Кавказ хăнисем
Çул çинче
Ирхине. Хĕвел тухса сарăлсанах çичçĕр çитмĕл тĕcлĕ çеçке-çулçă çинче симĕссен-кăваккăн, хаклă ахах-мерчен пĕрчисем пек ялтăртатса курăнакан сывлăш шăрçисем куçсене ачашлаççĕ. Хĕвел тухнипе пĕрлех чечексем те хăйсен куçĕсене ытларах чарса савăнăçлăн пăхма тытăнаççĕ. Сатри вĕçен кайăксен концерчĕ уççăн та илемлĕрех янăрама тытăнать, кӳлĕ хĕрринче карăш картлатни, вăрман хĕрринче куккук куклани, ял енче автансем шарлатса авăтни, аслă улăха шăрçа пек сапаланса тухакан кĕтӳри выльăх сассисем тата ытти пĕтĕм чĕрчун сассипе пĕрлешсе пĕр сасă пулса кайнипе, темле симфониллĕ сумлă кĕвĕ янăранă пек туйăнать. Ку янăрав итлесе тăранма çук канлĕ, хаваслă. Ку сасăсем чĕрене çамрăклантараççĕ, чуна çĕклентереççĕ, пурăнас килтереççĕ пурнăçа. Чĕре паттăрланать. Çакăн пек вăхăтра пĕтĕм çĕршыва ыталас килет вара. Çакăн пек пуçланать çĕнĕ кун.
...Канаш станци чылай аякка, хыçа тăрса юлнă. Поезд сăрта хирĕç хулленрех, васкамасăр, чух хашлатса улăхать. Унăн йышлă кустăрмисем вĕçсĕр вăрăм чугун çулĕ тăрăх илемлĕ кĕвĕ каласа пыраççĕ. Халиччен поезд çине ларман çынна çав кĕвĕ тата илемлĕрех илтĕнет.
Уçă чӳречерен вакун ăшне вĕçсе кĕнĕ сарă лĕпĕш, иккĕмĕш ĕретри полкă çинче çывăракан Праскийĕн пиçсе çитнĕ панулми пек пичĕ çине ларчĕ те, хăйĕн çепĕç урисемпе ăна кăшт кăтăклантарчĕ. Праски, ыйхи иртме пуçланипе, канлĕн анасларĕ. Шуйханнă лĕпĕш тепĕр пятçăмарти çине куçса ларчĕ. Вăл хăйĕн сарă та çемçе çуначĕсемпе вăранакан хĕре питĕнчен ик-виçĕ хут лăпкаса ачашларĕ. Праcки маттур аллисемпе лĕпĕше хупларĕ.
— Ах, епле эсĕ кăтăкласа çӳреме вĕреннĕ... Лекрĕн-и! — терĕ вăл çемçе сассипе, сарă лĕпĕше пӳрни вĕçĕсемпе тытса илсе. Вара айăпсăр «чуна» вакун чӳречинчен кăларса ячĕ. — Асту, кайăксенчен сыхланса çӳре! — терĕ вăл ăна. Лĕпĕш часах куçран çухалчĕ.
Пуйăс вĕçтерет малаллах. Вакун кустăрмисен илемлĕ кĕвви Праские те килĕшрĕ. Çав кĕвĕ ăна колхозри каçсенче Ваçли хут купăспа вылякан кĕвĕ пекех туйăнать.
Акă пуйăс вăрман хĕрринелле тухса пырать. Ак, тинĕс пек хумханакан шăркана ларнă ыраш пусси. Кăçалхи ырашăн хăмăлĕ хăмăш пек, пучахĕ чакан пек, тĕшши пăрçа пек пуласси паллах; ак талкăшпех ем-ешĕл пустав сарса пăрахнă евĕр çуртырри; ав лере, инçех мар, ял. Ял тулашĕнче, казармăсем пек, вĕр-çĕнĕ вăрăм çуртсем тăсăлса лараççĕ. Пĕр çурчĕ çинче çӳлĕ мачтăсем. Ку — колхоз клубĕ е правленийĕ пулас; ак, пĕр ушкăн Праски пекех çитĕннĕ хĕрсем. Вĕсем ирех тăмрасемпе хаваслă юрăсем юрласа пыраççĕ: чашкăрса пыракан пуйăса шурă тутăрсемпе сĕлтсе ăсатаççĕ. Вĕсем çум çумлама каякансем. Ак, хĕрсен пуçĕ тĕлĕнче пĕр тăри: «ĕçле-ĕçле çи, ĕçле-ĕçле çи!» — тасе сышлăшра пĕтĕрĕнет; ак, телефон пралукĕсем çинче пĕр ушкăн чĕкеç, вĕсем халь çеç юрласа пыракан хĕрсем пек чĕвĕлтетсе юрласа лараççĕ.
