Пĕр сăмах
— Мĕн тума? — тесе Мамлеев стена çумне таянчĕ.
— Ан хăра, туртса илместĕп хĕрне. Сана ырă тăвасшăн.
Эпир тĕттĕм урама тухрăмăр. Çӳресен-çӳресен, хуп кĕпер урлă каçса пĕр хушлăха çитсе кĕтĕмĕр. Иккĕмĕш пӳрт умĕнче Мамлеев чĕтрекен аллипе мана хул пуççирен тытса чарчĕ.
— Ак çакăнта!..
Ытти пӳртсенче пăч тĕттĕм, кунта çутă çунать. Чӳречисене карнă.
— Хĕрĕ ăçта выртса тăрать? — ыйтрăм эп хуллен.
— Сана мĕн тума кирлĕ вăл? — йăлтах хăраса ӳкрĕ ман юлташ.
— Ăçта выртса тăрать тетĕп?
— Марье-и? Пӳртре ара, ăçта пултăр. Кил хуçи хĕрарăмĕпе ачи хампарта çывăраççĕ.
— Атя, хăнана кĕретпĕр!
— Çĕр хута-и?! — тесе Мамлеев каялла чака пуçларĕ, тем çине пырса кĕчĕ те кутăн лак кайса лăрчĕ. — Вара пĕтеретĕн эс, — терĕ вăл çĕртен.
— Ĕçĕ кăна вĕçленет. — Эпĕ хапха патнелле утма тытăннăччĕ, картинă пек, чӳрече карри çине хĕр кĕлетки лап ӳкрĕ. Вăл, карăнса, пуçĕ урла кепине хывса илчĕ те çапла çарамас тăрса юлчĕ. Унтан урăх кĕпе тăхăнса пăхрĕ, каллех хывăнчĕ... Çĕнĕ кĕпине виçсе пăхрĕ пулас.
Тахăш вăхатра ура çине тăма ĕлкĕрне Мемлеев мана алăран аяккалла сĕтĕре пуçларĕ.
— Тархасшăн, — терĕ вăл пăшăлтатса. — Тархасшăн!..
— Мĕн сана?!.
— Каяр кунтан. Юрамасть. Ыран калаçатăп. Ак турă ыран. Сăмах паратăп. Вилетĕп атту эп. Çĕр тĕпне анса каятап.
Эпĕ хĕрхентĕм юлташа. Таçтан тата йытă сиксе тухрĕ. Çутă сӳнсе ларчĕ. Эпир чупсах кĕпер çине кĕтĕмĕр, леш енне каçрăмăр...
Тата тепĕр кун иртсе кайрĕ, анчах улшăну-мĕн курăнмăрĕ. Мамлеев çеç манран писрĕ. Калаçмасть, куçран та пăхмасть.
Те çиленет вăл, те вăтанать... Ĕçе кайнă пек, ирхине тухса каять те каç пулас умĕн килсе кĕрет. Столовăйĕнче халь ăна укçасăр çитереççĕ. Дежурнăйсене пулăшнăшăн Колхозник çуртĕнче те укçасăр усраççĕ. Пурте пĕлеççĕ: вăл кунта ик-виçĕ кунлăха çеç. Анчах кунсем икĕ хут ик-виççĕ те иртрĕç ĕнтĕ.
Кашни ир дежурнăй-хĕрарăм Мемлеевăн костюмне утюкласа парать. Пĕрле выртса тăракансем ăна пирус та сигарет сĕнеççĕ.
Эрехĕ те çаплипех ларать-ха пирĕн.
Ыран киле таврăнмалле тенĕ кун чăтаймарăм, ирхи апат хыççăн пĕччен юлсан, официанткă-Марьеее систерсе хутăм:
— Манăн сирĕнпе калаçмалли пур...
Хĕрарăм тĕлĕнсе пăхса илчĕ те, алăка кайса çаклатса, мана хирĕç пырса ларчĕ. (Вуннăпа вуникĕ сехетсем хушшинче чайнăй хупăнса тăрать.)
— Сире апат килĕшмерĕ-и? — ыйтрĕ вăл, эпĕ хăй еннелле сăнаса пăхнипе вăтанса. Парка хĕрлĕ аллине Марье саппун арки айне пытарчĕ.
— Çук, манăн сăмах пур, — терĕм эпĕ.
— Сăмах?! Калăр-ха эппин.
— Çапла тӳрех-и? Тен, каярахпа? Ĕç пĕтсен-и унта... Ку ирĕкрех вăхăтра каламалли сăмахчĕ те, анчах кайран каю шăтасран хăратăп.
Ытла уççăнах мар пулсан та, хĕр йăл кулнă пек турĕ. Эп ăна ахалех тиркенĕ-мĕн. Унăн куçĕ, çăварĕ, сăмси çеç пичĕ çинче пĕр çĕререх пуçтарăнса ларнă, янахĕ вăрăмрах, ытти енчен вăл пырах та пырать пуль. Тути те типĕрех ĕнтĕ. Ăна вăл тап тытнă (хăйне вăл нихçан та алăран вĕçертмест пулас). Пĕчĕкçĕ хăмăр куçĕсемпе çын çине ютшăнарах пăхать.
Лайăххи енчен тесен... кама мĕн вĕт. Мамлеев ăна юратса пăрахнă, уншăн Марьерен хитре хĕр те çук. Тĕнчере пурте относительнă.
— Мĕн, ĕçлемен вăхăтра каламалли сăмах та пулать-и? — ыйтрĕ Марье, ирĕксĕртереххĕн кулкаласа.
— Пулать, — терĕм эпĕ. — Хăш-пĕр сăмах ĕç патĕнче çеç вырăнлă. Теприсем — уявра. Кун çутинчен вăтанакан сăмахсем те пур. Ĕçчен сăмах та, ĕçлеме юратманни те пулать... Ку, эпĕ калас текенни...
— Ĕç хыççăн эпĕ ерçместăп çав, — терĕ Марье. — Пĕрре яла кайса килесшĕн.
— Каçарăр та, аçăр-аннĕр пур-и унта сирĕн?
—- Çук. Эпир талăх çитĕннĕ вĕт. Эпĕ асличчĕ. Халĕ шăллăмсем çитенсе авланса пĕтрĕç ĕнтĕ.
— Вара мĕн яла васкамалли пур?
— Ачисене курас килет.
— Ан кайăр паян, Маруç. Эсир кунта кирлĕ.
— Мĕн тума? — терĕ те официанткă, унăн пичĕн хĕррисем кăштах хĕрелчĕç.
— Сире пĕр çын юратать.
Хĕр пичĕ, юнăхса ларнă пек, сасартăк хурапа витĕнчĕ.
— Сильвестр Мамлеев-и? — терĕ.
— Лайăх çын вăл. Ĕçчен. Йăваш...
— Пĕлетĕп. Вăл пирĕн кӳршĕ ялсем.
-— Эппин мĕн чăрмантарать сире пĕрлешме? — тесшенччĕ те эп, хĕр сăнĕ тĕксĕмленнине курса, каласа пĕтермерĕм.
— Нимĕн те чăрмантармасть, — пат татса хучĕ хĕр.
Эпĕ аптра юлтăм. Мĕншĕн çилленчĕ вăл? Мĕн тарăхтарать ăна?
— Пулăшăр эсир ăна, — терĕм эпĕ. Анчах каллех вырăнлă калаймарăм пулас. Марье ман çине талăрса пăхса илчĕ. Куçĕ-пуçĕ хăйĕн вут сирпĕтет.
— Мĕн тăвас ман, ăна пулăшас тесе? Арçын пулас-и?
«Ма хутшăнтам ку ĕçе», тесе ларатап хам ăшрă.
— Ара ĕнтĕ... Юратать вăл сире. Калама çеç хăймасть.
— Хăюллăрах пултăр. Капла икĕ эрне мар, икĕ çул çӳресен те нимĕн те тухмасть. Эсир те пулăшаймастăр ăна.
Шыва путакан çын улăм пĕрчинчен тытнă пек, эпĕ пĕр сăмахах сĕтĕртĕм.
— Юратать. Вăл юратнине эсир хăвăр те сисетĕр-çке ĕнтĕ.
