Хăрах Куç
Отряд командирĕ мана Харченкопа пĕрле хăй патне чĕнтерчĕ. Харченко — партизансен отрядĕнче çĕнĕ çын. Вăл пирĕн пата пĕр-икĕ эрне каярах кăна, фашистсен лагерĕнчен хăтарнă хыççăн, пычĕ.
— Сире паян пĕр пысăк задани паратăп. Эсĕ асли пулатăн, — терĕ командир, ман çине пăхса.
— Итлетĕп сире! — терĕм эпĕ.
— Харченко юлташшăн ку пĕрремĕш задани пулать, — малалла тăсрĕ командир. Вăл Харченко çине пăхса илчĕ те: — Килĕр кунтарах. Акă, Озерки ялĕ. Питех те хитре вăл. Эсĕ кунта пулса курнă-и? — тесе ыйтрĕ манран.
— Çук, тӳр килмен. Унта фашистсен карательнăй отрячĕ тăрать, — терĕм эпĕ.
— Тĕрĕс. Икçĕр çынна яхăн. Старосета кам унта?
— Хăрах Куç.
— Çапла, Хăрах Куç. Ăна ыран ирччен «çӳлти патшалăха» ăсатмалла. Чĕрĕлле илсе юилсен, тата лайăхрах...
Командир пире Хăрах Куç çинчен каласа пачĕ. Ăна вăтăрмĕш çулсенче ялти ытти кулаксемпе пĕрле çурçĕре ăсатнă. Ялйыш ун çинчен манса кайма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хĕрĕх пĕрремĕш çулта вăрçă пуçланман пулсан, Хăрах Куçа аса илекен те пулас çукчĕ пулĕ. Анчах, яла фашистсем пырсан, нумай та вăхăт иртмен, Хăрах Куç персе çитнĕ. Вăл малтанах ялйыш умĕнче чĕрĕп пек шăп, тилĕ пек йăпăлти пулнă. Кашни çын умĕнче ырă пулма тăрăшнă, хăй çав вăхăтрах вĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Колхозри активистсен, коммунистсемпе комоомолецсен, партизансен ячĕсене çырса хунă. Хăрах Куç хăюлланнăçемĕн хăюлланса пынă. Ĕлĕк ун хăйĕн пӳрчĕ пулнă, халь вăл пушă ларакан колхов правлени çуртне пурăнма куçнă. Часах фашистсем Хăрах Куçа ял старостине лартнă, ăна хураллама полицай тупса панă.
Хăрах Куç хăй валли чи лайăх çĕрсене касса илнĕ. Унта колхозниксене ĕçлеттернĕ.
«Эсир ман çĕрпе миçе çул ырă куртăр, халь уншăн куланай тӳлĕр», — тесе хăратнă вăл ял çыннисене. Вĕсен выльăх-чĕрлĕхне хăваласа тухнă, тăр-кăнтăрлах кĕлетсене ухтарса çӳренĕ, колхоз пурлăхне çаратса, Германие ăсатнă.
* * *
Озерки ялĕ патне эпир каç пулас умĕн çитрĕмĕр. Тĕттĕмленессе кĕтсе, вăрман хĕрринчи чăтлăха пытанса лартăмăр. Правлени çурчĕ пирĕнтен инçех мар. Эпир ăна бинокль витĕр аванах куратпăр. Тип çырма тăрăх пĕр çур километр пек кайсан, ферма çурчĕсем патне тухатăн. Вĕсем халь пушă. Унти выльăх-чĕрлĕхгсене вăрçă пуçлансан хĕвелтухăçнелле хăваласа кайнă. Ферма хыçĕнче урам пуçланать. Сулахай енчи виççĕмĕш çуртăн аялти хутне кирпĕчрен купаланă, иккĕмĕш хутне йывăçран тунă. Ку — правлени çурчĕ. Унта халь Хăрах Куç пурăнать. Çуллахи хĕвел тин кăна вăрман хыçне пытанчĕ пулин те, урамра пĕр çын та курăнмасть.
