Ăслă, аслă, чаплă, сумлă паттăрсем
Кĕр йĕпе килчĕ. Ялан çумăр çăвать.
Пĕр уяр кун пулчĕ. Хĕвел пăхать.
Пĕр ял. Улăм витнĕ ял. Унта-кунта йăмра, ик-виç хурăн урамра.
Пĕр пӳрт. Чӳречисем урамалла, хĕвеле хирĕç ик чӳрече.
Икĕ кантăкран пӳрте хĕвел пăхать.
Пӳрт ăшчикки тасах та мар. Урайĕ çӳплĕ, саккисем хура, пӳртре никам та çук.
Тĕпелте сĕтел. Сĕтел умне пукан лартнă. Пукан çинче пушăт, мунчала. Сĕтел çине çăпата хунă, тавăрнă çăпата; пысăк çăпата, калăпне кăларман; пушăт вĕçĕсем тăраткалансах тăраççĕ; шĕшлĕ, кукăр авăрлă шĕшлĕ, çăпата кĕллине тирĕнсе тăрать, çăпатине хуçса пĕтереймен, — вăхăт пулман пуль çав.
Сак çинче, кантăк умĕнче, пĕр кĕпе выртать тăсăлса. Кĕпе çине çап-çутă ӳкнĕ хĕвел çути.
Уяр кун, пăртак ĕçлесчĕ тесе хуçисем ĕçе кайнă пулмалла. Васканă хушăра (ĕçчен, пурнăç çынни васкать ĕнтĕ çав) кĕпине хывса пăрахса хăварнă сак çине. Ĕç патне тесе те кивĕрех кĕпе тăхăнса кайнă вара. Кĕпе тӳнтерле, çанни айккинелле тăсăлса выртать.
Кантăкран хĕвел çап-çутă çутатса, сăнаса, тинкерсе кĕпе çине пхать.
Хĕвел çутипе кĕпе çанни çĕввинче пĕчĕк шурă шăркасем йăлтăртатаççĕ.
Кĕпе çанни çинчех, шăркасем хушшинче, хĕвел ăшшипе пыйтăсем мĕшĕлтетеççĕ.
Хуп-хура пăрçа васкаса чупса çӳрет.
Хĕвел ăшшипе çан-çурăмне ăшăтса, пĕр кӳпчеме хăнкăла месерле выртать киленсе.
Мăйăр татма кайсан, вăрмантан ерсе килнĕскер пуль, сăвăс та çавăнтах ерипе утать. Шăни те кĕпе çине хĕвел ăшшине ларнă, пăртак утать те, ăслă-тăнлă пек, тем шухăшланă пек, чарăна-чарăна тăрать вăл.
Пĕрене çинчен сак çине, сак çинчен кĕпе çине пĕр хĕрлĕ пысăк таракан, уссине вылтса, хĕвел ăшшине чупса çитрĕ çакăнта. Икĕ уссине çӳлелле çĕклесе тăрать таракан. Пуçне ухса, уссине вылятса пăхкаларĕ ку. Сăвăса, шăнана, хăнкăлана, пыйтăсене курчĕ те куштан сасăпа:
— Вон! Пошел! Вон! Кунта мана хĕвел ăшшинче чупса çӳреме чăрмантарса тăратăр эсир, — терĕ.
— Хĕвел ăшшинче сан çеç ăшăнмалла-и вара? — терĕ хăнкăли таракана.
Пăртак хăрарĕ пулмалла таракан, чарăнса тăчĕ, уссине усрĕ.
— Тусăмсем, харкашас мар, ĕнтĕ кĕркунне çитнĕ, кун пек ăшă кунсем сайра пулĕç. Пĕрле пухăннă чухне хамăр пурнăç çинчен калаçар, — терĕ хăнкăли, анасласа, каркаланса.
— Эй, шăршлă хăнкăла, эсĕ те пулин пурнăç çинчен калаçасшăн. Мĕн сăмах тупăнмалла сирĕн калаçма? Хапхаран та тухса курман эсир. Пăнчăхса пӳртре пурăнатăр эсир пурсăр та. Эпĕ вăт сирĕн пек мар, сĕм вăрманта пурăннă эпĕ, тем те курнă, упа-кашкăр уланине илтнĕ эпĕ, — терĕ сăвăс.
— Ха, сăвăс, эсĕ вăрманта пурăннипе мухтанатăн-çке. Ман атте вăрманта кăна мар, таçта та çӳренĕ, ман атте Сăр урлă каçнă, ман атте тинĕс çинчи караппа çӳренĕ, — терĕ пĕр пысăкрах пыйти.
Пыйтă сăмахне илтсен шăрка шартах сикрĕ.
— Шуйттан пыйти, мĕн суйса ларатăн эс, — терĕç пурте.
— Тинĕсе çитме мар, пыйтă йăхĕ çичĕ сыпăкра та йĕтем хыçне тухса курас çук, — тет хăнкăла хĕвел ăшшипе кркаланса.
— Кирек мĕн калăр — пĕри те ман пек çӳле сикес çук эсир, — тесе, йăкăлт-йăкăлт таракан урлă, шăна урлă сиккелесе каçать хура пăрçа.
Çуначĕсене сарса хĕвел ăшшипе çан-çурăмне ăшăтать шăни, хăй пĕр сăмах та чĕнмест.
— Ах, çырлах! Тем пекех мухтанатăр çак эсир. Мĕнех вара вăл манран пулакан пыйтă, шăршлă хăнкăла, хура пăрçа, анра пуçлă таракан, сăвăс, нăй-нăй шăна. Пурсăр та пĕр пуса тăмастăр эсир, ухмах эсир пурсăр та. Мĕн пĕлетĕр вара эсир? Калăр-ха! Пĕчĕк çĕр çинчи чĕрĕ чун шăркаран пулнă вĕт! Тĕнче пуçлăхĕ шăрка мар-и вара? — терĕ пĕр шăрки.
— Апли апла пуль те, нăй-нăй шăна та чĕрĕ чунах пуль тесе шухăшлатăп-çке. Мухтанас мар капла: пĕр-пĕрне хурлас мар; хăнкăла калашле, хамăр пурнăç çинчен калаçса пăхар-ха, эппин: кăçал текех пĕр-пĕрне кураймăпăр та, — терĕ шăни.
— Юрать, юрать, — хамăр пурнăç çинчен сӳтсе явар-ха, эппин, — терĕç пурте.
— Çав пыйтă сăмахне итлес килет ман, пыйтă ашшĕ таçта-таçта тинĕс çине те çитнĕ тет, — терĕ тараканĕ.
— Пыйтă тус! Пыйтă! Каласа кăтарт-ха, эппин, хăв сăмахна, — терĕç ăна пурте.
Пысăкрах пыйтă хăрах аллипе сăмсине шăлчĕ, тепĕр аллине куштанла хытă чăмăртарĕ те хаяр сасăпа калать:
— Пирĕн атте чăнах та Хура тинĕс çине çитсе курнă. Çак эпир пурнакан пӳрт хуçи ывăлĕ, Иван, флотски матрус пулнă, — тет пыйтă.
— Çапла, Иван флотски матрус пулнă, — теççĕ пурте.
— Германипе вăрçнă чухне мобилизаци туса Ивана та флота, Хура тинĕс çине, илсе кайнă. Ахаль чухне, мирнăй вăхăтра, флотра матруссем питĕ таса пурăнаççĕ, куллен шыва кĕреççе, пушмака та, шăла та щуткăпа тасатаççĕ. Флотски матруссен йĕм пĕççисем мăйăр хутаççисенчен те лапшака. Вăрçă вăхăтĕнче матруссем те таса пурăнман, матруссем пурте пыйтланса пĕтнĕ. Ман атте çавăн чухне Иван хул хушшинче пурăннă. Иванпа пĕрле пирĕн атте Хура тинĕспе Константинополь (Стамбул) хули патнех çитнĕ, турккăсене те курнă вăл. Иван хул хушшинче пирĕн атте киле çитнĕ. Атте киле таврăнсан, уйăх тăххăр çаврăнсан, эпĕ çуралнă вара, — терĕ çав пыйтă.