— Сисĕпин ара. Манăн вăл сăмахне те ĕмĕрте пĕрре хам хăлхапа илтсе курас килет,— терĕ те Марье чупсах кухньăна кĕрсе кайрĕ. Эпĕ кĕтсе лартăм-лартăм — тухмарĕ хĕр.
Каç еннелле сулăнчĕ.
Мамлеев урам вĕçĕнче курăнсанах, эпĕ хамăр пӳлĕмри сĕтел çине çур литр шур эрехпе икĕ стакан кăларса лартрăм, çăкăрпа кăлпасси хутăм. Мамлеев пӳлĕм алăкне уçрĕ кăна, эпĕ, ун еннелле пăхса, «сан сывлăхушăн!» терĕм те пĕр стакан шыва шалт тутартăм.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ хăраса ӳкнĕ Мамлеев.
— Пулман-ха, ыран пулать,— терĕм эпĕ лăпкăн.
— Мĕн?
Эпĕ ирĕксĕрех Мамлеев евĕр калаçма тытăнтăм.
— Мĕн тетĕн-и? Икĕ япала пулса иртет. Пĕри — савăнмалли. Ыран эпĕ киле таврăнатăп. Арăм телефонпа калаçрĕ. Часрах кил, курас килет, тет. Мана кĕтсе, сăра тунă. Хуран кукли пĕçерсе çийĕпĕр, тет. Эс юрататни хуран куклине? Тăррине татса, çу яран та — ну, темрен те паха...
— Тепри мĕскер?
— Тепри-и? Тепри сана тивет. Çитменнине тата усал хыпар. Çавăнпа ăна пĕлме ан васка-ха эсĕ... Çу пулмасан, хăйма та...
Ман этем сĕтел хушшине кăштăрт пырса ларчĕ. Куçĕсем хăйĕн эрех кĕленчи çинче. Аллисем тăр-тăр-тăр чĕтреççĕ. Сисетĕп — ăш-чиккине унне вут хыпса илчĕ.
— Кăштах ярса пар-ха, тӳлетĕп, — терĕ вăл улшăннă сасăпа. Вара çĕр грама янк çеç тутарчĕ.
— Халь ĕнтĕ сăмахна кала, юлташ.
— Ун пеккине пĕличчен пĕлменни, — терĕм эпĕ, — Саншăн мар, маншăн та вăл пуçран тукмакпа çапнă пекех туйăнчĕ.
Шыва путакан çын çыран хĕрринелле пăхнă пек, Мамлеев эрех кĕленчи çине пăхса илчĕ.
— Ан хăра, кала. Тат мана вăта таран.
— Сасартăк нимĕн те тумастăп, урама тухса та кăшкăрмастăп, тесе сăмах пар эппин.
Мамлеев шурса кайрĕ те пӳрнипе эрех кĕленчи еннелле кăтартрĕ. Тата пăртак ярса патăм çакна. Ĕçрĕ те хăйĕннех печĕ.
— Кала... Ну?.. Нимĕн те тумастăп.
— Марье качча каять, — терĕм эпĕ.
Симĕс курăк çине вĕри шыв сапнă пек, Мамлеев çĕрелле лăпсăр усăнчĕ, пĕкĕрĕлчĕ, пусарăнчĕ, пĕрĕнсе пĕчĕккĕленчĕ.
— Хăçан каять? Кама?!
— Хăçанни вăл ниме те пĕлтермест те-ха... Ыран терĕç пулас. Темĕнле шофера тет-и...
Мамлеев яшт сиксе тăчĕ те чĕтрекен аллипе çухине тӳрлетме тытăнчĕ, тутине ал тӳрчĕпе шăлса илчĕ, çӳçне якатрĕ.
— Яр-ха тепĕр çирĕм-вăтăр грам, — приказ пачĕ вăл мана.
— Тен, аллă тултарас? — ыйтрăм эпĕ.
— Çук, нумай пулать.
Ĕçрĕмĕр. Мамлеев хĕремесленсе кайрĕ, пуçне каçăртрĕ. Пырса ан çулăх!
— Эс ăçта каясшăн, Сильвестр Еремеевич? Шоферĕ патне-и?