Ку пире тĕлĕнтерчĕ. Кĕтмен çĕртен урам тăрăх шурă лаша кӳлнĕ тăрантас хăпарни курăнчĕ. Тăрантас çинче иккĕн ларса пыраççĕ. Пĕри — çар çыннилле тумланнă, тепри, сухалли, хура пиншак тăхăннă. Лав пӳрт патне çитсен, тăрантас çипчен пĕри анчĕ те хапхана уçрĕ.
— Хăрах Куç таçтан таврăнчĕ пулас, — терĕ манпа юнашар выртакан Харченко.
— Питĕ аван, пире вăл килте пулни кирлĕ те, — терĕм зпĕ. Çапла каларăм çеç, староста картишĕнче кĕтмен çĕртен пăшал сассисем кĕрлесе кайрĕç. Хапхаран хура пиншак тăхăннă çын чупса тухрĕ те çул çине чĕркуçленсе ларчĕ. Автомат шăтăртатса илчĕ. Урамри çын ура çине тăма хăтланчĕ, анчах тăраймарĕ, аллисемне хăлаçланса, тусан çине тăсăлса ӳкрĕ.
— Мĕн пулса иртет унта? — ыйтрĕ манран Харченко.
— Халлĕхе паллă мар-ха. Лайăхрах сăна! — терĕм эпĕ ăна.
— Урамра та, староста килĕнче те нимĕнле хускалу та çук, — пĕлтерчĕ вăл мана.
— Ан васка, анкарти еннелле пăх. Куратăн-и?
— Куртăм! Правлени çуртĕнчен виçĕ çын тухрĕç те çĕрулми кассисем хушшипе пĕшкĕнсе чупаççĕ.
— Ача-пăчасем пулас вĕсем, — тавçăрса илчĕ Харченко.
— Тĕрĕс, ачасем. Анчах вĕсен виççĕшĕн те пăшал пур. Эсĕ вĕсене куçран ан вĕçерт. Эпĕ староста çуртне сăнатăп.
— Виçĕ арçын ача — пĕрин аллинче карабин, иккĕшĕн автомат — анкартинчен тухрĕç те ял çумĕнчи вăрмана кĕрсе çухалчĕç, — пĕлтерчĕ Харченко тепĕр самантран.
Эпир пĕр çур сехет хушши бинокльсенчен куç илмесĕр ял еннелле пăхса лартăмăр. Староста пурăнакан çурта кĕрекен те, унтан тухакан та пулмарĕ. Чылай вăхăтран çеç урам вĕçĕнчи пӳртрен витре йăтнă хĕрарăм тухрĕ. Вăл çул çинче выртакан виле умĕнче кăштах чарăнса тăчĕ те хирĕç çурта кĕрсе кайрĕ. Тепĕр самантраи унтан икĕ хĕрарăм тухрĕç. Вĕсенчен пĕри урамри çынна урипе тапса пăхрĕ те каялла утса кайрĕ. Хăй такама çиллевнĕ пек.
— Ялта фашистсем çук-шим? — ыйтрĕ Харченко.
— Вĕсем пулсан, халиччен пĕтĕм яла ура çине тăратнă пулĕччĕç, — терĕм эпĕ.
— Çапла çав, — килĕшрĕ манпа Харчевко. — Нивушлĕ старостăпа унăн хуралçине çав шĕвĕрсем вĕлерсе тухрĕç?
— Паллах, çавсем. Анчах камсем-ши вĕсем?
Харченко хулпуççийĕоеве хускатса илчĕ.
Эпир, каç пуласса кĕтмесĕрех, яла кайса пăхма шутларăмăр. Малтан урам хĕрринчи пӳрте кĕтĕмĕр. Чылайччен шакканă хыççăн çенĕкре хĕрарăм сасси илтĕнче.
— Кам унта?
— Партизансем.
Алăк шанкăртатса уçăлчĕ. Пире паçăр шыв ăсса килекен хĕрарăм уçса кĕртрĕ.
— Апла, Хăрах Куçа эсир... мĕн... турăр-и?- ыйтрĕ вăл. — Çав кирлĕ-ха ăна, чуниллине. Леш ӳсĕр михĕ те картишĕнче тăсăлса выртать. Иккĕшĕн те тинех шалчи тулчĕ иккен. Хăрах Куç килнĕренпе ял çыннисен пурнăçĕ çав тери йывăрланса çитрĕ. Вăйпитти арçынсемле хĕрарăмсене Германие хăваласа кайрĕç. Манан пĕртен-пĕр хĕрачана та таçта ăсатрĕç. Халь акă юлашки ĕнене Хăрах Куç хăй патне кайса хупрĕ, — терĕ хĕрарăм. — Тавтапуçах сире, ывăлăмсем. Çĕрулми çиместĕр-и?
Эпир ним калама аптраса тăтăмăр. Хĕрарăм пиреырласа тăкрĕ.
— Сирĕн ялта фашистсем çук-им? — ыйтрĕ унтан Харченко.
Хĕрарăм пирĕн çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Кайрĕç вĕсем. Ĕнер çĕрле, пушар пулнă пекех, васкаса тухса кайрĕç. Хăрах Куçа хураллама çеç пĕр полицай хăварнă.
Эпир кăмăллă хĕрарăмпа сывлуллашрăмăр та староста патне кайрăмăр. Пӳрт умĕнче пустав пиншак тăхăннă çын выртать. Эпир кĕсъерен хунарсем кăларса ăна çутатса пăхрăмăр. Унăн сулахай куçне хура пусма таткипе çыхнă. Акă мĕншĕн ăна Хăрах Куç тенĕ иккен. Çамкинчен, пуля кĕнĕ вырăнтан, юн сăрхăнса тăрать. «Тĕл тивертнĕ, шĕвĕрсем», — шухăшларăмăр эпир ачасем пирки, унтан картишне кĕтĕмĕр. Унта — полицай вилли.
Отряда Хăрах Куç лашипе таврăнтăмăр. Апла пулин те, питĕ кăмăлсăр пултăмир. Мĕншĕн тесен командир заданине пурнăçлама тĕл иилеймерĕ пире. Каярах юлтăмăр, ăна хамăр куç уменчех урăххисем турĕç.
Командира эпир ĕç мĕнле пулса иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăмăр. Вăл та пирĕн пекех хытă тĕлĕнчĕ. Камсем пулма пултарнă-ха çав виçĕ арçын ача? Тепĕр кунне эпир кӳршĕри отрядсемпе çыхăнтăмăр. Анчах манпа Харченкосăр пуçне ĕнер Озерки ялĕнче урăх пĕр партизан та пулман.
Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан командир каллех Харченкопа иксĕмĕре фронтпа çыхăнса тăракан шоссене сăнама ячĕ.
— Çапăçăва ан хутшăнăр. Мĕнле чаçсем тата вĕсем хăш еннелле куçнине сăнăр,- асăрхаттарчĕ вăл.
* * *
Питĕ илемлĕ çуллахи ир вăрманта. Пуç тăрринче тĕрлĕ кайăксем илемлĕ юрăсем кĕвĕлеççĕ. Таврана чечексен ырă шăрши сарăлнă.
Эпир Харченкопа хĕвел тухиччен шоссе хĕррине тухрăмăр та çул кукринчи шултра йывăçсем хыçне вырнаçса лартăмăр.
Чылай вăхăт хушшинче пĕрер-икшер машина кăна ирте-ирте кайрĕ. Кăнтăрла çитес умĕн фронт еннелле пĕр танкетка тусан çĕклесе иртрĕ те тепĕр çур сехетрен каялла таврăнчĕ.
