Чĕнтĕрлĕ кĕпер
Патăръелĕнче, Талвирсен пахчи хыçĕнче, Ватулха текен çырма урлă чĕнтĕрлĕ кĕпер пурччĕ. Эпĕ Патăръелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче А. Ф. Талвир ашшĕ килĕнче пурăнатчĕ. Эпир, шкул ачисем, ăна час-часах çак кĕпер çинче кураттăмăр. Писатель унта, шыв юххи çине пăхса, шухăша путса тăма юрататчĕ. Ун пек чухне вăл çывăхран кам иртсе кайнине те асархамастчĕ. Çынсем Алексей Филипповича пурте паллатчĕç: вăл чĕнтĕрлĕ кĕпер çинче шухăша путса тăнă чухне вара, ăна чăрмантарас мар тесе, кĕпер урлă çав тери шăппăн, чĕрне вĕççĕн утса каçатчĕç.
Патăръелпе Сăкăт хушши сакăр çухрăм. Çак тусанлă çула эпĕ ача чухнех питĕ лайăх астуса юлнă. Манăн чи малтанхи пысăк туйăм, пуласлăхалла хывнă кĕпер, шăп та лăп çав çул çинче çуралнă... Ун чухне вăрçă пĕтнĕччĕ кăна-ха. Эпĕ ялти шкулта кĕçĕн класра вĕренетĕп, сăвăсем, юмахсем çыратăп, сайра хутра пичетленетĕп те. Çавăнпа пуль ĕнтĕ манăн чĕрĕ писателе курас килет. Анчах вĕсем пирĕн яла пырса çӳремеççĕ-çке!.. Ăçта курма пулать-ха вĕсене?.. Шупашкара кайма питĕ аякра. Пĕлетĕп-ха ĕнтĕ пирĕн ялтан инçех те мар, Патăръелĕнче, Сăкăткассинче чăн-чăн писатель, пысăк писатель Алексен Талвир çуралса ӳснĕ. Анчах вăл Патăръелĕнче мар, Мускавра пурăнать. Эпĕ хавхаланса кайсах А. Талвир çинчен мĕскер пĕлме пур, çавна çынсенчен тĕлчетĕп, вăл çырнă кĕнекесене ял тăрăх шыраса çӳресе вулатăп... Пĕррехинче вара савăнмалли хыпар илтĕм: Алексей Талвир тăван ялне таврăннă... Çав кунхинех вара эпĕ хам çырнă сăвăсен тетрадьне кĕсьене чикрĕм те Патăръелне тухса утрăм. Çав куна паянхи пекех астăватăп: ăшă, лăпкă çанталăк тăрать, Сăкăт кати енче ăрша вылять. Каяс çул çип çапнă пек тӳрĕ, ун икĕ енĕпе те лаша пĕкки пытанмалла тулăх ӳснĕ сап-сарă ыраш. Ниçта нимĕнле сасă та илтĕнмест, кайăксем те юрламаççĕ, çынсем те çӳремеççĕ, ниçта нимĕнле чĕрĕ чун та курăнмасть. Таврара тĕлĕнмалл шăплăх. Анчах эпĕ çак шăплăха та, çанталăк ăшшине те сисместĕп. Кăлт-кăлт! Кăлт-кăлт! сиксе тапать чĕре, ытла палханнипе пĕтĕм шăмшакри юн шăнса хытса ларнăн туйанать. Йышăнĕ-ши мана писатель? Ман сăвăсене вуласан, мĕскер калĕ-ши? Е вуламасăрах каялла хуса ярĕ-ши?..
Патăръел урамĕнче манпа пĕр çулалли ачасем вутă татаççĕ. Эпĕ вĕсем патне пытăм та Талвир çурчĕ ăçтине ыйтрăм.
— Мăн тума кирлĕ вал сана? — шăтарасла пăхса ыйтрĕç вĕсем, ĕçлеме пăрахсах.
— Хамăн сăвăсене вуласа парас тетĕп.
— Патăръелĕнче пирăн хамарăн та сăвă çыракансем сахал мар, Сăкăт ачисемсĕрех çитет! — кĕвĕçнĕн каларĕ пĕри, шакла пуçли.
