Мăйракаллă открыти
Эпир шăпах каçа апата ларнăччĕ. Алăк яриех уçăлса кайрĕ те, мăкăрланакан сивĕ сывлăшпа пĕрле кӳршĕ Левентей кĕрсе тăчĕ. Шăпăр сĕнессе кĕтмесĕрех кăçатти çинчи юрне малахайĕпе шăлса тăкрĕ.
Левентей колхозра паллă механизатор. Вăл ялтах вăтам шкултанах тракторпа ĕçлеме права илсе тухрĕ. Çирĕм çул хушшинче хуçалăхри нумай машина ун аллинче чупнă.
— Мухтаса çӳретĕн, кил апата, — арăмпа иксĕмĕр те харăсах чĕнтĕмĕр.
— Апачĕ-мĕнĕ мана кирлĕ мар-ха. Эпĕ ĕçпе килнĕ, — терĕ вăл, тĕпелелле иртсе. Çĕлĕкне сĕтел çине месерле хучĕ те ун ăшне кĕсйинчен тин çеç çуралнă тăватă кушак çури кăларса хучĕ.
— Тăхта-ха, мĕн хăтланатăн?
— Тăхтама май çук. Кашăкна хур-ха, апатне каярахпа çийĕн.
Арăм та, çиме пăрахса, Левентей мĕн хăтланнине пăхать.
— Акă, кур, — терĕ вăл. Сылтăм аллипе кушак çурине тытрĕ те сулахайĕпе суккăрскерĕн чĕтрекен хӳрине çӳлелле çĕклерĕ. — Ама-и?
— Ама, — тетĕп.
Иккĕмĕш çурине те çаплах кăшкăртрĕ:
— Ама-и?
— Ама.
Юлашкисем те ама пулчĕç.
— Тăваттăшĕ те ама. Ан ман. Халĕ кусене пăхăпăр, — терĕ, çурăмĕ хыçĕнчи кутамкине вĕçертсе.
Унтан пĕр йытă çури кăларса месерле вырттарчĕ.
— Ку кам? — ыйтрĕ, çура хырăмĕ çине пӳрнипе тăллесе.
— Аçа, — тетĕп.
Пурĕ пилĕк çура кăларса кăтартрĕ. Пурте аçа. Иккĕшĕ сĕтеле йĕпетсе хучĕç.
— Ничава, арăму хĕрарăм, тасатĕ-ха, — шӳтлешсе ал сулчĕ Левентей анчăкĕсене кутамкине тултарнă май. — Çаксене мĕншĕн кăтартрăм-ха эпĕ сире, çавна уйласа илетĕр-и?
— Çук.
— Тотă! Кунта питĕ пысăк секрет! Ку çурасене ашшĕ-амăшĕсем, манăн ирĕке пăхăнса, çапла çурланă. Муркăна ама çурлама эмеллерĕм — пĕтĕмпе ама пулчĕç. Сарпая аçа çуратма «тухатнăччĕ». Результатне хăвăр куратăр. Вăт сире эксперимент! Халĕ сирĕн виçĕ ывăл. Тăваттăмĕшĕ хĕр пултăр тесен, кампа канашламаллине чухлатăр-и?
— Ан сӳпĕлтет! — хытах чĕнчĕ арăм. — Хăвăр ав пĕрмаях ывăлшăн ăшаланатăр, тăваттăшĕ те хĕр.
— Ара эпĕ халиччен кунашкап опыт ирттерменччă-ха. Çакнашкал май пуррине кам пĕлнĕ. Ăнлана пĕлсен, ку — тĕнче тĕлĕнмелли пысăк открыти. Çĕр çинчи чĕрчунсем хушшинче мĕн чухлĕ аçа е ама кирлине шута илсе, план тăрăх йĕркелеме пулать. Хĕрарăмсемпе арçынсен шутне ансатах пĕрпеклетме май пур. Ку япала çинчен вĕçне çитичченех шухăшлама та йывăр, пуç çаврăнса каять. Эпĕ кунта мĕншĕн килнĕ-ха? Çак открыти çинчен пирĕн халех çырас пулать. Атту ăна ытти çынсем шухăшласа тупма пултарĕç. Вăраха тăсас марччĕ. Ăçта, кам ячĕпе çырмаллине эсĕ тупса хур. Ыран, вырсарникун, ирех килетĕп.
