Лева — арăслан
Лева Иванов гороскоп тăрăх арăслан. Çак тискер чĕрчун хуçаланма юратать, хăйĕн çулĕ çине тăракана тӳсме пултараймасть, яланах малта пуласшăн. Хăш-пĕр чухне арăслан наянланма кăмăллать. Вара кунĕпех çывăрать, тĕмсем айне кĕрсе выртсан йĕри-тавра мĕн пулса иртнине те пĕлмест, интересленмест те. Хăйĕн тăрăх шăши-каюра, мулкач-тилĕ сиксе çӳренине те сисмест. Канлĕ пурнăçшăн антăхсах каять, анчах хăй пĕртте ĕçлесшĕн мар, çын ĕçĕпе ырă курса пурăнма хăнăхнă.
Пĕррехинче Лева гороскоп кĕнекине вуласа хăй арăслан пулнине пĕлчĕ те самаях тĕлĕнчĕ. Ăна ятне те арăслан пек хастар пултăр тесе панă-мĕн. Лева нихăçан та чапшăн çунман, укçашăн антăхман, наянланса та выртман. Хуçаланма та юратмасть вăл. Çак йăваш та ырă кăмăллă ача амăшне итлет, ăна яланах пулăшма тăрăшать, шыв кӳрет, сарайран тислĕк кăларать, пахчара тар тăкать, ашшĕпе пĕрле кĕтӳре те çӳрет.
Гороскопа вуласа тухсан ача шухăша кайрĕ. Хăш-пĕр чухне ăна тус-тантăшĕсем кӳрентерни те пулать. Тен, чăн та, арăслан пулса пăхмалла, ун чухне ăна никам та çиллентерме хăяймĕ!
Çапла шухăшласа илчĕ çеç ача — хăйĕнче вăй-хăват хушăннине туйрĕ. Хăй те сисмерĕ — умĕнче утса пыракан Никитăна ура хурса такăнтарчĕ.
— Эсĕ мĕскер? — кăмăлсăрланчĕ лешĕ.
— Выляс килчĕ! Ха-ха-ха! — ахăлтатса кулса ячĕ Лева.
— Вăйă шутласа тупнă та вара, — кӳренчĕ тантăшĕ.
— Лайăххине ху шыраса туп! — ихĕрме пăрахмарĕ хайхи «арăслан».
«Тата мĕнле киревсĕр ĕç туса савăнам-ши?» — шухăшларĕ вăл.
Акă Кольăна тĕл пулчĕ. Кăçал вĕсен панулми ăнса пулнă. Коля — ырă кăмăллă ача: тантăшĕсене панулмипе хăналать, килтен тулли сумка йăтса килме ӳркенмест.
Левăн алли Коля еннелле тăсăлчĕ, лешĕ çиме хатĕрленнĕ панулмие туртса илчĕ.
— Панулми çиес килет-и? Манăн сумкăра татах пур. Ун пек ашкăнмасăрах хăналама пултаратăп, — тĕлĕнчĕ тусĕ.
— Ман нумай çиес килет! Пĕрре мар, нумай! Халех хăналанă пултăр!
Çапла алхасса çӳресе Лева юлташĕсене хытах тĕлĕнтерчĕ. Кунĕпе ашкăнса хăй те йăлăхрĕ, юлашки урокра ларнă чухне тĕлĕрсе кайрĕ. Музыка урокĕнче класра илемлĕ юрă шăраннăран, çепĕç кĕвĕ хаваслă ĕмĕтсем çуратнăран ача тутлă ыйха путрĕ. Тĕлĕнмелле тĕлĕк курчĕ.
Лева пĕр уçланкăра пурăнать иккен, вăл — чăн-чăн арăслан. Ун умĕнче мĕнпур чĕрчун упаленсе, пуç тайса çӳрет, вăл хушнине те çийĕнчех, пĕр сăмахсăрах пурнăçлаççĕ. Вăт ырлăх Левăн: мĕн çиес килет — çи, мĕн тăвас килет — ту. Арăсланăн пĕтĕм вăйĕ сылтăм уринчи чĕрне вĕçĕнче: урине çĕклет те чĕр чун еннелле сулать, лешĕ ăна тӳрех ăнланать, хушнине пурнăçлать.
Малтан интереслĕччĕ-ха. Анчах каярахпа Левăна кунашкал пурнăç йăлăхтарчĕ. Никам та ăна хирĕç шарламасть, витлесе те кулмасть, тупăшмасть, харкашмасть... Пурте пĕкĕрĕлсе çеç çӳреççĕ, арăсланăн сылтăм ури çĕкленессе кĕтсе лараççĕ.
— Кай, кай! Кун пек пурнăç мана кирлĕ мар! — Лева сылтăм уринчи чĕрнине хăйпăтса ывăтасшăн пулса хускалчĕ те... вăранса кайрĕ.
— Иванов, мĕн пулчĕ. Тĕлĕрсе кайрăн-им? Хăрушă тĕлĕк куртăн-им? — ыйтрĕ вĕрентекен ача çине куларах пăхса.
Йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ арçын ача ун çине пăхса илчĕ те хăйĕнпе пулса иртни тĕлĕкре çеç пулнине ăнланчĕ, лаштах сывласа ячĕ.
— Ан тив, гороскоп тăрăх арăслан пулам. Хамăн характера пур-пĕрех улăштармастăп. Унчченхи пекех лайăх ача, 6-мĕш класра вĕренекен Лева Иванов пулам, — терĕ вăл.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...