Хайхи ачасем кăшт аяккарах кайса тăчĕç те манпа мĕскер тăвасси пирки канашлама тытăнчĕç.
— Юрĕ, атя, сăввусене вуласа кăтарт, — терĕç юлашкинчен. — Килĕшет пулсан, Талвир çурчĕ тĕлне кăтартса яратпăр, килĕшмесен...
Вĕсем мана Сăкăт çулĕ çинелле кăтартрĕç, яла кĕртместпĕр тени пулчĕ ĕнтĕ ку.
Эпĕ Патăръел ачисене темиçе сăвă вуласа патăм, тетрадьсене кăтартрăм. Вĕсем каллех пуçтарăнса канашлам пекки турĕç те мана вара анатарах ларакан пысăках мар хитре пӳрт патнелле ертсе кайрĕç. «Эх, писателе куратăпах-шим? — тетĕп вĕсемпе пĕрле утнă май...
Акă ĕнте Талвир çуралса ӳснĕ çурт. Тăкăрлăк хĕрринче вăл, питĕ хитре сад пахчиллĕ.
Шакканине илтсе, кĕçналăка вăтам пӳллĕ, ырханкка мучи, писатель ашшĕ уçрĕ. Вăл ман çине тинкерсе пăхрĕ, алăри тетрадьсене курчĕ те ăшшăн кулса илчĕ.
— Сăвă тетрачĕсем-и кусем? — кăмăллăн ыйтрĕ. — Хăш ялсем?.. Сăкăтсем терĕн-и?.. Кĕр, атя, кĕр, садра вăл...
Çав кунхине Алексей Филипповичпа эпир питĕ нумай калаçса лартăмăр. Вăл манăн ял, атте-анне, тăван-хурăнташсем, кӳршĕ-аршă çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. Шкулти ĕçсем те, учительсем те, ман юлташсем те кăсăклантарчĕç ăна. Эпĕ мĕнле кĕнекесем вулама юратнине, мĕнле-мĕнле ĕçе ытларах кăмăлланине те пĕлесшĕн пулчĕ вăл. Çавăн хыççăн кăна вара сăвăсем вулама тытăнтăмăр. Эпĕ вулатăп, вăл итлесе ларать, хăшпĕр чухне тетраде илет те кăмăла кайнă сăвва хăй тепре пăхса тухать.
— Эсĕ Çеçпĕл Мишшинчен вĕренсе пыма тăрăшни сисĕнет, — терĕ вăл юлашкинчен. — Ку питĕ тĕрĕс. Çеçпĕл — сан аташу. Эсĕ те чунупа-чĕрӳпе ун пек пул. Вăл çырнисене тĕплен тĕпче. Çеçпĕл пекех сăвăра кашни сăмаха хăй выранне лартма тăрăш.....
Эпĕ вара сăвă çырма вăхăт сахаллине, шкулта темĕн те вĕрентнине, уроксем нумай парса янине каласшăн пултăм.
— Акă çиччĕмĕш класс пĕтеретĕп те урăх вĕренместĕп. Ун чухне вăхăт тем чухлех пулать, вĕçĕ-хĕррисĕр сăвă çырăп...
Ку сăмахсем Талвира питĕ килĕшмерĕç, вăл сăнран та улшăннă пек пулчĕ, вара çине тăрсах мана пурнăç мĕн тери анлă уй иккение, ун тăрăх тивĕççĕн утас тесен кана пĕлми вĕренмеллине те каларĕ. «Писатель пулас тесен, вунă класс таран çеç вĕренни те» университет пĕтерни те çителĕксĕр, — терĕ Алексей Филиппович, — Писатель вăл — халăх учителĕ? çав хушăрах увăн халăхран вĕçĕ-хĕррисĕр вĕренмелле те вĕренмелле...»
Çапла эпĕ чăн-чăн писательпе пĕрремĕш хут тĕл пултăм. Хамăр ял еннелле утнă чухне вара мана кукăр-макăр çул та тӳп-тӳрĕ пек, хирĕç вĕрекен сивĕ çил те ăшă пек туйăнчĕ...
