмарĕ. Кăранташ урайне шакăрт! туса ӳкни те лăпкăлăх кайăкне йăваран хӳтернĕ пулĕччĕ çак самантра. Эрбина теплерен «кăх-хăм!» терĕ те, Соня хут пек шурса кайрĕ.
— Тьху, Эрбина! Мĕскерле аслати пек кĕмсĕртетсе лармалла сан ялан, — терĕ вăл Ирина çумнерех куçса ларса.
— Шикленетĕн пулсан ма килтĕн çак? — тӳрре тухрĕ Эрбина. — Эп ак чӳрече кутĕнчех ларап, нях та çук.
— Пĕртте хăрамастăп тесе ан кала-ха ĕнтĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Ирина, — кăшт та пулин пĕрех çӳçентерет.
— Шăпăрт, хĕрсем, — аллине нумай пĕлтерĕшлĕн çӳлелле çĕклерĕ çак самантра Петя, — шăп та лăп вун иккĕ! Тухатмăшсем леш тĕнчерен тухрĕç тейĕпĕр. Килеççĕ тет халь пирĕн паталла утса...
— Пе-етя-я... — йăпăр-япăр ун çумне куçса ларчĕ Соня. — Ан хăрат-ха, тархасшăн. Капла та ăш-чик веç пăрланса ларчĕ пулмалла.
Ахăл-ахăл кулса ячĕ Эрбина. Кăлин тинкерчĕç ун çине ыттисем.
— Ну, Софи-ия-а... Ха-ха-хах!.. Сана хăратмалла кăна-мĕн ялан... Аха-ах-ха... Каччăна епле çатăрласа тытрĕ вăл... Ну, ка-адр...
— Эрбина, маххă памастăн вара. Сана чултан тунă пуль, — тĕлĕннине пытармарĕ Соня. — Çак самантра мĕнле-е...
Каласа пĕтереймерĕ хĕр, калас сăмахĕ чĕлхе çинчех тăрса юлчĕ. Куçĕ чарăлса-чарăлса пычĕ, çăварĕ карăлчĕ, сасси тухмарĕ. Тĕлĕнсе те çухалса кайнă юлташĕсем чӳрече енне мар, алчăраса ларакан Соня çинелле пăхрĕç. Çавна пулах тантăшĕ мĕншĕн тăруках минресе ӳкнине чухлаймарĕç.
— Унта-а-а... — кăкăр тĕпĕнчен аран-аран хĕсĕнсе тухрĕ çурма сасă.
Соня аллипе тĕлленĕ çĕре тинкерчĕç пурте — хуп-хура чӳрече куçĕсĕр пуçне нимĕн те курмарĕç.
— Соня, сан галлюцинаци пуль, ейпух. Ним те çук-çке унта, — чанкăлтатма пикенчĕ кулма чарăннă Эрбина.
Соньăн пичĕ кăваккăн шурă пулса кайнă. Юри тума çуках ĕнтĕ çакна. Чĕтренсе илчĕ те хĕр çумра ларакан Ирина çумне тĕршĕнсе макăрса ячĕ.
— Мĕншĕн эпĕ çеç куратăп ăна?.. Мĕн, эпĕ вилессине пĕлтерет-и ку;..
Ним калама аптăрарĕç пĕр кана. Чи малтан Саша тăна кĕчĕ пулас.
— Мĕнлерех вăл? — кăсăкланчĕ йĕкĕт.
— Шурă вăл, шап-шурă. Чĕрĕ çын ун тĕслĕ пулмасть. Куçĕ йăлтăр-ялтăрччĕ. Темле, тĕттĕмри кушакăнни пекрех... Ой, пĕлместĕп тек, пуç веç арпашса кайрĕ.
— Чĕрĕ çын ун тĕслĕ пулмасть тен те-ха, Соня, ху тата хут евĕрлех, пĕрре пăхнипе ниçтан та чĕрĕ теме май çук, — çаплах мĕн пулса иртнине шӳт вырăнне хурать пулас Эрбина. — Куçна курăнни арçын-и е хĕрарăмччĕ-и?
— Сухалĕ пур пек астăватăп... Арçын пуль, — ĕсĕкле-ĕсĕкле каларĕ Соня.
Лăплантарчĕç ăна, йăпатрĕç, хĕр вара çаплах чĕтренсе макăрма чарăнмарĕ.
— Атьăр-ха, каяр кунтан, — терĕ юлашкинчен Саша, — Соньăна чирлеттерсе ярăпăр тата.
Вĕсем пӳлĕмрен пĕр сас-чӳсĕр тухнă самантра вун иккĕ иртни вунă минутчĕ.
* * *
Çак пăтрашуллă каç хыççăн куçа курăнакан кĕлеткесем пирки пĕр кана калаçма пăрахрĕç. Кĕт-ха ыррине — ытти студенткăсем илтсен сехрисем хăпса тухĕç. Соньăна вара пулса иртни хыççăн хăшĕ ĕненчĕ, хăшĕ çук. Уйрăмах Эрбина каппайланчĕ.
— Шанса пĕтер-ха ăна. Хăранипе куçа темĕн те курăнма пултарать, — текелерĕ вăл. — Вилнĕ çын чĕрĕлсе тăнă тени чуххăм сăмах çеç пулнине ученăйсем тахçанах ĕнентернĕ. Чун кĕлеткерен уйрăм пулма пултарать тенине эп лично пустуй супĕлтетӳ кăна тесе шутлатăп.
— Ку теори тĕлĕшпе пăхсан çапла, — хирĕçлекелерĕ ăна малтан Ирина. — Практикăра пачах урăхла тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-çке. Иисус Христос тĕслĕхĕ мĕнле вара? Вăл çынсене те чĕртсе тăратнă, кайран хăй те чĕрĕлсе тăнă. Е пурнăçăн, çут çанталăкăн этем нихçан та пĕлме пултарайман вăрттăнлăхсем çук тесе шутлатăн-и мĕн эс? Çын ĕмĕртен ĕмĕре çав пуç ватмăшсен тупсăмне пĕлес тесе ăнтăлать-çке.
Кайран, тантăшĕ пĕрех хăйĕн сăмахĕнчен чакманнипе, аллине сулчĕ Ирина. Чăнах та, хăй куçĕпе курмасăр, аллипе хыпашласа пăхмасăр та ĕненес çук-тăр ку Эрбина. Тата ĕнентерме кирлех-ши? Тен, вĕсем йăнăшаççĕ.
Çав кун Эрбинăсен бригади пит хастар пулчĕ. Ушкăнри кашни студент пуçне тонна çурă ытла çĕр улми пуçтарса пахча çимĕç хуралтине ăсатрĕç. Кун вĕçлениччен шӳт-кулă вĕсен ушкăнĕнчен кая пĕлмерĕ. Каçхине тата çанталăкĕ сасартăках çуллахи пек ăшăтса пăрахнă пирки (карчăк ăшши çитрĕ пулас), ташă каçĕ те йĕркелерĕç. Вун пĕр сехетченех ташлама ирĕк пачĕç аслисем. Эх, савăнчĕç те вара! Чăваш ташшинче те ура хуçрĕç, ют çĕр-шыв юррисемпе те пăркаланчĕç, вырăс çемми майăн та çаврăнчĕç. Ташласа ывăнсан çеç аса илчĕ Эрбина — паянхи ĕçлев кунне пĕтĕмлетмен. Цифрăсем çырса тултарнă тетрадьне пӳлĕмрен хăвăртрах кĕрсе илчĕ те «хĕрлĕ кĕтесе» вĕçтере пачĕ.
