Вилĕм куçран пăхсан
Витрелетсе çăвакан çумăр чӳречерен пĕр вĕçĕмсĕрех шаккать. Вăхăт-вăхăтпа вăл лăпланнă та пек, анчах та сивĕ урамра çил мар, шуйтгансем çуйхашаççĕ тейĕн. Çакнашкал тулăксăр çанталăкра ырă çын тула йыттине те кăлармасть тесе халăхра ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Пӳлĕмри кăмака çăварĕ тĕлĕнче выртакан çатма çине шыв шăпăртатать. Мăрьене тăм лайăх шăлман ахăр, хăрăмлă шыв шурă пурă тулăхран кăларса кирпĕчсем тăрăх пĕчĕк юханшыв евĕр чупать.
Пӳртре сивĕ. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра йывăç çурт ăшă тытмасть çав, кăшт çил пулсанах ăна пĕр шелсĕр хăваласа кăларать. Хутран-ситрен малти пӳлĕмри пружинăллă кивĕ вырăн хăй пурри çинчен сас парать, ӳркевлĕн шăтăртатса илет. Хуçи канăçсăр пĕр енчен тепĕр енне куçкалать ĕнтĕ. Вăхăт-вăхăтпа ахлатса илни самантлăха шăпланнă çанталăка çĕнĕрен урмăштарса янăн туйăнать. Çил вăй илсе çумăр пĕрчисемпе йывăç тураттисене кантăк çумне килсе сапать. Çав самантра пӳлĕмре ытла та хăрушă пулса каять.
— Ах, ах, ăçта кайса пĕтнĕ-ши пурте? — сасартăк шалтан такам сас пачĕ. Шалти пӳлĕмри вырăн çинче чирлĕ хĕрарăм выртать иккен. Кĕлеткинче пĕр юн тумламĕ те юлман тейĕн. Шурса-саралса кайнă пичĕ ытла мĕскĕннĕн курăнать, типсе кайнă тути тăр-тăр чĕтрет. Пуçне çĕклесе пăхма хăтланать хăй, вăйсăр та сӳрĕк куçĕсемпе такама шырать. Тăрам тесе кĕлеткине те çĕклеме хăтланчĕ, вăйĕ çитейменрен каялла тĕшĕрĕлчĕ.
Çав самантра çенĕкри алăкран пӳрте вăтам пӳллĕ хытканрах арçын кĕрсе тăчĕ. Çĕклемпе вутă илсе кĕнĕ иккен, кăмака умĕнчи шăвăç çине хыттăн пăрахнăран пӳрт урайĕ силленсе илчĕ. Арçын вĕçĕмсĕр кама-тăр вăрçать. Хытах мăкăртатать. «Наян, выçă вĕлересшĕн, вырăн çинче кама начар? Парса илетĕп те-ха пĕрре!» — тет вăл арăмĕ выртакан пӳлĕм алăкĕ çинелле юнаса. Çилĕллĕ сасси те унăн темĕнле хăйăлтатса тухать.