Алексей Филиппович Талвир вăрăм та йывăр кунçул пурăнса ирттерчĕ. Астăватăп-ха: вăл çитмĕл пĕрренелле çывхарса пыратчĕ. Нумай пулмасть унăн юбилейне ирттертĕмĕр. Литературăра пысăк çитĕнӳсем тунăшăн, халăх пурнăçне активлă хутшăнса ĕçленĕшĕн ăна «Халăхсен туслăхĕ» орден парса чысланăччĕ.
— Эх, Мишша, тата пилĕк-ултă çул пурăнасчĕ, — терĕ вăл мана. — Туса пĕтермен, çырма ĕлкĕреймен ĕмĕтсем нумай-çке-ха!.. Акă «Палантай» ятлă роман палăртса хутăм. Ку повеçре эпĕ чăваш паттăрĕсем 1312 — 1814 çулсенчи вăрçăра Тăван çĕршывшăн хастаррăн кĕрешнине çырса кăтартасшăн. Тĕп герой — Палантай, вăл, çĕршыв хӳтĕлевçи пулса, аслă Атăл хĕрринчен Парижа çити çуран утса тухать... Унсăр пуçне, акă, куратăн-и, урайĕнче, кĕтесре, тетрадьсемпе блокнотсем выртаççĕ. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче çырса пынисем. Ун чухне эпĕ «Комсомольская правда» хаçатăн корреспонденчĕ пулнă. Çав тетрадьсемпе блокнотсенче — мĕн чухлĕ материал!.. Çавсем тăрăх «Эпир çĕнтеретпĕр!..» роман çырасшăн. Автобиографиллĕ япала пулмалла вăл... Кунта — трактор завочĕ çинчен çырма пуçланă хутсем... Ку романа манăн «Трактор» тесех ят парас килет...
Рабочи класс теми А. Ф. Талвир пултарулăхĕнче яланах теп вырăн пулнă. Унăн пĕрремĕш кĕнеки 1929 çулта пичетленсе тухнă. «Хĕллехи сивĕре» ятлă вăл. Унта вăл икĕ сĕм-тăлăх ача, хулана тарса, рабочи пулма хатĕрленнине çырса кăтартнă. Ун чухне пĕтĕм çĕршывĕпе çапкаланса çӳрекен ачасене пуçтарса çĕнĕ пурнăç çулĕ çине илсе тухассишĕн кĕрешӳ пынă. Совет влаçĕ, большевиксен партийĕ революци туса хаяр граждан вăрçинче çĕнтернĕ халăха социализмалла улăпла утăмсемпе ертсе пынă. А. Ф. Талвирăн пĕрремĕш кĕнекинчех çакă питĕ лайăх курăннă. 1931 çулта унăн «Йăнăш» ятлă тепĕр кĕнеки Мускавра пичетленсе тухнă. Çирĕммĕш тата вăтăрмĕш çулсенче Мускавра «Коммунар» ятлă чăвашла хаçат тата Центриздат пулнă. Центриздатра çĕршыври мĕнпур чĕлхепе тенĕ пекех кĕнекесем кăларнă. Пулас писатель ун чухне Мускавра пурăннă...
А. Ф. Талвир 1909 çулта Пăла хĕрринчи Патăръел ялĕнче 1909 çулхи мартăв 21-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ вăтам хресченсем пулнă. Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, писатель хăйĕн ачалăхне «Пăва çулĕ çинче» ятлă автобиографиллĕ повеçĕнче питĕ тĕплĕ, курăмлă çырса кăтартнă... Пулас писатель малтанласа ялти тата Сăкăтри шкулта вĕреннĕ. 1924 çулта вара Арапуçĕнчн икĕ класлă шкула кĕнĕ. Çавăнта ĕнтĕ вăл обществăллă пурнăçа активлă хутшăнма тытăнать, комсомола кĕрет, литература кружокне çӳрет. 1928 çулта Мускава тухса каять, малтанласа Центриздатăн Чăваш пайĕнче ĕçлет, кайран М. В. Ломоносов ячĕпе хлсепленекен университета вĕренме кĕрет...
