Павари
Çурçĕр Кавказ тăрăхне
Пĕр вăхăт тĕпленнĕ сăвар.
Мăн асаттемĕр йăхне
Аптратнă вут-вăрçă, кăвар.
Пĕр ăрусен пуçĕсем
Тинкернĕ Иран куçĕнчен.
Сутăннă мулшăн вĕсем,
Ăсатнă çарсем хăйсенчен.
Тепĕр йышне кăнтăртан
Византи чĕнмешкĕн хавас.
Канăç курмасть вăрçăран
Пуян та илемлĕ Кавказ.
Тухăç тыллать кай енне,
Сикет мал енне анăç ен.
Мĕн чул-ши вутра тĕнчене
Пайланă, çунтарнă хальччен?..
Акă Кура айлăмне
Çĕрле шăвăнать утлă çар.
Тухрĕ тепри ун умне
Ирпе вăрмантан вăр та вар.
Хăвăрт палларĕç: ара,
Ют мар-мĕн — тăван-хурăнташ.
Пĕри вĕçтерет тутăра,
Çывхарчĕ хайхи вăш та ваш:
— Таврăнăр, упрăр пуçа!
Пуйма каякан вилнĕ тет.
Çак тăрăхра ху хуçа,
Ун мулĕ пурне те çитет.
Ак тырă-пулă ӳстер,
Ĕрчет выльăхна ытларах.
Пурнăн килтех чип-чипер,
Упра пурлăхна вăйлăрах.
Килĕ чĕнмесĕр тăшман,
Вĕрен сыхланма инкекрен.
Кам çакăн пек тăрăшман —
Çухалĕ йăлтах тĕнчерен.
Е кĕмесен ӳкĕте —
Мала ирттерместпĕр сире.
Çул тытиччен инçете —
Византи мул кӳрĕ пире.
Пĕтрĕ мĕн чухлĕ сăвар!
Ахаль те пурнатпăр хăр-хар.
Атьăр патшалăх тăвар,
Сăвар та пĕр юнлă пăлхар!..
Çав Павари сăмахне
Итленĕ те таврăннă çар.
Йăх чăмăртанă вăйне,
Питех курăнман тет начар.
Çитнĕ ун çарĕ кайран,
Византи чĕнсен, Батума.
Вăл ăсталать çĕн таран
Карман хӳмине аркатма...
Вăйлă хунать те сăвар,
Патшалăх пулса вăл тăрать.
Халь асăмра çав сăнар
Мерчен хулипе ялтăрать.
Шухăшсем
Your site's next 10,000 visitors are alr...
I've noticed that your chuvash...
I've recently checked out online casinos...
Imagine a system that gets smarter every...
The AI behind Vantovo never stops learni...
Если вы ищете надежный сервис VPN, обрат...
Real-time keyword scoring...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Save on marketing with our AI-optimized ...
I've noticed that your chuvash...