Ывăннă пуçĕ йĕркеллĕ ĕçлеменнипе тарăхсах çитрĕ Эрбина. Тăтăшах вăрăм цифрăсем хушшинче пăтрашăна-пăтрашăна кайрĕ вăл. «Эх, çав калькулятор çукки... Филолог филологах çав ĕнтĕ. Шкулта вĕрентнĕ ансат математика шутлавĕсене те манса кайнă ав», — хăйпе хăй пуплесе ларчĕ вăл, çĕнĕрен те çĕнĕ меслетпе шутласа пăхнă май. Сехет пăхса илчĕ — кĕçех вун иккĕ çитет. «Ну, ыран çынпа пĕрле тăраймастăп иккен», — кулянчĕ Эрбина. Татах муталанчĕ-муталанчĕ те, чи малтан шутласа кăларнă цифрăна курсан хĕпĕртесе ӳкрĕ. Икĕ хут пĕр пек йăнăшма çуках ĕнтĕ! Апла вара вĕсен бригадинчи кашни студент паян пĕр тонна та улт çĕр сакăр килограмм çĕр улми пухнă пулса тухать-и? «Ну, маттурсем, ну, молодецăсем...» — хавхаланчĕ бригадир. Тепĕр хут йĕрлесе тухрĕ, пĕтĕмпех тĕрĕс шутланă пек. Эппин Эрбинăсен бригади паян пĕрремĕш вырăнта. «Ыранхи линейкăра вĕсене хам ятран та мухтас-ха», — шут тытрĕ хĕр. Çавăнтах пуçĕнче ăшă-ăшă сăмахсем шырама тапратрĕ. Кун пек чухне çывăрас килет-и вара; Чи пысăк премине паян алран вĕçертмерĕç пулать те иккен. Таса хут илем-ха тесе чӳрече тĕлĕнчи пысăках мар шкап патне пычĕ те Эрбина, чӳрече яриех уçă иккенне курсан шăнкăрт хытрĕ. Кĕрхи каç ăшă тăнăран-ши, лĕм çил те кĕмест-мĕн уçă кантăкран. «Тин çеç хупăччĕ-çке, кам уçнă ара кăна?» — тесе хупма тăчĕ çеç, кантăк ялтравĕ çинче темĕн шурă япала курăнса кайнăран варт! çаврăнчĕ хыçалалла. Пĕр-ик утасрах ватă старик тăрать. Шап-шурă тăхăннăскер. Электричество çути унăн тумтирĕ витĕр те, хăйĕн урлă та янкăрах тухать пек. Мĕншĕн апла — кăна Эрбина чухлаймарĕ-ха.
— Эс... Эсир... сире кам кирлĕччĕ? — пуçĕнче шухăш тĕлли-паллисĕр çаврăнма тытăннипе хăй мĕн калаçнине те ăнланса юлаймарĕ Эрбина.
Старик çаплах тӳлек пăхса тăчĕ. «Куçĕсем, чăнах та, симĕс вара», — шутласа илчĕ Эрбина. Çапла шутларĕ те хăраса ӳкрĕ — Соня калани халь ма аса килчĕ-ха? Йĕпе çине сапа тенĕн татах тепĕр япала асăрхарĕ хĕр — ват çыннăн ĕмĕлки çук-мĕн. Çавăнпа çутă ун витĕрех тухса кайнăн туйăнать. Нивушлĕ? Çук, пулма пултараймасть! Сехĕрленсе ӳкрĕ Эрбина, ăс-тăнĕ ĕçлеме пăрахрĕ тейĕн. Тупата, халех пуçна касатпăр тесен те пĕр сăмахсăрах каска çине хурса парать пуль пуçне. Пĕр авăк тăчĕ çапла минкĕресе. Унтан сасартăк ăнĕ каялла таврăннă пек пулчĕ те вăйĕ тĕппипех çухалманнине туйса илчĕ хĕр. «Мĕн анраса тăрап çак?» — çиçрĕ вара пуçĕнче шухăш.
— Э-эсир калаçмастăр пулсан эпĕ ка-а-ятăп, — лаплаттарса хучĕ Эрбина.
— Мана пĕччен йывăр, Эрнисса. Ан кай, атя манпа...
Витĕр курăнакан кĕлеткен сăмахĕсем пулчĕç кусем. Ăнланаймарĕ хĕр малтанах — таçтан урăх çĕртен илтĕнчĕ пек сасă, калаçасса вара старик калаçать. Тата мĕнле Эрнисса? Кам вăл? Эрбинăн кукамăшĕ Эрнисса ятлă-ха, анчах ăна мĕншĕн аса илмелле кунта?
— Эп Эрнисса мар. Йăнăшатăр эсир, асатте. Ман каймалла, пăрăнăр çул çинчен, — терĕ те Эрбина вырăнтан хускалма тăчĕ.
Анчах темшĕн пĕр утăм та ярса пусаймарĕ. Витĕр курăнакан аллине çĕклерĕ те ват çын:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...