Пурнăç! Пĕтĕм пурнăç картинланса курăнать вакун чӳречинчен.
— Эх, аван-çке, пит те аван капла, ярăнса пыракан пуйăс чӳречисенчен чĕрĕлекен тĕнче илемĕ çине пăхса пыма! Эх, анненеччĕ... аннене çакăн лек çӳреттерсе кăтартасчĕ манăн пĕрре. Курман вĕт вăл, мĕскĕн... — терĕ те ăшра Праски, тарăн шухăша кайрĕ.
Амăшĕ вĕт-ха ĕмĕрне те питĕ тумтир тăхăнса курман, шавах пуянсем патĕнче ĕçленĕ, куççульсĕр çăкăр çиеймен. Хĕлле пулсан, тен, тытăнса каçченех чăпта çапнă; çулла — пуянсенне тырă вырса çӳренĕ; çăварнисем иртсен, ытти хĕрсем йĕтĕн пирĕ тĕртнĕ, унăн амăшĕ чăпта çапса ларнă...
Ăратлă сысна пек мăнтăрланнă пуян Селевер арăмĕн хура çĕлен сăнниллĕ аскăн чĕлхи, ăна киревсĕр, намăсла сăмахсемпе каса-каса татнă, йăвăр ĕçе туя айĕнче ĕçлеттернĕ. Çапла иртнĕ Праски амăшĕн хĕр ĕмĕрĕ. Арăм пулсассăн та унăн пурнăçĕ юсанман. Çаплах çитмен пурнăç каснă. Чухăн çын нуши хăйĕнчен те малта-мĕн! Праски ашшĕн пур пек пурлăхĕ те: мунча пек пĕчĕк пӳрт, пĕр ĕмĕре яхăн ларнă кив арпалăх манерлĕ кĕлечĕ тата виçĕ хăлаçлă вăрăм пуши анчах пулнă. Унăн пур савăнăçĕ те çутă хĕвелре çеç пулнă. Хĕвел ăна — шăнсассăн — ăшăтнă, йĕпенсессĕн типĕтнĕ, хурлансассăн — кăмăлне уçнă.
Праоки хăй мĕнле çуралнине пĕлмест ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна калама çук юратнă. Акă ун ача чухнехи кунĕсем: вăл хăйсен пĕчĕк пӳрчĕн пахча енчи тăпра çинче «теттесемпе» выляса ларать. Унăн умĕнче пушă шăрпăк йĕпписем, çĕтĕк-çатăк тутăр татăкĕсем, тусанлă пуканесем. Урам енне тухса вылясан, кӳршĕри пуян Макар хĕрĕсем çӳçрен тăпаласа е «теттисене» вăрласа каясран хăрать. Акă ăна амăшĕ: «Праçук, çулă пăтă çиме кĕр!» тесе чĕнет кантăкран. Анчах пӳрте кĕрсен, çулă пăтă мар, хĕреснамĕш кӳрсе панă шывĕ анчах-мĕн. Сĕт-турăх сайра хутра кăна. Праçукшăн çĕве шывĕ те сĕткенлĕ апат пулнă. Каярахпа Праçукăн ашшĕ вилсе каять.
— Ах, асап-çке аттесемсĕр ӳсме, — тесе илет Праски. Ун ашшĕне чăпта хуçи Селеверĕн ăйăрĕ, утă пама кĕрсен, урипе кукалесе касса пăрахнă... Праски аван астăвать: унăн ашшĕ хĕл кунĕсенче яланах Селевер патĕнче ĕçленĕ, çулла пулсан — кĕтӳ кĕтнĕ.
Праски вăрăммăн сывласа илчĕ.
Иртнĕ кунсем. Иртнĕ çулсем. Праски хăй ашшĕ пуçне вăхатсăр çинĕ Селевер патĕнчех пурăннă, çавăнтах пулнă ун амăшĕ те. Вĕсем иккĕшĕ Селеверăн путексемпе пăрусем хупакан лупас айĕнчи мунча пек пӳртĕнче пурăннă. Хĕл кунĕсенче хăйсен пĕчĕк пӳртне кайса та курайман. Ăна кĕрт шăлса лартнă, хутма вутă та пулман.
Селевер патĕнче чухăнсем вăхăчĕпе çур яла яхăн ĕçленĕ. Праски те унтах «йĕп ачинчен» «курăс ачине» çитнĕ. Амăшĕпе иккĕшĕ те чăпта ĕçĕнчех пулнă. Ун амăшне час-часах хуçа арăмĕ мунчана илсе кайса, хăйĕн хуп сарнă çара çуна сарлакăш çурăмне çума сĕннĕ. Праски амăшĕ итлемесĕр тăма пултарайман. Апла тумасан çăкăр паман. Ылханлă саманара пĕчĕк Праçукпа ун амăшĕ пеккисемшĕн типĕ çăкăра тăвар пусса çиесси те вĕри куççулĕсĕр лекмен.
Ытла та хĕн пулнă çав ĕлĕк кулак патĕнче чăпта çапса пурăнакансен пурнăçĕ... Кашни кунах ирхи шурăмпуçпе тытăнса çурçĕрччен мунчала тусанне çăтса ларсан та, темĕн пек чун татса ĕçлесен те, выçăллă-тутăллă çеç пурăннă... Халь акă... халь эртелте ĕçленĕ чух, ирĕклĕн ĕçлетĕн, укçине те лайăх тӳлеççĕ. Çитменнине тата, маттур ĕçлекенсене тĕнче курса çӳреме яраççĕ... Экскурси теççĕ. Таçта çитсе курма та пулать.
Çапла шухăшласа илчĕ Праски.
Поезд ыткăннăçемĕн ыткăнать малалла. Вакун чӳречинчен пăхса пыракан Праски куçĕ умĕнчен паçăрхи пекех аслă ыраш пусси тинĕсĕ, талкăшпех сип-симĕс те ем-ешĕл пустав сариă пек çуртырри уйĕ, колхозлă ялсемпе вĕсен чечекри сачĕсем, шур тутăр сĕлтсе ăсатакан хаваслă çамрăксем вĕлтлетсе юлаççĕ. Акă, ăнсăртран, Праски пĕр чикĕ юпи çийĕнче çерçи хурчăки путенене тăпăлтарса ларнине асăрхарĕ. Ах, шел-çке, шел, ăна! Путене хурт-кăпшанкă пуçтарать, хурчăки мĕн тăвать-ха?..
— Кшуй, кшуй! — терĕ вăл чӳрече витĕр.
— Мĕн эс, хĕрĕм, чăхсене хăвалатни? — терĕ пĕрле ларса пыракан Таниле Микулайĕ, чылаях ватă чăптаçă.
— Çук. Çерçи хурчăки путенене тытнă та...
— Усал вăçенкайăк вăл хурчăка таврашĕ. Пĕлтĕр çапла, çич-сакăр чăхха, самай хĕрсе çăмарта тăваканнисенех, тытса пĕтерчĕ.
— Микулай пичче, хурчăка тенĕрен, çав «Хурчăка Мĕтрик» çинчен калакан халап каласа парăр-ха, ахаль ларса пыриччен итлер. Эп çав халапа тахçанах çырса илесшĕн те, саманчĕ тӳр килсех каймасть, — сăмах çумне хутшăнчĕ Лавренти, Праскипе Микулай эртелĕнчех ĕçлекен йĕкĕт.
— Çырсан чăнах та аван пулмалла вăл. Чăн пулнă теççĕ ăна, — хушса хучĕ çӳлти полкă çинче выртса пыракан Ярки Ваçлийĕ.
