Ытамра 31 минут
Ваççа хăна çурчĕшĕн тӳлесе татиччен кану паркĕнчи тенкел çинче темиçе сехете яхăнах шухăшласа ларчĕ. Ăна тĕрлĕ шухăшсем канăç памарĕç. Юратнă мăшăра тăван шăллĕ патне каятăп тесе улталани мар, ют хĕрарăмпа тĕл пулма калаçса татăлни те мар, хуçалăх ертӳçине çĕнĕ тулă вăррине Шупашкара шырама тесе килни те мар. Çук, урăх, ăнланмалла мар, ĕлĕк нихçан пуçа килмен шухăшсем. Мĕнле майпа çак çамрăках мар ар çын « Ваççа нумаях пулмасть хĕрĕх виçĕ çул тултарчĕ» пĕтĕм пурнăç проблемисене манса кайса, пуçне çухатса виçĕ кун каялла кăна паллашнă çамрăк хĕр арăм патне çиçĕм пек вĕçтерсе килчĕ? Нивушлĕ çур ĕмĕр патне çывхаракан ар çынăн çавăн пек выçă туйăмсем? Чăннипе каласан арăмсăр пуçсăр урăх хĕр арăм пулман тесен те тĕрĕс мар, Ваççа ĕлĕкхи саккун психологийĕпе пурăнмасть. Хăй унталла-кунталла чупса, ют хĕр арăма шыраса та çӳремест, анчах та май килсен аяккалла тармасть, вăй çитнĕ таран хĕр арăма ырă тума тăрăшать. Ун пек ют хĕр арăмсемпе нумаях пулман, сахал тесен те тĕрĕс мар. Пурнăçра тем те пулнă. Анчах та паянхи пек васкаса, пĕтĕм ĕçсене пăрахса юбкă хыççăн чупса килни пулман. Ваççа, тен ватăлма пуçларăмăр? Çук, иртерех-ха, юнашар пурăнакан пускил старикки, ав, çитмĕлтен иртсен çамрăк хĕр арăма качча илчĕ. Вăтăр тăватă çул çамрăкрах. Çав çулти пек пулсан калама юрать. Çук, иртерех-ха ватă чирĕпе чирлеме. Апла пулсан мĕнле туйăм-ха ку?
Тĕл-пулу шухăшĕсемсĕр пуçне çутçанталăк илемлĕхĕпе те килленме вăхăт тупăнчĕ. Унсăр мĕнле, вăл çĕр тухтăрĕ вĕт. Хуçалăхра пысăк ĕçсене туса пĕтернĕ темелле. Çур аки вĕçленнĕ, ыран çĕр улми лартма тухмалла: вăрлăхĕ япăх мар, ял халăхĕ ытти ялти пек мар, пурте пĕрле, харăссăн ĕçе тухаççĕ. Халăх ăнланать, паянхи вăхăтра вĕсен ялĕнче колхоза пĕтерме юрамасть. Ытла нумай ватă тата пĕччен пурăнакан çынсем. Вĕсене икшер гектар валеçсе парсан, çĕр мăянпа ӳссе ларма пултарать. Анкартинчи çĕрĕпе аран-аран усă курма пултараççĕ. Камăн йăх пысăк, вĕсемшĕн çирĕм-вăтăр гектар та нумай мар. Паянхи кун ун пек ратлă йăхсем виççĕн кăна. Ыттисен мĕн тумалла? Пĕрле ĕçлемелле. Хуçалăх ертӳçи ĕç укçине ,сахал пулин те, вăхăтра парать. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-пĕр чухне ĕç халăхĕ кӳренкелет те. Нумай тӳлеме сутма пĕлни кирлĕ: паянхи кунсенче тыр-пулĕ те йӳнĕ, пахча-çимĕç те бензин хакне аран-аран саплаштарма çитет. Укçа вырăнне туса илнĕ продукципе хушса паркалама тивет. «Эх, çумăр пулсан лайăхччĕ. Вара кăçал тыр-пулĕ йĕркеллех пулĕччĕ. Çу уйăх çумăрĕ пек лайăххи çук», — шухăшларĕ Ваççа.
Ваççа хăйĕн арăмне питĕ юратать, ачисем те, икĕ ывăлпа пĕр хĕр, пĕринчен тепри илемлĕрех, ăслă, ĕçчен. Виççĕшĕ те шкула çӳреççĕ, виççĕшĕ те «виççĕ» паллăсăр вĕренеççĕ. Мăшăрĕпе çирĕм çула яхăн шăкăл-шăкăл калаçса пĕрле пурăнаççĕ — пĕр-пĕринпе килтен тухса каймалла, уйрăлмалла, тарăхса вăрçни пулман теме те юрать, Ваççа ас тумасть. Çĕрлехи юрату ĕçĕсем те туйăмсемпех час-часах пулкаласа пыраççĕ, мăшăрĕ юрату çитменлĕхĕ пирки нихăçан та хирĕç сăмах каламан, апла пулсан ăна япăх мар, ют ар çынсемпе çӳрет тенине те никамран та илтмен. Ялта ун пекки пулсан, ĕçне тăвичченех кашни йытти-кушакĕ пĕлет. Арăмĕ ăна ним тума та чармасть. Паллах, Ваççа нихăçан та çак ирĕклĕхпе иртĕхмен, хăйĕн шăпипе çырлахса, пурнăç тилпехине тытса пынă. Ачисем те ашшĕне юратаççĕ, килти ĕçсенче каламасăрах пулăшаççĕ. «Тен киле каялла каймалла?» — сĕнчĕ шалти сасă Ваççана. Анчах та ĕнерхи çепĕç сасă, хулăн та вăрăм çивĕтлĕ хĕр, таса та тарăн хура куçсем шалти сасса итлемерĕç.
Виçĕ кун районтан каялла таврăннă чух, автобусра юнашар хăйĕнчен вун пилĕк çула яхăн çамрăк пĕр хĕр ларса пычĕ. Темскер пулчĕ ун чухне Ваççана, ытти чухне ытлах калаçман вăй питти арçынăн чарăнмасăр сăмахĕсем çуралчĕç: хăй кам пулса ĕçленине, мĕнле апат çимĕç юратнине, килте миçе ача чупса çӳренине, пĕрлешӳллĕ хуçалăхăн йывăрлăхĕсене тата тем те пĕр каларĕ. Юнашар ларакан хĕр мĕн ятлине те ыйтма манмарĕ. Марине ятлă иккен. Хĕрĕ те калаçаканскер пулчĕ, кашни ыйту çине хуравларĕ, Ваççа калаçнă чухне тимлĕн итлесе ларчĕ. Калаçу пĕр самант та чарăнмарĕ. Икĕ çынна никам та кансĕрлемерĕ, интереслентермерĕ. Ар çынни хăйĕн куçĕпе çак чиперкке çине кăна шăтарса, тасан пăхса, калаçса ларчĕ. Хĕрарăмĕ те куçĕпе вылямарĕ, урăх никам еннелле те пăхмарĕ.
Кайран, автобусран тухас умĕн, Ваççа, ним шухăшламасăр çак чиперккене çухатас килменнишĕн-ши, е урăх сăлтавпа, Марине çине куçран пăхса: «Ыран Шупашкарта “Чувашия» хăна çурчĕ умĕнче кăнтăрла иртсен пиллĕкре кĕтетĕп” — тесе каларĕ. «Юрать, килĕшетĕп,» — терĕ ун чухне Марине.
Ваççа вăхăт çине пăхрĕ. Тĕл пуласси пĕр сехет юлнине курса колхоз агрономĕ тенкел çинчен тăрса хăна çуртне кĕчĕ, пĕр çынна валли хатĕрленĕ номершĕн укçа тӳллерĕ. «Акă вăл манăн 528 -мĕш номер» тесе хăйĕн хăна пӳлĕмне уçрĕ. Пӳлĕмĕ чăннипех таса та çутă. Кантăкĕ хĕвел енче. Пӳлĕмĕнче телевизор, радио, пĕр сĕтел тата икĕ пукан. Сĕтел çинче пĕр графинпа икĕ стакан. Кравать çинче икĕ çытар пуррине курсан «Килти пекех, икĕ çытар» тесе кашни çытарне тытса пăхрĕ. Çытарĕсем чăх тĕкĕнчен пулни те Ваççана питĕ савăнтарчĕ. Ваннăна кĕрсе курчĕ, вĕри шыв пуррипе çуккине тĕрĕслерĕ те коридора тухрĕ. Дежурнăйпа калаçса илмелле тесе ун патне пычĕ. Дежурнăйĕ хăнана курсан: «Номер сире кăмăла каймарĕ-им? — тесе ыйтрĕ. “Тавтапуç, йĕркеллех» -тесе хуравланă хыççăн шăппăн — Паян эпĕ номера хĕр арăма илсе килесшĕн, вăрçмастăр-и?” — тесе ыйтрĕ. Дежурнăй, пĕр вăхăтрисемех пулмалла, сăнĕ-пичĕпе хĕрĕхрери пек, йăл кулса : «Паллах, çамрăкки, паллах, çĕр каçмаллăхах, — терĕ. — Эсир пурте такасем, сире пирĕн пек сурăхсем кирлĕ мар, путек-сурăхсене пар, — терĕ. — Юрĕ ĕнтĕ, эсир ар çынсем пурте пĕр пекех. Ман старик эпĕ кунта ĕçленине пĕлет те “Россия» хăна çуртне çӳрекелет. Уйрăлас, кама кирлĕ эпĕ виçĕ ачапа. Пĕччен пурăнма тата япăхрах. Вăрçмастпăр, ĕç укçине пĕр пус улталамасăр парать, эрнере пĕрре юратмалла вăхăт та тупать. Вăхăчĕ çитсен чарăнать пулĕ тенĕччĕ. Çук, чарăнни те кирлĕ мар, чарăнсан манпа çывăрма та пăрахĕ. Пĕлетĕр-и, вăл мана мĕн калать? Кашни ар çынна паян вунă хĕр арăм лекет, тет. Кашни пĕр арăмпа пурăнсан, ытти тăхăр хĕр арăмăн мĕнле пурăнмалла, тет, вĕсене те çут çанталăк илемĕ кирлĕ, тет. У-ух çут çанталăк таки! Вăл кашнинех пулçшма хатĕр. Вăт ман упăшка мĕнле общественнăй арçын!
Ваççа хĕр арăма чармасăр итлерĕ, «ман пеккисем кунта час-часах пухăнаççĕ курăнать», — шухăшларĕ вăл, пĕр пысăк шоколад парнелерĕ тата кĕсъерен укçа кăларма пуçларĕ. Анчах та дежурнăй укçине илмерĕ. «Канăрах ĕнтĕ,» — терĕ. — Хăнине, тархасшăн çĕрле тулалла ан кăлар. Ахалĕн мана администратор вăрçма пултарать. Вăл пĕлсен, санăн уншăн та укçа тӳллеме тивĕ, мана вара хытă пултарать. Сан çине пăхсан, эсĕ çĕнĕ вырăс мар. Ăçта ĕçлен-ха?
Ваççа дежурнăйа хăй агроном пулнине каларĕ, калаçса татăлнă хыççăн урама тухрĕ. Пĕр икĕ-виçĕ минут шухăшласа тăнă хыççăн, çывăхри апат-çимĕç лавккине кĕрсе, çимелли туянчĕ. Сахал градуслă хĕрлĕ эрех, кăлпасси, батон, апельсин тата икĕ кĕленче пылак шыв. Лавккаран тухсан, хăна çуртне çитес умĕн тепĕр хут лавккана çаврăнчĕ, эрехĕ сахал пек туйăнчĕ, тепĕр кĕленче тата икĕ пицца туянчĕ. Çак кирлĕ апат-çимĕçе илсен, хăйĕн пӳлĕмне кĕчĕ. Сĕтел çине касмаллине касса, лартмаллине лартса хучĕ те хăнана кĕтме тухрĕ.
Колхоз агрономĕ Маринене хăна çурчĕн алăкĕ умĕнче чĕтресе кĕтсе илчĕ. Хĕрĕ те кĕнĕ-кĕменех, темле çухалса кайрĕ. «Ырă каç!» — терĕ вăл хăйне халлĕхе алла тытса, сăмахĕсем чĕтренӳллĕ тухрĕç. Тен çавăнпа пулĕ çак икĕ сăмах тата илемлĕрех илтĕнчĕ. «Ырă каç. Килех!» — хуравларĕ хĕрĕхрен иртнĕ çĕр тухтăрĕ. Унăн сăмахĕсем те темле ăнланмалла мар сасăсем кăларчĕç.