Левентей çамрăк çурасене йăтса лăплаттарса тухса кайнине арăмпа иксĕмĕр те çăварсене карсах пăхса тăрса юлтăмăр.
Тепĕр кун кӳршĕ ирех персе çитрă.
— Ну, мĕнле адреспе çыратпăр.
— Малтан эсĕ мĕн çырмаллине кала. Адресĕ пулĕ вăл.
— Ара, çĕркĕ сана кăтартрăм-çке.
— Курни кăна сахал. Эсĕ мĕнле майпа аçа е ама çурлаттарма пĕлни кирлĕ.
— Э-э, шишь! Эпĕ ăна никама та каламастăп.
— Ак тамаша! Апла-тăк мĕн çинчен çырмалла?
— Çырмалла çав. Малтанлăха район хаçатне çыр.
— Мĕн çинчен?
— Эпĕ открыти туни çинчен. Çапла-çапла, те, ученăй мар, академик мар, простой тракторист Лаптев Леонтий питĕ пысăк открыти тунă, те. Ан тив, — вулаччăр, пĕлччĕр.
— Çапла кăна çырнипе ăна никам та пичетлемест. Тĕрĕссипе каласан, санăн опытна халь тĕрлĕрен чĕрчунсем çинче темиçе хутчен тĕрĕслемелле. Вара çавăн çинчен тин теплĕн çырмалла.
— Эсĕ, паллах, манăн открыти вăрттăнлăхĕ çинчен çырасшăн. Çук, ăна калама пултараймастăп.
— Ма?
— Вара ăна çийĕнчех вăрлаççĕ.
— Камсем?
— Районрисем.
— Ан тĕлĕнтер. Апла-тăк çӳлерех, Хусанах çырас пулать.
— Элле унта хыптармаççĕ тетĕн-и?
— Пĕтрĕ пуç! Хусантисене те шанмастăн-и? — тетĕп, çырма хатĕрленĕ ручкăна сĕтел çине хурса.
— Ара, эсĕ хаçат вуламастăн-им? — ответ парас вырăнне тĕлĕнсе ыйтать манран Левентей. — Ĕнерхи номерте те, ав, пĕр чиновник вуншар çул черетре тăракан рабочисене памалли хваттерсене хăйĕн çывăх çыннисене валеçнĕ, айккинелле сутнă, взяткă илнĕ. Элле унашкаллисем Хусанта сахал тетĕн-и?
— Хă! — ирĕксĕрех пуçа пăркалатăп. — Апла Мускавах çырас пулать-и?
— Мускавах! Только Мускава!
— Ытлах та çӳле кармашатпăр-çке.
— Чăн çӳле кирлĕ те çав. Открытийĕ те пысăк, чĕлĕм чăпăкĕ кăна мар. Илтсен, пĕтĕм тĕнче ахлатса ярĕ.
— Ăçта, кам патне е хăш хаçата çырар?
— Ан васка, шухăшлас пупать.
Мускавра тухса тăракан пĕтĕм хаçат-журналсене пăхса тухрăмăр — Левентее килĕшекенни тупăнмарĕ. Ялхуçалăхĕпе çыхăннă министерствăсене аса илтĕмĕр — кăлăхах пулчĕ. Нумайччен лартăмăр. Хыçа-хыçа ĕнсе ыратакан пулчĕ, ĕçĕ çаплах малалла шăвăнмарĕ. Стена çинчи «куккук» вуниккĕ авăтсан, кӳршĕ яштах сиксе тăчĕ:
— Юрĕ. Килте мана çухатрĕç пуль, кайса апатланам-ха.