Ахаль те сăнран кайнăскер, мĕскĕн хĕрарăм аран-аран юлашки вăйне пухса тăрса ларчĕ. Вичкĕн сăмах чĕрине ыраттарчĕ пулин те, таçтан хал илсе çĕкленчĕ вăл. Чĕтрекен шуранка аллисемпе тытăнса хуллен тĕпелелле тухрĕ. Вăл вăхăтра упăшки тулалла тухса ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Ĕçлеме шут тытнă хĕрарăм çĕрулми тултарнă витрене илме тесе пĕшкĕнчĕ те куçĕ хуралса кайнăран сивĕ урайне тĕшĕрĕлчĕ. Пĕр сас-чӳ кăлармасăр хуллен тăчĕ. Куççулĕ çеç сарăхнă пичĕ тăрăх шăпăртатрĕ. Хуçи вĕсене шăлса типĕтме шутламарĕ те. Куçĕсенчи куççулĕ типсе пĕтменнинчен тĕлĕнчĕ. «Ăçтан тухать çакăн чухлĕ тăварлă шыв, ĕмĕр тăршшĕне макăрса ирттернĕ-çке?» — тесе шутларĕ. Пуçĕнчен такам чукун чӳлмекпе çапнăн туйăнчĕ ăна, хăлхасенче темле чĕчĕ ачи макăрать пек. Çĕрулми шуратнă вăхăтра пуçне тĕрлĕ шухăшсем минретрĕç. Апат пĕçерме пикеннĕ çыннăн сăмсине кастрюльте вĕрекен тутлă çимĕç шăрши пĕрре те кăтăкламарĕ. Тахçан Зина аппа та кирек мĕнле апата та çиме пултарнă, апат анманшăн тăрахман. Çук çав, инкеке вăл вăхăтсем тахçанах иртсе кайнă. Хĕрарăм майĕпен кăна чӳрече патне пырса тăчĕ. Çутçанталăк пулăмĕсене сăнама вăл çамрăкранах юрататчĕ-ха, халĕ пĕрехекен çумăр çине пăхса чунне лăплантарасшăнччĕ. Анчах та сасартăк алăк уçăлчĕ те пӳрте çиллĕллĕ упăшки кĕрсе тăчĕ. Арăмĕ çине хаяррăн пăхрĕ, сурчăкне сирпĕте-сирпĕте калаçма пуçларĕ. «Намăссăр, кунĕпе вырăн çинче йăваланатăн, — терĕ вăл. — Ĕçлемесен çиес килмест пуль çав, пирĕн çинчен шутласчĕ пăртак, ăнман сурăх.» (Ку вăл упăшкин юратнă вăрçмалли сăмахĕ.) Нимĕн те хирĕç тавăрса калаймарĕ хĕрарăм усал çынна, усси çавах пулас çук. Вĕри кăвар çине краççын сапнă пек çĕнĕрен хыпса илессе лайăх ăнланать арăмĕ. Вăтăр çул çемьеллĕ пурнăçпа пурăнса упăшкинчен пĕр ырă сăмах та илтмен вăл. «Çичĕ юта нуша курма качча килтĕн эс Хĕветĕре», — тенĕччĕ Зинăна кӳршĕ хĕрарăмĕ. Зина аппа ун чухне çап-çамрăк чиперкке хĕрарăм-ха. Пĕрлешнĕренпе эрне çитнĕ çитмен упăшки хĕнесе тăкнине пускилте пурăнакан Нина аппа патне чупса пынăччĕ. Чунтан хурланнăччĕ вăл. «Аппа, хĕр килĕшме эсĕ те пынăччĕ-çке, мĕншĕн вĕсен çемйи мĕн ĕлĕкренех ял çыннисене хăйсен начар енĕсемпе тĕлĕнтернĕ пирки çăвар уçса каламарăн? Мĕншĕн систермерĕн?» — тенĕччĕ. Нимĕн те хуравлаймарĕ ăна кӳрши. Шутласассăн, вĕсен ун чухне чап-чап уйăхĕ пуçланнă кăна, Хĕветĕр вара ĕçсе ӳсĕрĕлме ĕлкĕрнĕ çеç мар, çамрăк арăмне патак та çитернĕ. Ăçтан чăтăн? Мăнтарăн Зина ун чухне тăраниччен ĕсĕклесе макăрчĕ те çын куçĕнчен именсе килне пахча хыçĕпе кайрĕ. Алă çĕклеме урăх хăймĕ тенĕччĕ, анчах та пĕрре çапса курнă çынран ыррине кĕтсе илме хĕн çав. Путсĕр кунран пуçласа Хĕветер арăмне чышкă тутантарсах тăчĕ. Мăшăрен ĕçе те час-часах кăвак куçпа кайма тивнине те вăл шута хумарĕ. Арçын пуçĕпе çап-çамрăкла хуралçă пулса ĕçлерĕ çеç мар, ирсерен пулла çӳреме, яра куна ĕçме тытăнчĕ. Пĕр сăлтавсăрах арăмне кĕвĕçрĕ, ӳсĕрле унăн хура çивĕтне çĕçĕпе касса тăкрĕ. Хăй вара ял хушшинче аван çын пек пулса мăйăл-мăйăл туса çӳрерĕ, ютăн хуйхи-суйхине ăнланнă евĕр шеллесе калаçрĕ. Юратмарĕç ăна ял çыннисем те. «Чее те усал çынран ыррине кĕтсе илеймĕн», — тесе унăн çăткăн куçĕсемпе тĕлме тĕл пулассинчен пăрăнчĕç. Кӳршĕ-аршисем шеллетчĕç Зинăпа ачисене, уйрăлса кайма ӳкĕтлетчĕç. Шел пулин те, кунран ытла нимĕнпе те пулăшма пултарайман çав вĕсем. Хĕветерпе калаçни хевти çук. Пуçĕ те унăн теприне ăнланма пултаракан çыннăнни пек мар. Вăхăт-вăхăтпа унăн пуç мими пачах та çук пек туйăнать. Тепĕр çынна хăть каласа ăнлантарма пулать, куншăн шăл йĕресси çеç пултăр.
Ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралса пынăран мăшăрĕн пĕр пушă вăхăт та çуккине ăнланман мар вĕт вăл. Çапах та ăна йăпатса кантарса курман. Хĕрарăмăн ĕçĕ — мĕн, апат пĕçерсе кил хушшинче ĕçленипе тата кăшт колхоза тухса кĕнипе пилĕкĕ татăлса ăнмасть пуль-ха тесе пĕрре çеç ăрăмне кӳрентермен Хĕветĕр. Ку е вăл сăлтава пула апат вăхăтра пиçеймесен вара инкек пуласса кĕтсех тăр. Е вĕресе тăракан савăта урайне çĕклесе çапать, е арăмне чышкăпа «ачашласа» илет. Килте вĕçĕмсĕр çапăçу-хирĕçӳ пулнăран ачисем те вĕсен пит хăвăрт шăрчăкланаççĕ, хытă сăмахсем калама пăхаççĕ. Юрать-ха аслипе виççĕмĕшĕ — хĕрсем. Амăшĕн хуйхине ăнланаççĕ, ăна йăпатма, лăплантарма тăрăшаççĕ. Иккĕмĕшĕ вара, Толик, ашшĕ пекех куштан, тепĕр чух амăшне хирĕç те тавлашкалать. 14-15-ре пирус туртма, эрех ĕçме вĕренчĕ, 8 класс хыççăн учительсем ăна ял хуçалăх профессийĕпе техника училищине вĕренме кайма сĕнчĕç. «Тракторист профессине алла илсен выçă вилмĕн, ачам», — терĕç. Анчах та специальность туянасси ăна пачах та интереслентермерĕ. Хăçан пăхсан та ялта йытă хăваласа çӳретчĕ. Ăс пулмасан сăнпа илемлĕ пулни усси çук иккен. Чипер сăнĕ-пичĕшĕн куç хывнă маттур хĕрсем иккĕмĕш хут ăсаттармастчĕç ăна, чĕлхи-çăварĕ — усал.
Амăшĕн чĕри ăçтан чăттăр? Упăшки тарăхтарни çитмест, тата ывăлĕ те çав тĕлли-паллисĕр сукмакпа кукăр чуптарать. Кĕçĕн шăллĕсене мĕнле тĕслĕх кăтартать вăл. Телее, Петьăпа Вова аслă пиччĕшĕ пек вĕçкĕн те тулăксăр пулмарĕç. Уйрăмах Вова ятли, чи-чи кĕçĕнни, хĕрачаран та сăпайлăрах пуль. Сăнĕпе те, кăмăлĕпе та амăшĕ пекех. Мĕн пĕчĕкренех амăшне шеллетчĕ. Ачи пысăкланнăçемĕн Зина аппа ывăлĕн ăш-пиллĕхĕшĕн савăнатчĕ, кӳрши-аршисем умĕнче те унпа мухтанатчĕ. «Аннеçĕм, ларса кансам, хамах урай сĕрĕп, вутă та кӳрĕп, — тетчĕ Вова час-часах юратнă çыннине. — Эсĕ кунĕпе ахаль те ыванатăн-çке». Ашшĕне вара чун-чĕререн кураймастчĕ. Эрех черкки ăшне путнăшăн, амăшне кӳрентернĕшĕн, ачисене хисеплеменшĕн, пĕчĕкскер, чун-чĕререн тарăхатчĕ. Пĕррехинче Вова кӳршĕри Ваççа патне выляма кайнăччĕ, 5-мĕш класра çеç вĕренетчĕ-ха ун чух. Кун каç енне сулăннă. Сасартăк ача, чĕри темĕскере сиснĕ евĕр, килне чупса кайрĕ. Пӳрт умнерех пырсан шалти шăв-шав урамранах илтĕнетчĕ. Çенĕкре яланхиллех ашшĕ килне килнине систерекен хура атăсем йăваланса выртаççĕ. Вова хăвăртрах шала чупса кĕчĕ. Чи малтанах унăн куçĕ тĕлне ашшĕн урмашса кайнă куçĕсем пулчĕç. Тутисем чĕтреççĕ хăйĕн, аллинче — темĕскер. Амăшĕ, питне аллипе хупланăскер, пӳлĕмре хĕсĕнсе тăрать. Ун куçĕсенче — курайманлăхпа тарăху. Вова амăшĕ умне пырса тăчĕ те ашшĕне пӳрнипе юнарĕ. «Çывхар çеç, ак сана... сана эп...» — унăн сасси çĕтрĕ. Унтан сăсартăк хăюллăланса кайрĕ те: «Атте, аннене çапма ан хăйнă пул, кайса çывăр ав», — терĕ. Ачан куçĕсем çав самантра мăн çыннăнни пек курăнчĕç. Шӳтлемерĕ вăл. Сăмахĕсенче те чăнлăх тени çеç палăрчĕ.
