Звенора
I
Кăмака умĕнчи чăланта çутă. Шурă тутăрлă, кăвак çитсă кĕпеллĕ хĕрарăм плита çипе лартнă савăтсене асăрхаса тăрать. Акă çатма чашăлтатма та тытăнчĕ. Хĕрарăм ăна плита хĕрринерех шутарчĕ. Унччен те пулмарĕ, симĕс чейникри шыв та вĕресе пăсланма пуçларĕ. Хĕрарăм ăна сĕтел çине илсе лартрĕ те, чăлантан пуçне кăларса, тĕттĕм пӳлĕмелле пăхрĕ.
— Валя, тă-ăр, — терĕ хĕрарăм тӳлек сассипе ачашшăн. Сасă пулмарĕ. Вăл вара тĕттĕм пӳлĕме тухрĕ. Стена çумне аллипе ярса кăч тутарчĕ те шурă абажурлă лампочка пӳлĕме çутатрĕ. Пӳлĕм варринче — таса çивитти сарнă пысăк сĕтел. Ун çинче финик пальми илемлĕн сарăлса ларать. Шурă занавеска карнă икĕ чӳрече хушшинче — юман этажерка, унта — хулăн кĕнекесем. Комод çинче тĕкĕр йăлтăртатать. Стена çумĕнче — пукансем. Икĕ тимĕр кравать. Пĕри, пысăкки, чăлан çумĕнче; тепри, пĕчĕкреххи, — кăмака çумнерех. Пысăк кравачĕ çинчи кăвак çивиттипе шурă питлĕ минтерне лайăх тирпейлесе хунă.
Хĕрарăм пĕчĕкрех кравать патне пычĕ.
— Тăр, Валя, тăрах, хĕрĕм, — терĕ вăл. — Хам ĕçе тухса кайсан, сана вăратакан та пулмĕ. Кукаму çук халĕ. Шкултан тăрса юлăн тата, тăрах.
Çапла каланă хыççăн пĕчĕк кравать çинче хĕрлĕ çивитти хăпартланчĕ, вара пĕр кĕтессинчен сирĕлчĕ те, ун айĕнчен шурă кĕпеллĕ хĕрача сиксе тăчĕ. Варпуççи пек сарă çӳçне мăнтăрккарах аллисемпе çамки çинчен сирсе, вăл тумланма тытăнчĕ. Амăшĕнни пекех куçлă кĕпе, ун çинчен кăвак çăмран çыхнă свитер тăхăнчĕ те кравачĕ çинчен сиксе анчĕ. Йĕтĕн çеçки пек кăвак куçĕсене хĕскелесе, Валя стена çумĕнчи сехет çине пăхрĕ.
— Ир-çке, анне. Çичĕ сехет те çитеймен, — терĕ вăл.
Хĕрача кăмăлсăрланчĕ, унăн пĕчĕк тути чăмăртанса мăкăрăлчĕ.
Хĕрачи кăмăлсăрланнине амăшĕ çийĕнчех асăрхарĕ.
— Иртерех тăма хăнăхас пулать, хĕрĕм. Шкула кайиччен çипуçна тирпейле. Халĕ ĕнтĕ пурне те хăвăн тума тӳр килет. Кукамуна шанмалли çук, эпĕ ерçейместĕп — ĕçе каймалла.
Çапла каласа амăшĕ ачине пуçĕнчен шăлса илчĕ.
Валя карăнса анасларĕ. Унăн çемçе те ăшă вырăн çине тепĕр хут выртас килет. Пĕр-икĕ хутчен вăл кравачĕ çинелле пăхкаласа та илчĕ. Амăшĕ, çавна сиссе, ачин ыйхине сирсе ярасшăн калаçать:
— Кĕрлеттерсе пырать пулĕ-ха ĕнтĕ кукаму поездпа. Тухса кайни талăк ытла. Кутемĕн Мускавран та иртсе кайрĕ пулĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан вăл Калининградри кукку патне çитет. Нарспипе Тимура пăхма пуçлать...
