Пурнатăп-ха, телейĕм пур теме...
Пурнатăп-ха,
Телейĕм пур теме
Нумай та кирлĕ мар-мĕн этеме.
Хăпартăм та Пĕччен Тĕме тăрне,
Пăхса выртап ачалăх çăлтăрне.
Вăл Баренц хĕрринче те çав.
Пĕрех.
Пĕрех вăл Айкăшра та Явăшра.
Вăл çунĕ ĕмĕрех.
Вăл пурпĕрех
Манпа çеç çунса кайĕ ман ăшра.
Унччен çула çутатĕ тĕттĕмре,
Хуплаймĕ хура пĕлĕт те тĕтре.
Çитетĕнех тесе,
Çитес çĕре
Илсе çӳрет мана вăл тĕнчере.
Ăçта çитсе ăçта кăна ан пус —
Манпа пĕрлех ман çутă
çăлтăр-тус.
Вăл ĕмĕт пек —
умра та катара.
Вăл шанчăк евĕр яланах
çумра.
Эп курнă ытарми чечен
каçсем.
Анчах та асăмра урăххисем.
Çил-тăвăлра та
вичкĕн сивĕре
Пĕр эпĕ те ман çăлтăр
чикĕре...
Сиссессĕн çухату çывхарнине,
Тӳссессĕн те пĕчченлĕх асапне,
Эп тилмĕреттĕм хамăн çăлтăрах:
Мана сĕм тунсăхран кăшт
çăлтăрах.
...Пурнатăп-ха.
Ман çăлтăр — тӳпере,
Çӳл тӳпере те чĕрере.
Пĕрре.
Каллех ак куç илмесĕр
ун çинчен,
Пăхса выртап
ачалăх сăпкинчен...
Шухăшсем
I've noticed that your chuvash...
В случае если нужен быстрый сервис VPN, ...
Save on marketing costs with our AI-powe...
Our AI-powered solution drives location-...
Our AI-driven solution sends high-qualit...
Want more targeted traffic to your chuva...
I've noticed that your chuvash...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...