Вăл кайнă енчен кĕçех моторсен хăватлă шавĕ илтĕнме тытăнчĕ.
— Танксем килеççĕ. Лайăх шутла. Асра тытса юлма тăрăш. Хут çине çырма юрамасть, — асăрхаттартăм эпĕ Харченкона.
Миçе танк иртнине хам та шутласа пыратăп. Малтан çăмăл танксем, унтан вăтам тата йывăррисем, самоходнăй орудисем иртрĕç. Кайран йывăр артиллери, миномёт чаçĕсем, автомашина çинче ларса пыракан пехота, мотоциклистсем иртме пуçларĕç. Юлашкинчен виçĕ çăмăл танк иртрĕ те, шоссе каллех пушанса юлчĕ.
Хĕвел анасси нумай та юлмарĕ ĕнтĕ. Эпир отряда таврăнма пуçтарăннăччĕ кăна, çул çинче лавсем курăнса кайрĕç.
— Халь обоз куçма тытăнать пулас, — терĕм эпĕ, тепĕр хут хам вырăна ларса.
— Кăштах тăхтаса пăхар-ха, эппин, — килĕшрĕ Харченко.
Пирĕн телее-и е çук-и, ку обоз пулмарĕ. Шоссе тăрăх пурĕ те икĕ лав кăна пырать. Пĕрремĕш лавĕ çине икĕ салтак ларнă. Пĕри, урисене усса лараканни, тутапа каламалли купăса нăйкăштарса пырать. Тепĕр салтакĕ тилхепе тытнă. Иикĕмĕш лав хыçĕнчен тăсланкă та çинçе кĕлеткеллĕ салтак утать. Вăл, тарăн шухăша кайнă пек, ури çине пăхса пырать. Хушăран такăнкаласа илет.
— Атя, вĕсене купăс калама чаратпăр, — пăшăлтатса каларĕ Харчевнко.
— Юрамасть! Командир мĕн хушрĕ, — терĕм эпĕ ăна.
Лавсем эпир ларнă тĕле çывхарса килеççĕ. Унччен те пулмарĕ, çул леш енчен автомат сассисем илтĕнсе кайрĕç. Пĕрремĕш лав çинче купăс каласа пыракан салтак çавăнтах çĕре персе анчĕ. Тепри урапа çинчех выртса юлчĕ. Лаша, хăранипе çултан пăрăнса, канав урлă сикрĕ. Урапа тункатаран çакланчĕ те арканса кайрĕ. Хыçалти лаша тăпах чарăнса тăчĕ. Урапа хыçĕнчен пыракан тăсланкă салтак аллисене çĕклерĕ. Анчах вăрмантан каллех автомат сасси илтĕнчĕ. Салтак, урапаран тытма хăтланна пек, ик-виçĕ утăм турĕ те çул çине çаврăнса ӳкрĕ.
Çак ĕç питĕ хăвăрт пулса пртрĕ. Эпир нимĕн те ăнланса юлаймарăмăр.
Харченко вырăнтан хускалса илчĕ.
— Вырт, ан тапран! — хушрăм эп ăна.
Çул леш енчи вăрмантан вунпилĕк-вунултă çулхи арçын ача тухрĕ. Вăл шоссе тăрăх икĕ еннелле пăхса илчĕ. Унтан автоматне çурăм хыçне çакрĕ те виçĕ хутчен вăраххăн шăхăрчĕ. Вăрмантан тата икĕ ача сиксе тухрĕç. Пĕри винтовка, тепри автомат тытнă. Темĕн çинчен пăшăлтатса калаççĕ.
— Çавсем! — пăшăлтатса илчĕ Харченко. — Хуть те мĕн кала, çавсемех.
Эпĕ вăл камсем пирки каланине çийĕнчех ăнланса илтĕм. Акă камсем вĕсем Хăрах Куçа леш тĕнчене ăсатакансем...
— Çул çине тухатпăр, — терĕм эпĕ Харченкона.
