Çулçӳрев
Пĕррехинче эпĕ ир-ирех тăтăм та пит çума пуçларăм. Çăватăп- çăватăп — тасалмасть. Юлашкинчен тытрăм та пите пылчăкпа сăтăртăм. Пит çап-çутă пулчĕ.
Чӳречерен кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ: «Таня! Тух!» — тет. Мана хамăр витери Шуçăм ятлă лаша чĕнет иккен. Эпĕ тăхăнса тухрăм та лаша çине лартăм. Лашам пĕлĕтелле çĕкленчĕ. Питĕ хăвăрт вĕçет тата хăй.
Часах эпир темĕнле палламан çĕршыва çитрĕмĕр. Кунта кайăксем канфет çиеççĕ. Пире те çитерчĕç. Вара лашапа иксĕмĕр малалла вĕçрĕмĕр. Вĕçсен-вĕçсен пĕлĕт çӳллĕш çурт куртăмăр. Çуртне тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ. Пĕрремĕш пӳлĕмне кĕрсен тĕлĕнмелле чĕрчуна куртăмăр: хăй ĕне кĕлеткеллĕ, лаша хӳреллĕ, пуçĕ арăсланăнни евĕрлĕ, ури кушакăн тяппи пек. Çакскер пире çисе ярасшăн пулчĕ, анчах эпĕ йĕп тупрăм та чĕр чунне пур çĕртен те шăтарса тухрăм. Шăтăксенчен юн юхма пуçларĕ. Чĕрчун хăрушшăн уласа ячĕ те вилсе кайрĕ. Пăхатпăр: темĕнле арча ларать. Ку арчана ылтăнпа тултарнă пуль терĕмĕр. Уçрăмăр та пин-пин çĕлен куртăмăр. Хупса ĕлкĕреймерĕмĕр — çĕленсем шуса тухрĕç. Арча тĕпĕнче çĕçĕ выртнине куртăмăр. Ăна илсе çĕленсемпе кĕрешме пуçларăмăр. Виçĕ уйăх кĕрешрĕмĕр вĕсемпе. Çĕленсене çĕнтерсен канма лартăмăр. Кĕтмен çĕртен маччаран аслатиллĕ çумăр çума пуçларĕ. Эпĕ лаша айне пытантăм.
Çумăр чарăнсан эпир лашапа иккĕмĕш пӳлĕме хăпартăмăр. Кунта пире хитре ачаш кушак кĕтсе илчĕ. Вăл пире апат çитерчĕ, маччаран çакăнса тăракан вырăн çине çывăрма вырттарчĕ. Çывăрса тăрсан кушак пире хăйĕн çине лартса ярăнтарчĕ. Часах эпир юлташсем пулса тăтăмăр.
Пĕр ирхине эпĕ кушакпа шăши калаçăвне илтрĕм. Вĕсем пире мăнтăрлатса пусса çиесшĕн иккен. Вĕсен тĕпсакайĕнче тата темиçе чĕрчун пурăнать. Кушак хăй ĕçĕпе пăрăнсан лашапа иксĕмĕр тĕпсакай алăкне уçрăмăр та аялалла сикрĕмĕр. Ытла та хăрушă кунта: пуç пысăкăш эрешменсем чупаççĕ, тĕттĕм, кашкăр улани те, ахăрни те илтĕнет. Çавăнтах читлĕх ларать, унта шăпчăк макăрса ларни илтĕнет. Часрах алăка уçса шăпчăка ирĕке кăлартăм. Вăл мана тав турĕ. Кунтах хамăн кушак çурине тупрăм. Эпир тăваттăн тĕп сакайĕнчен тухрăмăр: лаша, шăпчăк, кушак çури тата эпĕ.
Кушакран тарса виççĕмĕш пӳлĕме хăпартăмăр. Пӳлĕмре ытла та илемлĕ: эрешлĕ, çутă. Кунта пĕр тухатмăш пурăнать иккен. Вăл пире тухатласа тĕрмене хупрĕ. Пĕр шăпчăк кăна тухса тарма ĕлкĕрчĕ. Ниçтан та тухса тарма çук çак тĕрмерен. Пире пулăшма шăпчăк килчĕ. Тухатмăш карчăкки çывăрнă вăхăтра çăраççине илчĕ те уçса кăларчĕ.
Тăваттăмĕш пӳлĕмне çитсе пăхма шутларăмăр. Кунта диван ларать. Диван çине ларсан вăл сывлăша çĕкленчĕ те чӳречерен тухса вĕçме пуçларĕ. Вĕçсен-вĕçсен уй варринче чарăнтăмăр. «Сан кĕсйӳнте вăрă пур. Вăл вăрра ил те çĕр çине ларт», — илтĕнчĕ темĕнле сасă. Чăнах та, ман кĕсьере вăрă пулнă иккен. Ăна çĕр айне хутăм. Вăрăран йывăç çитĕнчĕ. Мĕн кăна çук-ши йывăç çинче: панулми, груша, чие, арпус, апельсин, шоколад. Эпир йывăç çине хăпартăмăр та тутлисене çиме тытăнтăмăр. Эпĕ арпус çиетĕп, лаша — апельсин, кушак çури — шоколад, шăпчăк — чие. Хырăм туличчен çинĕ хыççăн диван çине канма выртрăмăр. Диван-самолёт сывлăша çĕкленчĕ те таçта инçете вĕçме пуçларĕ. Вĕçсен-вĕçсен эпир вăрмана çитрĕмĕр. Пăхатпăр та кунта вылямалли тĕрлĕ хатĕрсем пур: чуччу, мечĕк тата ытти те. Эпир Шуçăмпа футбол вылярăмăр. Кушак çури чуччу ярăнчĕ. Чылайччен кунта выляса савăнтăмăр.
Диван–самолёт малалла вĕçрĕ. Кĕçех пĕлĕт çинче чарăнчĕ. Ку пĕлĕт тӳшек пек çемçе. Ун çине выртсанах эпĕ çывăрса кайрăм. Мана лашам вăратрĕ. Çĕрле пулчĕ ку. Вăл пире темĕнле йăлтăркка япала кăтартрĕ. «Мĕн вăл?» — ыйтрăм эпĕ. «Ку çăлтăр», — терĕ вăл. Эпĕ çăлтăра тимлĕ сăнаса пăхрăм. Ытла та илемлĕ-çке вăл. Çăлтăр калаçма пуçларĕ:
— Камсем эсир?
— Эпĕ Таня.
— Эпĕ Шуçăм.
— Эпĕ Куçук.
— Эпĕ Шăпчăк.
— Эпĕ Алтăр çăлтăр. Эпĕ асăрханмасăр çӳлтен ӳкрĕм. Эсир мана пулăшатăр-и?
— Паллах, пулăшатпăр.
Эпир диван-самолёт çине лартăмăр та çăлтăрсем патне вĕçсе кайрăмăр. Кунта питĕ нумай çăлтăр.
— Кусем ман тантăшсем, — терĕ Алтăр çăлтăр. — Эпĕ сире нихăçан та манмăп. Тав сире. Эсир манăн юлташсем.
— Сывă пул, — терĕмĕр эпир.
Çĕнĕ юлташпа сывпуллашса диван-самолёт çине лартăмăр та малалла çул тытрăмăр. Диван пире киле илсе çитерчĕ. Эпир унпа та сыв пуллашрăмăр. Ывăнса çитнĕскер, Куçукпа çывăрма выртрăм. Шуçăм витене çул тытрĕ, шăпчăк — йывăç çине.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...