Сӳнми хĕлхем
IX
Гостаницăра Григорий хай анчах. Вăл Хамет гусĕ патне çитиччен пĕр-икĕ кунлăха Ф. хулине курса çӳреме чарăнчĕ. Поезд çинче Натальяпа чылаях калаçма ĕлкĕрчĕ вал. Темшĕн, мĕншĕнне хăй те пĕлмерĕ, ун чунĕ çав хĕрарăм енне туртăнчĕ. Ăна вăл çак гостиница адресне те пачĕ. Пушă вăхăтра, кăмăлĕ пулсан, кĕрсе тухма ыйтрĕ. Халĕ те ун çинченех шухăшласа ларать. Хăй умне тетрадь кăларса темскер çыркалама пикенчĕ Григорий.
...Мĕскер çырас, мĕскер калас-ши,
Çав çамрăк хĕрарăм çинчен.
Тен, чăнахах та вăл Наташа
Е Надеждах пулайрĕ-и тен?
Вун çул курман, ытлах нумай-им?
Куçсем çавах ун кăн-кăвак.
Анчах вĕсем кăштах путайнă,
Салхуллăн тĕлкĕшсе пăхаç.
Вун çул çех мар, çĕр çул иртсен те,
Манаймăп эп ăна, манаймăп эп ăна!
«Вăт поэт тупăннă, сăвă çырать имĕш», — хăйĕнчен хай кулса илчĕ Григорий, вара малалла прюзăпах çырса кайрĕ:
«Эпĕ ĕмĕрне те çакăн пек йывăр минут тĕл пулман! Мĕншĕн эпĕ асамçă мар-ши? Эпĕ асамçă пулнă пулсан хама чăрмав кӳрекен çынсене темиçе кунлăха йывăр ыйхăпа çывăраттарса ярăттăм. Ман ăшри вута сӳнтерме пултаракан тантăшăма хам çумма туртса илĕттĕм. Эхер те халь кураймасан, урăх ĕмĕрне те курас çук эп ăна. Çук, çук! Вăл Надеждах пулсан вуникĕ чул хӳмене çĕмĕрсе те пулин ман патăма çитмелле, хайĕн юратнă тантăшне савса ыталаса илмелле... Анчах...»
Григорий хăйĕн çул çинчи дневникĕ çине çак йĕркесене çырчĕ те, ăшĕ çуннипе пулас, купăсне тытса Илька юррине шăрантарса ячĕ.
Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче
Шăнкăртатса юхать юр шывĕ...
Шăпах çак вăхăтра, алăкăн тепĕр енче, тепĕр çамрăк чĕре вутра çуннă-мĕн... Ак вăл ерипен алăка шаккарĕ.
— Кĕрĕр, — терĕ Григорий.
Алăк хуллен кăна уçăлсан, пӳлĕме Наталья кĕрсе тăчĕ. Григорий, аллинчи сĕрме купăсне ӳкерсе, Натальăна пырса ыталарĕ:
— Наталья!..
— Гриша, чунăм!
Вĕсем пĕрне-пĕри ним чĕнеймесĕрех диван çине пырса таянчĕç.
Çапла Григорий Надеждăна лайăх палласа илсен, вĕсен чĕрисем пĕтĕмĕшпех ирĕлсе, пĕр чĕре пулса тăчĕç. Григорий ăна хăйĕн çирĕп кăкăрĕ çумне пĕтем вăйĕпе ыталаса темиçе хут чуптурĕ.
— Çитĕ, çитĕ Гриша, — терĕ Надежда.
— Çук, çук! — терĕ Григорий, — эп сана пин-пин хут чуптума хатĕр.
— Сана эпĕ труках уйăрса та илеймен, чунăм, — терĕ Надежда кăшт тăрсан, — тата ĕлĕк сан çамку çинче çак йĕр çукчĕ. Эсĕ акă чаплă музыкант-композитор... Халь тин мана йышăнас та çук ĕнтĕ вăл, тесе шутларăм. Тен, сан ачусем те пур тăр-ха...