— Хăратса тартас марччĕ вĕсене.
— Ан хăрăр, эпир партизансем! — кăшкăртăмăр эпир чăтлăхран тухса.
Ачасем малтанах аптраса ӳкрĕç. Вĕсем пире, кĕтмен çĕртен сиксе тухнă çынсене, пăшалĕсемпе тĕллеме те ăнкараймарĕç.
— Ăçтан эсир? Камсем?- ыйтрăм эпĕ вĕсенчен.
Ачасем ним те чĕнмерĕç. Кăшт тăрсан асли:
— Эсир, партизансем пулсан, пире командир патне илсе кайăр, — терĕ.
— Каламастăр, эппин? Эсир Озерки ялĕнчен. Çапла-и? — терĕм эпĕ.
— Ăхă, — терĕ чи пĕчĕкки. Аслă ачи ăна çавăнтах айăкран тĕртсе асăрхаттарчĕ. Лешĕ шăлне çыртрĕ.
Кусемпе калаçса татăлас çуккине чухласа илтĕм эпĕ.
— Кайрăмăр!
Ачасем çул тăршшĕпех шарламасăр пычĕç. Штаба çитсен вара вĕсем командира хăйсен ĕçĕсем çинчен тĕппипех каласа пачĕç.
Вĕсенчен чи асли вунултă çулта, Гена ятлă. Вăл Ленинградра çуралса ӳснĕ. Унтах вĕреннĕ, комсомола кĕнĕ. Саккăрмĕш класс пĕтерсен, каникул вăхăтĕнче, Озерки ялне, тăванĕсем патне, канма килнĕ пулнă-мĕн. Кĕçех вăрçă пуçланнă. Гена тăван хулине таврăнайман.
Вăл ялти ачасенчен Тимур команди туса хунă. Фашистсем пырсан, вĕсем ял çыннисене совет самолечĕсем пăрахса хăварнă листовкăсене вуласа панă. Пĕррехинче Хăрах Куç Гена кĕсйинче листавкăсем тупнă. Полицайсем ăна уншăн тăнран яричченех хĕненĕ. Кайран çĕрулми хумалли нӳхрепе кайса пăрахнă. Каç пулсан, ăна хăйĕн юлташĕсем, Кольăпа Миша, нӳхрепрен кăларнă та тăванĕсем патне илсе кайнă.
Сывалса çитсен, Гена юлташĕсемпе пĕрле партизансене шырама тухса кайнă. Ялтан каяс умĕн пĕчĕк партизансем Хăрах Куçа тавăрма шутланă иккен.
Çак ĕçе шăпах ĕнтĕ эпир Харченкопа иксĕмĕр курса тăнăччĕ.
— Пăшалсем ăçтан тупрăр эсир? — ыйтрĕ командир.
Пирĕн çарсем чакнă чухне Озерки ялĕнче хăватлă çапăçу пулса иртрĕ. Пирĕннисем фшистсен пĕр полкне аркатса тăкрĕç. Эпир, тимуравецсем, вĕсен автомачĕсене пухса, çĕр айне пытарса хутăмăр.
— Малалла мĕн тума шутлатăр?
— Эпир, командир юлташ, сире шырарăмăр... — терĕ Гена çирĕппĕн. — Партизансен отрядĕнче юласшăн...
— Мĕн тăватпăр, юлташсем? — ыйтрĕ пирĕнтен командир.
— Хамăр отряда илес вĕсене, — терĕç партизансем.
Хăрах Куçа питĕ меллĕ майлаштартăр вара эсир, — терĕ Харченко, ачасем çине кăмăллăн пăхса.
— Эпĕ çав куна нумай вăхăт кĕтсе пурăннă, — ответлерĕ Гена.
Ачасем отрядри партизансемпе хăвăрт паллашса çитрĕç. Вĕсене пурте юрататчĕç. Эпир те çамрăк паттăрсемпе чи çывăх юлташсем пулса тăтăмăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...