Çĕртмере


Çухалнă сурăхсем

Килĕсене килсессĕн, шăплансан,

чипер кинсем

сĕтел çине ăш сĕт лартсан,

алла хăяр, çăкăр чĕлли тытса

уй еннелле утатăп.

– Кино пит чаплă-çке паян, –

тĕл пулнă хĕрĕсем

шӳтлеççĕ. –

Çĕрле те сухаланăшăн сана

мĕнчуль тӳлеççĕ?

Ĕçри юлташăм

тăратрĕ трактора.

Ун чĕлпĕрне тыттарчĕ те

ыр каç сунса

çап-çамрăк арăмĕ патне уттарчĕ.

Эй, кайрăмăр, сухаçă!

Суха касси

лăп-лăп кăна вырнаçтăр,

суха çĕççи

чĕллисене

ыр чухăн пек шеллевсĕр

кастăр,

çĕр амăшĕ, çĕр ашшĕ

ан ятлаçăр.

Каç сĕмлĕхне сире-сире

хăватлă утăм

пĕр хартлатрĕ,

ял çывăхне çитсен кĕçенчĕ те

пĕр кукалесе айра ташларĕ,

тепре çăварлăхне чăмларĕ,

çапах та чĕлпĕр пушанмарĕ.

Ĕшеннĕ ĕçченсем

вырăн çине тӳнеççĕ.

Культура çурчĕн çутисем

тепĕр каçчен сӳнеççĕ,

ыйхăсăр аптранă ватă та

лăштах пулать.

Çак вăхăтра

сухаçăн мамăкпа мăкланнă

янахĕ усăнать.

Эй, ырă ыйхă, ырă ыйхă!

Сан ырлăхун ытамĕнче

ырсассăн, ывăнсан

ытла ытарлă…

Шарт сикрĕм илтĕм хăраса,

такам юнанăн туйăнчĕ –

пуçа çĕклерĕм вăранса.

«Сăмса çинчи тăманана»

хӳтертĕм,

асат кулли пек кассене

тӳрлетрĕм.

Автан вăраннă вăхăт та хыçра,

тарланă çамкана çанпа шăлса

кабинăран тухатăп,

хĕрелнĕ тухăçа

хĕпĕртесе пăхатăп,

кĕрешӳре çĕнтернĕ тореадор пек

тăн-тăн тăратăп.

… Уй хапхинчен

ял выльăхĕ тухсан

кĕтӳ хӳтернĕ çынсемпе

килетĕп килелле.

Мăнаçлăн утнă май

анаслакан хĕрупраçран

кино çинчен ыйтса пĕлетĕп.

 

Йĕпреç

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: