Сигнал вăрттăнлахĕ
Миша машинăсем кĕрленĕ шавпа вăранса кайрĕ.
— Чуниллисем, хĕвел тухичченех персе çитрĕç. Тем пулнă ĕнтĕ, — терĕ унăн амăшĕ, чӳрече умĕнчен пăрăнса.
— Фашистсем-и?
— Камсем пулччăр тата... — аллине сулчĕ амăшĕ. — Юлашки чăх-чĕпе пуçтарса кайма килчĕç пуль ĕнтĕ.
«Сигнал тухса тăратмалла», — çиçсе илчĕ Миша пуçĕнче. Вăл вырăн çинчен йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те çенĕке çăвăнма тухрĕ. Çав вăхăтра кил хушши алăкне хытă шаккани илтĕнчĕ.
— Тухса уç хăвăртрах, ывăлăм. Тем курса ларăпăр тата, — терĕ амăшĕ, пӳрт алăкне уçса.
Миша питне çуса пĕтермесĕрех алăк уçма тухса чупрĕ.
— Ком! Ком! Марш шкула! — урамалла тĕртсех кăларса ячĕ ачана куçлăхлă салтак. Хăй, пысăк аттисемпе кĕмсĕртеттерсе, пӳртелле кĕрсе кайрĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, фашист Мишăп вунă çулхи шăллĕпе вăрçă пуçланнăранпа вăхăтсăр ватăлса кайнă амăшне илсе тухрĕ.
— Шкула! Шкула! — васкатрĕ салтак, автомат тӳртĕшĕпе çурăмран чышса.
Миша халь тин асăрхарĕ: ялта унта та кунта брезент витнĕ пысăк автомашинăсем тăраççĕ. Симĕс тум тирлĕ салтаксем, хура шинеллĕ полицайсем урам тăршшĕпех сапаланса пĕтнĕ, пушар тухнă пекех чупкаласа çӳреççĕ. Салтакссм кашни киле кĕрсе тухаççĕ, тин çеç вырăн çинчен тăма ĕлкĕрнĕ çынсене, ăшă ыйхăпа çывăракан ватă-вĕтĕсене вăратса, урама хăваласа тухаççĕ. Ялта фашистсем хăйсен чĕлхипе çуйăхашса калаçни, пĕчĕк ачасем макăрни илтĕнсе тăрать.
Миша икĕ çул хушшипче кун пек япаласене сахал мар курнă ĕнтĕ. Гитлероветсе, пĕр-пĕр çĕнĕ приказ кăларсан, ял халăхне яланах çырма леш енчи шкул умне пухса вуласа параççĕ. Тепĕр чухне, партизана е коммуниста тытсан, пĕтĕм ялйыш умĕнче персе пăрахаççĕ. Чĕчĕ ачисене те килте хăвармаççĕ ун пек чухне. Пурне те шкул умĕнчи площаде пухаççĕ.
Анчах хальхинче Миша шухăшланă пек пулмарĕ. Салтаксем илсе пынă çынсене тӳрех пушă шкула хăва ласа кĕртеççĕ. Чӳречесем умĕнче те, алăк патĕнче те часовойсем тăраççĕ.
Мишăсен çемйи пиллĕкмĕш «А» класа лекрĕ. Вăрçă пуçланнă çул çак класра вĕреннĕччĕ Миша. «Фашистсем килмен пулсан, кăçал çиччĕмĕш класран вĕренсе тухаттăм», — шухăшларĕ вăл, пӳлĕме йĕри-тавра пăхса çаврăнса. Кунта ăна кашни кĕтес, кашни пĕрене паллă. Миша партти малти икĕ чӳрече хушшинче ларатчĕ. Халь класс пушă. Партăсене фашистсем вăрçă пуçланнă çулах вакласа çунтарнă. Учитель ларăкан сĕтеле те хăварман.
Хĕвел тухса хăпарнă тĕле класс пĕтĕмпех халăхпа тулса ларчĕ. Ниçта ларма-тăма вырăн юлмарĕ. Ватăраххисемпе ачаллă хĕрарăмоем — кам ăçта пĕлнĕ унта — урайнех ларса тухрĕç. Вĕлле хурчĕ сĕрленĕ пек кĕрлет шкул. Халăха мĕншĕн пухнине никам та пĕлмест. Кашниех хăйĕн шухăшне калать.
— Ял халăхне шкулĕ-мĕнĕпех çунтарса яма шутламаççĕ пулĕ те кусем? — иккĕленет граждан вăрçинченех хăрах урине çухатса таврăннă мучи.
— Тем те кĕтме пулĕ вĕсенчен,-илтĕнет кĕтесрен тепĕр сасă. — Курса хăнăхрăмăр ĕнтĕ...
— Ырăшăнах пухман, паллах...
Класри халăх шăпланать. Ачасем те, пысăккисем калаçнине ăнланнă пекех, макăрма чарăнаççĕ. Кашниех тарăн шухăша каять. Хăрушă!..
Миша аса илчĕ те, унăн çанçурăмĕ вĕлтренпе пĕçертнĕ пек сăрăлтатса кайрĕ. «Мĕн туса хутăм эпĕ! Сигнал кăларса тăратман вĕт! Паян партизансен связнойĕ килмеллеччĕ...»