Ваççа килнĕ çамрăк хĕрарăма васкаса тенĕ пекех сулахай аллинчен тытса номера илсе кĕчĕ, чĕри кăлт-кăлт тапнине туйрĕ. Хĕрĕ ним хирĕçмесĕр, суккăрла тенĕ пек, унăн пĕтĕм сăмахсăр командисене итлерĕ. Пӳлĕме кĕрсен саланма пулăшрĕ, пулăшни качки, пĕр туфлине çемçе тапăчкăпа улăштарма ĕлкĕреймерĕ, унăн çемçе, çӳхе, йĕпе тути францус одеколонĕпе сирпĕнтернĕ ватах мар арçын пичĕ патне туртăнчĕ. Ваççа çакна асăрхаса, ăнланмалла мар туйăмпа чĕтреме пуçларĕ, сылтăм алли купарчине хыттăн çупăрларĕ, сулахаййи вара çинçе мăйне ачашлама пуçларĕ.Икĕ тута пĕр — пĕринпе пĕрлешрĕç. Ар çынăн сылтăм алли çурăм тăрăх ерипен е çӳлтен аялалла, е аялтан çӳлелле кăтăклама пуçларĕ, сулахаййи вара пĕчĕк те çемçе хăлхасене ачашларĕ. Хĕр арăмĕ тĕреклĕ кĕлетке патне пĕтĕм чунĕ-юнĕпе çывхарчĕ. Ар çын мĕнле сывланине, чĕтренине чăннипех туйрĕ теме те пулать. Анчах та тутасем пĕр-пĕринпе пĕрлешсен икĕ чун хăйсем мĕн тунине те манса кайрĕç. Икĕ тута икĕ тĕрлĕ сĕткенпе йăпанчĕ. Ваççан чĕлхи Маринен тутин çӳлти пайне, кашни клеткине тенĕ пек, ачашласа тухрĕ, Маринăн пĕчĕк те шĕвĕртерех чĕлхи вара çăвар тĕпне çитме тăрăшрĕ. Çула май çак чиперккен калаçмалли ĕç хатĕрĕ тутари пур нервăсене хумхантарчĕ. Çакăн пек вĕсем мĕн чул тăчĕш-ши, никам та вăхăт çине пăхман, Ваççан сулахай аллин шĕвĕр пӳрни сылтăм хăлха ăшне кĕрсе кайма пуçласан, Марине тĕлĕнмелле çепĕç те чуна ирĕлтерсе ямалла сасăсем кăларчĕ. «А-ах, а-ах, а-ах» тесе тата хыттăн ар кĕлетки патне çыпçăнчĕ, пĕç хушшинчи мамăк темле шĕвекпе йĕпенме пуçларĕ.
Ваççа хĕр арăма пулса çитнĕ ыраш кĕлтине йăтса çĕмел çине хунă пек кравать çине хучĕ. Çул çинче тепĕр туфлийĕ хăйех хывăнса ӳкрĕ.
Икĕ кĕлетке кравать çине ӳкнĕ-ӳкменех юрату вăййине малалла выляма пуçларĕç. Марине ар çынăн пурнăç тымарри ытла та хыттине туйса, хăйĕн сылтăм аллипе çав пурнăç тĕрекне шырама пуçларĕ. Акă, пĕр тӳмми вĕçерĕнчĕ, акă тепĕр тӳмми, акă, акă вăл вĕри те хытса кайнă унăн мамăк витĕр кĕрес текен пуç! Ваççа çемçе хĕрарăм аллине туйсан тата тĕлĕнмелле ăнланмалла мар япаласем тума пуçларĕ. Унăн чĕлхи тутаран тухса хĕрарăм чĕччисене ылмаштарса çупăрларĕ. Кăштах шăлĕсемпе ытла ыратмалла та мар, ытлах çемçех те мар çыртрĕ. Ар çынăн шăлĕ чиперккен сĕтне туйрĕ. Марине, Ваççан тути хăйĕн кăкăрĕ патне çитсен, тата ытларах чĕтреме пуçларĕ. Унăн тепĕр алли те ар тымарри патне çывхарчĕ. Икĕ алă темиçе кĕске самантра ар çынна салатрĕ. Арçынĕ пĕр аллипе çиçĕм хăвăртлăхĕпе хĕр арăм йĕмне хывса илчĕ.
Ой! Турăçăм! Ытла та лайăх иккен икĕ чун пĕр-пĕрин патĕнче пулни. Ваççан леш пуçĕ, хĕрĕн кăвапинчен аяларах вырнаçнă урасем варринчи ăшă çăмсене çĕнтерсе вĕри шĕвеклĕхе лекрĕ, вара пĕтĕм вăйпа тĕпне чуп турĕ. Кайран кăшт хăйĕн пуçне кăларса тепĕр хут вĕрилĕх тĕпне шырарĕ. Çавăн пек тӳпери çăлтăр шутне шутласа çитерес пек хăвăрттăн, е ерипен ар çын тĕрекки унталла-кунталла тапаланчĕ. Ваççа аллисем е купарча патне çитрĕç, е хĕр арăм пуçне ачашларĕç, е çинçе кĕлеткене ыталарĕç. Марине чĕччисем «антоновка» сортлă пан улми пек хытса кайрĕç, купарча шăммисем ар çын мухтанăвне мамăк витĕр, шĕвеклĕхсем урлă вĕрилĕх тĕпне хăвăрт çитерес тесе хирĕç тапаланчĕç, аллисем вара ăçта кăна çитмерĕç пулĕ: тутине те кăтăкларĕç, пĕç хушши çăмне те ачашларĕç, хăлхисене те çупăрларĕç... Икĕ чун ахлатса, ухлатса, ыхлатса калаçрĕç.
Çакăн пек выляв хыççăн Ваççа Маринене хăй çине хучĕ. Кун пек юратма тата интереслĕ иккен. Марине хăйĕн вăлчаллă урисене икĕ еннелле сарса пĕтĕм кĕлеткипе ар çыннăн кишĕр пек хытă тĕрекне ăшне кĕртсе ячĕ. Унăн пĕççи ар çын çăмне туйрĕ, чунĕ — пурнăç илемне. Ваççа Маринен тĕтреллĕ хура куçĕсене асăрхарĕ: чиперкке куçĕсем тĕл-пулу пуçламăшĕнчи пек мар — шывлă, тулли уйăха кĕрхи сивĕ пĕлĕтсем хупăрланă пек* тути, сăн-пичĕ — çурхи хĕвел пек йăлтăртатаççĕ.
Кун пек меслет чылая пымарĕ. Тепĕр хут малтанхи юрату енне таврăнчĕç. Анчах та çĕнĕлле юратма май пур-и? Ваççа Марине купарчи айне минтер?çытар% хурсан, икĕ юратакан чунăн тепĕр туйăм çуралчĕ. Меслетсене улăштарсан, хыпашламалли вырăнсем те улшăнаççĕ иккен. Малтанхи меслетре алсем ытларах купарча патĕнче чарăнчĕç пулсан, юлашки меслетĕнче ал пӳрнисем чĕччине ачашларĕç, пуçĕсене чăмăртарĕç.
Маринене ытларах арçын çинчи меслет кăмăла кайрĕ. Кунта вăл хăйне сурăх çинчи ăмăрткайăк пек туйрĕ. Хĕр арăм Ваççа тарласа ăна тата та лайăхрах тăвас тесе тимленине курчĕ. Мĕнле вăл тăрăшса пĕтĕм вăйĕпе ăна çӳлелле перет! Арçын хытă пуçĕ чĕре патне çитнĕ пекех туйрĕ. Чăннипех чунĕ те çак меслет вăхăтĕнче çухалса кайрĕ.
Ваççана ку меслет çĕнĕ тата лайăх пек туйăнчĕ пулин те хăвăрт ывăнтарчĕ, вăл хăйĕн пурнăç тĕрекĕ хĕр арăм чунĕ ăшĕнче чухне ерипен малтанхи меслет патне таврăнчĕ. Вара унталла-кунталла каякан ар çын хатĕрĕ пусăмне хăвăртлатрĕ. Çавăнпа пулĕ-ши, Марине меслет улшăнăвне туймарĕ те темелле. Ваççа ун купарчи айне çытар хурсан тата ытларах çухалса кайрĕ. Унăн чунран тухакан сасси улшăннă çемĕн улшăнса пычĕ, «а-а-ах, о-о-ох»-хĕ чĕтренсе, хăйпăнса, юрату вĕçне çите пуçларĕ. Ваççан та пĕтĕм чĕри чĕтрене пуçларĕ: акă ĕнтĕ Маринен çăл куçĕнчен вĕри те çемçе шĕвек япала вулкан пек сирпĕнсе тухрĕ, Ваççан пурнăç тĕрекĕн пуçĕнчен пысăк пусăмпа тĕлĕнмелле шĕвек япала пĕрхĕнсе çак çăтмахлăха сапрĕ. Пĕр самант икĕ чун ним сывламасăр пĕр-пĕринпе хыттăн чăмăртанса выртрĕç. Иккĕшĕн те пуç нервă клеткисем кăна тăн!тăн! тапса вăхăт иртнине кăтартрĕç. Çавăн пек мĕн чул выртнине никам та туймарĕ, анчах та икĕ чунăн шĕвекĕсем пĕрлешсен кăна ар çынпа хĕр арăм пĕр-пĕринчен уйăрăлса уйрăмăн выртрĕç. Çăл куçĕнчи шыв пек тарĕ иккĕшĕн те пĕрер витрене яхăнах теме те юрать. Ваççа ура çине тăрса çăвăнма кайма шутларĕ, çук, вăй çитмерĕ — урисем утă çулнă хыççăнхи пек чĕтрерĕç.
