30 çултан. Акатуйра
Мана эс юрă парнелерĕн
Пĕлмесĕрех çавна.
Килленчĕклĕ туйса итлерĕм
Сан шăнкăрав сасна.
Эсех-ши-ех тесе хистевлĕ
Эп пăхрăм куç илми.
Чун хумхануллă: вăл... вăл... терĕ
Вăлах çунать сӳнми.
Татах та анлăрах эс килтĕн
Ун чух ман куç умне.
Юратăва аса эп илтĕм
Чăн саншăн çуннине.
Сан юрă йĕркисем вăратрĕç
Сӳнмен юратăва.
Ман чĕрене кĕрсе тапратрĕç
Пĕтмен ыратăва.
* * *
Чăнах, тахçанхи пулнă пулăм
Çунтармăшлă кĕчĕ чуна.
Тăрать ман куçра санăн кулă
Астарлă мана хумхатса.
Çулсем иртни те ман çухалчĕ
Каллех эп çирĕмре.
Ун чухнехи чĕре тапранчĕ
Кĕрсе каллех чĕрре.
Куçсем ман сан çинчен каймарĕç
Сыпса сан илеме.
Сӳнмен сан илеме пуç тайăм
Ан пĕлтĕр вăл сӳнме.
* * *
Мĕншĕн юрăсем юрлас мар
Уçă сасăпа?
Сăр çинче юхатчĕ кимĕ
Ирĕк юхăпа.
Шыв çинче янрать пĕр майсăр
Хут купăс сасси.
Хĕрпе каччă шăратаççĕ
Юрату кĕвви.
Тӳперен пăхать çут Уйăх —
Кĕмĕл сапалать.
Купăса хупланнă тунсăх
Уççăн палăрать.
Яш чухне кам ĕмĕтленмĕ
Савнă туспала
Кимĕпе юхма киленчĕк
Ирĕк юрăпа.
Хĕрпе каччă ыталанчĕç
Пĕтрĕ ирĕк сас.
Уйăх тӳперен сăнарĕ:
Ун çути хавас.
Мĕншĕн юрăсем юрлас мар
Уçă сасăпа?
Сăр çинче юхатчĕ кимĕ
Ирĕк юхăпа.
Шухăшсем
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...