— Ĕнтĕ, чăнĕ-суйи паллах мар та, калаçаççĕ. Çакăн пек пулнă ун историйĕ, — терĕ Микулай пичче хăй калавне пуçласа: — Хамăр ялтан инçех мар, леш Çĕнир шывĕ еннелле пĕр «Юман кӳлли» ятлă кӳлĕ пур вĕт-ха? Çав кӳлĕ тапнĕçемĕн типсе пынă. Ĕлĕк авал çав кӳлĕ тавра этем пуç чикме çук чăтлăх хура вăрман кашласа ларнă. Вăхăтла çав вăрман варри темиçе пин хура çĕлен пĕр харăс шăхăрнă пек е аскăн арçури ушкăнĕ тискеррĕн çуйăхнă евĕр ашкăннă. Çав кӳллĕн тарăнăшне никам та пĕлмен, виçме те май пулман. Пĕрре çапла, çакăнта темиçе ĕмĕр хушши вăрман хуçи пулса ларнă ватă юмана пĕр уяр аçа çапать те, пушар сиксе тухать... Темиçе эрне хушши тăсăлнă урăм-сурăм вутпа пĕтĕм вăрман сайралса юлать. Типĕ çанталăк тăнă пулас. Çавăн хыççăн, вăхăт нумай-и, сахал-и иртнĕ, пирĕн пулас ял вырăнне пĕр ачаллă арăм пырса вырнаçать. Çав арăмăн тăван ывăлне пĕр ачасăр улпут илсе кайнă, тет. Вара вăл, улпутăн ача пăхакан хĕрарăм тарçипе пĕр каварлă пулса, ун урлă усрав ача арман пĕвине путнă тесе сăмах сарнă та ачине илсе пирĕн çĕршыва тарнă, тет. Ывăлĕ «Мĕтрик» ятлă пулнă. Мĕтрик вунçичĕ çула çитсен, укçине ăçтан тупнине калама пултараймастăп, çичĕ пӳлĕмлĕ пысăк ампар тата пĕчĕкрех пӳрт туса лартнă. Шутласан халап пек те, авалтан юлнă сăмаха çеç калатăп сире. Çав Мĕтрик, пĕрре, паçăр асăннă «Юман кӳлли» хĕрринчен çичĕ çулхи хĕрача тупнă, тет. Хĕрачи хăйĕн ашшĕ-амăш ăçтине те, вĕсем мĕн ятлине те пĕлмен тата хăй ятне те астуман. Мĕтрик ăна, килне илсе таврăнса, «Кĕлпустан» тесе ят парать. Тĕне кĕмен чăвашсем хушшинче «Кĕлпустан» тенĕ ятсем чылайччен çӳренĕ. Çулсем иртнĕçемĕн иртсе пынă. Çав Кĕлпустан, вунçичĕ çула çитсен, Мĕтрикĕн кĕçĕн арăмĕ пулать. Ăна вăл çиччĕмĕш арăмĕ вырăнне шутланă. Унăн çичĕ пӳлĕмлĕ кĕлетĕнче çичĕ арăм пурăннă, кашни арăмĕн пӳлĕмĕнче пĕрер саламат çакăнса тăнă имĕш. Хăшĕ айăпланать, вара, çав айăпа кура, Мĕтрик саламатпа вĕтеленĕ çурăмран...
Анчах çапах та, кĕçĕн арăмĕ упăшкине парăнман. Мĕтрик вара ун ури тупанне йĕп çапнă, хăш чухне леш çапах та ним пулман пек ташланă. Эх, мĕншĕн эп кĕнеке çыракан пулман-ши? Тем çырнă пулăттăм çав истори çинчен. Вĕренмен çав. Вĕренме та май пулман пире... ...Пĕрре çапла, çимĕк умĕн, лăпкă тӳлек ир, пĕтĕм чĕрчун хаваслăхпа вăраннă вăхăтра, Мĕтрик чĕркĕмĕл пек тăрă, сиксе юхакан çăл кутĕнче çăвăнса ларнă. Çăвăннă чухне вăл хăйĕн кĕçĕн арăмĕ пынине те асăрхайман. Çын çунатне çын курма юраман имĕш. (Мĕтрик çунатлă пулнă, тет.) Вара вăл, ывăннă кăвакарчăн пек пĕчĕк çуначĕсене ластăрах сарса ӳкнĕ те урăх тăрайман! Ерипен хупнă вăл хурчăкалла куçĕсене. Çав вăхăтра çав таврари пĕтĕм вĕçен кайăксем хурлăхлă юрă юрласа янă. Пĕтĕм тискер кайăк акăш-мăкăш сасăна хаяррăн уласа янă имĕш. Тĕлĕнмелле!.. Виçпӳртсем шавах аса илсе юмахлаççĕ вара çак аваллăхран юлнă халапа.