Мĕн çинчен-ха писателĕн «Йăнăш» ятлă кĕнеки? Унта вăл çирĕммĕш çулхи чăваш комсомолецĕсен пурнăçне çырса кăтартать. Ку вăл — автобиографиллĕ повесть. Унăн тĕп геройĕ — пулас писатель хăй, Пăла тăрăхĕнчи чи малтанхи комсомолецсенчен пĕри.
Аслă Арапуçĕнче халăх музейĕ пур. Унта, çирĕммĕш çулсене кăтартакан стендсенче, халĕ те Алексей Башкиров комсомолец çинчен питĕ нумай тĕпчесе пĕлме пулать. Башкиров — А. Ф. Талвирăн ун чухнехи хушамачĕ. Пулас писатель Аслă Арапуçĕнче РКСМ ячейки тата чи малтанхи пионер отрячĕ йĕркелет, комсомол райкомĕн членĕ пулса тăрать. Вăл вулав çуртĕнче хастаррăн ĕçлет, хут пĕлменлĕхе хирĕç кĕрешет, стена хаçачĕ, «чĕрĕ» хаçат кăларать, драмкружока çӳрет, пьесăсем çырать, çав хутдăрах ялкор пулса кулаксемпе спекулянтсем çинчен статьясем çырать…
1933 çулта тата унăн Мускаврах вырăсла «Патăръел çыннисем» ятлă кĕнеки çапăнса тухать. Кунта та, паллах, повеçĕн тĕп геройĕсем Пăла тăрăхĕнчи чăваш хресченĕсем ĕнте.
Университетра вĕреннĕ майăнах А. Ф. Талвир «Коммунар» хаçатра ĕçлет, унăн ятарлă корреспонденчĕ пулса, çĕнĕ заводсемпе фабрикăсем тунă çĕрте чăваш фосфориачĕсене шыракан геологсен ушкăнĕнче пулать, вĕсем çинчен очерксем çырать, Вăрнарта фосфорит заводĕнче нумай тиражлă хаçат кăларма тытăнать. Çав çулсенче вăл Канашри вакунсем юсакан завод тата Çĕмĕрлери сĕтел-пукан комбиначĕсем çинчен уйрăмах нумай çырать.
1935 çулта А. Талвира Совет Çарне илсе каяççĕ. Унтан таврăнсассăн вăл «Гудок» хаçатăн корреспонденчĕ пулса ĕçлет, Свердловскра, Хусанта пурăнать. 1939 çулта вара ăна Мускава чĕнсе илеççĕ те СССР писателĕсен Союзĕнчи комсомол организацийĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ.
Çав çулсенче унăн «Магниткăран янă çырусем», «Рудниксем ăмăртаççĕ», «Ылтăн ту» тата «Эпир Канашра завод çĕклетпĕр» кĕнекисем пичетленсе тухса вулакансем патне çитеççĕ...
1940 çулта А. Ф. Талвир ВЛКСМ Тĕпкомĕнче пичет секторĕнче ĕçлеме тытăнать. Çав çулхинех вăл хăйĕн «Эсĕ инженер пулатăн» повеçне уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларать. Ку вăл пирĕн совет саманинчи чăваш рабочи класĕ çирĕп утăмсемпе çĕнĕ пурнăç еннелле утни çинчен çырнă чи малтанхи сулăмлă произведени. Унта писатель асра юлмалли рабочисен сăнарĕсене çырса кăтартать: Савантей Мульдиеров — чугун çул çинче ĕçлекен ăста, Мика Кулдаев — стрелочник, Иван Храмцов — пăравус машинисчĕ, Валентин Вирьялов — инженер... «Эсĕ инженер пулатăн» хыççăн ĕнте пирĕн литературăра рабочи класс теми ӳссе çĕкленме тытăнчĕ...
