Пĕрлĕх
Палламан алăка яр! уçуçăн,
Именсе пĕр сăмах калаймăн
Çын пулса эпĕ тăтăм пĕр хушă —
Иртнипе куçа-куç тĕл пулсан...
Кашни сăн, кашни сасă ăшпиллĕн
Хăй патне кăчăк туртнă чухне,
Теме сиснĕн, сăнарăм эп тимлĕн
Ватă Суздалĕн шурă чулне.
Чиркӳсен кивелми илемне те
Авалтан юлнă ылтăн тĕсе
Тинкерсессĕн — ĕретĕн-ĕретĕн
Сенкерленчĕç синкер ĕмĕрсем.
...Чул çырма халĕ ăшăх... Мăнаçлăн,
Юханшыв хĕррипе сарăлса,
Тӳпене карăнайнă сăнавçăн
Спас-Ефимий... Тăшман хăмсарсан,
Мăнастир пулса тăнă-мĕн крепăç,
Хӳтлĕх кӳне мĕнпур таврана...
Манăçа тухакан чаплă эпос
Халь пире юмах пек туйăнатъ.
...Çамрăк чух ăс пăявĕ те çук-тăр.
Сăнаса соборти фрескăна, —
Этем чунĕ ан пултăрччĕ суккăр, —
Асăрхарăм сасартăк... Ăна!
Вăл — Çветтуй та, вăл — Суздаль хресченĕ.
Пĕр пăхсассăн — чăваш евĕрлех!
Тен, Истори пĕлмен сăр ĕçченĕ
Пин çынран калăпланă пĕрре?
Ав, хĕрарăм сăн-пичĕ. Кам кале
Вăл кнеç хĕрĕ пулнах-тăр тесе?
Сухаç арăмĕ тейĕç, пахалĕç
Авăлхи фрескăна курнисем.
Манăçми çыхăну чи асли-тĕр
Чун-чĕре ăнтăлан тӳпере...
Нишлĕхпе вак-тĕвек сĕмĕ витĕр
Ăнкару парнелетĕр пире.
...Пасарпах танлашать хула çумĕ, —
Пыл сăри ĕçтереççĕ кĕрет.
Вара хам та, çула тухас умĕн,
Тупнă пĕрлĕхшĕн сыпрăм шерпет...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...