Вилĕме хăйсем чĕнмеççĕ хурçă шанчăклă çынсем
Пурнăçра кашни хăна çав,
Шăпине кура çынна
Тепĕр чух мĕскер кăна-ши
Кăтартмасть çак самана?
Революци кĕр кĕрлерĕ
Аслати пек сасăпа,
Кашнинех куçран хистерĕ:
— Эй, кала-ха, эс кампа?
Çиçĕм çиçрĕ, çĕр чĕтрерĕ
Кунĕпе те çĕрĕпе,
Аçтаха пуçне çĕклерĕ,
Тавлашать çут тĕнчепе.
Пĕлĕтсем хура, синкерлĕ,
Чараймастăн тăвăла,
Тӳпене чăваш тинкернĕ,
Шухăшлать: мĕн тумалла?
Нишлисемшĕн кирлĕ хӳтлĕх
Ураран ӳкериччен,
Е тата: кам самăр ӳтлĕ,
Çавă шиклĕрех иккен.
Шурă, хĕрлĕ тĕслĕ çиçĕм
Тӳпере хĕресленет,
Ăш-чикри асамлă сисĕм
Тимлĕрех пулма хистет.
Е тарса пытанмалла-и,
Выртмалла-и йăпшăнса,
Тăвăла парăнмалла-и,
Пĕтмелле кӳтсе, шăнса.
Пӳлĕхçĕ пулсассăн, куртăр,
Çук, пĕтесшĕн мар чăваш,
Утăм хыççăн утăм пултăр,
Тăвăлпа, чăваш, тавлаш.
Талпăнсам вут-çиçĕм витĕр
Малалла тăк малалла!
Çĕнĕ кун патне, тен, çитĕн
Сухапуç тытса алла.
Çĕнĕлле ака та тăвăн
Сывлăмпа эс çăвăнса,
Çĕнĕлле шăратăн сăвă
Чăн чăвашшăн савăнса!
Шухăшсем таçта вĕçеççĕ,
Аякка, инçе-инçе,
Тăшмансем чуна çиеççĕ.
Пурнăç хĕлĕхĕ çинçе.
Тепĕр чух такăнтараççĕ
Сĕмсĕррĕн ура хурса,
Çавăнтах хăйсем тараççĕ
Эс тӳрех сиксе тăрсан.
Элеклеççĕ, хĕтĕртеççĕ
Пĕр-пĕрне сăйла-сăйла,
Хут çине çырса тĕрлеççĕ
Тĕрлĕ-мерлĕ айăплав.
Шыв тумламĕ пĕчĕк çеç те
Шăтарать çав вут чулне,
Ултавпа элек пӳлеççĕ
Çамрăк сăвăçăн çулне.
Сывă пултăр Шупашкарĕ,
Сывă пултăр Шăхасан,
Пăравус салхун хашкарĕ
Чăваш Ен хыçа юлсан.
Вĕтĕ хум хускатнă тинĕс
Саламлать пек тăванла:
Тавçăрса илетĕн тин эс,
Тем каласшăн вăл, тăнла.
Хуп-хура, сенкер е симĕс —
Тинĕс тĕсĕ тĕрлĕрен,
Тепĕр чух ирпе тип-тикĕс,
Лăпкăн, шăппăн тĕлĕрет.
Тулхăрса кайсассăн тинĕс
Çывхартмасть те хăй патне
Ăнланма пуçлатăн тин эс
Иксĕлми вăй-хăватне.
Лăпланса çитсессĕн хумĕ
Çăвăнма кĕме сĕнет,
Улшăнать сăрт-тăвăн тумĕ,
Таврара шăв-шав сӳнет.
Вĕçсĕр-хĕрсĕр анлă тинĕс
Ачашлать пек, ӳкĕтлет:
Пурăнмашкăн эсĕ тивĕç,
Кĕрешӳ сăна кĕтет.
Кăнтăрта ӳстернĕ çимĕç
Сиплĕрех çĕр улминчен,
Чир-чĕрсем текех, тен, тивмĕç
Чĕрĕлсен çав, чĕрĕлсен.
Хĕвелпе хумсем çиçеççĕ,
Хутшăнсах пырать вăй-хал,
Ир те каç аса килеççĕ
Чăваш Ен, йăмраллă ял.
Çук, унта ăна кĕтмеççĕ,
Хирĕçлет тӳре-шара,
Тен, пырсассăн та кĕртмеççĕ
Авалхи Шупашкара.
Сăввисем пичетленмеççĕ,
Хисепре - урăххисем,
Хăйсене çӳле çĕклеççĕ
Тĕрлĕрен хурхуххисем.
Выçлăхра Чăваш çĕршывĕ,
Вилĕм килсерен çӳрет,
Юлĕ-ши çĕршывĕ сывă,
Е пĕтет, çĕтет тӳрех?
Çухалсан чăвашăн ячĕ
Юрăçсем те кирлĕ мар,
Тăрăшсамччĕ, пулăшсамччĕ
Сыхланса юлма ăна.
Туслăх хакĕ - виçĕ пуслăх
Пĕр-пĕрне пулăшмасан,
Çăлăнăç кӳрет çав туслăх
Йывăрлăх килсе тухсан.
Кăнтăрта паллашнă тусĕ
Украинăна чĕнет:
— Халăхна та кӳрĕн усă, —
Çĕр пайне ĕçе чĕнет.
Усалпа çĕре ан асăн,
Çĕр çынна хирĕçтерет,
Çĕр хуçи хаяр пулсассăн
Тарçисем кураççĕ терт.
Çĕр ыйтса çыраççĕ тавăç,
Айăплаççĕ пĕр-пĕрне,
Çĕр пайне вырнаçнă сăвăç
Тăчĕ юрлисен енне.
Пуянсем чĕрре кĕреççĕ
Çĕр парсассăн чухăна,
Сăвăçа куллен йĕрлеççĕ.
Тĕп тăвасшăн çав ăна.
Шухăшлать пĕр вĕçсĕр каччă
Выçлăхри ялсем çинчен,
Тырă-пулă ăсатасчĕ,
Хăтарасчĕ вилĕмрен.
Çав-çавах тытасшăн тарçă
Килĕнче çĕрме пуян,
Кĕлетне уçасшăн мар çав
Пулăшу ыйтма пырсан.
Калама çук ирсĕр шухăш
Хăш-пĕрин амаланать:
"Ку чăваш ытла та шухă,
Ма кунта хуçаланать?"
Ир енне виле тупаççĕ
Çĕр ĕç пайĕн садĕнче,
Çакăнса тăрать, кураççĕ,
Улмуççи туратĕнчен...
Çумăр кунĕпе лӳшкенĕ
Сăвăçа пытарнă кун,
Пуп пыман, хĕрессĕр кĕнĕ
Шăтăка ытарлă чун.
Халăхра халап сараççĕ
Сарăмсăр вилни çинчен,
Чăнлăха пĕлме чараççĕ,
Камшăн кирлĕ çын вилсен?
Çакăнса хăйсем вилмеççĕ
Хурçă шанчăклă çынсем,
Ма çакна шута илмеççĕ
Паянхи çыравçăсем?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...