Тăван килте
Тăван килте пур япала та чĕрĕ
Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра.
Пĕр талăкрах юмахрилле ĕрчерĕ
Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ман умра:
Турат куçсем шăтарасла пăхаççĕ
Сĕрсе тасатнă сарă маччаран.
Улмуççисен писевĕ пит паха-çке,
Кĕрет чи тутлă шăршă пахчаран.
Аттен картишĕнчи ут урапи те
Машинăран хитре çак кунхине.
Çу çитнине пăхмасăрах ман питĕ
Ларса курас килет çуни çине.
Лашасăр-мĕнсĕрех вĕсем хастаррăн
Илсе çӳрессĕн туйăнать самай.
Ача чухне шуç чуманпа, мăнтарăн,
Лартса кайма пулсаччĕ кукамай.
Аннен çут шăллă йывăр ал арманĕ
Тĕк евĕр çăмăлланнă, тамаша.
Ăна вăйпа тахçан эп çавăрман-и?
Тĕкĕнсенех халь ухăнать ташша.
Вутта хыпать шур кăмака çăварĕ,
Хăй чĕлхипе ухват та калаçать.
Хытах çилленнĕ пек вучах кăварĕ
Пĕр хĕрелсе, кăвакарсах каять.
Аппа тума пĕлетчĕ хӳхĕм тĕрĕ,
Упраннă ал шăллийĕ лайăхах.
Унти сар кайăк каснă-лартнă чĕрĕ,
Вĕçсе тухассăн туйăнать часах.
Çил мар паян (ларсах итлетĕп шăпăрт) —
Пиччем кăштах юнтармăш шăллĕне
Юри юрасшăн ăсталанă шăпăр
Калать пек кĕвĕсем хăй тĕллĕнех.
...Çуралнă ен асилӳпе тăварлă,
Çуралнă ен сипетлĕ мĕн таран:
Хăш чух ăнман кунсем-çулсем хăварнă
Сурансене тивет е мантарать...
Пĕр талăкрах юмахрилле ĕрчерĕ
Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ман умра.
Тăван килте пур япала та чĕрĕ
Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...