Амăшĕ калаçнине итлесе, Валя шухăшлать: «Кукамай килте пулнă пулсан, ирех тăман пулăттăм. Ах, кукамай, юратнă кукамайăм, мĕншĕн кайрăн-ши эсĕ кукка патне? »
Валя, тĕлĕрсе кайнă пек пулса, пуçне усса тăчĕ.
— Çăвăн, хĕрĕм, хăвăртрах, — астутарчĕ амăшĕ.
Валя питне çума пычĕ. Шыв та сивĕ пек туйăнать ăна, шăлĕсене те тасатас килмест. Кукамăшне тӳсейми курас килсе кайрĕ. Питне çукаласа шăлăнкаларĕ те вăл, тарăхса, кăмăлсăр сасăпа каларĕ.
— Мĕншĕн кукка чĕнсе илчĕ-ши пирĕн кукамая? Мĕншĕн ятăн эс ăна? Ямалла марччĕ... Ĕнтĕ кукамай та çук, атте те çук...
Плита çинчи сĕт вĕреме кĕчĕ. Амăшĕ ăна хăвăрт илсе лартрĕ.
— Кукаму çукки пысăк инкек мар вăл, хĕрĕм. Кукаму таврăнĕ, аçуна кĕтмелли çук пирĕн.
— Анне, кăçал çулла атте вилтăпри çине кайса куратпăр-и? Тупайăпăр-ши эпир ăна? — терĕ хĕрача, хурланса.
— Кайăпăр, хĕрĕм, тупăпăр. Сталинград çывăхĕнче, паллă вырăнта пытарнă тесе çырнă кукку. Тирпейле-ха вырăнна, апат çийĕпĕр. Манăн каяс та пулать. Тăхăн çăматтусене. Хăвăртрах çаврăнкала.
— Кукамай çăматсене, эпĕ тумланма тытăнсан, ялан кăмака çинчен илсе кравать çумне лартатчĕ, — аса илчĕ Валя, кăмака çине çăматă илме хăпарнă май.
Унăн çăматтисем кăмака çинче тупăнмарĕç. Ăçта-ши вĕсем? Валя кăмака çинчен кăштăртатса анчĕ. Çăматтисене шыраса, вăл унталла-кунталла пăхкаларĕ. Çук çăматăсем. Вара вăл хăй кравачĕ айнелле кăшт лăпчăнса пăхрĕ. Çăматăсем кравать айĕнче вырта параççĕ. Тытса пăхрĕ вăл вĕсене, вĕсем типмен, йывăр, сивĕ.
— Кукамай пулнă пулсан, — терĕ Валя йĕрсе ярас пек сассипе.
— Мĕн пулнă тата? — ыйтрĕ амăшĕ, кухньăран тухса.
— Çăматăсем типмен... Кукамай çук та, çăматăсем те кравать айĕнчех çĕр каçнă, — терĕ Валя, тутине мăкăртса.
— Çăматтусене кăмака çине е кăмакана хăвăн хумалла пулнă, — терĕ амăшĕ. — Эпĕ ăçтан пурне те асăрхаса çитерем. Малашне ху япалусене хăвах тирпейле, кукаму çук.
Çапла каларĕ те амăшĕ кухньăна кĕрсе кайрĕ. Çу шăрши сарса чашлатакан çатмана вăл плита çинчен илсе кухньăри сĕтел çине лартрĕ.
Валя, çăматтисене пăхкаласа, тутине мăкăртса тăрать.
— Плита çумне ларт çăматтусене, шкула кайиччен типеççĕ, — терĕ амăшĕ.
— Ху ларт. Кукамай пулнă пулсан, вăл хăех тăватчĕ ку ĕçе, мана хушмастчĕ, — терĕ Валя.
Амăшĕ, тĕлĕнсе, ачи çине ыйтуллăн пăхрĕ. Унăн типшĕмрех пичĕ самантлăха хĕрелчĕ, вара шуралчĕ. Сисĕнкĕсĕр, ассăн сывласа илсе, вăл унăн çăматтисене плита çумне лартрĕ. Кăшт шухăша кайса тăрсан, вăл сехет çине хăвăрт пăхса илчĕ те яланхи пекех тӳлек сассипе:
— Апат çийĕпĕр, Валя, — терĕ. Хăй, сĕтел хушшине ларса, апатланма тытăнчĕ.
