Хĕрлĕ галстук
— Эпир сирĕн пионер отрячĕ валли ялав та илсе килтĕмĕр, — терĕ кăтра çӳçлĕ комсомолец. Вăл хăйĕн портфелĕпе юнашар выртакан сăрлă яка патака илчĕ. Патакăн пĕр вĕçне хаçатпа чĕркенĕ. Комсомолец чĕркенине сӳтрĕ те патакне çӳлелле çĕклерĕ — хĕрлĕ ялав сар хĕвел çинче ылтăн саспаллисемпе çиçсе вĕлкĕшрĕ. Комсомолец çав ялава Ванюка тыттарчĕ. Ванюк, хĕпĕртенипе чĕтресе кайса, паха ялава çирĕппĕн тытрĕ. Ачасем Ванюк вĕрентнĕ пионер юррине юрласа ячĕç. Юрлама чарăннă хыççăн ачасем çерем çине ларчĕç.
— Пионер отрячĕ пур, анчах пионерсем валли шкул çук. Пире шкул кирлĕ, — терĕ Ванюк комсомолецсене.
— Тĕрĕс каларăн. Шкул калама çук кирлĕ, — килĕшрĕç комсомолецсем. Ванюк тухса кайнă пупăн çурчĕ пушах ларни, унта шкул тума пит майли çинчен каларĕ.
— Вăл çурта пуян Гриша арман хуçине партарасшăн, атте каларĕ, ыран пуху пулать, сутаççĕ, — терĕ пĕри.
— Суттармастпăр, — терĕ Ванюк, ура çине сиксе тăрса.
— Суттарас марччĕ, — килĕшрĕç ытти пионерсем те.
— Суттармастпăр, тĕрĕс калатăр, — терĕ шурă кĕпеллĕ комсомолец. — Ырах пĕлтеретĕр эсир пире ку хыпара. Сире шкул уçса парас шутпа эпир мĕн тума пултарнине пĕтĕм вăйран тăрăшса тăвăпăр. Эпир ыран килетпĕр, халĕ ĕнтĕ саланăр.
Пионерсем йĕркеленсе тăчĕç те ялалла илемлĕн харăс утса кайрĕç, çĕнĕ юрă пуçласа ячĕç. Хĕрлĕ ялав варкăшса хĕвел çинче çиçсе пырать.
III
Тепĕр кунхине ялти пĕтĕм пионер кăнтăрларанпах Ванюксем патĕнче вĕркĕшрĕ. Енерхи комсомолецсем те унта. Картишĕнче ачасене вĕрентеççĕ. Мĕнле тусан аван пулĕ тесе сӳтсе яваççĕ. Кĕркури Михали патĕнчен туй параппанĕ илсе килчĕç.
Каçалапа пуху та пухăнма тытăнчĕ. Ватăрах çынсем, кĕске сăхмансем тăхăнса, икшерĕн-виçшерĕн чиркӳ патнелле хуллен утаççĕ. Халăх пухăвĕ чиркӳпе юнашар пушă çурт çумĕнче пухăнать. Ку çурта вунпилĕк çул малтан халăх хăй вăйĕпе пупа лартса панăччĕ. Çамрăк пуп ват пуппала килĕшсех пурăнаймарĕ те тухса кайрĕ. Çын пурăнман çурт часах япăхланчĕ. Халĕ ку çуртăн сакăр чӳречи те çĕмрĕк. Икĕ кăмакине те ишсе пĕтернĕ.
— Тепрер çул ларсан, ку çурта пĕрер пĕренен салатса пĕтерĕç. Ана луччă сутас пулать, — тесе шут турĕç Лапра çыннисем.
Паян çак çурта арман хуçине сутма пуху пуçтарăнать. Арман хуçи ăна хăйĕн уйăрăлса тухакан ывăлĕ валли илесшĕн.
— Сутас та, укçине мишавая çĕр касса панăшăн тӳлес. Пит манерлĕ пулать: мишавая тӳлеме халăх çинче пĕр пус укçа та çукчĕ-ха, — теççĕ çынсем.
Çак шухăшпа чылайăшĕ килĕшет.
Лапчăк карттуслă Иван чĕлĕмне шăлпа хытă çыртнă та хăй патĕнче тăракан çич-сакăр çынна:
— Кун пек çурт сутса ĕçмесен, хăçан ĕçес? — тет. Хăй, чĕлĕмне мăкăрлантарса, çĕре лачлаттарса сурать. Иван шухăшне те хапăл тăвакансем пур: пуринчен ытла кайри кас куштанĕсем çакăнпа килĕшеççĕ. Вĕсем çуртне сутичченех арман хуçинчен вăтăр пĕр тенкĕлĕх эрех ĕçнĕ.