Çак сăмаха каласан, вăл куçĕсене шур тутарпа хупларĕ, анчах çутă чĕркĕмĕл тумламĕсене шур тутăр чараймарĕ.
— Эпĕ, анне вилсен, хам та вилесех тенĕччĕ. Сана та чĕрĕ юлманах тесе шутланă. Çавăнпа çĕр çинче пурăнас килми пулнăччĕ. Азов тинĕсне сикрĕм... анчах пĕр çын çăлса хăварчĕ. Вăл çынах мана рабфака вырнаçтарчĕ. Кайран института куçрăм... Сакăр çул канăç памарĕ çав çын мана. Сакăр çул çӳрерĕ хыçăмран. Ман ун çине пăхассăм та килместчĕ, шавах сан çинчен шутланă эпĕ. Каярахпа çапах килĕшмелле пулчĕ. Эп ăна пурнăçăма çăлса хăварнăшăн хисеплесе сан вырăнна хăть ăна юратма пултарăп-ши тесе качча тухрăм... Анчах чĕрене ирĕксĕр юратма хушма çук иккен. Халь унпа иккĕмĕш çул пуранатăп пулин те, вăл мана сиввĕн туйăнать.
Çак сăмахсене итленĕ чухне Григорий чĕри кăкăрне хирсе тухас пек тапрĕ.
— Надежда, чунăм, — терĕ вăл, — малалла мĕнле ĕнтĕ?
— Пĕлместеп. Ман пĕтĕм чĕрери шухăш та, Гриша, сан çинче анчах...
Григорий ним калама аптрарĕ. Çак самантра шухăша арăмĕпе ывăлĕ Надежда çумне килсе тăчĕç. — Суйла, Григорий, хăшĕ хаклăрах!
— Çук, Надя. Каярах юлтăмăр пулас. Ман... юратнă ывăлăм пур... юратнă ывăлăн савнă амăшĕ пур, — терĕ вăл.
— Каçар, чунăм, — хуравларĕ Надежда куççулĕ витĕрех, — эпĕ сан ывăлупа арăмун телейне туртса илме шутламан... анчах хăвна ĕмĕр юратса пурăнма çеç ан чар эс мана...
— Çук, чармастăп... çапах та...
Надежда Григорий çумне пырса пуçне ун кăкăрĕ çине тайрĕ. Ĕмĕрне те сӳнмест иккен пирвайхи юратăвăн хĕрӳллĕ хĕлхемĕ.
X
Тепĕр кун ирхине, шăпах хăвел тухса сарăлнă вăхăтра, виçĕ çын хула тулашне тухрĕç. Иккĕшĕ арçын, виççĕмĕшĕ — хĕрарăм. Ăна сылтăм хулĕнчен тытни, çамрăкраххи, лайăх плащ тăхăнни, хăйĕн сылтăм аллипе пĕчĕк вăрăм арча евĕрлĕ япала йăтса пырать. Вĕсем Ала-Тау çине улăхса çитрĕç. Çакăнта ĕнтĕ кăркăс халăхĕн тĕлĕнмелле поэчĕ тата чаплă композиторĕ Токтогул çамрăк чухне сăвă-юрă хывма юратнă. Çав вырăнпа утрĕç ĕнтĕ Григорипе Надежда тата Михаил Петрович.
Вĕсем мĕн калаçса пыни никама та илтĕнмерĕ. Шăпах çӳле улăхса çитсен, Григорий чылайччен йĕри-таврана пăхса, тем сăнаса тăчĕ. Çав вăхăтра никам та пĕр сăмах хăйса чĕнеймерĕ ăна. Вара хăйĕн тăрăхла сунтăхĕнчен сĕрме купăсне кăларса, малтан хулленрех кăна, унтан вăйлăраххăн, каярахпа çав тери хăватлă кĕвĕ вылянтарса ячĕ. Надеждăпа Михаил Петровичшăн халь пĕтĕм сăрт-тусем чĕтренсе кайнă пек, лăпкă тăракан кӳлĕсем акăш-макăш хумсем чашкăртма пуçланă пек туйăнчĕ.
— Юрла, Надежда, — терĕ компзозитор. Надежда чăтса тăраймарĕ. Вăл, Григорий купăсĕн чи çӳлти нотипе пĕр саса илсе, халиччен ни Григорий, ни Михаил Петрович илтмен сасăпа шăрантарса юрласа ячĕ. Чăнах та, çав вăхăтра вĕсен концертне итлесе, пĕтĕм сăрт-тусем пуç тайса алă çупнă пек, çав тусем ирĕлсе кăйса пин-пин тĕслĕ чечеклĕ аслă улăхсем пулса ларнă пĕк туйăнчĕ
— Çитĕ, Григорий, çитĕ, — тӳсеймерĕ Михаил Петрович, — эсĕ мана хăвăн кĕввӳсемпе çыран тĕпнех сиктеретĕн...
— Михаил Петрович! Пĕлетне ас, Надежда камне? Пĕлместĕп, тетĕн? Пĕлместĕн пулсан, калам, вăл маншăн çак çут тĕнчери чи хăватлă юрату символĕ. Эп ăна вунă çул шырарăм, тупасса сунманччĕ, халĕ тупрăм ак...
— Çапла — хушса хучĕ Надежда, — эпе ăна çеç юратнă, юрататăп та... — Надежда Григорий çумнерех пырса тăчĕ.
Çак сăмахсене илтсен, Михаил Петрович пуçĕ çине арман чулĕ персе аннă пек туйăнчĕ. Чĕрине тĕрлĕ енчен наркăмăшлă сăнăсем пырса тăрăнчĕç. Вăл Григорипе Надеждăна тĕпсĕр çыран тĕпне тĕртсе ярса, вĕсем çине темиçе пин пăтлă чул пулса анма хатĕр пулчĕ. Ун юнĕ вĕриленсе çитрĕ, чĕри кăкăрне шăнăçми тăвăлса илчĕ.
— Пурăнăр эппин, — шăл витĕр каларĕ Михаил Петрович, — чармастăп.
Надежда ун умне хăвăрттăн тухса тăчĕ.
— Çук! — терĕ вăл, — эпĕ пукане мар. Эпĕ пирвайхи Григорие халь тин тупас çук... ун ывăлĕн телейне татмастăп, Григорий — çемьеллĕ...
— Çаплах пултăр-им? — ыйтрĕ Михаил Петрович, Григорий çинĕ кăшт айăплăн пăхса.
Григорий чĕнмесĕр тăчĕ. Вăл куçне хупса илнĕ çĕре каллех юратнă ывăлĕ шухăша тухса тăчĕ. Хăйĕн пĕчĕк аллисене çӳле çĕклесе сăвă вулама тытăнчĕ, çавăнтах ун амăшĕ те хавассăн кулса тăни курăнчĕ...
— Çаплах, — терĕ Григорий хуллен, — анчах Надежда телейлĕ пултăр.
Çав вăхăтра ним чĕнмесĕр, куççуль витĕр пăхса тăракан Надеждăна Микаил Петрович пырса ыталарĕ.
— Юрĕ эппин, юрĕ Гриша, — терĕ Надежда йĕрсе, — сан çемйӳ телейĕ — мая телей пултăр... Эпĕ сан вырăнна шутласа Михаил Петровичах юратăп... Капла тĕрĕсрех пулĕ.
— Михаил Петрович, — сăмах хушрĕ Григорий каллех, — эпĕ çул çине тухас умĕн тĕлĕнмелле тĕлĕк курнăччĕ: çӳллĕ сăрт-тусем, тискер кайăксем, çавăнтах Надежда... Каçарăр, çавăнпа та сире юриех çакăнта илсе килтĕм. Манпа килĕшетĕр пулсан, пĕрне-пĕри ĕмĕр манми тăвансем пек çывăх туссем пулăпăр... Юрать-и, Надя? — ун куçĕнчен пăхрĕ вăл.
— Юрать, — хуравларĕ Надежда хуллен.
— Эп ăна, чăн та, чăн телей тупса пама тăрăшăп, — терĕ Михаил Петрович та, Григорие алă парса.