Левентей хыççăн алăк хупăнсанах арăм лăрка пуçларĕ:
— Ик-виçĕ куна тĕрĕслемелли тетрадӳсем выртаççĕ, эсĕ çав сӳтĕкпе сĕм ахаль кун ирттертĕн. Наследственность, хромосом пирки мĕн ăнланать вăл?
— Аташнине хам та пĕлетĕп, çапах та килнĕ çынна хăваласа яраймастăн. Кӳршĕ вĕт. Хамăр та унсăрăн пурăнаймастпăр, кашни çуркуннех пахча та алса парать. «Дружба» пăчкăпа вутă та сыпăласа парать...
«Куккук» тепре авăтнă çĕре Левентей апатланса та çитрĕ.
— Çыр, — терĕ, савăнăçлăн кулкаласа. — Кам патне çырма тинех тупрăм.
— ?
— Академик патне шăрçала ман ятпа. Вĕсен пуçлăхне мĕнпе калаççĕ-ха?
— Президент.
— Вот-вот! Çыр çав президент патне: аçа тесен аçа, ама тесен ама, хĕр тесен хĕр, ывăл тесен ывăл çураттармалли меслет тупнă, те. Çывăх вăхăтрах, антив, пуху пуçтарччăр, çав пухăва мана чĕнсе илччĕр. Çавăнта вара трибуна çинчен эпĕ вĕсене хамăн секрета уçса пама пултаратăп. Пурте илтчĕр. Çапла тусан, манăн открытине никам та вăрлаймасть,
Алăри ручка манăн çĕре ӳкрĕ.
— Левентей, ан çилен те, сана тĕрĕснех калатăп: аташатăн эсĕ, мана акă ĕнертенпе ухмаха ертетен. Академиксем ĕçсĕр çапкаланса çӳреççĕ тетĕн-им? Эспе эпĕ мар, пиртен нумай пысăк çынсем те вĕсем патне çапла вашт! кăна пырса кĕреймеççĕ. Наследственнăçа этем хăйне кирлĕ пек халлĕхе улăштараймасть-ха. Академиксене эспе эпĕ вĕрентеймĕпĕр. Пăрах ку шухăшна.
Кӳршĕ сасартăк кăмăлсăрланчĕ.
— Çырмасан çырмăн. Вырăсла ăста çыракансем ялта пĕр эсĕ кăна мар, — терĕ вăл, çĕлĕкне тăхăнса.
Çав вăхăтра унăн арăмĕ Груня килсе кĕчĕ.
— Ут хăвăртрах, унта Тукас хĕрарăмĕсем сана виççĕн тан килте кĕтсе лараççĕ, ывăл çуратасшăн ăшаланаççĕ, — терĕ те Левентее чышкаласах кăларса ячĕ. — Çав çурасемпе йăлтах ухмаха ерчĕ вĕт. Кушаккин амисемсĕр пуçне тата виçĕ аçа çураччĕ, Сарпайин икĕ амаччĕ. Никам та илекен пулмĕ тесе, вĕсене пĕве хыçне хам кайса пăрахрăм. Çавна калатăп та — хăлхине те чикмест.
...Ку ĕçпе Левентей ман пата урăх килмерĕ. Хăйĕн «открытийĕ» çинчен Мускава çыру çитерейнĕ-ши, çук-ши — çавна пĕлместĕп. Халĕ вăл хăй район больницинче выртать. Йывăрах аманнă, теççĕ. Хăйĕн ĕнине вăкăр патне илсе кайнă. Тына пăру тутăр тесе, ăна çăварĕнчен ирĕксĕрлесех кĕленчепе çур литр эрех янă, тет. Ĕни урса кайнă та Левентее мăйракипе карта урлă вăшт! çеç ывăтса янă имĕш. Шел, питĕ шел! Акă сана открыти! Хальхинче мăйракаллă пулнă çав вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...