— Мĕне кирлĕ вăл мана! Ăна хĕнесе тĕрмене лекме-и? Çӳретĕрех хăй çулĕпе. Марье патне каятăп.
— Тăхта-ха, мăн тăвасшан эс унта? Чăрманса çӳрени ахаль пулать вĕт.
— Ма ахаль пултăр? Калаçатăп эп.
— Темĕн, хальччен калаçманнине...
— Паян калаçатăп! Неччу!
— Итле-ха, Сильвестр Еремеевич. Тĕрес вăл: ыран кая пулать. Е паян, е — аллуна сул. Тата нумай та калаçмалла мар. Пĕтĕмпе те пĕр сăмах çеç кирлĕ. Пĕртен пĕрре!
— Ма сахал? — темле шанмасăр ыйтрĕ Мамлеев.
— Çитет! Пăр сăмах кăна. Ытлашшийĕ ĕçе пăсма пултарать. Çав пĕр самахне каламасан та ĕç тухмасть.
Ăлăк пăтне çитнĕ этем каялла çаврăнса пычĕ.
— Мĕнле сăмах вăл?
— Сана мĕне кирлĕ! Эс пур пĕрех калаймастăн ăна.
— Тен, калап.
— «Тен» мар, калас-тăк каламалла ăна е ура та ярса пусмалла мар. Йăлтах пĕр сăмахран килет. Мамлеев кăшт шухăшласа тăчĕ те пуçне сулчĕ.
— Калатăп.
— Чăнах-и?
— Ма калаймĕ тĕтĕн?
— Ара, эс хаюсăр вĕт...
— «Хăюсăр!» Ним мар калатăп.
— Кирек мĕнлĕ сăмах пулсан та-и?
— Кирек мĕнли пултăр... Эрехне çеç тата пăртак пар.
Ĕçнĕ хыççăн Мамлеев хатарланса çӳçне-пуçне якатрĕ.
— Ну?
— «Юрататăп», темелле.
Хайхи паттăр пукан çине лак кайса ларчĕ.
— Ма ун пек сăмахпа вылямалла? — терĕ вăл хуллен. — Ман асаттепе асанне тăхăр вунна çитсе те...
— Халĕ урăх самана çав... Ну, юрĕ, çитĕ кун çинчен. Эс хăравçине эп тахçанах сисрĕм.
Мамлеев хуллен ура çине тăчĕ, алăк патнелле ярса пусрĕ. Вара, васканăçем васкаса, урама тухрĕ, хуп кĕпер еннелле ыткăнчĕ...
Эпĕ вăл Марье хапхинчен кĕрсе кайичченех пăхса тăтăм. Кĕçех кăялла сирпенсе тухать пуль тенĕччĕ, — тухмарĕ.
Çĕрле те таврăнмарĕ вăл.
Мана урай кăчартатни вăратрĕ. Тул çуталса çеç çитнĕ те, эпĕ тепре куçа хупма хăтланса пăхрăм. Этем ман кравать çинех пырса ларчĕ. Мамлеев-мĕн. Çăварĕ хăйĕн хупас тесен те хупăнмасть, куçĕ савăнăçлă.
— Киле каятăп, — терĕ те вăл тăрса япалисене пуçтарма тытăнчĕ. Каламасăрах паллă — вăл авланнă.
— Саламлатăп, — терĕм эпĕ. Тăма хăтланнăччĕ — уçă алăкран коридорта Марье-официанткă курăнчĕ.
Мамлеев япалисемпе аппаланать: чĕркет, сӳтет, хутлата-хутлата хурать... Ытларах тытăнса тăчĕ пулас, Марье сасси илтĕнчĕ.
— Ну, эс час-и?
— Халех! — Ăпăр-тапăрне Мемлеев сеткăна яшт пуçтарса чикрĕ те коридоралла ыткăнчĕ. Вара тулти алăк уçăлса хупăнчĕ. Ура сассисем йăмрĕç. Шăп.
Пăхăнтаракан çын тупнипе савăннă Мамлеев пирĕнпе сывпуллашма та манса кайрĕ.
Атя, юрĕ ĕнтĕ.
Телейлĕ пултăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...