Ну, мĕн тăвăр эсир? Кайран хăй те пуçне çиет Кĕлпустан.
Çав тери юратнă вăл упăшкине тата çав тери курайман. Упăшки вилсенех, çав «Юман кӳлли» хĕррине пырса, паçăр асăннă уяр аçа çапнă юман тĕлĕнче шăтса ӳснĕ çамрăк юманран çакăнать. Çавăнтан вара тĕпсĕр кӳлĕ те «Юман кӳлли» текен ят илет.
Чăннине, çунатлă пулман пуль те ĕнтĕ çав Мĕтрик, халăх халапĕ çапла калать. Каскалас ĕçе пите юратнă вăл, темиçе кирлĕ- кирлĕмарсем шутласа кăларнă. Кĕçĕн алăк пысăкăш çунатсем туса, кĕлетсем çинчен сикетчĕ, тет, имĕш. Вара ăна «Хурчăка Мĕтрик» тесе, киревсĕр ĕçсем тăвакан çын вырăнне шутлама тытăнаççĕ. Ун чухне аэроплансем пулман вĕт. Сывлăшра вĕçессе те шутламан, ун çинчен шухăшлама та хăранă. Астăватăр-и, епле эпĕ пĕлтĕр акатуйĕнче хам та хурчăка пекех улăхса кайрăм? Çавăн чух пĕтĕмпе пĕр аллă çул таран çамрăкланнăн туйăнчĕ... Э-э, кам шутланă хальхи ырлăха курасса? Вăхăт иртет вĕт. Вара, пурăна киле, ял та пысăклана пуçланă... Хурчăка Мĕтрикĕн темиçе сыпăкри тăхăмĕ тетчĕç Сăрмакай пуяна. Вăл «Юман кӳллине» лаках курăс тултарса мунчала тăватчĕ. «Ман асатте кӳлли ку, ман кӳлĕ», — тесе пĕр çынна та яхăнне те ямастчĕ. Куштансем ун майлă пулнă ĕнтĕ, ялти ятлă çын вĕт, мĕн тăвăн эс? Эрех тĕнчене тытнă ун чухне. Çавăн патĕнче «хырăм тăрантрăм» эпĕ. Çĕрĕн-кунĕн йытă пек ĕçлеттеретчĕ. Çур ĕмĕрĕм иртнĕ ун чăптине çапсах...
...Революци хыççăн, шалçи тулчĕ вара Сăрмакайăн. Хĕрлисем яла пырсан, революцие хирĕç тăнăшăн пуппа иккĕшне илсе кайрĕç те... вĕсем вара çавăнтанпа çук. Çав вăхăтсенче ун «аслашшĕ кӳлли» тавра хальхи пек ешĕл пурçăн тăслĕ ем-ешăл хăмăш та лăпкă çилпе чăшăлтатса лармастчĕ. Унта лутра сарă хаях та шапа лăйми анчахчĕ. Халĕ хăвăр та пĕлетĕр — унăн тавра сад, çĕнĕ сад. Çавăнтах колхозăн кирпĕч завочĕ сарăлса ларать. Çĕнĕ «Юман кӳллинчен» тытнă пулăсем те пит аван апат вара.
— Эх-эх-ээх курнă ĕнтĕ, тӳснĕ! Халь пирĕн çамрăксен пурнăç-и вăл, рай! Пурнăç мар, хаваслăх анчах!..
Вăт çапла, ачамсем, çапла... Пирĕн ялта тата тепĕр тĕлĕнмелле çын пурăннă. Али тесе чĕннĕ ăна. Вăл хăйĕн сĕрме купăсне сĕрсе ярсан, йĕрсе ларакан — кулса яма пултарнă; уксах — ура хуçса ташланă, кулакан — йĕрсе яма пултарнă, ĕрĕхсе кайнă туй ăйрисем — чарăннă, ывăннă лаша — татах вунă çухрăм чупнă, теççĕ.
Итлесе ларакансем пурте кулса яраççĕ.
Микулай пичче халăх чĕлхи çине авалран çырăнса юлнă вăрăм роман сыпăкĕсене пĕр кĕнекесĕрех, кĕскен каласа пачĕ. Ун калавĕ чылайăшне тĕлĕнтерчĕ, хăшне култарса та илчĕ.
Çамрăксем Микулай пичче каланине хăть хăçан та ырă кăмăлпа итленĕ. Вăл поезд çинчи çамрăксемшĕн те чăпта çапнă çĕрти пекех юратнă юлташ пулчĕ.
Поезд, ик-виçĕ хут умлăн-хыçлăн кăшкăртса, пĕчĕк вăрман витĕр çурса тухрĕ. Вăл кăшкăрнине хирĕç таçта аякра тепĕр поезд кăшкăртнă пек туйăнчĕ те лăпланчĕ. Пăравус васкамасăр, мăнкăмăллăн сывласа чашкăрать. Ун трубинчен палкаса тухакан хăмăр-кăвак тĕтĕм йăвинса, пĕтĕрĕнсе вĕçсе ирĕк уйсем çийĕнче ирĕлет.
...Поезд çине малтанхи хут ларсан, вăл хуть кама та хумхатса тĕлĕнтерет. Праски, халиччен Шупашкарта çеç пулнă чăптаçă, ударницăсен слетне çеç автобуспа кайса курнăскер, вăрăм çула малтанхи хут тухнă. Халь ĕнтĕ вăл — куçпа виçме çук симĕс уй-хирсем урлă кайса ĕмĕр юрпа витĕннĕ çӳлĕ тусемпе шăрăх енчи нихçан çулçă тăкман ешĕл вăрмансем патне çитсе курма, темиçе хулана курса паллашма экскурсие тухнă ударница-чăптаçă.
Праски çитĕннĕ хĕр. Мăшăр кăвак пурçăн лентăпа явса çивĕтленĕ çивĕтсем, тулли кăкăрне тăп тытса тăракан хура чĕнтĕрпе тытнă шурă саппунĕ, тата çыпăçуллă алăпа тунă чăваш тĕриллĕ сатин кĕпи унăн килĕшӳллĕ пӳне тата ытларах илемлетеççĕ. Кăвак кăвакарчăнăнни пек куçăюем, пиçсе çитнĕ панулми пек сăн-пичĕ яланах уçă кăмăллăн ялкăшаççĕ. Трак районĕнчи «Стрела» ятлă чăпта çапакан эртел ятне илтсенех, куç умне тӳрех çак уçă кăмăллă хĕр — Праски тухса тăратъ. Вăл иртнĕ сезонра та, Чăваш республикĕ 15 çул тултарнă ячĕпе пыракан производствăлла похода хутшăнсан, хăйĕн планне 200 процент тултарса, 2150 чăпта тĕртме ĕлкĕрет. Праски хăй тĕртсе тунă чăпта пирĕн çăмăл промышленнăçра тавар тĕркисене чăркĕмĕллĕ паха тарă пулса тăнине, вăл пулмасан, ун вырăнне хаклă пир-авăр е çитсă таврашĕ тивĕçсĕр сая каясса та лайăх ăнланать. Çавăнпа вăл хăйăн ĕçне пикенсе туса пырать.
Иртнĕ хĕл те Праскисен «Стрела» эртелĕнче, çĕнĕрен лартнă мастерской ĕлкĕрейменнипе, чăпта тĕртекен бригадăсем уйрăм пӳрт-çуртсенчех ĕçленĕ. Çавах та ĕç аптраман. Çитес çулта, мастерскойра ĕçлеме тытăнсан, «Стрела» эртелре чăпта çапас ĕç пушшех те пысăк ӳсĕмсемпе малалла каймалла.
Праскипе пĕрле экокурсие тата тăхăр çын каяççĕ. Вĕсем пурте чăпта ĕçне маттур туса пыракан паллă ударниксем. Çавăнпа та вĕсене Чăвашкультпромсоюз, пысăк преми парса, инçетри экскурсие Кавказа кайса килмелле тунă. Çул майĕпе вĕсен Мускавра, таврăннă чух — Сталинградра чарăнса тăрса, çав хуласенчи паллă заводсемпе тата Мускаври çĕр айĕнчи чугун çулпа (метропа) паллашмалла пулнă.
Çул çинче пирĕн чăптаçă-экскурсантсем, пурте пĕр çĕрлĕн пулса, вăхăта пĕр-пĕринпе савăнăçлăн калаçса ирттереççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...