Хĕветĕр тепĕр хут аллипе юнаса илчĕ те (халĕ ĕнтĕ арамĕпĕ ывăлĕ çине) килĕнчен тухса кайрĕ. Вова мăн çын пек тахçанччен çĕр çинчи пĕртен-пĕр çывăх тăванне лăплантарчĕ.
Çак кунтан пуçласа чи кĕçĕн ывăлĕ килте чухне Хĕветĕр арăмне хытах кӳрентерейместчĕ. Вова пĕвĕпе çӳллех мар пулин те кĕлеткипе тăн-тăнччĕ. Вăл çывăхра чухне юлашки вăхăтра чирлекелеме тапратнă амăшне те çăмăлрахчĕ. Зина аппа хĕртен те лăпкăрах ывăл панăшăн Турра вĕçĕмсĕрех тав тăватчĕ. Хăйне телей мĕнне ăнланса илме май панă ачине ырă çеç сунатчĕ.
Мĕн вăл хĕрарăмшăн телей? Сана кăшт та пулин ăнланни: упăшку та, ачусем те. Йăнăш тусан — каçарма пĕлни, сайра-хутра та пулин ăшă сăмахпа йăпатни. Эсĕ вĕсене питĕ кирли палăрса тăтăр. Упăшку çур сăмахранах е сан çине пăхнă-пăхманах ăнлантăр. Ачусем усал ан калаçчăр.
Тепĕр чухне лăпкă çуртра шăпăрт кăна çывăх çыннусем çине пăхса ларни те телей-çке. Мĕншĕн-ха хĕрарăма час-часах пĕр сăлтавсăрах кӳрентереççĕ? Вăл çĕнĕ çынна чун парнелекен-çке, вăл — анне.
Егоровсем умлăн-хыçлăн икĕ хĕрне те качча пачĕç. Çемйисемпе пĕри кӳршĕ ялта, тепри хулара пурăнаççĕ. Аслă ывăлĕ салтака кайса килчĕ те укçа ĕçлесе илес тĕллевпе çывăхри хулана пурăнма кайрĕ. Пуйăс çулĕсене тасатса çӳрекен пулса тăнă терĕç. Ял каччисем çавăнта курнă имĕш. Петян хĕсметрен килмелли пĕр çул юлсан, Вована та çара илчĕç. Вăталăххи Чечен Республикине лекнипе чи кĕçĕннин те чĕри вырăнĕнче марччĕ. Вăрçă хуть те кама та хăратать мар-и? Юлашки вăхăтра самаях чирлекен амăшне те чунтан шеллерĕ вăл. Амăшĕ тахçанччен ачине ытамĕнчен ямасăр тăчĕ. Ывăлне юлашки хут курасса шалтан темĕскер систерчĕ ăна. Чирĕ тымар илсе шалалла кайма пуçланине аван ăнланать вăл. Унăн ятне вара сасăпа калама та хăрамалла. Шыçă çинчен шутласанах ике куçĕнчен куççуль тухать. Çакнашкал хăрушă инкек те шăпах ун çумне пырса çулăхнă-çке. Пурнăçĕнче нушине вăл ахаль те ырринчен ытларах курнă. Ăсату каçĕнче Вова амăшне хавхалантарас шутпа култарса та пăхрĕ. «Икĕ çул мĕнле иртсе кайнине сисместĕн ак», — терĕ вăл шӳтлеме тăрăшса. Амăшĕ те ун çине куç туллин ытараймасăр пăхрĕ. Хăш хушăра унăн кĕçĕн ывăлĕ те ӳссе çитĕннĕ? Эх, вăхăт, вăхăт, ăçта васкатăн, ăçта талпăнатăн? Сана ĕлкĕрсе пыма та майĕ çук.