— Миша, мĕн пулчĕ сана? — ыйтрĕ чӳрече сулли çинче ларакан шăллĕ Коля. — Эсĕ сĕт пекех шуралса кайрăн.
— Пĕр япала тума манса кайнă... — терĕ Миша.
Хăй çавăнтах шăллĕ умĕнче сăмах персе янăшăн шеллерĕ. Ун пек вăрттăн япалана Коля мар, амăшĕ те пĕлмест...
— Мĕн, Миша? — çине тăчĕ Коля.
— Кай-ха, пĕлместĕн эс...
— Кала ĕнтĕ? Тен, пĕлетĕп... — пăшăлтатрĕ пĕчĕк Коля.
— Çырт шăлна! Нимĕн те пĕлместĕн, пĕлме те кирлĕ мар сана!
Миша сăнран улшăннине амăшĕ те асăрхарĕ.
— Чирлемерĕн пулĕ те эс, ывăлăм? — ыйтрĕ вăл, пăшăрханнă пек пулса.
— Çук-çке, — тесе, Миша амăшĕпе шăллĕ патĕнчен аяккарах пăрăнса тăчĕ. «Мĕн туса хутăм! Мана пула партизансен связнойĕ тăшман аллине лекме пултарать». Çак шухăш ача пуçенчен киле таврăнмасăр та сирĕлме пĕлмерĕ.
Халăха шкулта каç пуличченех тытса тăчĕç. Фашистсем вăйпитти хĕрсене, хĕрĕх çынна яхăн, суйласа илчĕç те икĕ автомашина çине лартса илсе кайрĕç. Гитлеровецеем ялтан тухса кайсан тин килĕсене саланчĕ шкулти халăх. Вăл кунхине илсе кайнă хĕрсене тăшман хăйĕн çĕршывне ăсатнă тенĕ хыпар сарăлчĕ кайран ялта.
Миша, киле таврăнсан, чи малтан пӳрт хыçне чупса тухрĕ. Вăл, тĕлĕннипе, тапах чарăнса тăчĕ. Унăн урисем чĕтреме тытăнчĕç. Партизансен связнойĕпе Миша хушшинчи вăрттăнлăха тата такам пĕлет иккен. Вĕсен чӳречи умне тул-енчен такам шурă патак тăратса хăварнă. «Ялта фашистсем пур. Кĕме юрамасть!»-тенине пĕлтерекен сигнал вăл. Чӳрече умĕнче шурă патак çук пулсан — çул уçă! Ваня пичче яла ним шикленмесĕрех кĕме пултарать. Миша вара партизансен связнойне çĕнĕ хыпарсем каласа парать, çĕнĕ задани илсе юлать.
Çак вăрттăнлăха çĕр çинче те икĕ çын кăна пĕлет тесе шаннăччĕ Миша паянччен. Пăх та кур! Патака такам унсăр пуçне кăларса тăратнă. Мишăна ку мыскара хытă хăратса пăрахрĕ. Вăл аса илме тытăнчĕ. Кăмака хыçне хунăччĕ вăл ку патака. Ĕнер каçхине те унтах выртатчĕ. Халь çине фашистсем яла килсе çӳремен те, патак та кирлĕ пулман.
— Миша! — кăшкăрса чупса пычĕ Коля хăй пиччĕшĕ патне. — Патака эпĕ тăратса хăвартăм.
— Хăçан?! — теме кăна пултарчĕ аптраса ӳкнĕ Миша.
— Паян ир, эсĕ кил хушши алăкне уçма тухсан чӳрече витĕр тăратса хутăм.
— Мĕншĕн? — пĕлмĕш пулчĕ Миша.
— Паян Ваня пичче килмелле-иç. Ялта фашистсем...
— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн ун пирки? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Миша.
— Эпĕ манса кайнăччĕ. Анне астутарчĕ, — лăпкăн хуравларĕ Коля.
— Анне те пĕлет-и?
— Пĕлмесĕр. Тахçанах пĕлетпĕр эпир сан вăрттăнлăхна. Ваня пичче сан патна вырсарникунпа юнкун сеç килсе çӳрет. Ялта фашистсем пулсан, эсĕ яланах çак патака чӳрече умне тухса тăрататăн. Шурă патак вăрман хĕрринченех курăнать.
Миша шăллĕне тинкерсе пăхрĕ. Пĕчĕк Коля юлашки икĕ çул хушшинче чылай ӳссе кайнине халь тин асăрхарĕ вăл. Унăн шăллĕне паян ырă ĕç тунăшăн мухтас, тав тăвас килчĕ. Анчах вăл:
— Асту! Никама та ан шарла!-тесе юнарĕ пӳрнипе. Унтан чӳрече умĕнчи шурă патака илсе пăрахрĕ — фашистсем ялтан кайнă.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, вăрмантан партизансен связнойĕ тухрĕ. «Ваня пичче шурă патака илессе иртенпех кĕтсе ларнă иккен», — тавçăрса илчĕ Миша.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...