Аннеçĕм чĕри
Сисрĕн эсĕ, аннеçĕм чĕри, паян кĕçĕн хĕрӳ тăван кил алăкне уçнине. Туйрăн эсĕ, аннеçĕм чĕри, икĕ çунаттине сарса вĕçсе тухса кайнă чун тĕпренчĕкӳ тăврăннине. Тунсăхпа тулнă, савăнăç куççулĕпе йĕпеннĕ кăн-кăвак тӳпене аса илтерекен янкăр куçусене тинкернĕ май, санăн ытамна ытканатăп, пуçăма чĕрӳ патне хуратăп. Санăн кăвар пек ăшăтса тăракан ытамна йăпшăнатăп-йăпшăнатăп, чĕрӳ таппине хамăн пĕтĕм кĕлеткепе, пĕтĕм шухăш-туйăмпа, çамрăк чĕремпе туятăп. Кăлт-кăлт, пĕр тикĕссĕн, чун тĕпренчĕкӳ килнишĕн савăнăç туйăмĕпе реххетленсе тапать сан чĕрӳ. Эпĕ вара çак самант ĕмĕрĕпе тăсăлтăр тенĕ евĕр, санăн çумăнтан, санăн лăпкăн тапакан чĕрӳ çумĕнчен ниепле те хăпаймастăп. Санпа юнашар пулнишĕн чĕреме канлĕ-канлĕ пулса каять.
Эх, аннеçĕм! Мĕн тери АСЛĂ санăн чĕрӳ... Чунра лăпкăлăх, канăçлăх хуçаланать-çке сан чĕрӳ таппине итленĕ май. Çĕр çинче пĕртен-пĕр çыннăн чĕри çеç çакăн пек пысăк юратупа, АСЛĂ ЮРАТУПА тапма пултарать. Аслă юратăвăн чикки çук, вăл виçесĕр, вышкайсăр пысăк.
Эх, аннеçĕм! Мĕн тери СИСĔМЛĔ санăн чĕрӳ. Тӳрех туйса илет-çке хăв чун панă тĕпренчĕкӳн кăмăл-туйăмне. Пĕр сăмахсăр, куçран пăхсах туйса илет ман пурнăçăн савăнăçĕпе пăшăрханăвне. Хĕрӳн савăнăçне санăн чĕрӳ манпа пайлать. Пăшăрханăва, чунри кулянăва сирсе ярассишĕн вара мĕн кăна тума хатĕр мар-ши санăн аслă чĕрӳ, санăн пысăк юратупа тулнă сисĕмлĕ чĕрӳ...
Эх, аннеçĕм! Мĕн тери ТӲСĔМЛĔ санăн чĕрӳ. Кирек мĕнле йывăрлăха, нушана тӳссе ирттерме аслă Турă пилленĕ сана тӳсĕмлĕ чĕре. Чун тĕпренчĕкӳшĕн санăн чĕрӳ вута та кĕме хатĕр. Шывра та путмастех, сăрт-тăва тепĕр енне çавăрса хума та тӳсĕм çитеретех санăн чĕрӳ.
Эх, аннеçĕм! Мĕн тери ÇЕПĔÇ санăн чĕрӳ. Хăвăн юратнă хĕрӳшĕн пĕтĕм чун хавалне пама тăрăшатăн-çке, аннеçĕм. Санăн ĕçпе хытнă аллусем мана ăшшăн-ăшшăн çупăрлаççĕ, çӳхе тутусем çĕр çинчи чи çепĕç сăмаха «хĕрĕмçĕм, хĕрĕм» тесе пăшăлтатаççĕ.
Пысăк вăй-хăват тапса тăрать санăн аслă, сисĕмлĕ, тӳсĕмлĕ, çепĕç чĕрӳнте. Вăл пĕтĕмпех эсĕ панă чун тĕпренчĕкӳшĕн ир те каç та канăçсăррăн тапать. Çак канăçсăрлăха нимĕн те çапса хуçма пултараймасть, ачашăн çуралнă юратăва никам та аркатаймасть.
Çĕр çинче чи çирĕп, чи хăватлă юрату — анне юратăвĕ. Аннеçĕм чĕри мĕн тери аслă юратупа тулнине ХАМ АННЕ пулсан тин ăнлантăм...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...