Пĕр темиçе минут çакăн пек уйрăм выртнă хыççăн Марине Ваççана ылталаса илчĕ. “Сана кăмăла кайрĕ-и? — илтрĕ арçын хăлхи. “Кун пеккине нихăçан та эпĕ туйман, — хуравларĕ Ваççа ыйту çине. Чăннипех кун пек туйăм хăçан пулнине колхоз агрономĕ ас тумасть те.
Ваççа Маринене хĕрлĕ эрех ĕçме сĕнчĕ, хĕр арăм килĕшрĕ. Вара иккĕшĕ те вăр-вар тăхăнса сĕтел çинчи апат патне пырса ларчĕç. Ваççа çамрăк хĕрарăма çур стакан эрех ярса пачĕ, хăйне валли те нумаях ямарĕ. Иккĕшĕ стакана шаккаса хĕрлĕ эрехе тĕппипех ĕçсе ячĕç. Ĕçнĕ хыççăн апельсина икĕ пая пайласа çирĕç. Ваççа çак апат трапези хыççăн Маринене икĕ аллипе йăтса кравать çине илсе хучĕ. Ĕçесси те çиесси те пĕр сăмахсăр пулчĕ. Марине хăйĕн пуçне Ваççа çине хучĕ, сулахай аллипе куçне, хăлхине, питне ачашлама пуçларĕ. Çурăм çинче выртакан ар çын хĕр еннелле çавăрăнчĕ. Куçсем пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Нумаях пымарĕ кун пек выртни. Марине Ваççан тĕрекĕ хытма пуçланине туйсан, хăвăрттăн тăчĕ те ваннăна çăвăнма чупса кайрĕ. Ваççа та унран юлмарĕ. Иккĕшĕ ваннăра душ айне пĕрле тăчĕç. Нумай çăвăнма май килмерĕ, этемсен кăвапаран аялти ĕç-хатĕрĕсем пĕр-пĕрне шыраса тупрĕç* ар çынăн пуçĕ шывпа тасалнă йĕпе мамăк ăшне кĕрсе кайрĕ, кăвапасем те чуп тума пуçларĕç. Ар çын хăвачĕ ăшă шывпа йĕпеннĕ хĕрарăма хытă хăвăртлăхпа çӳлелле тамплаттарчĕ. Марине Ваççана икĕ аллипе ылталаса илчĕ, Ваççа хăйĕн хăватлă аллисемпе икĕ купарчана çӳлелле йăтрĕ те хăйĕн аялти пуçне пулăшса пĕтĕм вăйпа хăй патне çыпăçтарчĕ. Марине чун кăкăрĕнчи сасăпа «А-а-а-ах!» тесе кăшкăрса ячĕ. Унăн сассипе Ваççан та таçтан шалти сасси тухрĕ. «У-у-у-ух» тесе, темиçе самант икĕ вĕри чун çыпçăнса пĕр пек тăп тăчĕç. Кайран вара, пуçланчĕ кăвапа ташши — çывхараççĕ, чуп тăваççĕ, пĕрне пĕри ачашлаççĕ, каллех чуп тăваççĕ, каллех ачашлаççĕ. Çак юрату вăййинче Ваççан фонтанĕ иртерех шывне пĕрĕхтерчĕ, Маринен валашки хăйĕн сĕткенне тепĕр çур манутран кăна юхтарса кăларчĕ. Ваççа çакна туйсан кăна хăйĕн ывăннă та шаннă аялти ĕç хатĕрне вĕри шĕвеклĕхрен кăларчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...