Улăхра шухăша кайни
1
Пин-пин чечекĕпе куçа шартса
Тĕлкĕшекен вут-хĕмлĕ улăхра
Çӳренĕ чух
Пĕр чечекне татса
Эп илтĕм: пултăр терĕм асăмра.
Сăрта хăпартăм.
Кăпăшка çерем
Çул хыççăн кăшт ларса канма аван.
Васкавлăрах тапать иккен чĕрем,
Туять иккен вăл çӳллĕ сăрт-тăва.
Ман аллăмра чечек.
Имшер кăна!
Кăвак куç пек вăл кăмăллăн пăхать.
Пит пĕчĕккĕ.
Çавах ман ăс-тăнра
Тем тĕрлĕ шухăш тĕввине çыхать.
Имшер кăна, çӳхе кăна чечек!
Пĕрулăхрах усеççĕ-çке ун пек
Ытти пиншер-пиншер тантăшĕсем,
Çав улăхăн кăвак лĕпĕшĕсем.
Таçти-таçти тĕнче уçлăхĕнче
Çӳреççĕ пуль çĕмрен-ракетăсем.
Шалт тĕлĕнет халь вĕсенчен тĕнче,
Кӳреççĕ шик те савăнăç вĕсем.
Анчах туятăн:
Çав «çĕмренсене»
Ăсталакан тĕлĕнмелле çынсем
Ак çак имшер кăна чечексене
Тăваймĕç — пар эс хăть триллионсем.
2
Ӳсет туна.
Хăй вăхăчĕ çитсен,
Сĕткенĕ юнĕпе чечек çурать,
Иртсессĕн вăхăчĕ,
Кĕре çитсен,
Вăл кивелет те вăрлăх хăварать.
Ученăй тăвĕ, тен, хитре чечек,
Анчах та чĕрĕ вăрлăх ăсталаймĕ.
Акаймĕ вăл ăна çаран çине,
Хитре чечекĕн ăрăвне тăсаймĕ.
Туна хăех ӳстерĕ несĕлне.
Унра — чĕр пурнăç,
Паянпа ыран.
Туятăп курăк, йывăç пурнăçне.
Çынна куратăп çавă пурнăçра.
Ман аллăмра чечек.
Имшер кăна!
Кăвак куç пек вăл кăмăллăн пăхать.
Пит пĕчĕккĕ.
Çавах ман асăмра
Тем тĕрлĕ шухăш çиппине çыхать.
Шухăшсем
Drive targeted traffic to your website w...
Hej kamaráde! Dnešní puzzle tip: tato ...
Hei, prietene! Trucul zilei: această h...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Hej! Če rad/a odkrivaš skrite nasvete,...
Bună ziua! Dacă ești curios din fire, ...
Bok! Ako voliš otkrivati nove stvari, ...
Bok! Ostavljam ti ovu novu preporuku: ...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Salut! Un pont ascuns: https://www...