Пĕр ватă старик хул айне «Канаш» хĕстернĕ те чалăшса кайнă картлашка çинче ларать. Старик патĕнче виç-тăватă çын тăрать. Хуллентерех пуплеççĕ. Вĕсен шухăшĕсем ак çапла:
— Ку çурта сутас мар, шкул валли юсас. Анчах куштансем шкула хирĕç. Халăх çинче каласан та çĕнтереймĕпĕр...
— Куштансем, çуртне сутатпăр тесе, кашни пасартах ĕçеççĕ тет те... — терĕ старик. Хăй хаçатне кăларчĕ те пăшăлтатса вулама тытăнчĕ.
— Çĕнтеретпĕр. Власть хамăрăн вĕт, — терĕ тепри.
Пуян Гришан тата унпала пĕр майлă çынсен урăх шухăш. Пуян Гриша, питне-куçне йăвашлантарса, хуллен сăмах калать:
— Ку çурта сутас та укçине чиркĕве парас. Çурт укçи чиркĕве тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен ку çурта пупшăн, чиркӳшĕн тунă... — Гриша çапла каларĕ те йĕри-тавра хăй шухăшлă çынсене шыраса пăхкаларĕ. Хăшĕ-пĕри «çапла-çапла» тенине илтсен, пуян Гришан кăмăлĕ çемçелсех кайрĕ. Вăл, куçне мăч-мăч хупса, ытларах та йăвашланса кайрĕ.
Акă яка тумланнă арман хуçи те пухăва çитрĕ.
Халăх сĕрлет. Пĕри апла, тепри капла тăвасшăн. Халăх хушшинче виç-тăватă ăча пысăк çынсен ушкăнĕсене шăтара-шăтара çӳреççĕ. Акă, пĕр ачи тăнласа тăчĕ те, çынсем хушшинчен хăвăрт витĕр-витĕр тухса, вĕлт турĕ.
Урамра лав курăнса кайрĕ. Кантур ямшăкĕ тӳрех Ванюксен картишнелле чуптарчĕ.
Чылайччен кĕрлесен, çурта икçĕр тенкĕлле сутма йышăнчĕç, анчах Иван: «Виç витре эрех ларт тата икçĕр тенкĕ çумне», — тесе кăшкăрать.
Сасартăк параппан сасси илтĕнчĕ. Урамра тӳнк! тӳнк! илтĕнет.
Пурте параппан сасси илтĕннĕ еннелле пăхрĕç.
Урам тăрăх хĕрлĕ ялав çĕклесе параппан çапса, ачасем салтаксем пек утса пыраççĕ. Вĕсем хыççăн кантурти икĕ комсомолецпа вулăс исполкомĕн членĕ пырать.
— Ку мĕнле япала? Мĕне пĕлтерет? — тесе, çынсем тĕлĕнсе хытса кайрĕç. Çăвара карса пăхса тăраççĕ.
Пионерсем халăх пухăвĕ умне пырса тăчĕç те пĕр çын пек харăс:
— Парăр пире шкул! — тесе кăшкăрса ячĕç.
Вулăс исполкомĕн членĕ халăх ăшне кĕрсе кайрĕ те, папкине хул айĕнчен кăларса:
— Мана сăмах калама ирĕк парăр-ха? — тесе ыйтрĕ.
— Кала, кала! — терĕç шкул уçас шухăшлă çынсем. Пионерсене, комсомолецсене тата вулăс исполкомĕн членне курсанах, вĕсен чĕри уççăн тапма пуçларĕ.
— Эсир кунта çурт сутма пухăннине илтрĕмĕр эпир. Кун çинчен пионерсемпе комсомолецсем вулăса пĕлтерчĕç. Юлташсем! Сирĕн çак çурта сутас пулмасть. Эсир ку çурта юсасан, вутне турттарса пама пулсан, эпир сирĕн ялта шкул уçас тетпĕр. Пăхăр, юлташсем, сирĕн ачăрсем кунта пĕрлешсе шкул ыйтма килнĕ. Вĕсем вĕренесшĕн çунаççĕ. Çурт пур çинче епле эсир, ку çурта сутса, ачăрсене шкулсăр хăварăр.
Халăх сĕррр! кĕрлесе илчĕ.