Амăшĕ çăматăсене плита çумне лартсанах, Валя, ун патĕнчен пăрăнса, тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Комод çинче выртакан хĕрлĕ галстукне илсе мăйне çакрĕ, вара шăмă турапа сарă çӳçне турарĕ, тĕкĕр çине пăхса çӳçне çивĕтлеме тытăнчĕ. Пӳрне тăршшĕ икĕ пуклак çивĕт туса, вĕсен вĕçĕсене кăвак лентăпа çыхрĕ. Хăйĕн ĕçĕпе вăл питĕ кăмăллă пулчĕ. Хăлха хыçĕнчи мăйрака пек кăнтарса тăракан çивĕчĕсемпе киленсе, вăл тĕкĕр умĕнче пуçне пăркаласа, çаврăнкаласа пăхса тăчĕ.
— Валя, апат сивĕниччен ларса çи! Акă сана пылак чей, сĕт. Сĕтне сана хăймаллине ярса патăм. Ĕнерхи тутлă пăтта ăшаларăм. Кукаму пĕçерсе хăварнă хуплу пур. Килех, ларса çи хăвăртрах.
Валя тĕкĕр умĕнче тăрать-ха. Вăл çивĕчĕсене ĕнси çумнелле пусса аялалла туртать, çивĕчĕсем каллех, иккĕшĕ икĕ еннелле кайса, мăйракасем пек кăнтарса тăраççĕ.
Çак хушăра Валя амăшĕ сĕтел хушшинчен тухрĕ. Сехет çине пăхса илчĕ те вăл хăвăрт тумланма тытăнчĕ. Кăвак пустав пальто тăхăнчĕ, пуçне хăмăр мамăк тутăр çыхрĕ, портфельне илчĕ.
— Апат çисе тăрансан, сĕчĕпе хуплуне шкапа ларт, çатмине ывăспа хупла, — терĕ вăл Вальăна тухса каяс умĕн.
— Юрĕ, — терĕ Валя, сĕтел умне чупса пырса.
Валя амăшĕ Мария Ивановна ĕçе тухса кайрĕ.
Çак вăхăтра шăннă чӳречесенчен тул çути килни палăрчĕ.
II
Кăнтăрла иртсен виçĕ сехетре Мария Ивановна больницăран пĕр хушă ĕçлесе килне таврăнчĕ. Питĕ ывăннă вăл, Валя килте çук. Ăçта-ши вăл? Халиччен Валя икĕ сехет тĕлнеллех шкултан килекенччĕ.
Мария Ивановна пӳрте кĕрсенех, кухньăри сĕтел çинчен кушак тăрăс! сиксе анни илтĕнчĕ. Валя амăшĕ кухньăна кĕчĕ, ун-кун пăхкаласа илчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Сĕтел çинче сĕт курки выртать, сĕчĕ урайне тăкăннă та кăмака умĕнче кӳлленсе тăрать. Çатмине витмен. Пăттине кушак çатма çине кĕрсе ларсах çинĕ пулмалла; чăхсене памалли çеç юлнă. Хуплу питне ик-виç тĕлтен кушак çыртса илнĕ, тăрмаланă йĕрсем пур. Сĕтел айĕнче аш турамĕсене кăларса илнĕ хуплу татăкĕсем выртаççĕ. Мария Ивановна, хытă кăмăлсăрланса, пысăк пӳлĕме тухрĕ. Валя хăй вырăнне пуçтарман. Çивиттийĕ кравачĕ çинчен çĕрелле чалăшшăн усăннă, урайне лексе тăрать. Пӳлĕм варринчи шурă çивитти витнĕ сĕтел çинче çитсă татăкĕсем, касса вакланă хутсем япăхса выртаççĕ. Валя амăшĕ пит тарăхса пӳртне тирпейлеме тытăнчĕ. Васкаса ĕçлет вăл. Пысăк кăмакине хутмалла, апат хатĕрлемелле, кухньăри урайне çумалла. Выльăх-чĕрлĕхне те, чăххи-чĕппине те — пурне те апатламалла. Каçхине çичĕ сехетре Мария Ивановнăн каллех больницăра пулмалла.