Самана лăпкă тăманни вунсаккăрти Вовăна хăйне те шиклентерет ĕнтĕ. Шăпа таçта илсе çитерĕ, кам пĕлет? Апла пулин те салтакран пăрăнса юлас шухăш пулман ун пуçĕнче. Ĕлĕкрех хĕрсем çарта пулман каччăсене ахальтен пăрахăçламан пуль çав. Хĕсметрен тĕреклĕ те патвар йĕкĕтсем çирĕп чунлă арçынсем пулса таврăнаççĕ.
Ывăлне ăсатнă хыççăн Зина аппашăн сӳрĕк кунсем пуçланчĕç. Чирĕ те канăç памарĕ. Ялти тухтăр сывлăхне кашни кунах кĕрсе тĕрĕслетчĕ, укол тăватчĕ. Вар-хырăмне йывăр операци тунăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха. Çаванпа Зина аппашăн пĕр утăм пусасси те чĕр тамăк евер туйăнать. «Пĕр килограмм йывăрăш таякан савăт та çĕклеме юрамасть арăмун, — тенĕччĕ Хĕветĕре сывлăх хуралçи. — Асту, хистесе ĕçлеттерсен Зина аппана çĕнĕрен пульницăна асататăп.» Лĕх-лĕх, кулнăччĕ сĕмсĕр арçын. Ăш-чиккинчи хура çĕлен ӳт-пĕвĕ тăрăх сӳлетсе çӳренине усал куçăсем çине пĕрре пăхсах туйма пулатчĕ. Пĕчĕкçĕ те хаяр куçсем. Лиска йытă евĕр унталла та кунталла чупкалаççĕ.
Тепри пулсан, чирлĕ арăмне шеллесе йăпатса калаçĕччĕ, ĕçе пикенĕччĕ. Ку пур, ир те каç та кирлĕ мара нăйласа вăхăтне ирттерет. Картари выльăх-чĕрлĕхе вите тăрринчен хатĕр апата антарса парасси те уншăн йывăр туйăнать. Юрать-ха, шăматкунсенче кӳршĕ ялта пурăнакан хĕрĕ киле-киле пулăшать. Хĕрсем тем тесен те шеллерех параççĕ çав. Хăйсем те пулас аннесем-çке. Вĕсем мар-тăк, камсем амăш чĕрине ăнланарах паччăр тата. Егоровсен хĕрĕсем ахаль те мĕне пĕчĕкренех амăшĕн чăтăмлăхĕпе тӳсĕмлехĕнчен тĕлĕнетчĕç. «Анне, эпир вара юратман çынсене качча тухмастпăрах, — тетчĕç шеллесе. — Атте пирĕн чунсăр, чурăс çын. Сана вăл юратмасть. Мĕншĕн унпа пурăнатăн эс?» Мĕнех тăвăн, уйрăлса кайман çав, çамрăк чухне нервисем çирĕпрех пулнă, кайран чирĕсем амаланма пуçланă. Яланах мĕне-тĕр шаннă, ĕненнĕ. Упăшкине, тен, ватăларахпа ăс кĕрет, тенĕ.
