Тĕнчене эпир килетпĕр...
Тĕнчене эпир килетпĕр, кулянатпăр, хĕпĕртетпĕр,
Çылăха та кĕркелетпĕр юриех е йăнăшпа.
Çеккунтсем вĕçсе иртеççĕ, çиçĕм пек çиçсе илеççĕ, —
Пурăнатпăр çураçуллăн ăнтăлуллă вăхăтпа.
Ача чух мĕн чухлĕ ĕмĕт чĕрере чечек çурать,
Сана çеç пилленĕ ĕмĕр сар хĕвеллĕн курăнать:
Сивĕ хĕл те сивĕ мар пек — вут-хĕлхем вылять чунра,
Утас çул та йывăр мар пек — кулнăн çеç телей умра.
Пурăнатпăр, кун кунлатпăр, аптрасан та — аптрамастпăр,
Хамăра кăна курах-тăр шав васкатпăр тăвалла.
Ачасем аталанаççĕ, мăшăр çунатсем сараççĕ,
Аслă çул çине тухаççĕ — ку çаплах вăл пулмалла.
Çут тĕнче телей çеç сунтăр ытарми çĕр çыннине,
Юрату шевли ан сӳнтĕр — патăр вăй вăл кашнине.
Утас çулăмăр тивлетĕн чĕнтĕр-и ырри патне,
Пурнас кунăмăр илемлĕн çунат хуштăр чĕрене...
Тĕнчене эпир килетпĕр, кулленех вĕткеленетпĕр,
Вĕренетпĕр те ĕçлетпĕр пысăк, çутă шанăçпа.
Ай, çулсем вĕçсе те иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçне, тен, çитнĕ,
Пурăнма епле аван та — мĕскер калĕ-ши шăпа?
Ватăлсан мĕн чухлĕ ĕмĕт çитейменнине куран,
Ĕмĕрӳн шупкалнă сĕмĕ палăрать аран-аран.
Акă çаврăнса пăхан та хĕвел тухăçĕ енне,
Йĕрлесе хуллен тухатăн пурнăçун çулне-йĕрне...
Шухăшсем
Your site's next 10,000 visitors are alr...
I've noticed that your chuvash...
I've recently checked out online casinos...
Imagine a system that gets smarter every...
The AI behind Vantovo never stops learni...
Если вы ищете надежный сервис VPN, обрат...
Real-time keyword scoring...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Save on marketing with our AI-optimized ...
I've noticed that your chuvash...