Анчах Надежда çав сăмаха илтеймерĕ. Григорий чĕрине хыпса илнĕ пушар та сӳнмерĕ. Вăл кăшт лăпланнă пек кăна пулчĕ. Çапах та, Надеждăпа Михаил Петрович кăмăлне текех хуçас мар тесе, хăйне уçă кăмăллăн тытса:
— Çаплах пултăр эппин, тусăмсем! — терĕ вăл. Вара хăйĕн юрату çинчен çырнă «Улăхра» ятлă кĕввине шăрантарса ячĕ. Çак кĕвве итленĕ чухне Надеждăпа Михаил Петрович умне вĕçĕ-хĕррисĕр аслă улăх тухса тăчĕ; унти ытарма çук чечексем çинче пыл пухакан вĕлле хурчĕсем сĕрлерĕç; сар лĕпĕшсем вĕçсе çӳрени курăнчĕ; лăпкă тинĕс пек хумханса ларакан пуç сăхнă ыраш пуссинчен вĕрекен ăшă çилĕ пите ачашларĕ; кăвак пĕлĕт çумĕнчи тăри юррисем янăрарĕç. Надежда Михаил Петровичпа пĕрлех таçти сывлăшри хаваслăх тĕнчине вĕçсе кайнă пекех туйрĕ, анчах çӳле-çӳле çĕкленсен, çак ытарма çук илем витĕр инçетрен хуралса килекен çумăр пĕлĕтне асăрхарĕ...
Вĕсем виççĕш те, виçĕ çывăх тăван, ту çинчен анса хула еннелле утрĕç. Станцире ларакан поезд патне çитнĕ çĕре гудок та пулчĕ. Григорий вагон çине ларас умĕн малтан Надеждăна ыталаса чуптурĕ, унтан Михаил Петравича пĕрне-пĕри лайăх юратса пурăнма хушрĕ вăл. Вара поезд ерипен хускалчĕ те, хытăран хытă хăлаçланса, хăй çитес çĕре чашкăрса ыткăнчĕ. Перрон çинчен икĕ çын, вагон площадкинчен виççĕмĕшĕ, пĕрне-пĕри мĕн курăнми пуличченех шур тутăрсем сулласа ăсатрĕç.
— Тепре куриччен! — тесе кăшкăрчĕ Григорий. Анчах лешсен сасси илтĕнмерĕ. Вăл Хамет Тураев патне васкарĕ.
* * *
Григорий инçе çултан килне çаврăнса çитни темиçе кун та иртнĕ ĕнтĕ. Ăна хăйĕн савнă ывăлĕпе амăшĕ питĕ тараватлăн кĕтсе илчĕç. Григорий кашнинех кучченеçсем валеçсе пачĕ, хăй мĕн-мĕн курса çӳрени çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ, анчах пĕр ĕç çинчен, хăйĕн пĕтĕм чун-чĕрине этем каласа пĕтерме çук хăватлă вут хыптарса илнĕ Надежда çинчен никама та каламарĕ вăл. Çавна каласа паманни ун чĕринче çунакан пушара тата ытларах, тата темиçе хут хăватлăрах ялкăштарчĕ. Ăна пĕччен сӳнтерме ниепле те май пулман, çавăнпа та кама та пулсан каласа парасах килнĕ. Çав тĕлпулу çинчен çул çинче, палламан çынсене, темиçе хут та каласа панă вăл, вĕсен хушшинче хăшĕ Надеждăна шелленĕ, хăшĕ вăрçнă, «епле-хă вăл, сана çав тери юратсан та, вунă çул хушши шыраса тупайман», тенĕ. Анчах Григорий пĕрин сăмахне те тивĕçлĕ вырăна хуман, итлемен вĕсене, мĕншĕн тесен вăл хăйĕнне хăй кăна пĕлнĕ, ун чĕрине никам та кĕрсе курма пултарайман. Вăл çак историе хăйĕн арăмне каласа парасшăн пулнă, анчах темшĕн хăяйман. Пĕрре çавах та тӳсеймерĕ вăл...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...