Тискер вăрçă пуçланса кайсассăн, Алексей Талвир тӳрех вăрçă хирне тухса каять. Взвод командирĕ, рота командирĕ пулса, нимĕç фашисчĕсене хирĕç хаяррăн кĕрешет... Каярахпа ăна вăрçă хирĕнчен Мускава чĕнсе илеççĕ те «Комсомольская правда» хаçатăн фронтри корреспонденчĕ туса хураççĕ.
Нимĕçсем Мускав хулине хупăрласа илес тесе урса кайса талпăннă. Анчах вĕсене кунта тавăру кĕтнĕ, 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче фашистсене Мускав патĕнче çапса аркатнă.
Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ А. П. Белобородов генерал-полковник çав хаяр кĕрешӳ кунĕсене аса илсе çырнă чухне яланах «пирĕн çарсем ирĕке кăларнă хуласемпе ялсем çинчен пуринчен те малтан репортаж çыракан» çар корреспондентне А. Ф. Башкирова питĕ кăмăлласа асăнать. Паллă ĕнтĕ, А. Ф. Багокиров — пирĕн юратнă писатель Алексей Талвир. «Мускав патĕнче çĕмĕрсе тăкни» фильмра А. П. Белобородов дивизин паттăрлăхне питĕ курăмлăн уçса панă. Унта малти линие Мускавран корреспондент килсе çитнине, вăл чи хĕрӳ çĕрте боецсемпе калаçнине, атакăна кайнине кăтартнă. А. П. Белобородов çырса кăтартнă тăрăх, çак корреспондентăн прообразĕ шăп та лăп Алексей Талвир пулса тăрать.
Мускав патĕнчи хаяр çапăçусенче çеç мар, ытти чухне те «Комсомольская правда» корреспонденчĕ хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне, нимле йывăрлăхра та аптраса ӳкменнине питĕ лайăх кăтартнă. Вăл чылай хушă тăшман аллинче пулнă Харькова чи малтанхи çарсемпе пĕрле пырса кĕрет. Украинăра, Канев таврашĕнче, тин çеç ирĕке кăлапнă çĕрте пуринчен те малтан 1941 çулта пуçне хунă Аркадий Гайдар вилтăприне шыраса тупать. Çавăн çинчен каярахпа вăл хăйĕн «А. Гайдар йĕрĕпе» ятлă очеркĕнче питĕ теплĕн çырса кăтартать, вăл чăвашла та, вырăсла та чылай çĕрте пичетленсе тухнă. Хĕвеланăç фронтĕнчен те, Брянск, Сталинград, Балтика тинĕсĕ таврашĕнчен те А. Башкиров-Талвир çырнă корреспонденцисем Мускава питĕ вăхăтра çитеççĕ, пĕтĕм совет халăхне пирĕн çарсен паттăрлăхĕ çинчен кала-кала параççĕ. Вăрçă тата çав тапхăрти тылри пурнăç А. Ф. Талвир пултарулăхĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл вăрçă çулĕсенчех «Фронтри калавсем», «Йĕлтĕр йĕрĕ», «Çук, пире çĕнтереймĕн» повеçсем çырать. Каярахпа та Алексей Филиппович çак темăна манмасть. «Пăвари сапантуй», «Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн» кĕнекисенче тискер вăрçă çулĕсене питĕ анлăн çырса кăтартать...
Вăрçă пĕтсен, йывăр аманнă хыççăн хавшанă сывлăхне юсас тесе, А.Талвир пĕр хушă таван ялĕнче ашшĕ килĕнче пурăнать, питĕ нумай çырать. «Ылтăн тĕпренчĕк», «Пăва çулĕ çинче» хайлавсем шăп та лăп çак çулсенче çуралнă та ĕнтĕ. Каярахпа вăд Шупашкара куçать, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçлеме тытăнать.
1954 çулта А. Талвира Чăваш писателĕсен Союзен правленийĕн председательне суйлаççĕ.
1954 çулта эпĕ И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш педагогика институтне вĕренме килтĕм. Пĕррехинче, Хĕрлĕ площаделле аннă чухне, А. Ф. Талвира куртăм. Вăл мана аякранах палларĕ.
— Илтнĕ-ха, илтнĕ эсĕ хулара иккенне, — терĕ вăл, — анчах эпĕ сана ятласшăн: мĕншĕн пĕрре те кĕрсе тухмастăн?.. Çырни, çĕнни, мĕскер те пулин пур-и?..
Эпĕ вăтанса пуçа чиксе тăни ăна пачах та килĕшмерĕ.
— Патăръелĕнче чухне асĕ кун пек хăюсăр марччĕ. Атя, ыранах Союза пыр. Çырнă япалусене илсе пыр... Сан çĕнĕ хайлавусене вуламанни чылай пулать ĕнтĕ...
Ун чухне писательсен Союзĕнче çамрăксене чи çывăх туссем пек йышăнатчĕç. Аллă çул тултартăм ĕнтĕ, вăтăр çул ытла литература пахчинче вăй хурса ĕçлетĕп. А. Ф. Талвир правлени председателĕ пулса писательсен Союзне ертсе пынă чухнехи пек чăн-чăн пултарулăх тĕнчи пуçпулса тăнă саманта эпĕ урах курман. Хăй патне пыракан кашни писателе, кашни çамрăка Алексей Филиппович мĕн пултарнă таран пулăшма, ăна ĕçре кирлĕ термек пама тăрăшатчĕ. Вăл алçырусем те вулатчĕ, литпĕрлешӳсене те çӳретчĕ, семинарсем йĕркелетчĕ. Союзра писательсем çине тăрсах пăлхарла, тутарла вĕренетчĕç, фото ĕçне тĕпчетчĕç, унта çӳреме пире те, çамрăксене, чĕнетчĕç. Талвирăн питĕ лайăх енĕ пурччĕ: вăл хăй сăмахне çирĕп тытатчĕ, нихăçан та çамрăксемпе пĕтĕмĕшле калаçмастчĕ, вĕсене ĕçпе пулăшма тăрăшатчĕ...
Астăватăп-ха: çамрăксен пĕр семинарĕнче манăн «Юрăçă шăпи» ятлă историллĕ повеçе пăхса тухрĕç. Унта эпĕ чăвашсен Шавлама ятлă легендарлă юрăçин пурнăçне, тискер шăпине çырса кăтартса патша саманинче талантлă çынсен шăпи телейлĕ пулма пӳлтарайманнине сăнланăччĕ. Кĕтмен çĕртен мана тантăшсемех питĕ хытă критиклеме, историллĕ япаласем çырни кирлĕ мар, паянхине мухтамалла теме тытăнчĕç. «Авалхи çинчен çырни вăл юмах çеç!» — текенсем те пулчĕç.
Талвир вара вĕçемпе килĕшмерĕ:
— Эпир хамăр камне маннă çынсем пулмалла мар, — терĕ вăл. — Кам та кам иртсе кайнă тапхăра, хамăр историе пĕлмест, çавă паянхи пурнăçа та кирлĕ таран чухласа хаклаймасть. Пирĕн, чăвашсен, хамăр историе уйрăмах çине тăрса тĕпчемелле, мĕншĕн тесен эпир ку ĕçе çак тарана çитсе те кирлĕ пек туса пыман. Историллĕ хайлавсем çырма çăмăл мар. Халăх пурнăçне, йăли-йĕркине, историри пулăмсене питĕ лайăх ăнланмалла, тем чухдĕ материалран хăвна мĕн кирлине алăпа алланă пек суйласа илме пĕлмелле... Легендăсем, преданисем, юрăсем — халăх чунĕ-чĕри, ăсĕ-тăнĕ. Вĕсене те ăсчах пекех пĕлмелле. Вĕсене çырса илни, хайлавсенче вĕсемне усă курни — ырламалли ĕç. Эпир, чăваш çыравçисем, хамăр халăх историйĕ умĕнче парăмра... Акă, пирĕн чаплăран та чаплă янташ пур, Никита Бичурин, урăхла каласан, Иакинф. Гениллĕ ученăй!.. Е тата çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев... Литература классикĕсем Константин Иванов, Тайăр Тимкки, Çеçпĕл Мишши... Вĕсем çинчен романсем, трагедисем, поэмăсем çырмалла!..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...