Вут хутса çунтарнă çĕре Валя килчĕ, çиме ыйтрĕ. Апат хатĕр маррине пĕлсен, вăл тутине мăкăртрĕ.
— Ăçта пултăн? Мĕншĕн час килмерĕн, хĕрĕм? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Риммăсем патĕнче уроксем хатĕрлерĕмĕр, — терĕ Валя хуллен.
— Сĕтел çинчи апатсене çаплипех хăварнă, вырăнна тирпейлемен, — кăмăлсăррăн, хăй тĕллĕн мăкăртаткаласа илчĕ амăшĕ, кăмака умĕнчи урая çĕтĕкпе сăтăрнă май.
Валя нимĕн те чĕнмерĕ.
«Анне мана çилленнĕ, вăл мана юратми пулнă», — шухăшларĕ Валя. Салтăнчĕ те, пысăк сĕтел хушшине кĕрсе ларса, «Тăван сăмах» кĕнекине уçса хучĕ. Кĕнеке çинелле ӳпĕнчĕ вăл, анчах кĕнекине вуламасть, кукамăшĕ килте чухнехине аса илсе ларать. Кукамăшĕ килте чух Валя амăшĕ тарăхнине те, кăмăлсăрланнинĕ те нихçан та асăрхаман. Амăшĕ ăна паянхи пек нихçан та сивлек туйăнман, ялан ăшă кăмăллăччĕ, ялан юратса калаçатчĕ. Валя шкултан таврăнатчĕ, кăшт тăрсан, амăшĕ больницăран килетчĕ. Кукамăшĕ вут хутса апат пĕçерсе хунă. Пӳрт ăшă, таса, кăмакаран кукамăшĕ тутлă апат кăларса лартатчĕ... Аванччĕ кукамăшĕ пур чухне.
Кукамăше те ăна нихçан та çилленмен. Мĕн ыйтнă, çавна туса панă. Хăш чухне, лартса панă апат кăмăла килмесен, кукамăшĕ ыйтатчĕ:
— Мĕн кирлĕ сана, нюкка, мĕн çиес килет?
Валя патĕнче чупкаласа кăна çӳретчĕ вăл, вăр-вар урăх апат туса паратчĕ. Кукамăшĕ ăна сĕт те сахал çитернĕ, ялан хăйма паратчĕ... Пĕрре те амăшĕ пек марччĕ вăл, нимĕнле ĕç те хушмастчĕ. Хăш чух амăшĕ Вальăна:
— Çавна ту-ха, куна ту-ха, — тетчĕ. Кукамăшĕ вара хыпăнса ӳкетчĕ.
— Ара, Валя, пĕчĕкскер, мĕн ĕç тумалăх пур. Хамăр пур чухне ăна ĕç хушса лараймăпăр-ха.
Кукамăшĕ çапла каланине вăл питĕ килĕштерет. Амăшĕ пĕчĕк, çăмăл ĕç хушнă пулсан та, Валя ăна тумасăрах ирттерет, кукамăшĕ тăватчĕ.
— Хам тăватăп, нюкка, эсĕ лар-ха, — тетчĕ ăшă кăмăллă карчăк.
Кăмăллăччĕ çав вăл, кăвак куçĕсемпе Валя çине ытарайми юратса пăхатчĕ. Вăл халĕ те куç умĕнче тăнă пекех, «нюкка, нюкка» тесе чĕнни те хăлхана илтĕннĕ пек туйăнать.
Тĕттĕм пулса килет. Лампочка та çуталчĕ. Валя çаплах уçă кĕнеке умĕнче кукамăшĕ çинчен шухăшласа ларать.
— Ĕнтĕ ĕç пĕтрĕ аранах, — терĕ Валя амăшĕ ывăннă сассипе. Хăй çăвăнма тытăнчĕ.
Амăшĕ сассине илтсен, Валя куçĕ умĕнчен ăшшăн пăхса тăракан кукамăшĕ çухалчĕ. Валя вара кĕнекине хупса кухньăна кĕчĕ.
— Апат пиçнĕ-и, анне?
— Пиçнĕ, хĕрĕм, çийĕпĕр. Эсĕ сĕтел çине кашăксем, вилкăсем хурса хатĕрле, эпĕ таса мар шыва тухса тăкам.
Çапла каласа, амăшĕ тулли витрене йăтса тухса кайрĕ.
«Кукамай кашăксене, вилкăсене ялан хăех илсе хуратчĕ, анне мана хушать», — тесе шухăшларĕ те Валя хăй вырăнне, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Карăнса анасласа илчĕ вăл. Хăмăр кушакĕ Вальăна малтан урисенчен пырса çемçен сĕртĕнчĕ, вара, якăлт сиксе, Вальăпа юнашар ларчĕ. Кăмăллăн мăрлатса, куçĕсене хĕскелесе, вăл Валя çумне тăсăлса выртрĕ. Кашăксемпе вилкăсене сĕтел çине кăларса хума кирлине Валя манман, анчах унăн халĕ вырăнтан тапранас килмест.
Амăшĕ кухньăна пушă витрепе кĕчĕ, ăна чăнкăрт тутарса, кĕтесе лартрĕ. Хăй сĕтел çинелле вĕлт пăхса илчĕ. Унта кашăксемпе вилкăсем çуккине курсан, унăн кăмăллă сăн-пичĕ улшăнчĕ. Вăл, ассăн сывласа илсе, шкап патнелле пычĕ.
Кукамăшĕ кайнăранпа икĕ уйăх çитрĕ. Амăшĕ Вальăна хăй ĕçе тухса кайнă чухне кулленех ирхине вăратса хăварать, тирпейлеме хушать, çăмăл ĕçсене тума каласа хăварать, анчах амăшĕ ĕçрен таврăннă çĕре Вальăн пĕр ĕçĕ те пулман. Шкултан килсе апат çиет те вăл уçăлма тухать, çунашкапа ярăнать, каçхине, уроксене хатĕрлесе пĕтерсен, çывăрма выртать.
Мария Ивановна хĕрачине сăнаса час-час шухăшлать:
— Хăйне хăй тирпейленме пĕлмест. Мĕнле хăнăхтарас-ши ăна тирпейленме, — тет вăл хăш чухне, питĕ тарăхса.
Валя амăшĕ тарăхнине сисет. Унăн пĕчĕк пуçĕнче каллех çав шухăш:
«Анне тарăхать... анне мана юратмасть», — тет вăл.
Амăшĕ тарăхнине сиссе, унăн йĕрес те, тарăхас та килет...
* * *
Мария Ивановна больницăран час-часах шкула çӳрет. Шкулта вăл ачасен сывлăхне, шкул тасалăхне тĕрĕслет.
Пĕррехинче Валя амăшĕ шкула пычĕ. Хăй ĕçне пĕтерсен вăл аслă пионервожатăй патне кĕрсе ларчĕ. Пионервожатăй кăтра хура çӳçлĕ çамрăк хĕр. Валя амăшĕ унпа чылайччен калаçрĕ. Тухса каяс умĕн кăмăллă та çивĕч хĕр ăна çапла каларĕ.
— Валя пирки ан пăшăрханăр, Мария Ивановна, пионер организацийĕ хăй ĕçне тăвĕ. Вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пырать вăл, ĕçе те хăнăхма тивĕç...
Çапла каларĕ те вăл, Валя амăшне ăсатса, шкул алкумĕ вĕçнех анчĕ.
Çак вăхăтрах пысăк перемена пуçланчĕ.
Пионервожатăй коридорпа иртсе пынă чухне класри отряд вожатăйне хăй патне пыма каларĕ.
— Анна Капитонова! Анюк! Пионервожатăй патне, — илтĕнчĕ пĕр-икĕ сасă çиччĕмĕш класс алăкĕ патĕнче.
Анюк, хура куçлă, çинче питлĕ илемлĕ хĕрача, чăпар свитер тăхăннăскер, хĕрлĕ галстукне вĕлкĕштерсе, пионервожатăй патне хăвăрт кĕрсе кайрĕ. Унта вăл чылай тăчĕ. Урока ларма звонок пулас умĕн тин тухрĕ.
IV
Уроксем пĕтнĕ хыççăн Анюк хăйĕн отрячĕн пĕрремĕш звенине пионерсен пӳлĕмне пухăнма хушрĕ.
Анюк хыççăнах пӳлĕме кăвак кĕпе, хĕрлĕ свитер тăхăннă хĕрача Галя Миронова кĕчĕ.
— Мĕн ĕçлетпĕр паян? Мĕн тума пухатăн ман звенона? — ыйтрĕ Галя кĕрсенех.
Вăл, ункăланса тăракан хĕрлĕрех çӳçĕсене вĕлкĕштерсе, Анюкпа юнашар пырса ларчĕ.
— Шкул ачисем хăйсене епле тыткалама кирли çинчен калаçса пăхăпăр, — терĕ Анюк.
— Эпир вăл правилăсене халĕ те аван пĕлетпĕр. Хамăрăн учительница Мария Александровна ăнлантарса панă пире. Правилăсем пирки вăл час-часах калаçусем ирттерет. Звенора каллех правилăсене вĕренмелле-и? — терĕ Галя, кăмăлсăрланнă пек пулса.
Анюк, çавна туйса, Гальăна çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ.
— Эсĕ пĕлетĕн, эсĕ вăл правилăсене аван тытса пыратăн...
— Звено та пĕлет, — терĕ Галя.
— Анчах сан звенора çав правилăсене пăсакан пионерка пур. Ун çинчен ку таранччен эсĕ те, эпĕ те пĕлмен.
— Кам вăл? — ыйтрĕ Галя, çаврака хăмăр куçĕсене пысăклатса.
— Валя Турунтаева, — терĕ Анюк шăппăнрах, алăк еннелле пăхса илсе.
— Ăçтан пĕлетĕн?
— Пĕлтĕм, каласа парăп акă. Валя амăшне пĕрре те пулăшмасть, хăй вырăнне, хăй япалисене тирпейлемест...
— Кĕме юрать-и? — илтĕнчĕ çинçе сасă.
— Юрать! — терĕ те Анюк, сиксе тăрса, алăка яр уçса ячĕ.
Пӳлĕме Валя, Санюк, Марук, Лидюк кĕчĕç — Галя звени пухăнчĕ.
Анюк вĕсене пысăк сĕтел умĕнчи пукансем çине ларма сĕнчĕ. Хĕрачасем ларчĕç.
— Ачасем, сирĕн класа паян Валя амăшĕ — Мария Ивановна пычĕ-и? — ыйтрĕ Анюк кăмăллăн.
— Пычĕ, — терĕ Валя, амăшне асăннипе хавасланса, кăвак куçĕсене çиçтерсе.
— Мĕн турĕ вăл сирĕн патăрта?
— Пуçсене, хăлхасене, чĕрнесене пăхрĕ.
— Тата мĕн турĕ?
— Класра урай, стенасем, кантăксем таса-и тесе пăхать, — терĕ Санюк, çинçе саслă, пĕчĕк питлĕ хĕрача.
— Мĕн тесе хăварчĕ вăл сире?
Пĕр çăвар уçман, анчах хăй сăмахне каласшăн хыпăнса ларакан Лидюк каларĕ:
— Аван, таса. Малашне те тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн тăрăшăр терĕ... Тăрăшатпăр. Шкулта та, килте те, — терĕ Лидюк.
Лидюк аван каланипе кăмăллă пулса, Анюк малалла калама тытăнчĕ:
— Çапла, ачасем, Мария Ивановна пирĕн шкулти пионерсем, вĕренекен ачасем тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшаççĕ тет. Классене çӳпĕлемеççĕ, класа кĕнĕ чухне урисене тасатса кĕреççĕ, тумĕсем таса пӳлĕмре çакăнса тăраççĕ, коридорта, классенче тусан çук, тасалăх, тирпейлĕх пирĕн шкулта курăнсах тăрать. Ку — шкулта. Килте мĕнле-ши? Кашни пионер, шкул ачи килĕнче тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшать-ши? Ашшĕ-амăшне кирлĕ таран пулăшать-ши? Хăй япалисене хăй тирпейлесе кирлĕ вырăна хурать-ши, çывăрса тăрсан, хăй вырăнне хăй тирпейлет-ши? Ачасем, сирĕн килти тирпейлĕхе, тасалăха тĕрĕслесе пăхар мар-и?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...