Сăпка юрри
Пилеш йӳнчĕк авăнать –
авăнтăр,
пĕчĕкки тĕлĕк курса
савăнтăр.
Аслати, ан кĕмсĕртет,
шăпрах пул.
Сар хĕвел, кĕрсе пӳрте
ăшшăн кул.
Сăпкана алне тăсать
çут шевле,
пуçĕнчен вăл ачашлать
пепкене.
Пилеш йӳнчĕк авăнать –
тӳстĕр-и?
Пĕчĕккийĕ карăнать,
ӳстĕр-и!
Тӳпере тăри юрлать,
«Тăр-тăри,
сăпкара ача çыврать,
куртăр-и?».
Сар ыраш ятлать лешне,
«Шăптарах,
шурă лĕпĕш-тĕлĕкне
куртăрах».
Пилеш йӳнчĕк авăнать, –
авăнтăр,
пĕчĕккийĕ çывăрса
савăнтăр.
Шупашкар, 1977, июнĕн 1-мĕшĕ
Светлана (2016-02-08 10:50:13):
Чăвашсем чăвашла манса каясран питĕ кирлĕ сăпка юрри тесе шутлатăп. Сахалрах çыраççĕ çав пултаруллă чăвашсем илемлĕ сăпка юррисем.Питĕ шел...