«Тем те пулать çул çинче...»
Тем те пулать çул çинче
Вĕçсĕр васканă май.
Савăк сахал чун çинче,
Шухăш нумай.
Чăтăм çĕклемĕ пуян,
Ир-ха ăна хурлама.
Пурпĕр çитет ман уяв
Çак урама!
1961, çĕртме.
Шупашкар.
«Тем те пулать çул çинче...»Тем те пулать çул çинче Вĕçсĕр васканă май. Савăк сахал чун çинче, Шухăш нумай.
Чăтăм çĕклемĕ пуян, Ир-ха ăна хурлама. Пурпĕр çитет ман уяв Çак урама!
1961, çĕртме. Шупашкар.
|
Арлан (2019-01-08 23:58:41):
Кĕске те лайăх.Шухăш ӳкерчĕкĕ.