Ӳкĕн
Эй, тăванăм,
Сан чунна кăшлать темскер,
Канăç çук сан, ăш вăркать:
Курăнмасть ырри нимскер.
Арăму та шав лăркать:
«Улталарăн арăмна,
Татаймарăн парăмна...»
Ӳкĕн,
Арăму, тен, каçармасть.
Ӳкĕн, Турă каçарать.
Эй, тăванăм,
Эсĕ пултăн пит пуçтах
Вăй пур чух та çамрăк чух.
Халĕ эсĕ — пуш пучах,
Тутă тĕшĕ санăн çук.
Пулăшмарăн тăванна
Йывăр килнĕ чух ăна.
Ӳкĕн,
тăвану, тен, каçармасть.
Ӳкĕн, Турă каçарать.
Эй, тăванăм,
Эс вăрларăн ĕмĕрех,
Ĕçрĕн-çирĕн вылянса.
Пурнăç хĕсĕнчĕ кĕçвх,
Халь пурнатăн кулянса.
Юн вылянă вăхăтра
Култăн эсĕ тус-йышран.
Ӳкĕн,
тус-йышу, тен, каçармасть.
Ӳкĕн, Турĕ каçарать.
Эй, тăванăм,
Пуç таймарăн аçуна,
Аннӳне сума суман.
Хăвăн çывăх тăванна
Татăк çăкăр та паман.
Çуккă халĕ сан пекки,
Эсĕ — çылăх кутамкки.
Ӳкĕн,
кил-йышу, тен, каçармасть.
Ӳкĕн, Турă каçарать.
Эй, тăванăм,
Эсĕ çакă çĕр çинче
Ырă ĕç туса курман.
Çĕр кĕтмен чух хупличчен
Хăвшăн хăв ан пул тăшман.
Ӳкĕнсем эс, чĕркуçлен,
Пурăн кĕлтуса куллен.
Ӳкĕн,
чунсăр çĕр вăл каçармасть.
Ӳкĕн, Турă каçарать.
Эй, тăванăм,
Тĕттĕмре эс çĕрĕпех
Ма алхасрăн çĕçĕпе?
Пур-çук хĕсĕк ĕмĕре
Эс ирттерĕн тĕрмере.
Халь сана, анка-минке,
Ав судра кĕтет тенкел.
Ӳкĕн,
суд-тӳре, тен, каçармасть.
Ӳкĕн, Турă каçарать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...