«Урхамахсем тăраç тапăртатса...»
Манăн кукаçи Аркадий Филатов хесметре 4 çул пулнă. Чăваш тăрăхĕнчен пиллĕкĕн пулнă вĕсем. Канаш районĕнчен Константин Петров, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен Николай Алексеев, Елчĕк районĕнчи Кипеç ялĕнчен Николай Лаптев, Вăрнар районĕнчен Виталий Афанасьев. Хесметри юлташĕсенчен кукаçипе Виталий Афанасьев, Николай Алексеев кăна юлнă, ыттисем пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Иртнĕ çулла хесметри юлташсем ман кукаçи патĕнче хăнара пулчĕç. Салтакра пулнине асаилсе йăпанчĕç: чейпе сăйланчĕç, çамрăк вăхăчĕсене асаилчĕç.
Юлашкинчен кăмăлĕсене хытарса, чĕрисене хĕссе сывпуллашрĕç. Турă пӳрсен килес çу кунĕсенче те тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
Вунсакăр çул тултарсан ытти çамрăк каччăсем пекех кукаçи çар ретне тăнă. Çар службинче, Казахстанра, Семипалатинск хулинче бомбăсем тĕпчес ĕçе пурнăçланă. Вăрттăн полигон шутланнă. Малтанхи вăхăтра çыру та çыртарман, каярахпа та ăçта пулнине пĕлтерме юраман. Çавăнтах юлма шутланă кукаçи, аппăшĕсем çине-çинех çыру çырса киле таврăнма хистенĕ, яла юлма ыйтнă. Хамăрăн йăха тăсакан кирлĕ, кил вучахне сӳнме памастпăр тенĕ.
...Пĕррехинче тĕлĕкре кукаçи сарă çӳрен лашапа хăйсен ялĕнчи Ипатий Петрович Маркова курнă. Вăл учитель пулса ĕçленĕ. Ипатий Марков Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Хайхи кукаçие калать: «Мăрат Аркадий! Санăн яла таврăнмалла. Унта сана аппусемпе йăмăку кĕтеççĕ. Эпĕ сана яла илсе çитерĕп».
Çакăн хыççăн кукаçи яла çыру ярать, хăй ăçта салтакра пулнине вăрттăн çакăн пек çырса хуравлать: Семипалатинск хула ятне çакăн пек сыпăксемпе пĕлтерет. Семенов Ипатий латинский е нимĕç чĕлхи вĕрентет? «Çак вĕреннĕ çын ман пата ырăпа килнĕ» — шухăшлать кукаçи.
Манăн кукаçи 1931 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Кукаçин ашшĕ, манăн мăн кукаçи, кукаçи иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех вилнĕ, амăшĕ — тăваттăмĕш класа кайнă чухне вилнĕ. Пилĕк пĕртăван хăр тăлăха юлнă. Тăванĕсем кукаçипе йăмăкне ниçта та паман, темле йывăр пулсан та аппăшĕсем пăхса ӳстернĕ. Çĕмьере кукаçи пĕр ывăл пулнă. Пурнăç йывăррине пула манăн кукаçи вĕренме каяйман, аппăшĕсем тата йăмăкĕ аслă пĕлӳ илнĕ. Кукаçи çамрăклах ĕçре пиçĕхнĕ, салтак тумĕ тăхăнма вăхăт çитичченех колхоз ĕçне хутшăннă.
Çартан таврăнсан 1955 çулта Тăрăм хĕрĕпе çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе 6 ача пăхса ӳстернĕ. Ачисем пурте вĕренсе тухса тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Хулара та, ялта пурăнакансем те пур.
Манăн кукаçи ниçта кайса кĕреймен çын — вутри пек çӳрет теççĕ халăхра ун пек çынсем çинчен.
Вăл халĕ те пӳрт тăрринче çамрăксем пекех çӳрет, машинăпа хапха уçмасăрах картишне кĕрсе кайма пултарать. Вăйĕ çитнĕ таран кӳршĕсене пулăшать. Кукаçине «Мăрат» Аркадийĕ теççĕ, ун пек каланине кукаçи çавăн пек ăнлантарса пачĕ. Кукаçин мăн аслашшĕ лашапа вăрмана вутă тиеме кайнă. Вăрман йăвантарса ĕшеннĕ пулнă ĕнтĕ. Вутă тиесе килнĕ чухне Мăрат çырми тĕлне çитсен лаша çуни сулăнка сулăнать те тулли лав çинчен мăн кукаçи кӳмерккипех ӳксе юлать. Çавăн хыççăн мăн кукаçи çумне хушма ят «Мăрат» çыпăçать. Ачисенче те çак хушма ят паянхи кунччен çӳрет: Мăрат Люççи, Мăрат Вови, Мăрат Гени...
Манăн кукаçи мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Слесарь пулса ĕçленĕ, тракторсем валли мотор пухнă. Ĕç вăхăтĕнче канмалли кунсенче те ĕçре пулнă, колхозсенчен мотор юсама илсе килнĕ. Хăйĕн ĕçне вăл лайăх пĕлнĕ. Задание уйăхсерен 110-120 процент пурнăçланă. Лайăх ĕçсемшĕн тĕрлĕ грамотăсене тивĕçнĕ, ĕç ветеранĕ ята илнĕ. Ĕçрен пенсие тухсан тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнеленĕ, халĕ те вĕсем кукаçие манмаççĕ: ваттисен кунĕнче, май уявĕсенче хăнана чĕнеççĕ, салам хучĕсем яраççĕ.
Хальхи вăхăтра та пушă лармасть ветеран. Мăшăрĕпе килти хуçалăхра тăрмашать. Кукаçи çуллахи вăхăтра пахчара ĕçлет, витре хăлăпĕсене юсать, катка-пичке тĕплет, чӳрече хашакĕсене тăвать. Хĕллехи вăрăм каçсенче кăçатă тĕплет, юр хырать.
Кăçалхи учительсен çулталăкне халалласа хăйсен йăхĕнчен тухнă вĕрентекенсен династине тĕпчерĕ. Пĕтĕмĕшле учительсен стажĕ — 215 çула çитнĕ.
Канмалли кунсенче Филатовсем патне хуларан ачи-пăчи пухăнать. Вĕсем ачисемпе мăнукĕсемпе йăпанаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсене канлĕ ватлăх суннаççĕ, ăшă сăмахсемпе тав тăваççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...