Халь Зина аппа вăй-халсăр çын. Сăнĕ-питĕнчен типсе, хăрса кайнă мĕлке çеç. Куçĕсем те çамрăк чухнехи икĕ çăлтăр мар çав, Паян вĕсем сивĕре татăлса аннă икĕ хурлăхана аса илтереççĕ. Хăйĕн çине Зина аппа тахçанах куçкĕски витĕр пăхма пăрахнă. Кӳрши-аршисем курма килсен хĕрарăмăн чунĕ мĕн çинче тытăнса тăрать-ши тесе тĕлĕнеççĕ. Телейсĕр арăм нихăçан та, никама та пурнăçĕ начар тесе ӳпкелешсе курман. Майĕпен, лăпкăн калаçать. Упăшкине çеç чирлĕ, ним айăпсăр çынна хĕненĕшĕн чун-чĕререн кураймасть. Мĕн пур пурнăçĕ тăршшĕпе асаплантарса, нушалантарса пурăннăшăн ăшĕнче вăрçать. Анчах та пĕрре те ылханман вăл хăйĕн ачисен ашшĕне. Пурăнтăрах, Турă вăл пурне те курать, хăйĕн вырăнне лартать, тет.
Çурхи ăшă кунсем. Вĕсем те сывă мар çынна савăнтармаççĕ. Зина аппан сывлăхĕ кунран-кун хавшаса пырать. Иккĕмĕш ывăлне салтакран кĕтсе илчĕ вăл. Петя Чечен Республикинчен ырă-сывах таврăнсан Турра тав турĕ. Чи кĕçĕн тĕпренчĕкĕ валли те сывлăхпа ăнăçу тархасларĕ. Вован кĕске çырăвĕсене пăхмасăр пĕлет амăшĕ, чĕри çумĕнче упрать. Анчах та кĕтсе илейĕ-ши вăл юратнă ывăлне? Сисет, вăйĕ пĕтсе-пĕтсе пырать. Куллен килекен тухтăр та ун çине чунтан шеллесе пăхнăн туйăнать. Хавхалантарса калаçать пулин те. Вăл пуринчен те ытларах ăнланать ĕнтĕ рак чирĕ мĕн иккенне. Никам та сасăпа каламасть ун ятне.
Зина аппа паян иртерех, тăчĕ. Çĕнĕ шурă тутăр çыхрĕ. Ывăлне урама кăларма ыйтрĕ. Çуркуннехи çутçанталăк ытарма çук илемлĕ. Куç туллин сăнарĕ тăван урама. Ассăн-ассăн сывларĕ. Унтан Петьăна чĕнсе илсе шала кĕчĕ, майĕпен кăна турăш кĕтесĕнче тăракан вырăнĕ çине пырса ларчĕ. «Пехил сана, ачам, йĕркеллĕ пул, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр, аçуна ан пăрахăр», — терĕ те ывăлне куç туллин сăнарĕ, пуçне минтер çине хучĕ. Шурса кайнă каччă кил-картине ашшĕ патне васкарĕ, кĕме хушрĕ те кӳрше чупрĕ. «Вĕлерĕн-ха ăна», — тесе мăкăртатса кĕрекен Хĕветĕр арăмĕн вырăнĕ патне пырсан сăмах чĕнейми пулса тăчĕ. Зина аппа упăшки çине нихăçанхилле лăпкăн пăхса: «Каçар», — терĕ. Унтан: «Эпĕ сана каçаратăп, Турă каçартăр, ачасене ан... Вована ыр сунан...» Сăмахне каласа пĕтереймерĕ, туртăнса илчĕ те куçĕсене хупрĕ. Ĕмĕрлĕхех... Чунсăр Хĕветĕрĕн куçĕсем шывланчĕç. Юлашки кунччен мăшăрĕн чирне шанманскер, халь хытса чулланса тăчĕ. Хăйне каçарма пултарнăшăн тĕлĕнчĕ.
Çулла. Масар çинчи вил тăпри умĕнче амăшĕн юратнă ывăлĕ тăрать. Аллă çул та тултарса ĕлкĕреймен хĕрарăмăн тупăкĕ тĕлĕнче тăракан йывăç хĕрес çине: «Канлĕн çывăр, çывăх тăванăм», — тесе çырнă. Чĕркуçленнĕ салтак куçĕнчен хура тăпра çине çĕр çĕклейми, хурлăх куççулĕ тумлать...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...