Салам!..
Салам! Çав «салам» тенĕ сăмаха пиншер çул хушши мĕльюншар тĕрлĕ çăвар чăмлать. (Паллах, çав шутра шăршлă çăварсем те нумай!), вăл сăмах сысна витинчи ыраш улăмĕ пек çемçелнĕ, анчах та эп вăл сăмаха саншăн тутлă шăршă кĕрекен утă вырăнне хурса калам! Мĕншĕн тесен ман телейлĕ çамрăклăхăм Самарта иртнĕ, вăл кунсене текех курас çук ĕнтĕ эпĕ, вăл вăхăтри ман юлташсенчен, çывăххисенчен пĕри, эсĕ пулнă. Вăхăтра çыру çырманшăн çав тери çиленнĕччĕ те, анчах эсĕ Серпухова янă çырăвна, вăл пĕр уйăх çӳренĕ хыççăн, ĕнер Хаджи1 леçсе пачĕ те, хытă кăмăлăм çаврăнсах кайрĕ. Çырас терĕм вара, карточкă та ярас терĕм. Ан тив, кăштах çавăркаласа, хыпашлакаласа пăхтар, терĕм хăйĕн йăлине. Эсĕ çĕнĕ кĕнеке хатĕрлени мана хĕпĕртеттерет кăна. Мĕншĕн тесен «Вилĕме çĕнтерекене» пĕтереймерĕм эпĕ (кунта пĕтерме памаççĕ), урăх çырасси çинчен халлĕхе шутлама та çук-ха. Шипцов Палюк2 та çырма ĕмĕтленетчĕ, анчах ун шухăшĕсем ахале çеç юлчĕç, Малоярославец патĕнче пирĕн училищĕрен пит лайăх юлташсем çухалчĕç. «ЧК3»-ри Семенов та йĕрсĕр çухалнă-ха, анчах вăл вилнине курман. Ытти юлташсене (Шупашкартан пынисене) эсĕ пĕлместĕн пулас, çавăнпа çырмастăп та халлĕхе.
Иртнĕ каç хисеплĕ караулра тăтăм. Уява кĕтсе илнĕ каç кашни кирле-кирлĕмарах тăратмаççĕ постра! Пирĕн училище питĕ вăйлă практикăран тухрĕ, ун çинчен сывă таврăнас пулсан уйрăм каласа парăп, çавăн хыççăн халь Иваново хулине куçарчĕç, кунта вĕренсе пĕтерсех тухатпăр пулас ĕнтĕ...
Агаков тусăмăн адресне тупса яр. Куçмана4 уйрăмах пĕр çыхă салам леçсе пар (паллах, тутлă шăршă кĕрекен утă йышшине), вăл янă çырăва та саннипе пĕр кунтах, пĕр уйăхран пĕр кун каярах çӳренĕ хыççăн, илтĕм... Тем мурĕ пулчĕ, пуçра ним шухăш çыхăнăвĕн йĕрки те çук, хам мĕн çырнине те пĕлми пулатăп пулас хăш чухне. Хăшпĕр физически ĕçрен хăтарма ыйтса рапорт çыртăм та, ним ответ та памарĕç, пĕр йĕрке çырма та вăхăт çук. Шухăшсем акă пуç тулли пухăнчĕç. Эпĕ, тин çеç сиссе илнĕ тăрăх, халиччен 18 том кăларма пултарнă этем пулнă, анчах хамăн çав тери хаклă вăхăта ним вырăнне хумасăр ирттернĕ. Питĕ шел! Мартин Иден пек çын пулмалла. Авă мĕн иккен чăн кирли. Халĕ хам пĕр-пĕр капитана е майора çитмесĕр, вăрçă чарăнмасăр, йĕркеллĕ ĕçлеме вăхăт тупасса питех шанмастăп. Лĕкĕр-лĕкĕр сăвăсем мар, пысăк япаласем çырма та пултараççĕ çынсем, ĕçлесен. Пĕлĕттĕм эп халь епле ĕçлеме. Анчах пулмасть пуль çав. Халлĕхе сывă юлатăп-ха, пĕтĕм юлташсене çав тери пысăк салам! Портрета юлташсене кăтарт. Ответ халех çыр.
Иваново, 7. XI. 41 ç.
В. Бараев.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...