Йывăр вăхăт
Акă ĕнтĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе ячĕ. Миçе мильюн тăлăх турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильюн çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асаплă пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сӳнет! Кама усă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест. Хура халăх йăнăшса макăрса анчах тăрать. Çакă йывăр пурăнăçа кура пирĕн хресченсенчен хăшĕ-хăшĕ час-часах çĕнĕ йĕркепе ирĕклĕхе айăпласа калаçаççĕ: «Ку çĕнĕ йĕрке ĕлĕкхинчен те усал, нимĕн те çитми пулчĕ!» — теççĕ. Çук, çитменни вăл çĕнĕ йĕркерен мар, вăрçăран çитмест. Вăрçă пирĕн патшалăха çĕнĕ йĕркечченех вилĕм алăк умне илсе пырса тăратнă, ăна пире пулнă патшапа унăн улпучĕсем халăхран хăранипе анчах систересшĕнех пулмарĕç, анчах пытарăнми япала ишĕлсе анчĕ, халĕ пурне те курăнать. Кивĕ пурнăçри Сухомлиновна унăн юлташĕсем паян кунчченех пире пăхса тăнă пулсан нимĕçсене Питĕрпе Мускава та çитсе кĕме çăмăлтарах пулман пулĕччĕ-ши тен? Тата ĕлĕк 2-3 тенкĕ тăракан япала халĕ 10-12 тенкĕ тăрать пулсассăн, кивĕ йĕрке ку таранччен тăнă пулсассăн, çав япалах халĕ 20-30 тенке çитетчĕ. Мĕншĕн тесен кивĕ Тӳре-Шарана, юрăхсăррине кура ăна «вăрçă кивçене те» шанса, çак кунсенче никам та пĕр 10 тенкĕ те паракан пулас çукчĕ, вара унăн пулнă патшасен сăнне хутсем çине çĕнĕрен çакса тултарасси анчах юлатчĕ. Çав хут укçасем нумаййăн халĕ те пурнăçа хаклантарса ячĕç, укçи нимĕн вырăнне те мар. Çавăнна çакă йывăр пурăнăçшăн çĕнĕ йĕркене хурламалли çук. Çĕнĕ йĕрке пĕтерме мар, нумай пулăшрĕ пĕтесрен. Ахальтен калар: пĕр-пĕр вăрă-хурахсем ватса-çĕмĕрсе сывмарлантарнă çынна темĕн чухлĕ тутлă апатсем çитерсен те, вăл ниепле те час чĕрĕлеймест, тен, суранĕ йывăр пулсан вăл вилсех кайĕ те вара тутлă апат панăшăн вилчĕ тесе калама май килет-и ку? Çук, пирĕн патшалăх та çавăн пекех. Вăрçă çаплах чăсăлсан, çуллен-çул начарлансах пырăпăр, кирек мĕн те хаклăçем хаклăланĕ, ăна пирĕн ирĕклĕх, çĕнĕ пурăнăç та ниепле чараймĕ. Çĕнĕ йĕркене çавăнна айăплама юрамасть, вăл пуян улпутсемпе хуçасен кăмăлне анчах каймасть, вĕсем ăна хирĕç пыраççĕ, вĕсен хыççăн каяс мар. Çĕнĕ йĕрке, «ирĕклĕх» пирĕн патшалăхра тин тымарланать-ха — унăн уссине курма пире вăйлă вăрçă чарать, килĕç кунсем, çак çĕнĕ йĕрке хура халăха ылтăнран та хаклă пулĕ. Анчах çак вăйлă вăрçа мĕнле чармалла-ши нирĕн? Хăш хресченсем калаççĕ: «Тырă парас мар, вара хăех чарăнать», — теççĕ. Çапла калакансем мĕнле тăнпа, мĕнле чунпа пурăнаççĕ-ши вĕсем?! Чăн та, тырă памасан вăрçă чарăнĕ вăл, анчах вăрçă вырăнне малашне мĕнле кунсем кĕтеççĕ ун чух?! Акă мĕнле кунсем килĕç: кирек ăçта та пулĕç нимĕç пуçлăхсем, вĕсем пирĕн ирĕклĕхе илĕç те урисемпе таптĕç, пирĕн вĕсен умне чĕркуçленсе лармалла пулĕ, çулсерен йывăр тӳлевсем хурĕ пирĕн çие, ку вăрçăпа тата мĕн чул алсăр-урасăр юлчĕçĕ, çавсене хĕрхенсе пулăшĕ-и вăл? Вара пĕтмелли кун килет вĕсен, ун чухне авал улпутсен аллинче чураллăхра пурăннинчен пĕртте кая пулмĕ. ...
Асăрхаттару
Пурте 1917 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ (38. ЗУ, 44 №№), авторне «Кушлавăш çынни Семен В. Эльхерин» тата «С. В. Э.» «С. Э.» тесе кăтартнă.
Кĕтеслĕ скобкăсене лартнă вырăнсем çавăнти текста хаçачĕ çĕтĕлнине пула вулама май килменнине пĕлтереççĕ. Скобкăри сăмахсене тĕшмĕртсе лартнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...