Çырăнман саккун


Ак кур,

Ачи-пăчи çулпа пыран ватта çул пачĕ.

Çак кун

Тепри аманнă чĕкеçе сиплерĕ, ячĕ.

Ку вăл – никам çырман,

Ниçта та çырăнман

Саккун.

 

«Çĕтем –

çур çул шырам сана, савни,

шырам пĕр ĕмĕр,

Пĕтем, –

Çĕн несĕл юлтăр та, унра ман çунтăр ĕмĕт».

Çапла тăвать тупа

Таса юратупа этем.

 

Ак кур,

Ачи – ӳсет. Чĕкеç – вĕçет.

Каччи хĕрне чуптурĕ... Кулчĕç…

Çак кун

Çут тĕнчере этемлĕхпе миçе тĕл пулчĕ

Этем алли çырман,

Ниçта та çырăнман

Саккун?

 

31.07.1971.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Макаров сашук (2013-10-15 20:22:32):

Кашни щын хайне еверле юратать. Кашни щлыннан хайен туйеме,кама

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: