Шанчăксăр тус
Икĕ çамрăк вĕрене çулçисем çилпе ал çупмалла выляççĕ. Çакна Ксюша кашни ир чӳречерен căнать. Пăхать те чунĕнче хавас пулса каять унăн, хăйĕн те вĕсемпе пĕрле выляма тухса чупас килет.
Каçпа ун патне Валерка килмелле. Хĕр çакна питĕ кĕтет. Халь вара савăк кăмăлпа пахчана тухса йăрансене кăпкалатма пуçларĕ. Ĕçлерĕ те ĕçлерĕ пике, кăнтăрла иртсе кайнине те сисмерĕ. Амăшĕ апат çиме чĕнсен çеç пӳрте кĕчĕ. Кăштах канса илнĕ хыççăн Ксюша уя утă тавăрма тухса кайрĕ. Каç енне самаях ывăнса çитрĕ вăл.
Тĕттĕмленсен вĕсен тĕлĕнче шик! шăхăрни илтĕнчĕ. Юнашар ялтан Валерка килчĕ пулас.
— Ксюша, паян ман юлташăн çуралнă кунĕ. Вăл пире иксĕмĕре те çак уява чĕнчĕ. Айта, кайса килер, — терĕ каччă савнă тусĕ урама тухсан.
Темшĕн каçĕ паян питĕ тĕттĕм. Ывăннă та хĕр, анчах юратнă çыннăн кăмăлне хуçас темерĕ, утрĕ тăватă çухрăмри яла. Вĕсем пынă çĕре уяв пуçланнă та, пурте сĕтел хушшинче.
— Акă Валерка та çитрĕ, ларăр-ха пикепе пĕрле, ĕçсе парăр-ха ман çуралнă кун ячĕпе, — терĕ вĕсем патне пырса яштака та илемлĕ сăн-питлĕ йĕкĕт.
Савни аллинчи черкке пĕр самантрах пушанса юлнине Ксюша тĕлĕнсе пăхрĕ. Хăй вара тутанса та пăхмарĕ хаяр шĕвеке.
— Ай-уй, ăçтан тупса килнĕ эсĕ кун пек чиперккене? — тĕлĕнсе ыйтрĕç юлташĕсем Валеркăран.
Пĕрремĕш черкке хыççăн иккĕмĕш те, виççĕмĕш те сисĕнмесĕрех пушанчĕç каччă аллинче. Вăл ӳсĕрĕлсех пычĕ. Ксюша ăна чарма хăтланчĕ, анчах усси пулмарĕ. «Юлташсем умĕнче лайăх мар, эп вĕсенчен каярах-и мĕн?» — ответлерĕ лешĕ. Аран-аран сĕтел хушшинчен илсе тухса диван çине лартрĕ ăна хĕр. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Валерка пуçне тайрĕ те çывăрса кайрĕ.
Ксюша вара савнишĕн аванмарланчĕ. Вăл малалла мĕн тумаллине те ăнкараймарĕ. Илемлĕ хĕр пĕчченех тăрса юлнине курса хĕрĕнкĕ ют ял йĕкĕчĕсем ун çине куç хыврĕç. Иккĕшĕ юнашар пырса ларса вăйпах çулăхма пуçларĕç. «Шыв ĕçсе килем-ха», — тесе хĕр аран вĕçерĕнчĕ те вĕсенчен, лешсем сисиччен пӳртрен тухса шăвăнчĕ.
Шоссе çулĕпе васкаса утрĕ хĕр. Паянхи лару-тăрушăн питĕ тарăхрĕ вăл Валеркăна. Ют ял енчен мотоцикл сассисем илтĕнме тытăнчĕç. Ксюша хăвăртрах çул айккинчи йывăçсем хыçне пытанчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, кăшкăрса, юрласа, çуйхашса икĕ мотоциклпа хĕрĕнкĕ çамрăксем иртсе кайрĕç.
Хĕр тепĕр çулпа хăйсен ялне утма шутларĕ. Çурçĕр те иртнĕ ĕнтĕ. Хăрушă Ксюшăна: кунта тепĕр чух кашкăрсем те çӳреççĕ тенине пĕрре мар илтнĕччĕ, асламăшĕ усалсем çинчен каласа панă халапсем те пуçа килеççĕ сĕм тĕттĕмре. Утать хĕр çырмасем урлă, уй урлă, куçĕсенчен вĕри куççуль юхать. Хăйне савнă çынни сутнăнах туйрĕ вăл, хӳтлĕх тупаймарĕ ун çумĕнче Ксюша. Эрехе пула каччă юратнă тусĕ çинчен манса кайрĕ.
Тепĕр кун каçхине Валерка килсен хĕр ун патне урама тухмарĕ. Йĕкĕт темччен пуçне усса ларчĕ вĕсен умĕнчи сак çинче, анчах кĕтсе илеймерĕ савнине. Татах та татах килчĕ каçсерен вăл Ксюша патне, анчах усси пулмарĕ. Пĕррехинче тантăшĕсем урлă улталаса кăларсан та, хĕр кăмăлне çавăраймарĕ каччă. «Каçарасса каçарнă эпĕ сана, анчах темскер татăлчĕ ман чунра», — хуравларĕ вăл тахçан савнă çыннине. Ним те калаймарĕ Валерка, вĕсен юратăвĕ арканнăшăн хăех айăплине ăнланчĕ вăл.
Хирĕçри икĕ вĕрене çулçисемпе пĕр-пĕрин патнелле туртăнаççĕ, шăкăл–шăкăл тем çинчен хуллен калаçаççĕ, тепĕр чух çил ачипе пĕрле ташша яраççĕ. Ак паян Ксюша вĕсем çине пăхрĕ те чĕринче шанчăк çуралчĕ: тупĕ-ха вăл та лайăх тус пурнăçра.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...