Тепĕр пĕчĕкрех пыйти сăмах ыйтать:
— Мана та сăмах парăр-ха, эпĕ те каласа кăтартам сире пĕр сăмах, — тет.
— Ну, кала, кала, эппин, — терĕç сăвăспа таракан.
— Ман анне те Германи вăрçинче пулнă; окопра ларнă, тупă сасси илтсе ман анне илтми пулнă. Пĕр чирлĕ салтака çыртнă та ман анне вара тифпа чирленĕ. Чирлĕ салтакăн çухавинче хĕсĕнсе киле аран-аран çитнĕ. Нуша курнăскер ман анне нумай пурнайман вара, пит асапланса, мана йывăрпа çуратнă та ман анне вилнĕ вара, — терĕ ку пыйти.
— Эсир таçта-таçта çитнĕ пулин те çав мачча хăми тăрăх месерле ман пек утса-чупса çӳреме пултараймастăр. Сирĕнтен нихăш те, чупса пăхсан, мана чупса çитес çук. Тавай чупса кăтартам сире, — тесе чупма хатĕрленсе, урисене хускатса тăрать тараканĕ.
— Эх, мухтанăк, вĕçкĕн таракан, халăх шутне кĕместĕн, чупассипе анрататăн, пуçа каçăртса, уссине тăратса чупса çӳренипе пурнăç пулать-и вара? Калаçма шут тытрăмăр, калаçас ĕнтĕ, — терĕ сăвăс таракана.
— Атьсемĕр, итлĕр-ха! — тет шăна. — Ĕнтĕ пурсăр та эсир питĕ маттур, сирешкел маттурри пирĕн ялта никам та çук. Çапла, чăн çапла, вăл юрĕ. Тата çакна сӳтсе явар: кам мĕн-мĕн юратнине пĕлес килет ман. Эпĕ хам яшка тирки çумне ларса юлашки яшка ĕмме юрататăп. Апат çисен инкесем чашăк-тирĕке çумасăрах сак çине лартаççĕ. Эпĕ хам та юратап инке-аппасене, пирĕн пĕтĕм шăна-пăван халăхĕ те инке-кинемисене пит юратать вара. Юлташсем! Калăр-ха, эсир мĕн килĕштеретĕр? — тесе ыйтать шăна.
— Çăкăр хытти кăшлама, çăкăр тĕпренчĕкĕ пуçтарма эп хам та, пĕтĕм таракан халăхĕ те килĕштеретпĕр вара. Çăкăр тĕпренчĕкпе усранăшăн, ака-суха тăвасран хăтарнăшăн, таракан халăхне-йăхне усранăшăн таракан халăхĕ ячĕпе кама тав тăвас-ши, кама савса салам калас-ши ман? — тесе ыйтать таракан.
— Мĕн тав тăвасси? Мĕн салам каламалли пур? «Спаççипă» сăмахпа пирĕн хырăм тутă пулас çук; этем ӳтне тăрăнса ларап та эпĕ юн ĕметĕп, мĕн пур кăмăл çавăнта ман, — тет сăвăсĕ.
— Эп хам çĕрле, хăйă сӳнтерсен, çынна çыртма, юн ĕçме юрататăп та, чĕчĕ ачисене, сăпкари ачасене юратап вара, — вĕсен ӳт çамрăк, ачасене çыртма çăмăл, ку юрĕ-ха. Ман тата çакна пĕлес килет: çĕр çинче темиçе тĕрлĕ халăх пур, çак тĕнчере мĕнле халăх лайăх-ши? — тесе ыйтать хăнкăли.
— Хлăхне-мĕнне пĕлместĕп эпĕ, йĕпе пулас чух ман шăмшак çăмăлланать, ура-алла чупма вăй кĕрет, хытă чупатăп, вара; ухмах тесе ан шутлăр мана, пиçиххисене хытă туртса пилĕке пăвса çыхакан халăх усаллине чухлатăп эпĕ. Кантра пиçиххисене пăвса, туртса çыхаççĕ те, çумăр умĕн йăпăртатса çӳреме ирĕк мар пире, эх, чун тарăхать вара этем кĕпе-йĕме ӳте пăвăнтарса çыхнăшăн. Ыттишĕн кулянмастăп, йĕпе-сапа умĕн пуçа пĕшкĕртсе сикетĕп, чупатăп вара: ман ĕçĕ çав анчах, тамаша ман пурнăç, — тет пăрçа.
— Чимĕр-ха, чимĕр! Ку вопроса эпĕ лайăх пĕлетĕп, — тет пĕр пысăк пыйти. — Тĕнчере чи усал халăх, пит хаяр халăх нимĕç, мадьяр, вĕсем пире, пыйтăсене, ним вырăнне хумаççĕ. Мадьярсем, нимĕçсем ялан супăньпе çăвăнаççĕ, пире пурăнма пĕр кирĕк те çук вĕсен: тифпа та вĕлерме çук вĕсене. Вырăс, тутар, çармăс, мордва, хаххул, белорус — лайăх этем. Вăрçă вăхăтĕнче çырта-çырта тиф ертсе тем чул вĕлертĕмĕр эпир вĕсене. Вырăс, тутар майрисем усал вара: кĕпе-йĕме питĕ таса çăваççĕ, тум-тире таса тытаççĕ, эренере пĕрре мунча хутаççĕ; мунчара пĕве-сие супăньпе кăпăклантарса çăваççĕ, пыйтă пурăнмалăх кирĕк хăвармаççĕ вĕсем ӳт-тирте. Чăваша мала хумалла, мĕншĕн тесе чăваш пыйтă-шăрка, таракан, хăнкăла, пăрçа таврашне юратать, хисеплет вĕсене, — терĕ пыйтă.
— Чăваш юратасси юратать пуль те вăл пире, анчах чăваш та хăш чухне питĕ хаярланать, мунчине вĕри хутать чăваш; вĕри мунчара кашта çине кĕпи-тум-тирне çакать те пысăк алтăрпа шыв ăсса чаш! сапать хĕрнĕ чул çине. Ах, çырлах, вĕри вара тӳсме хал çук. Пĕркун çапла чутах пиçсе вилеттĕм, çанă вĕçне чупса анса аран-аран çăлăнса юлтăм. Чăвашĕ хăй çăка милĕкпе, икĕ милĕкпе:
Ах, ах, ах-хах-хах;
Çăка çулçи мыскари,
Чĕке тăвăн тункати;
Хура-мари сак айне,
Лăппи-лаппи лапкайне;
Çăка мунча шерпетне,
Икĕ алтăр ăшшине,
Ӳте-пĕве канлĕхне;
Çăтăл-çăтăл çăтăлтăк,
Çăка çулçи мыскари,
Хурăн милки сиплĕхĕ;
Ах-ах-хах-хах! — тесе ӳпне-питне çаврăна-çаврăна лапка çинче çапăнать, хам куçпа хам куртăм çавна, — тет пăрçи.
— Çавах та, пире пулсан, чăваш ырă кăмăллă, аван халăх вăл, — терĕç çаксем пурте.
Хĕвел çутатса, ăшăтса кантăкран пăхать кĕпе çине.
Пĕр пысăк эрешмен, вăрăм ураллăскер, лапчăна-лапчăна, майĕпе пăхкаласа çаксем патнелле тĕпелти кĕтесрен утса пырать.
— Килет, улăп килет, тытать пире! — терĕç те çаксем, «паттăрсем», тарма тапратрĕç пурте.
Хĕвел çутине хура пĕлĕт хупларĕ. Кĕпе çинчи вĕтĕрех «паттăрсене» кураймасăрах эрешмен иртсе кайрĕ.
Пушăт, мунчала, тавăрнă çăпата, шĕшлĕ сăтел-пукан çинче. Сак çинче кĕпе. Икĕ кантăк, хĕвел, пӳрт. Хурăн, йăмра — урамра. Пĕр ял, улăм витнĕ ял. Апла та пулнă пуль, эппин.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...