Кĕтетĕп иртессе…


(«Кĕçĕн туй» поэмăна кĕмесĕр юлнăскер)

 

Умра – пир-авăр комбиначĕ.

Карти-карти хĕр-акăшсем

юри иртеççĕ перĕнсе,

эх, çавсенчен пĕрне маначчĕ!

 

Каçарăр, теççĕ те, унтан

хĕвел пек йăлкăшса илеççĕ.

Яш чĕрене, мурсем, пĕлеççĕ,

сисмесĕрех хыçран утан.

 

Эхер вăтанчăк тăк – пĕтетĕн,

хĕрсем ун чух – вăрăм туна.

Сисмен чухне кăна йĕпетĕн

çав кушăрханă тутуна.

 

Сăмах чĕнме хăю çитсессĕн

вăшт уйрăлать хĕр ушкăнран.

Яка тумнах кăшт тӳрлетессĕн

сăлтав тупса хыçа юлан.

 

Ун пек, кун пек, ăçта ĕçлетĕн,

сан вăхăту пулать хăçан…

Паллашăва епле вĕçлетĕн,

тепре эс тĕл пулма васкан!

 

Енчен чӳречесем яр уçă,

куçа шартаççĕ тĕкĕрсем –

тăпах чарнан иртсе пыруçăн,

таçта кунтах пурнаç хĕрсем.

 

Шала кĕрес – хуралçă ямĕ,

хĕрсем патне теме хăран.

«Васкатăп-ха, чĕнсеччĕ йăмăк», -

вăлтса хăварăн вахтера.

 

Ар тенине шăршран паллаççĕ.

Кама шырать-ши?

Тух та пĕл!

Алăкĕсем кăшт уçăлаççĕ,

куçсем пулаççĕ тĕлме тĕл.

 

Теприн шакăртатмасть çăрийĕ,

кĕрсе ан кай кĕтмен çĕре!

 

Çапах та йĕкĕтлĕ хĕре

Кунта ăмсанĕ шăп çуррийĕ.

 

Çырлалăхпа танлашĕ хĕрлĕх,

пурак çĕкле те тух татма.

Савнийĕ хĕрупраçăн хĕрĕх,

çитет ыр мăшăр суйлама.

 

Пĕр агрегат заводĕнчех

мĕн чухлĕ ăмсануллă каччă!

Тата Çĕн Шупашкар енчен

яш-химиксем те чупаканччĕ.

 

Анчах вĕсем халь тĕшмĕртеççĕ,

çĕнĕ завод çĕкленнĕçем

хĕрсен чунне ав илĕртеççĕ

хăватлă трактор яшĕсем.

 

…Умра – пир-авăр комбиначĕ.

Ĕçрен килеççĕ-ши хĕрсем?

Тухса тарассăнах чĕрем,

нивушлĕ – перĕнме манаççĕ?..

 

1973-1974.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: