Чĕремĕр


Чăваш çĕрĕ-шывĕ

ал тупанĕ пек пĕчĕк теççĕ,

сăхман сарсассăнах

куçран çухалать вăл

тесе шӳтлеççĕ.

Мĕнех,

кĕме кирлĕ мар чĕрре.

Картă çине

пăхар-ха пĕрле.

Куратăр-и,

Чăваш çĕр-шывĕ вăл

пĕчĕк чĕре,

Атăл –

тулли юн тымарĕ.

Çапла мар-и?

Тăванăм,

Чăваш çĕрĕ-шывĕ вăл

санпа манăн чĕре,

чĕре вара

пурин те пĕрре.

 

Илтетĕн-и,

кăкăрсенчех тапать вăл,

юна çывăрттармасть,

уçлать,

уçлать…

Çамрăксенче çав юн

черчен ӳтре вылять,

ваттисенче çав юн

пуç миминче вылять.

 

Хăшĕсем тăван чĕлхемĕре

вĕр-çĕнĕ тупăкра кураççĕ.

Çут малашлăха çывхартатпăр тесе

кăкăр сĕчĕ çине сураççĕ.

Тăванăм,

чăтаймастăп кĕмесĕр чĕрре:

анне чĕлхи çĕр-шыв пекех вăл - пĕрре.

 

Пĕчĕккинче тăван сăмахăмăр

чĕкеç чĕлхи евĕр пултăр,

çамрăккинче тăван сăмахăмăр

хĕртнĕ хурçă евĕр пултăр,

ватă çынра тăван сăмахăмăр

ылтăн-ахах евĕр пултăр.

Тăван чĕлхеçĕмĕр –

пирĕн юн,

Чăваш çĕрĕ-шывĕ -

пирĕн чĕре.

 

11.02.1979.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: