Кармака
Профком председателĕ Юрилов, ансăр çамкаллă шĕврек арçын, Пехтин çине (йыш пуçлăхĕ вăл) ыйтуллăн пăхрĕ.
— Харупов пирки вара мĕнле?
Лешĕ ăна тӳрех ăнланчĕ.
— Хирĕçлĕç пуль тетĕн-и?
— Çапăçу пулать.
— Пурпĕрех кĕрт списока! Курăпăр унта...
Учрежденире преми кашни квартал хыççăн параççĕ. Çирĕплетнĕ йăлапа списока малтан пуçлăхпа профком ертӳçи иккĕн пăхса тухаççĕ.
— Инкăна хуш, — йăпăлкка тутине чалăштарчĕ Пехтин. — Комитет членĕсене, актива çавăртăр.
Инка, Инна Карпахова — вăтăр урлă каçнă пăлатна хĕрарăм, темле кăткăс лару-тăруран та çăлăнса тухма май тупаканскер. Шăпах хайхи «активран».
Профком ларăвĕ палăртнă вăхăтра пуçланчĕ. Хăш-хăш чух комитет членĕсене вăрахчен пухма тивекенччĕ: е пĕри çитмест, е тепри... Председатель тарăхса: «Мана çеç кирлĕ-им!» — тесе алă сулни те пулкаланă. Паян пурте килнĕ. Пăхса тухмалли ыйту пурне те кăсăклантараканскер çав.
Юриловпа йыш ертӳçи тунă список тăрăх халь кашни çынна сӳтсе яваççĕ: малтан пăхнă чухлех хăвармалла-и укçа, кăштах хушмалла-и е чакармалла. Тивĕçлĕ мар тăк, хăшне пачах та памалла мар-и? Шыв юххи евĕр калаçу шăкăл-шăкăл пырать: çапла, çапла, тĕрĕсех палăртнă, улăштармалли çук, малалла кайăпăр...
Анчах Харупов хушамачĕ тĕлне çитсен... вăт хăямат!.. чăнах та такăнчĕç: чимĕр-ха, чимĕр, юлташсем, премие тивĕçлĕ-и вăл?
— Харупов ыттисенчен ма кая вара? — çавăнтах сасă пачĕ Нина.
— Кая мар! — хирĕçлерĕç ăна темиçен харăс. — Иртен пуçласа каçчен хăçан ĕçлет вăл? Сисместĕн те, таçта тухса шăвăнать.
— Çур кун телефонпа калаçать...
— Пӳлĕмре питĕрĕнсе эрех ĕçнине хамăрах тытнăччĕ-çке...
Ах, чĕмере пуçĕ, калаçу ăçталла пăрăнса кайрĕ! Харупова списокран ним те мар кăларса пăрахаççĕ вĕт капла. Пехтин Юрилов çине куç айĕн пăхрĕ. Лешĕ хулпуççине сиктерсе илчĕ. Нивушлĕ Инка та «ĕçлесе» çитереймерĕ. Е профком членĕсем, ăна итлемесĕр, хăйсен «политикине» кăтартма шутланă. Çу-ук! Сăмах илме вăхăт. Харупова хӳтĕлесе хăвармалла. Тĕрĕссипе, ăна тĕллĕ çын теме çук ĕнтĕ, майлă самант килсе тухас тăк такама та сутма пултарать. Анчах Пехтиншăн вăл питĕ кирлĕ çын. Юриловăн «сылтăм алли» Инка пулсан, Пехтинăн — Харупов. Куçа курăнман вăрттăн алă.
— Çынна тĕрлĕ енчен пăхса хакламалла, — пуçларĕ Пехтин. — Харуповăн çитменлĕхĕсем чăнах та пур. Анчах вăл хамăр йышшăн тăрăшнине пур чухне те шута илетпĕр-и эпир? Ĕçе лайăхлатма сĕнӳсем парать.
— Кашни пухура тухса калаçать, — сăмах хушма васкарĕ Юрилов.
Ларăва пухăннисем кăшăл-л хускалса илчĕç: ку тĕрĕсех ĕнтĕ — Харупов сӳпĕлтетмесĕр пĕр пуху-канашлу та иртмест.
— Чĕлхине вылянтарма чăнах та ăста!
— Кармака!
— Сăмах юхтарнă чухлĕ ĕçлес тĕк унран лайăхрах çын та пулас çук!
— А мĕн? — малалла каларĕ пуçлăх. — Хăшĕсем çулталăкĕ-çулталăкĕпе çавара шыв сыпнă пек пурăнаççĕ. Харупов вара яланах активлă. Хальхи пурнăç пирĕнтен шăпах çавна ыйтать. Апла тăк эпир Харупова палăртмасăр — преми памасăр хăварма пултараймастпăр.
Списокра юлчĕ-юлчех кармака.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...