Кăтра çӳçлĕ, хура кĕпеллĕ комсомолец вĕренни пит кирли çинчен хĕрӳллĕ сăмах каларĕ.
— Ленин пире Совет Союзĕнче пĕр хут пĕлмен çын ан пултăр тенĕ, — терĕ комсомолец юлашкинчен. — Шкул уçмасан, эсир Ленин сăмахĕсене, çĕнĕ пурнăç йĕркисене хирĕç пыратăр. Тĕттĕме пĕтермелле! Хăвăр ачăрсене шкул уçса парăр.
— Парăр пире шкул! — харăс, хытăрах кăшкăрчĕç пионерсем.
Шкул уçас шухăшлă çынсем хăпартланчĕç, «Канаш» вулакан старикĕн, пионерсене курсан, хĕпĕртенипе куçĕ шывлансах кайрĕ.
— Ара, халăх, епле кун пек хăйсем шкул ыйтакан ачасене шкул туса памăпăр! Намăс пулать пире, халăх!
Арман хуçипе куштансен пичĕ-куçĕсем улшăнчĕç: унталла-кунталла, хăйсене майлă çынсем шыраса, кăн-кан пăхкаларĕç.
Пуян Гриша, хăй ывăлĕсене пионерсем хушшинче курсан, кĕл пек шуралса кайрĕ. Пит хытă çилленсе кайса, вăл хыттăн, ятлаçнă пек, калама тытăнчĕ:
— Кирлĕ мар пире шкул! Авă, пăхăр, шкулта вĕренес ачасем мĕнле çӳреççĕ. Кун пек пĕчĕккисем ваттисен ĕçне пырса пӳлни тĕнче çуралнăранпа та пулман. Килĕшӳсĕр япала ку! Вĕсене мĕн шкулĕ! Хулă илмелле те хăваласа ямалла.
Халăх каллех сĕррр! кĕрлесе илчĕ. Куштансемпе пуян Гриша шухăшлисем пĕр майлă, шкул уçас текенсем (халĕ вĕсем нумайланчĕç) тепĕр майлă.
— Парăр пире шкул! — виççĕмĕш хут янратса ячĕç пионерсем.
Чылайччен тавлашсан, кĕрлесен, сасăларĕç те çурта шкул валли юсамалла турĕç. Вулăс исполкомĕн членĕ çавăнтăх договор çырма тытăнчĕ. Договорĕ çапла пулнă: халăх икĕ эрне хушшинче шкул çуртне юсаса парать, вуттине кирлĕ вăхăтра турттарать. Учительне шалу уездран параççĕ.
Пионерсемпе комсомолецсем мĕнле килнĕ çаплах, стройпа утса, ĕретлĕн кайрĕç. Хăйсен шухăшĕ вырăна кĕнĕшĕн кашни пионер, кашни комсомолец хавасланса утса пырать.
Пуху саланма тытăнчĕ. Арман хуçинчен эрех ĕçнĕ çынсем кăмăлсăрланса пухуран пуçран çапнă пек тухса кайрĕç.
Лапчăк карттуслă Иван, çурт сутнă чухне ĕçкĕ пулать-ха тесе ĕмĕтленнĕскер, халĕ чĕлĕмне тата хытăрах çыртса, шуйттансем тесе такама ятлаçса тухса кайрĕ.
Пуян Гриша, пысăк хуйхă пулнă пек, пĕкĕрĕлсе хутлансах ларнă пек туйăнчĕ. Асаплăн, вăрăммăн сывласа, хуллен чиркӳ хыçнелле утрĕ вăл.
Ванюк, киле таврăнсан, савăннипе лара-тăра пĕлмест.
Амăшне пухура мĕн пулни çинчен, икĕ эрнерен шкула вĕренме каймалли çинчен темиçе хут васка-васка каласа пачĕ. Ванюк амăшне ывăлĕ савăнни паха.
Ывăлĕпе пĕрле амăшĕ те хĕпĕртет.
Çывăрма выртсан, Ванюк тахçанччен çывăрса каяймарĕ. Пуçĕнчи шухăшĕсем вĕçсе çӳлелле хăпараççĕ. «Хамăр шкултан юлташсемпе вĕренсе тухатпăр та вара пурте икĕ сыпăклă шкула вĕренме кĕретпĕр. Икĕ сыпăклă шкултан тухсан е Хусана, е Мускава каятпăр».
Вырăн çинче чылайччен çавăрăнкаласа выртсан, Ванюк хăрах аллине питçăмарти айне чикрĕ те савăнăçлă шухăшсемпе тутлăн çывăрса кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...