Çурхи çĕмĕртлĕхре
Йĕс чĕлхеллĕ çĕр-çĕр шăнкăрав,
янăравлă йĕс-йĕс шăнкăрав
вĕтлĕхре çакса янă пулас
тараватлă Чике Хурсухал.
Шăпчăксем! Шăпчăксем! Кĕмĕл сас!..
Ах! — ăсран та чунран ан çухал.
Шăпчăксен кĕввинчи кĕмĕл сас:
мĕн тесе кăмăла ман хуçас?
Чим-ха, чим-ха, тăри, тăр-тăри!
Юррупа хир кĕвви юхтăр-и?
Эс тӳпен кăн-кăвак пурçăнне
шух çилпе вăркăштар, ялкăштар.
Саламла ял çыннин шуçăмне,
сар хĕвел пек хĕрпе паллаштар.
Чечексем куç уçсан эс юхтар
«пăчăрти, пăчăрти кĕмĕл тар!..»
Тараватлă Чике Хурсухал,
кăн-кăвак куçупа эс çутал
пĕчĕк кӳлĕсенче йăл! та ял!
Чуптăрах шăнкăр-шăнкăр çăлкуç.
Ун таса кĕввинче — ман хавал,
кĕвĕçсе сăнсăрлантăр тăм пуç.
Мĕн тесе кăмăла ман хуçас?
Ман чунра янăравлă пин сас!
Тунсăхларăм кĕсле кĕввипе,
куççульлентĕм тăмра юррипе
чăвашла йăвашланнă сăнпа
кĕвĕçӳсĕр чăваш шыраса.
Вăл калаçрĕ çурхи сăввăмпа
манăн аслă чунра çуталса.
Эп упрам кĕввине, çĕннине
сар пучахлă чăваш тĕнчине.
Шăпчăксем! Шăпчăксем! Кĕмĕл сас!
Шурă çĕмĕрт хумханчĕ хавас.
Тараватлă Чике Хурсухал
йĕс чĕлхеллĕ çĕр-çер шăнкăрав
çакнипех пуль çуталчĕ ăс-хал,
чунăм, шăп чăт, ан пар-ха хурав.
Хуравне та парам эп хамах
Йĕвене пăхăнман урхамах!..
Шухăшсем
Drive targeted traffic to your website w...
Hej kamaráde! Dnešní puzzle tip: tato ...
Hei, prietene! Trucul zilei: această h...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Hej! Če rad/a odkrivaš skrite nasvete,...
Bună ziua! Dacă ești curios din fire, ...
Bok! Ako voliš otkrivati nove stvari, ...
Bok! Ostavljam ti ovu novu preporuku: ...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Salut! Un pont ascuns: https://www...